Юманпа хевел

Волков Геннадий Никандрович


    

ТУПМАЛЛИ

 

1.Ылттăн çĕр. Юмахсем

Ылттăн çĕр

Илемлĕ тĕрĕ – тăван çĕр йĕрĕ

Хурама хули

Пахчаçăпа ывăлĕсем

Сулхăнпа мĕлке

Ултаккапа Суякка

Ашшĕ килĕн вучахĕ

Алăри ĕç

Улпутпа кĕтӳç

Тĕревпе тĕрек

Кӳсек, кĕсмен тата кисĕп

Пилпе арăслан

Иăваш чăвашпа усламçă

Юпах тиха

Тĕлĕнтермĕш курăк

Арманта

Вăрманта

Юлхав сăлтавĕ

Хыткукар

Карчăк ĕмĕчĕсем

Хăралкка

2. Юманпа хĕвел. Калавсем

Шутлав

Тĕлпулу

Чи хакли

Суранланнă улмуççи

Тăван чĕлхемĕрçĕм

Хăна чечекĕ

Юмахах–ши?

Тилĕпе кашкăр

Юманкка

Тăван Атăл

Юманпа хĕвел

3. Шанчăк чечекĕсем.  Пулни-иртни

Акам

Виçĕ юрă

Шăрттан

Пуртвиш пахчи

Патшинсем

Вăрттăн сăмах

4. Çеçпĕлпе пĕрле. Курни–илтни

Çеçпĕл чунĕ

Çăлтăрлă ял

Калевала çĕршывĕ тăрăх çаруран

Иккĕмĕш тĕлпулу

Эстонсен килкартийĕ

Космонавт алтăрĕ

Алан ачисен эрешĕсем

Пĕр килти икĕ Нарспи

Кăркăстанри салма яшки

Тĕнче хĕрри

Павлыш

Çулпуç килĕнчи чăваш кĕнекисем

 

ЮМАНПА ХĔВЕЛ

Хĕвеллĕ çĕршывăн пали – юманлăх, кăмăллă халăхăн юрри – юман. Пĕр пичĕ – хĕвел, тепĕр пичĕ – уйах чăваш паттăрĕн, Юманăн. Вăл хăй те, эппин, Хĕвелпе Уйах ывăлĕ. Юман çулçи хушшинчи сап–сарă икелсем – пĕлĕтри çутă çăлтăрсем. Кусем – Хĕвелпе Уйăх ачин ачисем–шим?

Хĕвел, хĕвел, хĕвел... Пĕтĕм тĕнчене çутатса тăракан çуттăн амăшĕ. Пĕтĕм чĕрчунпа ӳсентĕрана чĕрĕлĕх: паракан ăшшăн ашшĕ.Хĕвел çинчен çĕр юмах чăвашăн, хĕвел çинчен пин юрă чăвашăн, хĕвел çинчен пин–пин сăмах.

Хĕвел питĕнче çырла пиçет, сулхăнра çулçи те çук Çумăр – аван, хĕвел – лайăх; шыв – çырмара хĕвел пĕлĕтре. Хĕвелсĕр вăрман та салху, пахча та пушă, шăпчăк та шăпăртах, куккук та авăтмасть, саркайăк та, хĕвел кайăкĕ, пĕр сас кăлармасть.

Эрнелĕхе хĕвел питне пĕлĕт хуплать те, пĕтĕм тĕнче тĕксĕм. Ӳсмелли–ӳсмест, пиçмелли–пиçмест, тулмалли–тулмасть. Сĕлĕ туни–симĕс улăм, сĕлĕ серепи – арпа, сĕлĕ пĕрчи – хывăх. Хĕвелсĕр – сурăх çăмĕ кĕске, çăмĕ çук – сурăхĕ те çук. Хĕвелсĕр чĕрне те ӳсмест. Хĕвеллĕ чух – çӳç кăтра, хĕвел çук чух – пуç кукша.

Тăван килте анне хĕвел пулса çӳрет, ачисене хĕвел пулса пăхать. Анне çук–тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур–тăк сан чĕрӳне те хĕвел кĕрĕ.

«Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух», – хушса хăварнă ваттисем. «Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн», – тенĕ вĕсем ӳпкевлисене сивлесе. «Эп сана улталап пулсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр», – тупа тунă авалхи асаттесем.

Хĕвел çинчен юрласа чăваш хăй ачине йăпатнă. Ача кулли уншăн хĕвел çутипе пĕрех. Хĕвел кулли вара – тĕнче илемĕ. «Паçăр çумăр çурĕ, халь хĕвел пăхать ĕнтĕ епле!» – тенĕ чăваш лăпланнă ачишĕн савăнса. Ача тĕнчи уншăн – ырă тĕнче. Хĕвеллĕ тĕнче. «Хĕвел – ĕмĕт. Хĕвел – тĕллев. Хĕвел – ĕлке», – тет çăлтăр тупнă Андриян тăванăмăр.

Чăваш ачисем хăйсене хĕвел ачисем тесе шутланă Çимĕкчен çичĕ хут шыва кĕме тăрăшнă вĕсем. Хĕвел пĕлĕт айне пытансан, шăнса кӳтнине пăхмасăр, ăна мухтаса юрă юрланă, йăлăнса сăвă каланă, тăрăшсах такмак кĕвĕленĕ, йыхăрнă, чĕннĕ, кĕлтунă. Хĕвеле вĕсем шаннă та ĕненнĕ. Пĕлĕтелле пуçĕсене каçăртса хĕвел ташши ташланă. Кĕвĕ сассине илтсенех хĕвелĕн пĕлĕтсене хăйĕн патĕнчен хăваласа ярса чăваш ачисен ташшине курма васкамалла пулнă – хĕвеле те савăнтарнă чăваш ачисем: Вăл йăл кулса ярсанах, ачасен пичĕ–куçĕ те савăнăçпа çиçсе çуталнă.

Хĕвел, пăх, хĕвел, пăх,

Ачу шыва кайнă вĕт,

Турчăкапа туртса ил,

Хăмаç кĕпе тăхăнтар,

Пылпа кулач çитер!

 

«Хĕвел ташши» — юрăллă ташă. Хĕвел тухса ăшăтсанах ачасем шывалла чăмнă. Шывран тухсан юманлăхалла чупнă, çимĕкчен çичĕ тĕслĕ курăк çиме васканă.

«Юман ташши» – хăйне кура тĕлĕнтермĕш. Ку ташша ташлама юманлăха шала кĕмен, уçланкăри е вăрман хĕрринчи чи ватă юман тавра ташласа çаврăннă ачасем.

Ватă юман тавра васкамасăр ташласа çаврăнсан, юнашарти мăшăр юман патне куçнă вĕсем. Ташшăн малтанхи сыпăкĕ «Уй варринче лаштра юман» юрă кĕввипе ерипен пулса пынă та лăпкă утта куçнă. Мăшăр юман тĕлĕнче ташă хăвăртланнă. Пĕчĕк ачасем лашалла вылянă евĕр умлă–хыçлă сиккелесе çаврăннă икĕ юман хушшипе те, икĕ юман тавра та. Ватă юман – асатте, пысăк юман – атте. Кăна ача–пăча калаçма вĕренсенех илтнĕ. Хăй те ачаллах çак сăмаха чĕрене тарăн илсе каланă.

«Юман ташши» вăрман ăшне кăшт шаларах та кĕнĕ. Туйрасем хушшинче аллисене сарса сиккеленĕ ачасем. Çамрăк юмансене тыткаласа хăйсем еннелле туртам пекки те тунă. Туйрана каччă юман тенине пур ача та тахçанах пĕлнĕ.

Хунав юман – ача юман. Чăваш ачисем хунав юман урлă сике–сике каçнă. Ку та «юман ташшиех» пулнă–ха. Анчах ăна «упа ташши» те тенĕ. Упа хăрах чĕрнипе хунав юмана тăпăлтарса кăларать, тет те: «Эрĕм–ши ку, мăян–ши?» – тесе ыйтать, тет. Ачасем ташлана май хунав юмансем хушшинче сике–сике чупаççĕ, тăррисене аллисемпе çапаççĕ, пĕшкĕне–пĕшкĕне пӳрнисемпе хунав тĕпĕсене тивертеççĕ. Унтан сиксе тăрса каллех «эрĕм–ши ку, мăян ши» тесе такмакла–такмакла ташлама асатте юман патне таврăнаççĕ. Хĕвеле хирĕç васкамасăр çичĕ хут ташласа çаврăнаççĕ те пĕр харăс çак юмана чуптуса уйрăлаççĕ. Унтан вара татах шыва кĕме каяççĕ е киле таврăнаççĕ.

Юман ташши, юман юрри, юман кĕлли... Юман чăвашшăн турă, юманлăх – чиркӳ. Чи таса та сăваплă вырăн «Юмансăр юрă та çук, турă та çук» – тет чăваш. Чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртсен, пуян–куштансем ялсенче чиркӳ ларттарнă. Кун пирки чăвашсем акă мĕн каланă: «Юман лартакан чиркӳ лартакантан сăваплăрах», – тĕнĕ.

Юман – тĕнĕл, юман – пичке, юман – çăл пури, юман – нӳхреп юман – алăк та, сăлăп та, юман – тукмак та, чукмар та юман – хӳме, юман – тĕкме... Юман юпа – тĕрек; юпи çĕрсен, тем тĕрлĕ çирĕп хӳме те ишĕлсе анать. Юман çăпанĕ – çыруллăх, юман хуппи – эмеллĕх, юман çулçи – мунчалăх, юман икелĕ – выçлăхра тутă çимĕç... Асатте юман – никĕс пуканĕ, атте юман – урата, пичче юман – пӳрт хачи, шăллăм юман – çĕнĕ ӳсĕм...

Хĕвелпе юманăн – пĕр кăмăл. Пĕри – пĕлĕтре, тепри – çĕр çинче. Чунĕсем те таса иккĕшин те. «Хĕвелпе Чăвашăн Юман ятлă ывăл çуралнă...» Мĕнле юмах пуçламăшĕ ку? Юмах пуçламăшĕ мар, пурăнăç пуçламăшĕ. Пит ĕлĕкех те мар, пирĕн макаçсемпе кукаçсем астăвасса, Чăваш ятлă каччăсем, Хĕвел ятлă хĕрсем пулнă. Çавăнпа та–и тен, паян та хĕвелпе юмана уйрăммăн ăнланма çук.

Юманăн ӳчĕ хытă та, чунĕ çемçе. Ун мĕлкине путсĕр канма ларсан, тепĕр çулĕнче юман хăрать, тет. Усал çын таптанине те чăтаймасть иккен мăнтарăн. Тăмана евĕр шаланкăр кайăк пур тата. Шăпчăксемпе шăнкăрчсен, чĕкеçсемпе саркайăксен çăмартисене вăрласа çиет вăл. Вăрă–хурахран та хăрушăрах çак йĕрешке кайăк. Çумăр шывĕпе куççулĕ çеç ĕçет, тет, хăй. Типĕ чух йынăша–йынăша вĕçет çав хапсăнчăк, кĕвĕç те ĕмĕтсĕрскер. Юманлăхран илеме пистерет. Çак ылханлă кайăк сĕртĕннĕ юман турачĕ хăрать, тет, тунине çывăх пысăк турат çине пырса ларсан, юман шалтан çĕрсе хăвăллă пулать, тет

Анкарти хыçне, çурт çывăхне юман лартса ӳстерме хăранă чăваш: юман туни мăй хулăмăш пулсан, çав лартакан çын вилет, тет. Ырхан чăвашăн вара мăйĕ пи тĕ çинçе пулнă.

Ун вырăнне вăл ăна усрав вăрманĕнче питĕ вăйлă пăхнă, паттăррăн ӳстерме тăрăшнă. Икеле çăра акса шăтарса ӳстермеллине те лайăх чухлалă. «Юман кĕрĕкпе çарапуçăн çеç йĕркеллĕ ӳсет», тенĕ чăваш. Сăнавĕ усăсăр пулман, тĕрĕсне каланă вăл. Кĕрĕкĕ – юнашар ӳсекен тантăш–юмансем, хунав юманăн, ача юманăн çарапуçĕ – хĕвел çути валли, хĕвел ăшши валли. Юманшăн чи хакли хĕвел хĕвĕ, хĕвел хӳтти. Хĕвелсĕр – юманăн хевти çук.

Эппин, хĕвел сӳнсен, юман та пĕтет. Хĕвел сӳнмесěр çăлтăрсем ӳксе пĕтмесĕр икелти пурнăç тĕвви татăлмасть, юман пĕтмест, юмаллăх сайраланмасть! Чăваш хăй те – юман. Халăхĕ – юманлăх. Юлашки юман типиччен, çĕр çинче чăваш пĕтмест. Тĕнче вăрманĕнче тем тĕрлĕ йывăç ӳсет. Çав вăрманта юмана валли те вырăн пур. Этемлĕх аслă кил–йышĕнче, юман чунлă чăваша та хĕсĕк пулмĕ. Юман – хĕсĕр йывăç мар. Хĕвел те – сӳннĕ çăлтăр мар.

 

ÇЕÇПĔЛ ЧУНĔ

...Çĕн çул çине, çĕн чечексем чĕртсе,

Интернационал кĕперĕ анĕ.

Çеçпĕл Мишиш.

Пурсамăрăн кăмăлăмăрсене те революци урăхлатса çĕнетрĕ. Эпир тĕпренех çĕнелнĕ çынсем. Хăватлă, çĕн чĕреллĕ, çĕн ĕмĕр чăвашĕсем. Коммунистсем. Совет гражданинĕсем. Тăван чăваш халăхĕн ывăлĕ–хĕрĕсем. Кирек мĕнле халăхăн та хăйне евĕр пахалăхсем пур. Уйрăмлăхсем. Кусем – халăхăн ăстăн пуянлăхĕ.

Çула тухас умĕн Çеçпĕле вулатăп. Çул çинче Çеçпĕле пăхмасăр калатăп. Пултарнă таран Çеçпĕл юррисене юрлатăп. Хăшпĕр чух унăн сăмахĕсене тупа вырăнне пăшăлтатăп.

«Мĕнпур шухăшăм тăван çĕршывăм çинчен кăна...» – Çапла çырать Çеçпĕл Киевран Шупашкара. Хăш чух хĕвеллĕ шухăшпа ăса улталас килет, тет аслă сăвăçăмăр. Ялтан яла çӳрерĕм. Чăваш çĕршывĕ тăрăх. Çеçпĕл ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕнине курса савăнтăм.

Путсĕрсенчен йĕрĕнетĕп, вĕсене кураймастăп, тет Çеçпĕл. Çулăм чĕреллĕ революционер. Тасаран таса кăмăллă çын.

Эпĕ коммунист! Коммунистшăн нимĕнле чăрмав та çук. Коммунист тума пултарайманни нимĕн те çук.

Темĕнле йывăрлăхра та Çеçпĕле çак шухăш йăпатнă. Тĕрлĕ йышши йăх–яхсене хирĕç тăрса, вăл коммунистах, пулса юлма вăй çитересчĕ тесе ĕмĕтленнĕ. Нимĕнле хĕсĕрлӳ те хăратман ăна. Çеçпĕле пĕтерме пулнă, чĕркуçлентерме никам та пултарайман. Чăн–чăн коммунист пулнă вăл.

Мĕнле çĕкленӳ, ĕненӳ, мĕнле вирлĕ шанчăк унăн кашни йĕркинчех! Çак шанчăка ăна революци панă. Çак шанчăка хĕмленсе пыма тăван халăхăн ырă кăмăлĕ пулăшнă. «Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!» – тет сăвăç.

«Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхийĕ», – темеллеччĕ пек. Вăл: «чĕлхиçĕм», – тет, мĕншĕн тесен Çеçпĕл – кăмăллă çĕршывăн кăмăллă ывăлĕ, кăмăллă çĕршывăн уйрăлми пайĕ.

Çак кăмăла тĕпĕлех ăнланса илесшĕн çунтăм эпĕ. Теччĕре те пултăм, Çеçпĕл ялĕнче те... Шупашкарта Çеçпĕл çӳренĕ урамсем тăрăх васкамасăр утрăм. Елчĕке те пынă Çеçпĕл. Пĕр хутчен çеç мар. Унта та вăл сывланă сывлăшпах сывланăн туйрăм. Мускав, Крым, Киев, Остер... Нумай çĕре çитрĕм. Тĕпчевçĕ пулса çӳремерĕм. Туякан–шухăшлакан ахаль çын пек. Çеçпĕлпе пĕр юнлă халăх ывăлĕ пек.

Таçта та çитрĕм. Якутпа Тăва çĕршывĕсенче çӳрерĕм, Калевала çĕрĕнче çарран сахал мар утрăм, Литва, Латви, Эстони ытамĕсенче пултăм, тутарсемпе пушкăртсен, çармăссемпе мăкшăсен культура ӳсĕмĕсене курса савăнтăм, Кăркăсстанпа Казахстан çитĕнĕвĕсем хамăр килти ăнăçусем пекех хавхалантарчĕç, осетинсемпе грузинсем мана хăйсен чăвашла янракан сăмахĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, Çеçпĕл юратакан, Çеçпĕл мухтакан сăмахсем.

Кирек ăçта кайсан та, Çеçпĕл пуçран тухмарĕ, чĕре варринчен хăпмарĕ. Кирек ăçта çитсен те, вăл сăвăласа мухтанă «Интернационал кĕперĕн» тĕрекне курса хĕпĕртерĕм. Кирек ăçта та Хусанкая пула аллă тĕрлĕ чĕлхепе янракан Çеçпĕл çинчен шухăшларăм. Куçаракансемпе калаçрăм, вулакансемпе пуплерĕм.

Аллă чĕлхеллĕ Çеçпĕл, çур ĕмĕрлĕ СССР – мĕнле парне, мĕнле хăват! «Чăваш ачи, сассуна пар!» – тет Çеçпĕл. «Килсем! Килсем!» – тет пĕтĕм чун хавалĕпе кăмăл çĕкленĕвĕпе. Килчĕç те кайрĕç Элкерпе Хусанкай, Пур Ухсай. Татах та килĕç. Çамрăксем йышлă. Тăван чĕлхене юратса çитĕнеççĕ, Çеçпĕл Мишшипе Митта Ваçлейĕн ĕмĕчĕсене пурăнăçа кĕртĕç вĕсем.

Шупашкартан Кавал таран,

Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă

Юрру сассийĕ кайĕ сан.

 

Кăмăл, кăмăл... «Аликкĕм – саламаликкĕм» тенине Шупашкарĕнчех те илтрĕм пĕр хут çеç мар. «Алик–салам – пĕр салам», – текен те пулчĕ.

Чăвашра çитмен çĕр юлмарĕ. Кавалра «Апат тутлă пултăр!» терĕм апатланакан чăвашсене. «Эс каланă пек пултăр. Кил апата, пĕрле апатланар», – терĕç хирĕç, «Пĕрле апатланнă чух – ĕçме–çими тутлă, пĕрле ĕçленĕ чух ĕçĕ–хĕлĕ ăнăçлă», – тенине илтрĕм Вăрмарта. «Ĕмĕр пĕрле, ай, пулар–и!» – тесе урăлла юрланине илтрĕм Чикмере. Халăхăн хăйне кура кăмăлĕ пур, çак кăмăл пахалăхне ачаран ăспа чĕрене илсе ӳсекен çеç халăхăн шанчăклă ывăлĕ пулать.

«Вăй патăр!» – терĕм Елчĕкре. «Эс каланă пек пултăр, кил пĕрле ĕçлеме!» – терĕç хирĕç. «Васкани çитермест, пӳрни çитерет» тениле асра тытмалла пулчĕ: чарăнса çынсемпе пĕрле ĕç турăм. Пĕрле, пĕрле, пĕрле...

Çак сăмах яланах илтĕнсе тăчĕ, унăн янравĕ хăлхана çеç мар ачашларĕ, кăмăла та тиврĕ. Пĕр шухăш, пĕр ĕмĕт, пěр кăмăл... Çак пĕрлелĕх – халăх чунĕн тĕп тымарĕ мар–ши?

Вăй патăр... Кам патăр ăна? Паллах, пĕрле ĕçлени. Пĕрне–пĕри пулăшни. Ĕçре те, ăсра та.

Калаçса тăракан ушкăн умĕнчен те чĕнмесĕр иртсе кайма аван мар. «Канаш пĕрле пултăр!» – тесе хăвартăм Çĕрпупе Етĕрнере. Пур çĕрте те ăнланакансем тупăнчĕç. Ушкăнĕпех е пĕчченшерĕн хуравларĕç: «Эс каланă пек пултăр. Кил пĕрле канашлăпăр!».

Чĕмсĕрлĕхе юратмасть чăваш. Кăмăлсăр, тет ун йышшине. Çеçпĕл кăмăллă пулма хушать. Утă çулакансене: «Çаранăр илпеклĕ пултăр, уттăр тухăçлă пултăр!» – тесе хăвартăм. Утă турттаракансен телĕнчен «Перекет пултăр!» тесе иртрĕм. Тырă акакансене: «Пĕр пĕрчĕрен – пин пĕрчĕ!» тесе сĕнтĕм. Çĕнĕ çурта кĕрсен, «Никĕс питĕ пултăр!» – терĕм. Хăшпĕр çĕрте ку халал çумне тата тепĕр сăмах та хушрăм: «Кĕтес типĕ пултăр!» Никĕсне тĕреклĕ пулма сĕнни вырăнтах çĕрмелле пултăр, вут–кăвар ан тĕкĕнтĕр тенине пĕлтерет. Кĕтес йĕпенмесен, çурт çĕр çул та ларать, тет чăваш. Никĕс питти те лайăх, кĕтес типпи те кирлĕ. Пурте – хăй вырăнĕнче.

Мунчана каякана: «Ăшши тутлă пултăр!» – тесе ăсатрăм. «Мунчи кĕленче, милĕкĕ пурçăн, чулĕ мерчен, ăшши шерпет пултăр!» – тепине те хапăлласах йышăнчĕç. Ваттисем кăна мар, хамран кĕçĕнтереххисем те.

Сĕтпе хăналакансене «Ĕнĕр сĕтлĕ пултăр!» тесе хăвартăм, сăра астивтерекенсене: «Салатăр ăнтăр, хăмлăр йӳçĕ пултăр, тухăçлă тухтăр, сăрăр çăра та кăпăклă пултăр!» – терĕм.

Ырă кăмăл сăмахĕ чăвашăн нумай. Çул çинче тĕл пулнă çынсене тĕрлине тĕрлĕ каларăм, анчах пурне те ырă сунтăм:

«Сыв пул, çулу ăнтăр!»

«Çулу яка та тикĕс пултăр!»

«Пурăнăçунта ырă кунсем кăна пулччăр!»

«Сĕт çулĕпе кай, çу çулĕпе. кил!»

«Кану вырăнĕсем типĕ пулччăр!»

Хура пуличчен шурă пул, – тет чăваш. — Усал пуличчен ырă пул.

Ырра лайăх ăнланать халăх. Ырра ырă тăвасшăн çунать этем. Халăх пархатарĕ тени, тен, çавă–ши?..

Укăлчасем тĕлĕнче вуларăм савăнса «Добро пожаловать» тенине те, «Килĕрех» тенине те. Вырăсĕ те ырă сунать, чăвашĕ те ырă кăмăлпа чĕнет. Аван иккен ку тĕнчере ырă сунма, ырă тума, ырă пулма.

Ырă кăмăл чи хакли иккен, чи кирли иккен. Кĕвĕçӳре, кӳлешӳре, ăмсанура, вĕчĕрхенӳре, вăйăрханура – ырри çук. Кӳлешӳ пуличчен килĕшӳ пултăр, тет чăваш. Кӳренӳ пуличчен вĕренӳ пултăр, теессĕм килет манăн. Кĕвĕç çынна ушăнакан çын, тенĕ чăваш. Ăна чирлĕ çын вырăнне хунă. Ăмсанакана «тăмсая кайнă» тени те пулнă. Курайман çын хăй те кун кураймасть, тенĕ.

Ырă пулма пултарни – телей, ырă тума пултарни – пархатар. Урамра та, килĕнте те, шкулта та, лагерьте те, колхозра та, çула тухсан та çавна асту, шăллăм. Çавна ан ман, йăмăкăм.

Кăмăл тени асăнта пултăр, тăванăм. Эп каланă сăмахсене ваттисене каласа пăх — тен, йышăнĕç. Унтан çамрăккисене те кала. Илтни «пĕлетĕп», тейĕ, пуçласа илтекен сăмахсене асĕнче хăварĕ.

 

ÇĂЛТĂРЛĂ ЯЛ

 

Инçет çула тухиччен Шуршăлалла кайса килем. Шуршăл – çăлтăр тупнă каччă ялĕ. Шуршăл хăй те çăлтăрлă ял. Шуршăл – маншăн тăван ялах. Шуршăл маншăн – ылттăн сăпках.

Тăван çулсем хĕрринче вулатăп: «Çулăр ăнтăр!» Аван ку. Чуна ăшăтать. Канаш пур чăвашăн, пил евĕр илтĕнет вăл: «Çул ăнтăр тесен, çула килтен тухаççĕ».

Ман килĕм — Шуршăл, ман кĕллĕм — Андриян. Унăн ялне каям. Вăл сывласа ӳснĕ сывлăшпа сывлам. Вăл курса ӳснĕ илемлĕ тавралăха сăнам. Унăн савнă вăрманĕ пăшăлтатнине итлем. Унăн Çавалне хамăн Çавал тесе шутлам. Ăш пиçсен, çутă çăлкуçĕнчен тăрă шыв ĕçсе лăпланам. Улăх тăрăх çаруран утса ыхра ути пуçтарам...

Тăван çĕршыв тăван ялтан пуçланать. Çăлтăрсем патне вĕçме те тăван килте чĕвен тăнинчен пуçлаççĕ.

Кăмăл лăпкăлăхĕ те – тăван кĕтесрех. Унтах вăй илет ăстăн та.

Çăлтăр каччин çул пуçламăшне курасчĕ. Шухăшсемпе çеç те пулин ун ылттăн сăпкине сĕртĕнсе пăхасчĕ. Пурнăçра ун пек пулма вĕренесчĕ. Ĕçченлĕх, сăпайлăх, çивчĕ ăс – йăлтах кăна Андрияна Шуршăл парнеленĕ. «Чи малтан – лăпкăлăх», – тени те çакăнтан. Ку космонавта çеç мар, тимĕрçе те, кĕтӳçе те, çыравçа та, пĕлевçе те, вĕрентекене те пĕр пекех кирлĕ.

Тăван кĕтесе, тăван аннӳне, тăван пĕлĕте, тăван сăмăха юратмасăр тĕнче уçлăхне вĕçсе каяйрас çук. Нимĕскере те чăнласа «тăван» тесе те шутлас çук. Пăлтăр алăкĕ умĕнчи хурăнтан тăван çĕре юратма пуçлатăн. Ку вырăс халăхĕн шухăшĕ сахал пĕлтерĕшлĕ мар пек туйăнать. Вăл чăваша та, чукчана та, грузила та, эвенка та, калмăка та, кăркăса та – пурне те, пурне те пĕр пекех пырса тивĕнет.

«Аçу-аннӳн çаранне нихăçан та ан ман», – тенĕ амăшĕ çăлтăр патнелле çула тухма хатĕрленекен хура куçлă ывăлне. Ку пиле манман-ши ыттисен амăшĕсем?

Аннӳ чĕлхи санăн чĕлхӳ пултăр, аннӳ сăмахĕ чĕрӳ варринех юлтăр. Çерçи ăмăрткайăк мар та, анчах пурпĕрех хăйĕнле чĕвĕлтетет.

Тăван ялу – сан тăван йăву. Кирек ăçта кайсан та, асăнтан ан тухтăр çаруран чупнă ураму. Салакайăкĕн те хăйĕн йăви пур, тăманан та хăйĕн йăли пур. Асту çавна, унсăрăн ăмăрткайăк пулаймăн.

Пыл хурчĕ – пĕчĕк чĕрчун, çапах та хăй килĕ тĕлне манмасть. Ĕçне тăвать, хăй юрринех юрлать. Çăхан та хăйĕн юррине манмасть. Эс – ăмăрткайăк. Сан та пур юрă. Сан пур хăват.

Андрияна юратса, ашшĕ–амăшĕсем ун ятне панă ачасем те пионер ӳсĕмне çитрĕç. Ютра патша пуличчен юман патакĕ пулам, тесе каланă авал. Пионер патша пулаймĕ, пуласшăн та мар, вăл пĕтĕм тĕнчипе ирĕклĕх çĕнтернине курасшăн. Анчах авалхи сăмах – пионер шухăшĕ-кăмăлĕ майлах. Тăван çерçи чĕвĕлтетни ют шăпчăк юрринчен паха. Чĕвĕлтетнине итлеме вĕренмесен, юрра та ăнланакан пулаймăн. Тăван халăхпа пĕрле пулнине ним те çитмест. Каллех çав сăмахах: пĕрле, пĕрле, пĕрле... Пĕрле пулсан çеç –— ăш вырăнта.

Çеçпĕл сăмахĕсене пĕтĕмĕшпех ăша илсен кăна тĕпĕ-йĕрепех ăнланса хак пама пулать: «Çĕршывăм! Халь пĕлтĕм, сана юратма пĕлмен эпĕр. Çаванпа та сан хӳттӳ айĕнчен саланса пĕтмелле пулчĕ пуль...»

Тăван çĕршыва такамрам та ытларах юратнă сăваç-коммунист çапла каланă пулсан, Çеçпĕлренех вĕренер мар–ши ылттăн сăпкамăра савса пурăнма?

Умăмра каллех – Шуршăл. Тĕнче сума сăвакан Шуршăл. «Кирек хăçан та, кирек ăçта кайсан та, – тет Андриянăмăр, – Шуршăл куç умĕнчех, Çавалĕ те, çаранĕ те, вăрманĕ те чĕре варринче...»

Тĕнче уçлăхне малтанхи хут вĕçсе кайсан, Андриян пиччĕр, ачасем, çĕр чăмăрне вĕрентекен сĕтелĕ çинче ларакан глобуса курнă пек курнă, пăха-пăха çаврăннă. Шывсемпе вăрмансене, тусемпе пуш-хирсене, кӳлĕсемпе тинĕссене сăнаса савăннă. Тĕлĕннĕ. Анчах та, пĕлĕтлĕ çанталăка пула, Шуршăла мар, Чăваш çĕрне те курайман.

Темчул япалана çĕнĕлле курса тĕлĕннĕ пулсан та, тем çитмен пек туйăнчĕ...

Çапла çав вăл, тăван çĕр: çăлтăр çулĕ çинче те тĕрекпе шанчăк. Ĕмĕте хăват кĕртекенни те – тăван çĕрех.

Таçта кайсан та, тем пулсан та аслă çыннăн ăстăн вăйĕ халăх патнеллех пырать. Тăван халăх кăмăлĕпе, тăван çĕршывăн ытарайми сăнарĕпе вăл ĕмĕрлĕхех çыхăнса салтăнми тĕвĕленет.

Шуршăлтах çыра-çыра илтĕм-ха акă. Çак шухăшсемех Андрияна та ăслăлăхпа паттăрлăх хушнăн туйăнать.

Лаша та кил еннелле хытăрах чупать. Килтен – уттипе, киле – чуппипе. Килтен – юрттипе, киле – сиккипе. Ут килтен тухсан çул çухатма та пултарать, киле – таçтан та тупать. Килтен – çавăтса тухаççĕ, киле – ташласа пыраççĕ. Килтен – урасăр, киле – çунатпа. Килтен – ассăн сывлатăн, килелле – йăл–йăл кулатăн. Тухса каять – куççулĕпе макăрать, таврăнать – кăшкăрса юрлать. Килтен – аран–аран, киле – ирттерет урхамахран.

Кил вăйĕ виçесĕр пысăк. Ун хăвачĕ асамлă. Кил – тăван çĕршывăн чи хаклă, чи çывăх кĕтесĕ. Ылттăн сăпкан ылттăн пĕкечи. Ылттăн пĕкечен ылттăн вăчăри. Ылттăн вăчăран ылттăн унки...

Шуршăл та Андрияншăн çавах. Пирĕншĕн те çаплах. Пуриншĕн те. Мĕншĕн тесен халăха чапа кăларнă çын – кирек камшăн та чи çывăх тăван вырăнне.

Темиçе хут та пулма тивнĕ Шуршăлта. Анчах пĕрремĕш тĕлпулу – ĕмĕрлĕхе асăмра. Манăн çеç мар, ман пионерсен те. Çеçпĕл отрячĕн пионерĕсен.

Шуршăла отряд гимнне юрласа пырса кĕтĕмĕр. Пирĕншĕн ку гимна Хирбю Кĕркурийĕ, Çеçпĕл премийĕн лауреачĕ, ятарласа çырса панăччĕ.

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем!

Гимн та, марш та ку юрă – Çеçпĕл сăмахĕнчен тунăскер.

Унччен те кăшт маларах Çеçпĕл отрячĕ инçет районти пĕр пионер отрячĕ патне хăнана кайса килнĕччĕ. Вăл та Çеçпĕл ячĕпе хисепленетчĕ. Чечеклĕ çаранти ем-ешĕл ĕшнере Çеçпĕл фестивальне ирттерсе таврăннăччĕ. Пионерсем çăлтăр паттăрĕн çулĕпе утаççĕ. Андриян йĕрнех пусассăн туйăнать. Пурин чĕринче те – хумхану. Пурин чунĕнче те – хавхалану, кăмăлĕнче – çĕкленӳ. Шуршăла каяс умĕн Ленин пӳлĕмĕнче Хусанкай сăвăçпа Хирбю композитора Çеçпĕл отрячĕн хисеплĕ пионерĕ ятне патăмăр. Вĕсем рапорт йышăнчĕç. Иккĕшне те пионерсем хĕрлĕ хут çине çырнă тупа тыттарчĕç. Çеçпĕл сăмахĕсенчен майлаштарнă монтаж. Ăна калама отрядри пионерсем пурте хутшăнчĕç.

Евдокова Лида пуçласа ярать:

 

Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,

Тапранĕ кăвар кайăкла:

«Çук, çук» теекен улталанĕ,

Кам «çук», тет, ун чунĕ — чăлах.

 

Ун хыççăн Иванов Валерий сăмах илет. Унтан пурте юрласа яраççĕ:

Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ

Çĕре чечеклевĕ чухне

Кам курнă çанталăк илемĕ

Пăрпа пăрланса шăннине?

 

Хушса юрламаллине тăрăшсах юрлаççĕ ачасем. Хусанкайпа Хирбю те, эпĕ те вĕсемпе пĕрле юрлатпăр. Анчах та Хирбю хушса юрламаллипе кăмăллах мар.

Йывăртарах çав. Сасă çитмест. Çӳлтен илеççĕ... Кĕввине кăштах тӳрлетес пулать, çăмăллатас, – тет вăл.

Юрă çеç.мар, сăвă сăмахĕсене пурте харăс калани те хăватлăн янăрать:

Ыран–и, паян–и... тĕреклĕн

Вутланĕ çĕршывăм чĕри,

Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ

Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.

Ма–ха, Шуршăла пырса çитни çинчен калăма пуçланăскер, Шуршăлччен пулни пирки тĕллĕн каласа тăратăп? Акă мĕншĕн.

Çак монтажа Шуршăлта тепĕр хут ирттертĕмĕр. Малтан пуçласа вĕçне çитиччепех. Анчах пĕр вырăнта мар. Пуçларăмăр Андриян вĕреннĕ класра. Эпир пынă чух иккĕмĕшпе тăваттăмĕш классем вĕренетчĕç ку класра.

Пире йĕрки – йĕркипе ăнлантарса паракансем нумай. Халăх Шуршăла йышлах çӳрет ĕнтĕ. Анчах та пирĕн отряд кунта килсе курнă чи малтанхи отрядсенчен пĕри.

Класра виçĕ рет партăсем. Сулахайра – виçĕ парта, варринче – пилĕк парта, сылтăмра – тăватă парта. Андриян вĕреннĕ чух та çаплах пулнă. Сылтăмри пĕрремĕш парта хушшинче пулас космонавт ларнă.

Халĕ класри пур вырăна та Çеçпĕл отрячĕн пионерĕсем йышăннă. Эпĕ – вăхăтлăха чăваш чĕлхи вĕрентекен.

Эсĕ Андриян вырăнĕнче ларатăн...

Класра шăп. Сывлани те илтĕнмест.

Андриян çак класра тăван халăха, тăван чĕлхене, тăван юрăсене юратма вĕреннĕ. «Пиллĕк» паллăсем кăна илсе пынă. Çак класра Андриян Çеçпĕл сăввисене вуланă, пăхмасăр каласа панă...

Ачасен куçĕсем – çăлтăрсем. Вĕсенче – темĕнле асамлă вăй. Шалтан, чун тĕпĕнчен тухакан çутăпа çиçеççĕ вĕсем. Кашни пионерах çак самантра – Çеçпĕл те, Андриян та.

Эпĕ Андриян учителĕ мар, сирĕн учителĕр. Эпĕ сире ятран чĕнĕп, анчах та эсир хăвăр ăшăрта Андрияна учителĕ чĕннине илтĕр... Кашниех Çеçпĕлĕн пĕр-пĕр сăввинчен тăватă йĕрке калать. Ку йĕркесене Андриян пиччĕр ларнă вырăнтан тăрса каламалла...

Андриян Григорьевич итленĕн туйăнать ачасене. Çеçпĕл сăмахĕсемпе шăллĕсем пиччĕшне тупа тăваççĕ.

Шкултан тухса сăрт сăмсахне пуçтарăнатпăр. Çеçпĕл сăмахĕсенчен пирĕншĕн ятарласа хывнă юрра юрлатпăр. Ку вырăнта пулас космонавт шухăшласа тăма юратнă. ӳкерчĕкĕ те пур. Çавал улăхне сăнанă. Атăл еннелле, пĕлĕтелле ĕмĕтленсе пăхнă.

Çакăнта тăнă пулĕ... Акă çакăнта...

Хумхану иртмест. Пăлхану чĕрене тыткăна илет. Акă улăх. Кунта пулас паттăр ыхра ути пуçтарнă, кунта вăл утă çулнă, утă пуçтарнă. Кĕтӳ хăвалама та килнĕ.

Каллех Андриян илтессĕн туйăнать. Сăвă калаççĕ ачасем. Сăвă хыççăн сăвă.

Çеçпĕл сăввисене тăрса каламалла. Утса пынă чух. Калаканни хăлаçланса калать. Ута–ута. Анчах ытлашши уйăрăлсах каймасть. Аяккинелле кăшт пăрăнсанах каялла çаврăнса килет.

Андрияна Çеçпĕл пулăшнипе чысланă хыççăн çеç Шуршăл тăрăх саланатпăр. Ачасем космонавт пурнăçĕпе паллашаççĕ. Ялйыш сăмахне тимлĕн итлеççĕ.

Халĕ Андриян çинчен кĕнекесем тем тĕрли те пур. Ун чухне нимĕнех те çукчĕ-ха. Урамран урама, килтен киле çӳретпĕр. Тимлĕн итлетпĕр. Çыра–çыра илетпĕр.

Яла килсен, космонавта хăнăхнă йăлапа «Андрейка», «Андрюша» тесе йыхăраççĕ. Кăмăлĕ питĕ лайăх çак чăваш çыннин. Темĕнле ырă тĕслĕх те кала–кала кăтартаççĕ.

Пĕррехинче, Çавал хĕрринче тăнă чух, çыран ишĕлсе аннă та шыва шăмпăлтатса анса тăнă Андриян. Тепри пулсан, хăраса ӳкмесен те, аптранă енне кăшкăрса ямалла хăть. Ку шывра кулса тăра парать

Аппăшĕпе темчченех калаçса лартăмăр.

Ĕçченччĕ пит, – тет. – Пĕчеккĕ чухнех çĕрлеччен суха тунă. Андриян тума пултарайман ĕç пулман.

Вуннăра чух иртен пуçласа каçчен çурлапа колхоз тыррине вырнă. Пĕррехинче кăнтăрлаччен вырнине шутлама бригадир килет.

Миçе кĕлте выртăн?

Андриян айăпа кĕнĕ пек именсе:

Вăтăр тĕм, – тет.

Бригадир ĕненесшĕн мар, мĕншĕн тесен Андриянпа юнашар ĕçленĕ Алтатти инкен çирĕм тăватă тĕм çеç.

Каçалăкĕсем кӳршĕллех, ĕçĕсем – уйрăм.

Кĕтӳ те кĕтнĕ вăл, колхоз кĕтӳне. Выртмана çӳренĕ пĕчĕкренех. Çăлтăрсене шутланă. Шултрарах çăлтăрсене уйрăм палăртнă. Улттăра чухнех ута сиккипе яма та пултарнă. ӳкме мар, лаши ерипен çеç чупнăн туйăннă ăна.

«Хурăн çинчен парашютпа анатăп», – тенĕ те аялалла сикнĕ. Шурă кĕпи, чăнах та, парашют пек карăннă. Сăпка çакакан пăтаран тытса мачча çумĕнчех çаврăнасси ним те мар пулнă уншăн.

Йывăр пурăннă пулсан та, вăйпитти те тĕреклĕ çитĕннĕ вăл. Сĕнтĕрвăррине вĕренме кайнă чух та, кĕсйине пĕçернĕ пилĕк çĕрулми чикнĕ те, çĕнĕ çăпатине май пур таран тирпейлĕрех сырса, çивĕччĕн малалла утнă.

Эп кайрăм, анне, – тесе хăварнă лăпкăн та йăвашшăн.

Лайăх вĕреннĕ. Хăшпĕр чух уйăх çутипе те вулама тивнĕ. Хуркайăксен çулĕ еннелле пăхса çăлтăрсем çинчен шухăшланă. Вĕсем мăч-мăч туни куç хĕснĕн, калаçнăн туйăннă ăна. Кашни çыннăн тӳпере — хăйĕн çăлтăрĕ, тенине илтнĕ-ха вăл.

«Çăлтăрсем чăвашла та калаçаççĕ-ши?» – тесе шухăшланă, çăлтăрсем кĕр еннелле уйрăмах шултралансан.

«Çирĕм улттăн вĕсем, çирĕм улттăн, çирĕм ултă чăн-чăн коммунар...» – Ку сăмахсеме пысăк çĕкленӳпе каланă вăл, Петĕр Хусанкайăн çак поэмиие пĕтĕмĕшпех пăхмасăр пĕлнĕ.

«Çирĕм улттăн вĕсем» тени пурне те килĕшнĕ. Сăмахсен пĕлтерĕшĕ пĕчĕк пулман: класра та вĕсем çирĕм улттăн. Пурте коммунар пулма хатĕрленнĕ. Андриян вĕсене Хусаякай сăмахĕсемпе патриот пулма хистенĕ, хĕтĕртнĕ. Каярахпа чи юратнă сăвăç çинчен ыйту парсан, хуравĕ яланах пĕр евĕр пулнă: Пушкин тата ентешĕм Хусанкай. Шухăша виçсе çеç калакан Андриянăн сăмахĕ темрен хаклă. Тен, çак ыйту космонавт пуçĕнче çирĕм ултă коммунар сăнарĕсене çуратнă.

Ачасем илтнине, çырса пынине пуçтарса пĕрлештерсен, кĕнеке пулĕ. Андриян лартнă улмуççи патĕнче сăвăлла–такмакла калаçнине те кĕртсен, кĕнеки пушшех илемлĕ пулĕ. Пĕррехинче Андриян пиччĕшĕ авалхи тĕнче карттине пăхса ларнă. «Тутарсем пур, пăлхарсем те пур... Анчах чăвашсем ăçта кайса кĕнĕ тата?» – ыйтнă пиччĕ–шĕнчен шăллĕ. Пиччĕшĕн хуравĕ пĕтĕмĕшпех тивĕçтереймен пулсан та, шăллĕн ыйтуне кĕртме юратех çав кĕнекене. Ăслă ыйту. Кĕнеке те ăслăрах пулса тухĕччĕ.

Шуршăлтан каяс умĕн каллех пухăнтăмăр Андриян вĕреннĕ класа.

Сочинени çырар Шуршăлтах. Мĕн курни–илтнипе. Манса кайиччен. Ăсра чĕрĕ чух...

Çак пĕчĕк ачасене, тен, каламасан та юратчĕ пулĕ:

Тăрăшарах çырăр. Астăварах. Паянхи Шуршăла ĕмĕрне те ан манăр. Ан манччăр ачăрсем те... Ачăрсен ачисем те...

Сочиненисем ак халĕ те умăмрах. Сĕтел çинче. Макаров Валерий хăйĕн сочиненине тăватă тĕслĕхрен тунă, Кольцов Владимирпа Маркелов Владимир пĕр тĕслĕхе анлăрах çутатса панă.

Маркелов Владимир çырнине илсе пăхар–ха. Пĕрре Андриянпа Петĕр ытти ачасемпе пĕрле Çавал хĕрне шыва кĕме кайнă. Хайхи пурте шыва сикнĕ, ишнĕ, чăмнă, пĕр-пĕрне сирпĕтмелле вылянă. Пĕр Петĕр çеç çыран хĕрринче ачасем ишсе çӳренине пăхса ларнă. Вара Андриян ишсе тухнă та, хыçалтан вăрттăн упаленсе пырса, Петĕре пĕрех çырантан тĕртсе янă. Лешĕ шыва чăмпăлт çеç тунă. Андриян хăй те ун хыççăнах сикнĕ. Шăллĕне вăл çавăн чух шывра ишме вĕрентнĕ.

Ак тата Макаров Валерий çырни.

Андриян сунара çӳреме юратнă. Пĕрре вĕсем пиччĕшĕпе пĕрле кăвакала çунаттинчен амантса киле илсе пыраççĕ. Суранне ăшă шывпа çуса тасатаççĕ те шурă пир татăкĕпе çыхса яраççĕ. Кăвакала апат. параççĕ. Тепĕр кунтан вĕсем ăна, вĕçмест-ши тесе, çӳлелле ывăтаççĕ. Анчах кăвакал вĕçеймен пулнă-ха, вăл кӳршĕ килкартине персе анать. Каярах ун суранĕ сипленет. Вара кăвакал, çунаттисене савăнăçлăн çапса, Атăл еннелле вĕçсе каять. Емельянов Николай мулкач яшки çинчен каласа парать.

Вуниккĕре чух Андриян йыснăшĕпе пĕрле сунара кайнă. Йыснăшĕ шыв хĕрринче мулкачсене пеме хатĕр тăнă. Андриян мулкачсене вăрмантан хăваланă. Каçалапа çапах та вĕсем пĕр мулкач тытма пултарнă. Каçхине мулкач яшки çинĕ хыççăн йыснăшĕ «тутлă пулчĕ-и?» тесе ыйтать. «Аван», – кĕскен çеç тавăрать Андриян, çав тери ĕшеннĕскер. «Выçсан хура çăкăр та мăйăр теш калать», – тесе хурать йыснăшне Андриян.

Николаев Анатолий хăйĕн хушамачĕ космонавтăнпипе пĕрешкел тухнăшăн мухтанать. Пире космонавт кинĕ питĕ хаклă парне парсаччĕ. Ку вăл – йăл кулакан Андриянăн сăнӳкерчĕкĕ. Ун çине космонавт хăй алă пуснă. Пирĕн Толя космонавт ал пуснине пăха–пăха Шуршăлтах хăйĕн хушаматне ун евĕр çырма вĕренчĕ: «А. Никол...» тесе çырать те вĕçне çавăрттарса хурать.

Çеçпĕл отрячĕн пионерĕ хушамат пирки мухтанкаланине илтсен, Шуршăл ачи те чăтса тăраймарĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Павлов Андриян пулчĕ ку.

Манăн атте Микулай ятлă. Ман хушамат, чăвашсенни пек пулсан, атте ячĕпе пулмаллаччĕ, вара эпĕ те Николаев Андриян пулаттăмччĕ...

Ячĕсем пĕр пек, хушамачĕ урăхла пулсан та, Павлов Андриянăн мухтанмалли çук мар.

Тĕнче уçлăхĕнчен каялла таврăнсанах яла килнĕччĕ Андриян пичче. Август вĕçĕнче итем çинче унпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Курасчĕ сирĕн, мĕнлерех хастар вăл! Космонавт пек ĕçлеме вĕренесчĕ çеç, вара хушамат уйрăмми те нимех те мар...

...Вуникĕ çул иртрĕ çакăн хыççăн, вуникĕ çул. Анчах Шуршăлта курни-илтни пурте паян кунчченех асра, Кирек ăçта кайма тухсан та, таçти инçетри кĕтесе çитсен те, Шуршăл куç умĕнче, вăл – Чăвашъенĕн сăваплă кĕтесĕ. Тăван кил пекех.

Çул çӳреме тăван килтен тухаççĕ. Эпĕ çулăма Çеçпĕл ялĕнчен те Шуршăлтан тухатăп. Çул çӳресен киле килеççĕ. Анчах Çеçпĕл таврăнаймарĕ. Çапах та ун ячĕпе опера пур, пăрахутсем пур, палăк пур. Андриян вара тĕнче уçлăхĕнчен чи малтан Шуршăла килчĕ.

Çулсем инçетелле чĕнеççĕ. Кашни çул тенĕ пекех çирĕм пин çухрăм тунă. Кашни çул çĕр чăмри çурмалла ытама лекет, пĕтĕмĕшпе ыталама икĕ çул кирлĕ. Вуникĕ çул хушшинче çĕр чăмри тавра ултă хут çаврăнмалăх çул çинче пулнă. Çулĕ вара пĕр тăтăшах аслă тăван çĕршыв талккишипе пынă. Кирек ăçта кайсан та Тăван Кил. Ылттăн сăпка.