Юхам

Волкова Мария Андреевна

    

 

Тупмалли

 

 

Октябрь хăвачĕ

Ан тивĕр!

Пурнăç

Кĕрешӳри туссем

Механизатора

Стройкăра

Чулçă

Юхăм

Акăш юрри

Çĕрлехи пăлхану

Поэт тусăма

Туртăм

Тасалăх

Лĕпĕшĕм, манн лĕпĕш…

Эп-телей

Ĕмĕте

Карăкçырма сачĕсем

Таврăнсап

Салам сана, çуралнă ял!

Тăван тавралăх

Çурхи

Атăл пăрĕ кайсан

Аннеме

Ращасем сип-симĕс çуркунне

Ах, хитре-çке çурхи Атăл!

Июль

Шухă çил

Кам çырман пуль юрату çинчен

Çĕнĕ юр

Ан калăр

Ачашлăх

Отпуска пулин те килсе кур

Ан кулян

Манса ан кай

Авăт, куккук…

Ан тат çутă ĕмĕте

Вăйă такмакĕсем

Туй такмакĕсем

Эп шыратăп сана

Хĕр юрри

 

ПУРНĂÇ

Тĕнчене тухмашкăн йывăр мар-и

Тăпраран е амăш ӳтĕнчен!

Тухмаллах пулсассăн – чул шăтарĕ,

Курмалла ун ирĕк çут тĕнче!

Ешĕл сквер. Вĕçсе пырса лараççĕ

Кăвакарчăн евĕр машинсем.

Çывăхрах, асфальт çинче, выляççĕ

Кĕске йĕмлĕ пĕчĕк ачасем.

Ак, вылянă майăн асăрхаççĕ:

Пысăк мăкăль тухнă пĕр тĕле,

Машинсем ăна пĕрмай таптаççĕ –

Хăпарту çаплах тапать çӳле!..

Çĕрĕпе лӳшкетнĕ çумăр хыççăн

Çын курать:çав тĕмеске çинче

Вĕлкĕшет пĕрремĕш симĕс çулçă,

Çĕнтерӳ ялавĕ пек çиçсе.

Çĕрулми çеçки-мĕн! Асфальта та

Пăраланă,ӳснĕ майĕпе.

Тăпраран тымарĕпе вăл тапнă,

Йăтнă, хирнĕ пĕтĕм вăйĕпе...

Пурнăç! Ăна ним тытса чараймĕ!  

Çутталлах, çӳлех вăл ыткăнать!

Нимле тыткăн та ăна хăртаймĕ –  

Хăй вăл аркатать пур тыткăна.

 

 

 

КĔРЕШӲРИ ТУССЕМ

 

Эп вĕсене куратăп кашни ир,

Ĕçе каяççĕ çавтăнса пĕрле.

Вăйпиттискер,

Яштак пӳ-силлĕскер,

Тем калаçать вăл чун-чĕре тулли,

Тути çинче вылять хĕвел кулли.

Ун куçĕсем çак самантра, паян,

Епле илемлĕ, ăшă пулмалла!

Анчах мĕскершĕн куçлăхпа ялан,

Кăвак куçлăхпа çеç курап ăна!

 

Кусем

Йăлашăн çеç тытман

Пĕрне-пĕри хулран.

Пусмапала хăпарнăçем вăрах

Иртетĕп эпĕ, шăппăн çул парса.

Вĕсем,

Пĕлетĕп эп аван,

Манпа ĕçри тăван.

...Таçта хапха сас пачĕ

Кĕскен, яланхилле.

Пĕр ушкăн кăвакарчăн

Кăлтăртатса илет.

 

Сасартăк эп илтеп

Хыçран калаçнине –

Капан пуçлă пике

Калать писевлине:

Епле яштак, пăх-ха, çав очкилли!

О, элегантлă. Кирлĕ кăшт çеç стиль.

Мĕн тупнă вăл, айван, тĕлĕнмелли

Çав лутака та тутăр çыхнинче!..

 

Этем те идеал!

Мĕн ăнланаç-ши çăмăлттай хĕрсем!

...Хăрушă пулнă кун.

Ун чух çĕршывшăн халăх тăкнă юн.

Хаяр кĕрешӳре

Йĕтре витĕр тӳрех

Хĕр кĕнĕ вут ăшне.

Аманнă лейтенантăн пурнăçне

Вăл çăлнă вилĕмрен.

Куç вăхăтсăр сӳнсен,

Паман усма çунат

Çак пĕчĕкçĕ этем

Вут-кайăк пек чунпа.

Çапла çав. Вăл – этем,

Çын инкекре чухне

Хăйне хĕр хĕрхенмен.

 

Халь унтанпа миçе çул кашни ир

Ĕçе каяççĕ çавтăнса пĕрле.

Кĕрешӳри çак ик чуна эпир,

Тăван пек, пуç таятпăр чĕререн

 

МЕХАНИЗАТОРА

Кăвак çутла, чăпар шăнкăрчсене

Шик шăхăрса, кулатăн куç хĕссе.

Çунат çапса, сиксе-хĕпĕртесе

Юлаç вĕсем, вĕлли тавра вĕçсе.

Укăлчаран утатăн юрласа

Сухаламан н ӳремлĕ çĕрпеле.

Унта пытанчăк вăйпала асам,

Унта сан ылтăн пĕрчĕ чĕртмелле.

Илтетĕп эп сап-сар хирсен шавне,

Сухаçă, эс штурвал умне ларсан.

Шевлесене хупатăн кас айне,

Хура тăпра кĕрпекĕпе варса.

Шик шăхăрса, кулах эс, куç хĕссе

Хĕрӳ ĕçри чĕкеç йăмăксене!

Курсам: аллисемпе вĕл-вĕлкĕшсе,

Хĕпĕртесех мухтаççĕ сан ĕçне.

 



ÇУРХИ

Ялта каллех чупаççĕ катаччи,

Каллех янрать çут çăварни шăнкравĕ.

Йыхрав кĕвви пек йĕс шăнкрав сасси

Сив хĕл кунне çитерчĕ çур саламĕ.

Çамрăксене çавăрать карусель,

Каччисене хĕрсем юрпа переççĕ, −

Çуртсем çутса ярсассăн çăлтăрсем,

Çĕн мăшăрсем каçа илем кӳреççĕ.

 

 

РАЩАСЕМ СИП-СИМĔС ÇУРКУННЕ

Ращасем сип-симĕс çуркунне,

Çамрăкланчĕ савăккăн вăрман.

Тăхăн эс те çуркунне тумне,

Иккĕнех каяр ăна курма.

Çеçпĕл тухнă курăк талккишпе

Кăн-кăваккăн. Пăхтарать хăйне.

Лавккаран тин илнĕ паттис пек

Тутлă шăршă вăл сарать тинех.

Юр пек уçă, пĕлĕтрен таса

Ир вăраннă çеçпĕлĕн шăрши.

Çак илем пек кăмăл пултăр сан –  

Ĕмĕр савăп, уйрăлмăп пĕр шит.

Ращасем сип-симĕс çуркунне,

Çамрăкланчĕ тепĕр хут вăрман.

Ил эс çутçанталăк илемне,

Çулсерен ан ватăл, çамрăклан!

 

КАМ ÇЫРМАН ПУЛЬ ЮРАТУ ÇИНЧЕН

 

Юратусăр пурнăç та пулман.

Юратушăн уйăх çутинче

Кам чĕри пуль савнăçпа тулман.

Пĕрисем калаççĕ:

«Эс – хитре,

Ик куçу сан икĕ кӳлĕ пек».

Теприсем: «Чечек, – теç, – сăн-питрен»,

Е: «Хĕвел пек, – теççĕ, – чунĕпе».

Эп сана саватăп чĕрепе –

Юрату сăмахсăр та пулать.

Юратушăн пурнăç йĕрĕпе

Ман чĕре çăлкуç юрри юрлать.