ЫТАРАЙМИ ÇĔРШЫВ

Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна

    

 

Тупмалли

 

Эх, ÿсетпĕр.

Сǎвǎсем.

 

Çуркунне

Каппайчǎк çилпе ырǎ хĕвел

Çумǎрлǎ кун
Çумǎр

Автан

Така
Витаминлǎ утǎ

Савǎк ир

Купǎста
Эх, Ӳсетпĕр

Диета

Пулǎшǎр!

Пылак марине
Иккĕшне те юрататǎп

Чарусǎр

Тунсǎх

Йывǎçсем тĕлĕреççе
Çĕнĕ çул

Тавлашу
Ытарайми çĕршыв

Калаçу

Тǎхтав
Хастаррǎн утатпǎр.
Юрǎ
Яковлев мǎнукĕсем

 

Ваççук пǎтǎрмахĕсем.

Калавсем.

 

Чǎваш чĕлхи кружокĕнче

Чунпа пуян çын
Пылчǎклǎ пушмак

Пĕрремĕш çĕнтерӲ

Яланах тимлĕ пулǎр
Шǎна

Талантлǎ ача

Шǎл ыратни
Вĕренмелли нумай

 

 

Çуркунне.

 

Çурхи кун асамлăхне сапать,

Кайăк-кĕшĕк савăнса юрлать.

Анаслать пĕр ватă тунката:

- Кахалах эп тухрăм, тупата.

Çуркунне сипетлĕхне ĕçес,

Çут çанталăк пек чечекленес.

 

Çумǎр.

 

Тартăм эпĕ çумăртан -

Чупрĕ çумăр хыçăмран.

Çывăхрах ав ват юман -

Пур-ха çăлăнăçăм ман.

 

Çитрĕ çумăр васкаса,

Аçа-çиçĕм кăларса.

Эх, силлет вăл юмана,

«Тух унтан!» -

хистет мана.

 

Кĕмсĕртетрĕ аслати:

«Эй, итле, этем ачи!

Çиçĕм çиçнĕ вăхăтра

Аякра тăр йывăçран.

Шыв ислетнĕ йывăçа

Пултарать çапма аçа».

 

Витаминлǎ утǎ.

 

Ыра кун сана, ĕне!

Пĕлтерсем ĕçне-хĕлне.

Му-у-у! Çӳретĕп-ха пĕр май.

Ан чăрмантар, иртсе кай.

Эп васкатăп халь киле,

Ман унта сĕт леçмелле.

Кĕркунне çитет, Çтаппан,

Утă хатĕрле, ан ман.

Кĕтĕве кĕçех чараççĕ,

Картана пире хупаççĕ.

Витаминлă утине

Çимелле çине-çинех.

Сывлăхлă ӳсес тесен

Кирлĕ сĕт ачасене.

 

Эх, ÿсетпĕр.

 

Шăллам аллинче - «Растишка»,

Ман - сĕткен, «Фруктовый сад».

«Улăп пек пулап», - тет Гриша.

Эп те улăп пек пулап.

 

Эх, çиетпĕр, эх, ĕçетпĕр,

Тавлашатпăр, виçĕнетпĕр.

Кунсерен ĕмĕтленетпĕр

Аттене хуса çитетпĕр.

 

Иккĕшне те юрататǎп.

 

Хамăр ялта - асанне.

Кÿршĕ ялта - кукамай.

Кукамайпа асаннене

Курас килет ман пĕрмай.

 

Кукамая курмалла -

Чупап кÿршĕ ялалла.

Ай-хай кукамай

Кукăль çитерет пĕрмай.

 

Ялта кĕтет асанне,

Эп васкатăп ун патне.

Ай-хай асанне

Çитерет мĕн тутлине.

 

Иккĕшне те юратап,

Иккĕшне те пулăшап.

Асаннепе кукамая

Ыр кăмăлшăн тав тăвап.

 

Çĕнĕ çул.

 

Ёлкăна ĕлкĕреймерĕ

Хĕл Мучи. Ǎçта çӳрет?

Вупăр карчăк кĕттермерĕ -

Пур çĕре те сĕкĕнет.

 

Уява ăна чĕнменччĕ.

Çитнĕ ав чĕнмесĕрех.

Кучченеç эпир кĕтсеччĕ

Килнĕ вăл парнесĕрех.

 

Ячĕ алăк «юрласа»,

Хĕл Мучи кĕрет кулса!

- Кĕç юлаттăм çывăрса!

Савăнать халь кайăк-кĕшĕк,

Чĕр чунсем те кĕшĕл-кĕшĕл.

Хĕл Мучи ташша чĕнет,

Ташласан парне сĕнет.

 

Эх, юрлатпăр, такмаклатпăр,

Сăвăсем хĕрсех калатпăр:

- Тавтапуç сана, Мучи!

Чи ырри эс! Чи-чи-чи!

 

Ытарайми çĕршыв.

 

Ешерет тăван çĕршывăм:

Куç тулли уйсем-хирсем.

Вăрмансем ав куç хĕсеççĕ:

«Манăн ытама килсем».

 

Ай-хай савнă çĕрĕм-шывăм...

Пăхса ытармалла мар.

Тĕнчипе, таçта та шырăр -

Çук кун евĕр пархатар.

 

Чарăнса тăрса итлетĕп

Ирхи канлĕ шăплăха.

Чĕререн савма пиллет вăл

Çак мухтавлă халăха.

 

Çĕрĕм-шывăм çитĕнтернĕ

Сумлă, паттăр ентешсем.

Чăваш ен чапне çĕкленĕ

Космоса çити вĕсем.

 

Хастаррǎн утатпǎр.

 

Юрǎ.

 

Эпир çитĕнетпĕр

Кулса-выляса.

Шкулта вĕренетпĕр

Чунтан тăрăшса.

 

Хушса юрламалли:

 

Çӳлтен çут хĕвел

Савса ачашлать.

Çĕршывăм çинчен

Чĕреçĕм юрлать.

 

Хастаррăн утатпăр

Çут ĕмĕт патне.

Шыратпăр, тупатпăр

Чунсем ыйтнине.

 

Мăнаçлăн саратпăр

Пĕлӳ тĕнчине.

Чунтан тав тăватпăр

Учительсене.

 

Яковлев мǎнукĕсем.

 

Аслă Атăл çийĕн ир-ирех

Ялкăшса çĕкленчĕ çут хĕвел.

Чăваш енĕм, эс пĕртен-пĕрре,

Кунран-кун чечекленсе çĕнел.

 

Ǎнтăлатпăр çутă уçлăха,

Чыс, мухтав кӳретпĕр халăха.

Янăрать кунта чăваш чĕлхи,

Пирĕншĕн вăл пуринчен пахи.

 

Кар тăрса чăвашлăха упрар,

Алла-аллăн тытăнса утар.

Тухăçра вăранчĕ савăк ир,

Яковлев мăнукĕсем эпир.

 

Савăнатпăр, мухтанатпăр,

Çут малашлăха шанатпăр.

 

Пылчǎклǎ пушмак.

 

- Ну, Ваççук, эсĕ халĕ пысăк ĕнтĕ. Шкула çўреме пуçларăн. Малашне пылчăкпа вараланнă атă-пушмакна хăвăнах çумалла пулать, - йăл кулса каларĕ пĕррехинче амăшĕ. Асламăшĕ ача хутне кĕресшĕнччĕ кăна - амăшĕ алăпа сулчĕ. Ваççук унăн сăмахĕсене хăлхана чикмерĕ пулас: вăл хăвăрт апатланчĕ те компьютерпа вăйăсем выляма пуçларĕ.

- Чим-ха, ывăлăм, вăййусем тармĕç-ха, каласа пар-ха шкулти, класри ĕçсем çинчен, - пырса тăчĕ амăшĕ.

- А-а-а! - алне сулчĕ Ваççук, - нимех те интересли пулмарĕ паян. Сăмахсене сыпăкăн-сыпăкăн вулаттарчĕç. Эпĕ вулама тахçанах пĕлетĕп. Вуннă таран шутлаттарчĕç. Эпĕ çĕр таран шутланине эсĕ хăв та пĕлетĕн.

- Тата мĕн интересли пулчĕ?

- Интересли-и? Физкультура урокĕнче пуринчен хытă чупрăм. Мала тухрăм. Мана учитель мухтарĕ.

- Маттур.

- Маттур тет-ха вăл. Тăхтавра коридорта хытă чупнăшăн ятларĕç мана. Эпĕ вара хытă чупма юрататăп.

- Шкул вăл урам мар-çке, ывăлăм. Унта мĕн чухлĕ ача. Пурте чупма пуçласан мĕн пулĕччĕ-ши?

- Ха-ха-ха! - хыттăнах кулса ячĕ Ваççук, - стадион пулнă пулĕччĕ.

- Шкулта йĕрке пулмалла çав, - кулса ячĕç асламăшĕпе амăшĕ те.

Ваççук ирхине шкула пуçтарăнма пуçларĕ. Вăл яланхилле амăшĕ çуса тасатнă пушмакне тăхăнасшăн пулчĕ. Пĕри тап-тасах. Тепри вара ĕнер хытса ларнă пылчăкпах. Арçын ача ним те чĕнмерĕ, çаплах тăхăнчĕ те урамалла васкарĕ.

- Ну, няняккам, пысăк пĕлÿ илсе килмелле пултăр, - ыр сунчĕ асламăшĕ.

Пырать Ваççук урампа таплаттарса. Паян тулта шăнтнă.

- Ваççу-ук! Эсĕ ăçта пылчăк тупнă паян? - тĕлĕннĕ пек йăл кулчĕ хирĕç килекен вĕрентекен. - Пылчăкĕ шелленĕ тата сана. Пĕр пушмакна кăна вараланă.

Арçын ача аванмарланчĕ. Нимĕн те калаймарĕ вăл.

- Атя васкар. Урока ĕлкĕреймĕпĕр тата, - хыпалантарчĕ ăна учитель.

 

Ваççук шкултан таврăнсан тÿрех тумтирне улăштарчĕ те пушмакĕсене çума пикенчĕ.

- Ман мăнукăм пысăкланнă иккен. Пысăкланнă, ăслăланнă, - пырса çупăрларĕ ăна асламăшĕ.

 

Шǎна.

 

Нăй, нăй! нăйкăшать кĕрхи шăна. Акă вăл Ваççук сăмси çине пырса ларчĕ. Икĕ аллипе сĕт куркине çатăрласа тытнă ача сылтăм аллине вĕçертрĕ те шăнана хăваласшăн пулса хăй сăмсине шап! тутарчĕ. Çав вăхăтра сĕт курки вăшт кăна шуса кайрĕ те малтан Ваççук чĕркуççийĕ çине лаплатрĕ, унтан урайне ўкрĕ. Ачан шкула çўремелли шăлаварĕ сĕтпе вараланчĕ.

- Эх, анранă шăна! Мĕн туса хутăн эсĕ манпа?! - сасăпах ўлеме пуçларĕ Ваççук. - Ыран шкула мĕн тăхăнса каяс?

Вăл шăнана хăвалама пуçларĕ. Лешне мĕн? Пĕр чўречене пырса çăпанать, пĕр сĕт кӳлленчĕкĕ çине ларать. Савăнсах ĕçет Ваççук тăкса янă сĕте. Нăй, нăй! нăйкăшать хăй, ăшă кунсем иртсе кайнăшăн кулянать пулас.

Шăна хăваласа ывăннă Ваççук шăлаварне улăштарчĕ те пукан çине ларчĕ.

- Сĕте типĕтсе пуçтарас пулать, - хăйпе хăй калаçрĕ ача. - Хам айăплă, мăран упа çури пек мĕшĕл-мĕшĕл çӳретĕп. Алăка асанне вĕрентнĕ пек хăвăртрах уçса хупсан шăни вĕçсе кĕрейместчĕ. Шкул тумне улăштарнă пулсан вăл та вараланмастчĕ.

Ача мунчала илсе сĕт кӳлленчĕкне типĕтме васкарĕ. Сĕтел айне пĕшкĕнчĕ те - кӳлленчĕк вырăнĕ çеç юлнă. Юнашарах кушак тăсăлса выртнă та мăр-мăр-мăр тесе Ваççука куçĕнчен пăхать. Сĕтпе хăналанăшăн тав тăвать паллах.

 

Вĕренмелли нумай.

 

Вĕренӳ çулĕ вĕçленчĕ. Ваççукăн пысăк хуйхă. Унăн математикăпа «тăваттă» тухнă.

Тарăхать, вăрçать арçын ача хăйне. Хутламалли таблицăна сахалтарах вĕренчĕ пулас вăл. Шкулта вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ ятпа ирттернĕ линейкăра чи маттуррисене грамотăсемпе кĕнекесем парса чысларĕç. Ваççукăн чĕри сиксе тухасла тăпăртатрĕ ун чухне.

Пуçне усса килнелле утрĕ ача.

- Ну, ывăлăм, пиллĕкмĕш класа куçрăн пулать. Пысăклантăн. Мĕн салху эсĕ паян? - пуçран шăлчĕ ывăлне кăнтăрлахи апата киле таврăннă ашшĕ.

- Мĕн, мĕн? «Тăваттă» тухрĕ манăн математикăпа. Хам айăплă. Хутламалли таблицăна вĕренес чухне футболла ытларах вылярăм пулас.

- Халь тин нимĕн те тăваймăн. Малашне тăрăшас пулать, - сăмах хушрĕ асламăшĕ. - Атя лар сĕтел хушшине. Апатланма вăхăт.

- Анне ăçта?

- Аннӳ паян кăнтăрлахи апата таврăнаймасть. Ĕç нумай терĕ. Çапах та вĕренӳ çулĕ вěçленнĕ ятпа торт туянса килме пулчĕ ĕç хыççăн.

- Эп «отличник» мар вĕт.

- Эсĕ пурĕ пĕрех чи маттурри, - пырса çупăрларĕ асламăшĕ.

- Атте, эсĕ шкулта ялан «пиллĕксем» кăна илнĕ-и?

- Ялан тесе улталас килмест. Пĕррехинче «иккĕ» те илнĕччĕ. Анчах та хам йăнăша вăхăтра ăнлантăм пулас.

Ваççукăн ашшĕ шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Кайран инженера вĕренсе тухнă.

Ашшĕ çӳлĕк çинчен икĕ çĕнех мар кĕнеке илчĕ те ывăлне тыттарчĕ.

- Çак кĕнекесене мана сан çулусенче шкулта парнеленĕччĕ. Эсĕ халĕ пысăк ĕнтĕ. Вуласа тух. Вĕренмелли нумай унта.

Ача чĕтрекен аллисемпе асăрханса тытрĕ кĕнекесене. «Тимур и его команда» ятлă пĕри. Теприн çине «Васёк Трубачёв и его товарищи» тесе çырнă. Хуплашкан шалти енне: «Николай Сыплатова аван вĕреннĕшĕн тата хăйне шкулта лайăх тытнăшăн», - тесе çырса хунă.

«Атте ача чухне юлташĕсене ман пек ура хурса ÿкермен пулас. Тăхтав вăхăтĕнче те ăмăртмалла коридор тăрăх чупман», - пăшăрханса шухăшларĕ ача.

Вăл васкаса апатланчĕ те «Васёк Трубачёв и его товарищи» ятлă кĕнекене илчĕ. «Васёк Трубачёван юлташĕсем манăннинчен мĕнпе уйрăлса тараççĕ-ши?» - кăсăкланчĕ вăл. Меллĕн вырнаçса ларчĕ те тимлĕн вулама пуçларĕ. «Вĕренмелли нумай терĕ-çке атте - манăн нумай пĕлес пулать», - пăшăлтатрĕ ача.