Юлхав кушак аҫи

Чулгась Кузьма Афанасьевич


    

ЮЛХАВ КУШАК АÇИ

 

Юмах сыпăкĕ

 

1

 

Ĕлĕк-авал çут тĕнчере Юлхав кушак аçи пурăннă. Вăл çав териех ĕмĕтсĕр пулнă: куç умне мĕн лекнĕ, ăна çинĕ, çиессе вăл хырăмĕ сарăличченех çинĕ, унтан вара кăмака çине хăпарса выртнă.

Вăл нихçан та шăшисем тытма кайман, вăрра çӳренĕ; куçĕ умне тĕл пулнă пур япалана та ĕмĕтсĕрленсех çинĕ кайран каллех кăмака çине хăпарса выртнă, унтан вара çĕрĕн-кунĕн мăрлатса çывăрнă.

Пĕрре Юлхав кушак аçи кăмака çинче виçĕ кун та виçĕ каç çывăрчĕ, тăваттăмĕш кун ирпе тин вăл ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăрансанах хырăмне хыпашласа пăхрĕ. Тĕлĕнсех кайрĕ вăл: унăн хырăмĕ пуш-пушах-мĕн.

Э-эх! – терĕ вăл. – Капла эпĕ выçсах вилетĕп вĕт! Мĕн те пулин тупса çимеллех...

Çапла каларĕ те Юлхав кушак аçи, пĕр урине тепĕр уринчен аран-аран ирттерсе, кăмака çинчен урайне йăраланса анчĕ, чăланалла кĕрсе кайрĕ. Анчах кунта унăн куçĕ умне хăйма та, сĕт чӳлмекĕ те тĕл пулмарĕ.

Тăр ухмахсемех çав манăн хуçасем, – тесе ятлаçса илчĕ Юлхав кушак аçи. – Вĕсем эпĕ виçĕ кун та виçĕ каç çимесĕр пурăннине те пĕлмеççĕ, ман валли сĕт те пулин лартса хăварман-çке...

Вăл тарăхсах çитрĕ. Мĕн те пулин тупаймăп-ши тесе, пăлтăр еннелле утрĕ. Алăк патĕнче унăн куçĕ умĕнченех пĕр шăши йăпăртатса чупса иртрĕ. Чалт! çеç сикмеллеччĕ, çак шăши тус самантрах унăн çăварĕнче пулатчĕ. Анчах вăл хăйĕн юлхавне пула, шăшине те тытаймарĕ, аш-пăш та тутанса пăхаймарĕ.

Нимĕн тума аптранă енне Юлхав кушак аçи картишнелле тухрĕ. Çанталăк калама çук аван: тӳпере пĕр пĕлĕт татки те курăнмасть, хĕртсе хĕвел пăхать, çил çуккипе ăвăс çулçисем те хускалмаççĕ.

Çакнашкал ырă тĕнчере пурăнма та аван-çке, хырăм выççи кăна аптратать, - терĕ те вăл пахчаналла утрĕ.

Малтан вăл сукмак тăрăх пычĕ, унтан вара, мĕн те пулин? тĕл пулмăп-ши тесе, хăяр йăранĕсем хушшипе йăпшăнса утрĕ.

Анчах нумай та каймарĕ вăл, самантрах çырма хĕррине пырса тухрĕ. Кунта вара тĕлĕннипе шак хытса тăчĕ. Малтан вăл хăйĕн куçне хăй те ĕненесшĕн пулмарĕ, анчах мĕн курни чăн япалах пулчĕ-мĕн. Çырмара, шыв хĕрринче, Куян тус вăлтапа пулă тытса ларать. Те телейĕ çавнашкалах пысăк Куян тусăн: унăн вăлтине шыва янă-яманах пулă пырса çакланать. Анчах Куян тус темĕншĕн пуллисене вăлтаран вĕçертсе илет те каллех шыва ывăтать.

Çакна курнипе Юлхав кушак аçин куçĕсем чарăлсах кайрĕç, типсе çитнĕ çăварĕнчен самантрах сĕлеки юхса анчĕ, пушă хырăмĕнче темскер чăр-чăр! туса илчĕ. Юлашкинчен, вăл текех тӳссе лараймарĕ, тӳрех çапла ыйтрĕ:

Мĕн тăватăн эсĕ, Куян тус?

Хăвах куратăн, пулă тытатăп, – терĕ Куян.

Эх, юратнă тусăм, ыр кăмăллă пулса, пĕр пуллине те пулин ывăтса парсамччĕ мана! Эпĕ виçĕ кун та виçĕ каç выçă пурăнатăп, – йăлăнса ыйтрĕ Юлхав кушак аçи.

Çиессӳ килет пулсан, анса лар та тыт, – тер Куян тус. – Хăвах куратăн, çанталăкĕ аван паян, пулăсем те лайăх хыпаççĕ – Манăн вăлта çук-çке, вăлтасăр мĕнпе тытас-ха…

Вăхăтлăха хамăнне парăп, - терĕ Куян.

Юлхав кушак аçи савăнсах кайрĕ, вăл самантрах шыв хĕррине йăпăртатса чупса анчĕ. Куян ăна хăйĕн вăлти-не пачĕ, хăй çырма хĕррине хăпарса ларчĕ.

Пысăкрах пулă çаклатас тесе, Юлхав кушак аçи вăлтине шыв варрине çитичченех ывăтрĕ, хăй куçĕсене сиктермесĕр вăлта хулкки çине пăха пуçларĕ.

Нумай та иртмерĕ вăхăт, Юлхав кушак аçи вăлтине пĕр пулă пырса та хыпрĕ, хыпрĕ те кăрт-кăрт туртса илчĕ.

Туртса кăлар, сан вăлтуна пулă çакланнă, – тесе кăшкăрчĕ çырма хĕрринче ларакан Куян.

Эпĕ сан пекех ухмах мар-ха. Пĕлетĕн-и эсĕ: эпĕ вĕт виçĕ кун та виçĕ каç нимĕн те çимен, ку пулă мана ирхи апат тума та çитмест, – терĕ Юлхав кушак аçи.

Куян нимĕн те чĕнмерĕ ăна, тяппипе сулчĕ те каллех хускалмасăр ларчĕ.

Çак самантра вăлтана çакланнă пулла пысăкрах пулă пырса хыпрĕ, хыпрĕ те – картах туртрĕ.

Туртса кăлар часрах, сан вăлтуна пысăк пулă пырса хыпрĕ! – тесе кăшкăрчĕ Куян иккĕмĕш хут.

Татах калатăп сана: эпĕ сан пекех ухмах мар-ха! Каларăм вĕт, виçĕ кун та виçĕ каç нимĕн те çимен, терĕм. Ку пулă мана кăнтăр апачĕ тума та çитмест, – терĕ каллех Юлхав кушак аçи.

Куян ку хутĕнче те нимĕн чĕнмерĕ, вăл малалла мĕн лулассине кĕтсе ларчĕ.

Шăпах çак самантра шыв çине, уçăлма тесе, ĕмĕтсĕртен те ĕмĕтсĕр çăрттан пулă ярăнса тухрĕ. Унăн çивчĕ куçĕсем çийĕнчех вăлтана çакланнă пулла асăрхарĕç.

Вăт епле телей манăн! Тухнă-тухманах апат тупрăм, – терĕ те пулла хыпса ячĕ, хӳрипе пĕрре çапсах вăл шыв тĕпнелле чăмрĕ, хăй хыççăн Юлхав кушак аçине вăлти мĕнĕпех шывалла сĕтĕрсе кайрĕ.

Сехĕрленсе ӳкнĕ Куян пĕрре сиксех шыв хĕррине анса тăчĕ. Пĕр самант вăл шыв çине тинкерсе пăхрĕ: анчах шывра Юлхав кушак аçине те, хăйĕн пĕртен-пĕр вăлтине те кураймарĕ.

Айван, çакнашкал айван тĕнчере те урăх çук пулĕ?.. Хăйĕн ĕмĕтсĕрлĕхне пула, хăйĕн пуçне те хăех пĕтерчĕ, ман вăлтана та тĕп турĕ, тăмпуç!..

Çапла каларĕ те Куян хуллен вăрманалла сиктерчĕ. <…>