Юмахсем

Хузангай Петр Петрович


    

Содержание:

ИТЛЕМЕН ИЛТЕПИ
ÇАРĂК

КĂВАКАРЧĂН
ТĔНЧЕРЕ МĔН ВĂЙЛĂРАХ?

 

Çарăк

 

Пурăнаççĕ тĕнчере

Карчăкпа старик пĕрре

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ,

Кантăк витĕр курăнаççĕ.

Шухăшлаççĕ çакскерсем

Кăшт пуйса пăхас тесе.

Шухăшлаççĕ-шухăшлаççĕ,

Шур ука пек шуралаççĕ.

Ак хайхи тăпрас çине

Çарăк акрĕç маччине.

Вăхăт çитрĕ: çарăк пулчĕ,

Тăпраса тулли вăл тулчĕ.

Çурăк витĕр урайне

Çарăк тăсрĕ хӳрине;

Унтан ун хӳри-тымарĕ

Тĕпсакай тĕпнех вырнаçрĕ.

«Ку тата мĕн тамаша?

Карчăк, кил-ха канаша.

Кун пек çарăк эп курманччĕ

Ырлăха-ши тымарланчĕ?»

Улăхса пăхать старик,

Тĕлĕнет вăл çав тери:

Çарăк ашкăрнă та кайнă,

Пӳртçи витĕр тухнă тарнă;

Пĕлĕтех вăл çӳлелле

Кармашать çулçипеле.

Чикмекпе старик хăпарчĕ,

Урине усса вăл ларчĕ,

Пăхрĕ, курчĕ: витĕрех

Çарăк тухнă пĕлĕтрен.

 

Çын тата пăртак çĕкленчĕ,

Те чăнах ку, те тĕлленчĕ:

Иккĕмĕш те виççĕмĕш,

Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш,

Улттăмĕш пĕлĕт те пур-мĕн,

Çарăк шав пырать. «Çĕр курмĕ

Кунашкал тамашана»,

Тет старик, хăй хавшанать,

Юлашки вăйне вăл пухрĕ, −

Çичĕ пĕлĕт витĕр тухрĕ.

Çарăк пӳлĕх пахчине

Ертрĕ кĕчĕ хайхине:

Саралса ларать капмаррăн,

Епле-ха ăна кăларан?

Кăларса хăтланиччен

Çăтмахрах пурнас-и, тен.

Анчах карчăк аялта-çке,

Карчăка та хăпартасчĕ.

Анчĕ хай старик калла,

Карчăкне хыпар калать...

«Улăхарччĕ, улăхарччĕ,

Хăвăртрах, старик!» тет карчăк.

Ак хайхи старик миххе

Карчăкне персе чикет;

Шăлĕпе çыртса йăтать те

Чикмекпе тапаçланать те!

Карчăкки ялан ватта

Йӳтетсе пырать шалта:

«Час çитетпĕр-и, старик?» тет.

«Çăтмаха кĕретпĕр-и?» − тет.

Старикки темскер мăрлать,

Çăварне уçма хăрать.

Карчăккин, хăпарнăçемĕн,

Пĕрех юрă, çав пĕр çемĕ:

«Аякра-и-ха çăтмах?

Улăхасчĕ-çке часрах!»

Старикки, сăмах чĕнмесĕр

Мăшлатать челхесĕр евĕр.

Ултă пĕлĕт витĕр ак

Тухрĕ вăл çапла ырах.

Юлашки пĕлĕт çывхарчĕ,

Минретет пушшех хай карчăк:

«Çăтмаха нихçан капла

Çитес çук эп санпала.

Темле пӳтсĕр çарăк тупнă,

Хăвăртрах хăпар, ватсупнă!»

Старикки, çиллипелен,

Улăхса çитнĕ-çитмен

(Пĕрех пусăм пусмаллаччĕ)

Тӳсеймесĕр печĕ ячĕ:

«Е, усал ашапатман!

Ĕнтĕ çитрĕмĕр, лăплан».

И! унчен те пулаймарĕ,

Вăл курса та юлаймарĕ −

Карчăкки миххипеле

Печĕ анчĕ çĕрелле.

Çичĕ пĕлĕт витĕр крĕ,

Укичченех чунĕ тухрĕ.

Старикки пĕлĕт çинче,

Пӳлĕх аслă пахчинче

Карчăкне юпа чысларĕ,

Асăнса пичке пуçларĕ.

Эп те пултăм юпинче,

Çичĕ пĕлĕт тӳпинче.

Ăсату юрри юрларăм.

Сухала çыртса ташларăм.

Алтăрпа ĕçрĕм сăра,

Тав туса мĕнпурсăра.

 

Тĕнчерĕ мĕн вăйлăрах?

 

Пĕр патшан хăй килĕнче

Пĕлес килнĕ пĕринче:

Пуринчен вăйлăраххи

Мĕн-ши пирĕн çĕр çинче?

 

Кам та кам чăнне калать,

Çав çынна патша парать

Çур патшалăхне, − тесе

Халăхра вăл сас сарать.

 

Ак хайхи патша патне,

Унăн чаплă кил-çуртне

Тăхăр çын пуçтарăнать

Çав хавас хыпар ятне.

 

Пырса çитрĕ чи малтан

Çил арманĕ пăхакан,

Мелник тейĕпĕр кĕскен

Пит сăмах вакланасран.

 

Иккĕмĕш − вутран-хĕмрен

Инкек курнă çын иккен.

Виççĕмĕшĕ − пулăçă

Сĕреки-атмипелен.

 

Тăваттăмĕш − тимĕрçĕ,

Килсерен вăл кирлĕ çын;

Пиллĕкмĕш − çар пуçлăхĕ,

Витĕмлĕ те вирлĕ çын.

 

Улттăмĕшĕ − яш кăна

Сарă каччă. Мĕн ăна?

Сарă хĕр савать пулсан,

Мĕн çитмен-ши каччăна?

 

Çиччĕмĕш − чыса пĕлмен

Выçă куç усламçă-мĕн.

Саккăрмĕшĕ − евчĕскер

Йăпăлти чĕлхипелен.

 

Тăххăрмĕш çынни камне.

Вăл мĕскер ĕçленине

Пĕлеймерĕмĕр эпир,

Тамаша тенĕ хăйне.

 

Те витленĕ чăваша

Те юптарнă пĕр кукша,

Те ку ят, те хушамат? −

Пирĕн çук-ха вăл нуша.

 

Ак патша çав çынсене

Лартрĕ хăйĕн çывăхне:

«Пуринчен вăйли мĕскер?

Калăр, − терĕ, − тĕрĕсне!»

 

Сăмаха мелник пуçлать:

«Чи вăйли вăл çил пулать,

Ху пĕлен − мĕн йывăрĕш

Чулсене вăл çавăрать.

 

Урам-сурăм тапрансан,

Тӳс кăна вара арман!

Çунатне те шарт хуçать

Хăш чухне вăл пит ассан...»

 

Çуннă çын тăнларĕ те,

Хаш кăна сывларĕ те,

Хушрĕ хăйен сăмахне:

«Чи вăйли çил мар-ха, − тет. −

 

Çил часах вăл ывăнать,

Ывăнать те чарăнать.

Çуната хуçса кайсан,

Тӳрлетме пулать ăна.

 

Пуринчен вăйли вăл − вут,

Акă çунчĕ те ман çурт −

Çӳпĕ те юлмарĕ!» тет

Хуйхăрса вăл тепĕр хут.

 

Пулăçа ку килĕшмест,

Вăл калать: «Вут, тетĕн эс, −

Вăл часах çунса пĕтет,

Шыв-шура мĕн çĕнтерес?!

 

Шыв вута та сӳнтерет,

Пĕвене те çĕмĕрет,

Кӳлĕрен тухса тарать,

Тĕпсакай тĕпне кĕрет.

 

Шыв хăватлă пуринчен!»

Тет çакскер юлашкинчен.

Акă тимерçĕ тăрать,

Пурте пăхрĕç куçĕнчен.

 

Вăл калать хăй шухăшне:

«Шыв хăватлă − çуркунне,

Çĕкленсе таçта-таçтах

Сарăлать вăл ун чухне.

 

Çăва тухрăн − шăрăхра;

Вăл типме те пултарать.  

Шартлама хĕлле тата

Пăрлансах каять вара.

 

Тимĕр вăйлă чăн-чăнах,

Çитекенĕ çук ăна.

Тимĕр пуртă ӳкерет

Виç ытамлă юмана.

 

Тимĕр тупă инçене,

Çитерет етресене,

Тимĕр вут та кăларать

Перĕнсессĕн чул çумне.

 

Тимĕр хĕç, кирлех пулсан,

Тиркемест, шăлмасть пуçран:

Улпутне те чиперех

Вăл касать, пĕлсе сулсан».

 

Ак çар пуçлăхĕ пуплет:

«Тимĕре ман çар пĕлет −

Тупă та, пăшал та пур,−

Хĕç те, сăнă та пур, − тет.

 

Анчах акă мĕн пăсать:

Тимĕр-тăмăр тутăхать.

Паттăр вăйлă пуринчен!

Ман сăмахăм чăн пулать.

 

Эпир паттăр пулнăран

Хирĕнет, ӳкет тăшман.

Кам патшалăха сыхлать?

Кам иртейĕ паттăртан?

 

Паттăр вăрçă та вăрçать,

Ĕçĕ те ун ăнăçать,

Паттăра хисеп те чыс!»

Халĕ каччă калаçать:

«Паттăр − вăйлă, ку паха,

Тиркеместĕп сăмаха.

Сарă хĕр çав паттăра

Илĕртсен, мĕн калăн-ха?

 

Ытарма çук хĕр çине

Кам хурайтăр аллине?

Хĕр пултарĕ çавăрма

Патшана та хăй енне!

 

Пăхса илĕ те пĕрре −

Тапса сикĕ те чĕре.

Тем тесен те, чи вăйли −

Хĕр илемĕ тĕнчере».

 

«Ха-ха-ха! − кулса ярать

Ват усламçă, ахăрать: −

Сарă, хӳхĕм хĕрсене

Кĕмĕл сум пăхăнтарать.

 

Тĕнчере вăйли − укçа!

Вăл пурне те хăй хуçа.

Укçапа ухмах та халь

Улпутла ухать пуçа.

 

Пĕлмесен укçа пухма,

Ыр улпут та − тăр ухмах.

Пуп укçашăн пултарать;

Икĕ хут венчет тума.

 

Укçапа упа ташлать,

Тĕрме алăк уçăлать.

Вăр-хурахăн мăйĕнчи

Тимĕр сăнчăр татăлать.

 

Çав укçасăр − мĕн калас! −

Патша хăй те пурнаймасть».

Çын силлерĕ енчĕкне −

Чăнкăр-чăнкăр турĕ сас.

 

Усламçа итле-итле,

Евчĕ хушрĕ кăшт шӳтле:

«Укçа вăйлă та, анчах

Вăл пымасть-çке пур тĕле.

 

Укçан куçĕ çук, тесе

Сăмахлаççĕ этемсем.

Пĕлмелле ăна тупма,

Кĕт-ха эс вăл кĕрессе!

 

Шăмăсăр чĕлхе − ак мул!

Парăнми пĕр паттăр пул,

Каçăр каччă, хӳхĕм хĕр −

Чĕлхе çавăрĕ, ан кул!

 

Усламçа усламçă та

Чĕлхепе часах лартать.

Кĕçĕнни асла тухма

Чĕлхепех йăпăлтатать.

 

Пуçлăхсем пур халăха,

Патшасем патшалăха

Чĕлхепе пăхăнтарса

Тыткалаççĕ мар и-ха?

 

Вăй вăл − шăмăсăр чĕлхе,

Çав хуçа ĕмĕрлĕхех

Çакă пирĕн тĕнчене,−

Пĕл, патша, тĕрĕслĕхе!»

 

Сакăр çын çапла пайтах!

Тăкрĕ, авăртрĕ сăмах.

Патша уйрăм уççине

Тупаймарĕ-ха çапах.

 

Тамаши шарламанран

Ыйтрĕ вăл Тамашаран:

«Кам каларĕ тĕрĕсне?

Мĕн вăйли сан шутпалан?»

 

Пуçне хыçрĕ Тамаша,

Пăртак кайрĕ шухăша,

Вара хушрĕ ерипен:

«Чăн сăмах вайлă, патша.

 

Чăн сăмах çил пек вĕçет,

Чăн сăмах хĕç пек витет.

Çурхи шыв пек сарăлса

Пур çĕре те вăл çитет.

 

Чăн сăмах вăл паттăра

Чĕрĕ вай парса тăрать,

Халсăра вăл хал кӳрет,

Сар хĕре ăслантарать.

 

Чăн сăмахăн хăватне

Пĕтерес теекене

Çакăн пек усламçăсем

Йăлт параççĕ усламне.

 

Чăн сăмах суеçĕсен −

Çакăн евĕр евчĕсен −

Суйине те кăларать,

Итлеме пăртак пĕлсен.

 

Чăн самах вутра çунмасть,

Кивелмест, шывра путмасть,

Тутăхмасть, çĕрте çĕрмест,

Ĕмĕрне те ватăлмасть.

 

Чăн сăмахсăр халăх та

Саланса каять таçта.

Ман сăмахăм чăн, патша,

Сан мĕнле-ши-ха тата?

 

Сăмаху çине тăрсан,

Сăмахна тытан пулсан,

Çур патшалăхна мана

Памаллах пулать халь сан».

 

Ку патша иккен хайхи

Пулнă евчĕ хăраххи,

Талпаса çапма кăна

Пĕлнĕ ун чее чĕлхи.

 

Нимĕн те памарĕ вăл,

Хуралне каларĕ вăл:

«Хăвалас та кăларас!»

Çаврăнчĕ те кайрĕ вăл.

Анчах çав Тамашанне

Халăх илтрĕ сăмахне:

Патшаран вăл çавăнтах

Туртрĕ илчĕ çĕршывне.

 

Кĕç хăйне те патшана

Кайса ячĕ катана, −

Çичĕ тинĕс уттинче

Тăна кӳртрĕ вăл ăна.

 

Юмахне юптарнă чух

Шав пырать пĕр калаçу:

Тĕрĕс çав, чăн сăмахран

Хăватли тек ним çук!