ЮМАНПА КӐМПА
Давыдов-Анатри Василий Иванович
(Халӑх юмахӗнчен)
Хура вӑрман варринче,
Пӗр ват юман айӗнче,
Пит мӑнаçлӑ кӑмӑлпа
Ларнӑ шурӑ ват кӑмпа.
Ҫак ват кӑмпа айккине,
Аслӑ, ирӗк ҫěр çине,
Шӑтса тухнӑ аялтан
Ҫамрӑк кӑна пӗр юман.
Пӑхать кӑмпа ун çине,
Шӑнараймасть çиллине:
– Мӗнле эсӗ вӑтанмастӑн,
Ват кӑмпаран хӑрамастӑн?
Персе тухнӑ ман çума,
Ҫут тӗнчене култарма!..
Ҫамрӑк юман ятлаçмасть,
Кӳрентерме шутламасть
Хытса кайнӑ ват чуна,
Мӑн кӑмӑллӑ кӑмпана:
– Ан вӑрçсамччӗ эс мана,
Чӑрмантармӑп эп сана.
Кунсерен ӳс çӳлелле,
Туртӑн ирӗк ҫӗрелле.
Хӑвна начар туйсассӑн,
Кансӗр, тӑвӑр пулсассӑн,
Куçӑп урӑх çӗрелле,
Пӗр-пӗр хурӑн çумнелле.
Ҫу кунӗсем çитсессӗн,
Ҫӗнӗ хунав ӳссессӗн,
Пуçне таять ват кӑмпа,
Пуплет йӑваш сасӑпа:
– Эй, тусӑмҫӑм, пепкеҫӗм,
Ҫумра ларан телейçӗм,
Ҫӗклеме ҫук пуҫӑма,
Питӗ йывӑр сывлама, –
Урӑх ним те чӗнмерӗ,
Вӑйӗ-халӗ çитмерӗ.
Персе анчӗ ват кӑмпа,
Кунӗ пӗтрӗ çакӑнпа.
Ҫамрӑк юман кашласа,
Саркаланса юрласа,
Ӳссе кайрě ҫӳлелле,
Уҫӑ, ирӗк çӗрелле.
1963
Хура вӑрман варринче,
Пӗр ват юман айӗнче,
Пит мӑнаçлӑ кӑмӑлпа
Ларнӑ шурӑ ват кӑмпа.
Ҫак ват кӑмпа айккине,
Аслӑ, ирӗк ҫěр çине,
Шӑтса тухнӑ аялтан
Ҫамрӑк кӑна пӗр юман.
Пӑхать кӑмпа ун çине,
Шӑнараймасть çиллине:
– Мӗнле эсӗ вӑтанмастӑн,
Ват кӑмпаран хӑрамастӑн?
Персе тухнӑ ман çума,
Ҫут тӗнчене култарма!..
Ҫамрӑк юман ятлаçмасть,
Кӳрентерме шутламасть
Хытса кайнӑ ват чуна,
Мӑн кӑмӑллӑ кӑмпана:
– Ан вӑрçсамччӗ эс мана,
Чӑрмантармӑп эп сана.
Кунсерен ӳс çӳлелле,
Туртӑн ирӗк ҫӗрелле.
Хӑвна начар туйсассӑн,
Кансӗр, тӑвӑр пулсассӑн,
Куçӑп урӑх çӗрелле,
Пӗр-пӗр хурӑн çумнелле.
Ҫу кунӗсем çитсессӗн,
Ҫӗнӗ хунав ӳссессӗн,
Пуçне таять ват кӑмпа,
Пуплет йӑваш сасӑпа:
– Эй, тусӑмҫӑм, пепкеҫӗм,
Ҫумра ларан телейçӗм,
Ҫӗклеме ҫук пуҫӑма,
Питӗ йывӑр сывлама, –
Урӑх ним те чӗнмерӗ,
Вӑйӗ-халӗ çитмерӗ.
Персе анчӗ ват кӑмпа,
Кунӗ пӗтрӗ çакӑнпа.
Ҫамрӑк юман кашласа,
Саркаланса юрласа,
Ӳссе кайрě ҫӳлелле,
Уҫӑ, ирӗк çӗрелле.
1963

