ҪЫРУ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Вӗç-вӗç эс, çыру,
Пичеççӗм патне.
Илсе çитерсем
Ваçук хыпарне.

Пиччеçӗм, пичче,
Чи малтан – салам.
Унтан йӗркипе
Ҫырма эп пуçлам.

Сана эп, пиччем,
Куртӑм кинора,
Чунтан, чӗререн
Савӑнтӑм вара.

Тавтапуç сире,
Паттӑр салтаксем,
Тӑшмантан пире
Сыхлакан çынсем.

Малалла, пиччем,
Аттерен салам.
Сана ун çинчен
Ҫакна хыпарлам:

Аттемӗр халь те
Тимӗрçрех ӗçлет,
Машинӑсене
Юсать, тюрлетет.

Ун çинчен ыр ят
Ҫӳрет таврара,
Ӗçне мухтаса
Ҫырчӗç хаçатра.

Малалла, пиччем,
Аннерен салам.
Сана ун çинчен
Çакна хыпарлам.

Аннемӗр ӗçлет
Колхоз садӗнче.
Чаплӑ ӗмӗтсем
Пур ун чӗринче.

Чие, çӗр çырли…
Мӗн çук-ши садра!
Куç тулли илем
Пӗтӗм таврара.

Малалла, пиччем,
Аппаран салам.
Сана ун çинчен
Ҫакна хыпарлам.

Кайрӗ Алтая
Илемпи аппа.
Вӑл хастар, маттур, –
Ӗçлет тракторпа.

Ҫитӗ çакӑнпа,
Пиччеçӗм Ванюк.
Пысӑк салампа
Сан шӑллу – Ваçук.

Вӗç-вӗç эс, çыру,
Пиччеçӗм патне,
Илсе çитерсем
Ман саламсене.

1965