ЫРĂ КĂМĂЛЛĂ РАЯ

Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна



    

 

Тупмалли

 

Наян кушак

Шиксĕр
Ырǎ кǎмǎллǎ рая

Пĕрремĕш юр
Хĕлле

Хĕл мучи

Пулǎпǎр туссем

Тÿсме тивет
Пǎрахут

Теттесем
Кÿрен
ÿ

Каçару
Ăстасем

Хǎна
Пысǎк ÿс

Хǎва

Вǎрмана çырлана

Çумǎр

Çил ачи

Ур-ра!
чи кирли, чи пахи
(юмах)

 

Содержание

Ленивый кот

Храбрая
Добрая рая

Первый снег
Зима

Дед мороз
Будем друзьями

Потерпеть придется
Пароходик

Игрушки
Обида

Прощен
Мастерицы

Гостья
Расти большой

Ивушка

В лес по ягоды

Дождь
Ветер

Ур-ра!
Нужнее и важнее
(сказка)

 

НАЯН КУШАК

 

Кушак аçи Ваçка пур,

Çывăрмашкăн пит маттур.

Шав çиет те çывăрать,

Тăрансан ăçта васкать?

 

Тавçăрсам.

- Тен, сунара?

- Çу-у-к. Каять вăл хăнана...

 

Вĕлт! хăравçă куян пек

Йытă пӳрчĕ çумĕнчен.

Савăнать хăй кунĕпех

Хырăм выçса çитиччен.

 

Кӳршĕри кушаксемпе –

Машăпа та Дашăпа –

Кунĕпех юрлать, ташлать,

Апата киле васкать.

 

Шикленмесĕр шăшисем

Туй тăваççĕ чăланра.

Шел, аннен сăмахĕсем

Хумхатмаççĕ кушака...

 

ЛЕНИВЫЙ КОТ

 

В нашем доме уже год

Беззаботный кот живёт,

Ест и спит он, спит и ест.

 

Если дома надоест,

Угадай, он куда?

- На охоту?

- Никогда!

 

Мимо конуры собачьей

Прошмыгнёт -

трусливый зайчик!

Попоёт он с кошкой Машей,

Потанцует с кошкой Дашей -

На бочок барчук наш снова.

И стыда нет никакого.

 

ЫРǍ КǍМǍЛЛǍ РАЯ

 

Райăпа Çинук - туссем,

Пайлаймаççĕ теттесем.

 

Пысăк Барби пукане

Кайнă Çинук кăмăлне.

Пластилин кравать кирлех.

Рая тантăшне шеллет.

 

Райăна лекет упа,

Слон, хăравçă мулкачсем...

- Килĕшетĕп эп санпа.

Пулар Барбипе туссем, -

Рая куççульне шăлать,

Хăй именчĕклĕн кулать.

 

- Çĕнĕ çурт лартма шутлап.

Пулăшĕç мана туссем.

Пулĕç пысăк алăксем,

Йăлтăр-ялтăр кантăксем.

 

Мăйăр пухăпăр, çырла

Туссемпе юрла-юрла.

Пулĕ кĕреке тулли:

Пӳремеч,

хуран кукли...

 

ДОБРАЯ РАЯ

 

Рая, Зина - две подружки,

Не поделят вновь игрушки.

Куклу Барби хочет Зина

И кровать из пластилина.

 

Рае мишку предлагает

И большущего слона...

Перестала плакать Рая.

- Ладно, - молвила она, -

С Барби поиграй в лапту.

Я сейчас домой пойду.

 

Мы с мишуткой, со слоном

Будем строить новый дом,

Много окон и дверей.

Пригласим всех птиц, зверей...

 

Ягод, фруктов всем по вкусу

Наберём мы.

Будет вкусно!

И вареников, ватрушек

Мне не жалко для подружек.

Тоже в гости приходите,

Угощайтесь -

чем хотите.

 

ХĔЛЛЕ

 

Хирсем шур юрпа пахаланнă.

Шур кĕрĕк туяннă хырсем.

Паян ачасем ир вăраннă -

Çилпе ăмăртаççĕ вĕсем.

 

Кулать çил-тăман - харсăр кайăк,

Вĕçет пĕр çӳле, пĕр - çĕре.

Юрпа вăл перет:

- Киле кайăр!

Пăрасшăн çултан йĕлтĕре.

 

Туссем тăмана йĕкĕлтеççĕ:

- Хăравçă пулман нихăçан! -

Çилпе тупăшса ак вĕçеççĕ: -

Ытла ан мухтан, кăшт лăплан!

 

Итлерĕ пулас çил-тăманĕ -

Йăванчĕ часрах çул çине.

...Чунпа хастарри çеç ăнланĕ

Хăюлăх ертсе пынине...

 

ЗИМА

 

Дороги укутаны снегом,

И сосны все в шубах стоят.

Мальчишки и с визгом, со смехом

За вьюгой на лыжах спешат.

 

А вьюга - задорная птица,

Снуёт она вверх, а то - вниз,

Снежинки бросает им в лица,

Хохочет:

- Эй, вы, берегись!

 

Ребята смеются:

- На трусов мы разве похожи?

Скажи!

Не злись! Не дадим тебе спуску,

Хоть пой, хоть свисти, хоть пляши.

 

А вьюга прислушалась, видно:

Смиренно притихла у ног.

Теперь никому не обидно!

Всем мужества ясен урок...

 

ПУЛǍПǍР ТУССЕМ

 

Вăл мăнаçлă, пархатарлă,

Хăй патне чĕнет ытарлăн:

- Шыва чăмăр, выльăр, кулăр,

Тытăр тĕрлĕ-тĕрлĕ пулă...

 

Юрă-кулă инçете

Вĕçтĕр пĕлĕтсем патне.

Пултăр çут тĕллев умра,

Пулччăр аслисем çумра.

 

Тимлĕр вĕтĕр-шакăра -

Пулăп кăмăллă вара.

Килĕшсессĕн хушусем

Эпир пулăпăр туссем.

 

Килĕшетпĕр Атăлпа.

Тус пулас килет унпа.

 

БУДЕМ ДРУЗЬЯМИ

 

Широка и глубока

Манит всех издалека:

- Наловите, детки, рыбок,

На волнах качайтесь зыбких.

 

Пусть весёлый смех звенит

И летит, летит в зенит...

Осторожны будьте только,

Волга любит сильных, ловких.

 

И всегда держитесь старших,

Опекайте всюду младших.

И тогда друзьями будем.

Вот наказ мой добрым людям.

 

С нашей Волгой мы согласны

Все друзья её прекрасны.

 

ПǍРАХУТ

 

Шурă, шурă пăрахутăм

Ванна тăрăх шурĕ-шурĕ...

Эп ăна туртса çӳретĕп шур çиппе.

 

Тинĕс мар-çке пирĕн ванна,

Çулçӳревшĕн питĕ кансĕр.

Кăшт кĕтсемччĕ.

Эп кĕçех ӳссе çитĕп.

 

Чарăнми çулсем чупаççĕ...

Капитан мана тăваççĕ.

Атăл тăрăх эпир тухăпăр çула.

 

Тĕрлĕ хулара пулатпăр,

Халăха салам яратпăр.

Эп арçын сăмахĕ патăм -

Пурнăçлап.

 

 

ПАРОХОДИК

 

Белый, белый пароходик

В нашей ванне ходит, ходит...

Я его на белой ниточке веду.

 

В нашей ванне мало места,

Пароходу очень тесно.

- Подожди-ка, я же скоро подрасту.

 

Побегут года так споро -

Капитаном стану скоро

И тебя по нашей Волге поведу.

 

В городах других побудем,

И привет пошлём всем людям...

Я мужское слово дал - не подведу.

 

КӲРЕНӲ

 

Хăймапа та хăналарĕ,

Сĕт те пачĕ, кăлпасси...

Таня пурпĕр юраймарĕ

Кушака. Мăр-р-р-мăр-р! сасси.

 

Вăл ăна чĕрсе илет-и,

Пытарать-и пушмакне.

Хăйĕн айăпне туймасть вăл –

Кăтартать мăн кăмăлне.

 

Таня ятлаçса юнарĕ:

- Тус пулмастăп тек санпа.

Санăн умăнта çук парăм,

Çисе пурăн-ха салма.

 

Илтĕн ĕнтĕ тинкене!

Ǎçта хутăн пӳскене?!

 

ОБИДА

 

Кормит Танечка сметаной

И колбаской, молоком.

Утащил ботинок Танин

Кот. И спрятал под столом.

 

- Вредина! - грозится Таня. -

Я с тобой дружить не стану.

Сколько раз меня обидел:

Ты царапнул ногу. Видишь?

 

А вчера прогнал ты мяч -

Убежал в кусты он вскачь.

Всех обид не сосчитать...

Другом мне тебе не стать.

 

Уходи! И не ласкайся!

Всё! Теперь салмой питайся.

 

ǍСТАСЕМ

 

Алă ĕçне вĕрентет асанне.

Тарăн йĕрсем эрешленĕ питне.

Çӳçĕ шап-шур, куштăркка аллисем,

Çăкăрпа курăк шăршиллĕ вĕсем.

 

Асанне савăнни палăрать сассинчен:

- Çĕвĕç те пулăн, пепке, тимлесен.

МАСТЕРИЦЫ

 

С бабушкой милой мы шьём

на крыльце.

Сколько морщин у неё на лице!

Волосы белые, руки шершавые.

Бабушка пахнет и хлебом,

и травами...

 

Голос у бабушки ласковый, тихий.

Шепчет она мне:

- Годишься в портнихи.

 

ПЫСǍК ӲС

 

Хĕвелчамăш вăрлăхне

Çемен хучĕ çĕр ăшне:

- Пĕчĕкскерĕм, ӳс эс, ӳс,

Шăрăха, сивве те тӳс.

 

Çумăра та савăк пул,

Хĕвеле те ăшшăн кул.

Пархатарлă пул кăна -

Манмăп эпĕ те сана:

 

Çум та çумлăп, шыв та сапăп,

Теветкеллĕ ӳс эс, сапăр.

Ылтăн кăшăл пысăк пултăр,

Савăнса Çемен йăл култăр.

 

Вăрри пултăр пит нумай -

Юрă юхĕ çиле май.

 

РАСТИ БОЛЬШОЙ

 

Кинул в землю Сенечка

Маленькое семечко.

Приказал:

- Расти большой,

Заберу потом домой.

 

Солнцу больше улыбайся,

Попадать под дождь старайся.

Ну и я стараться буду,

Из тебя чтоб вышло чудо.

 

Прополю вокруг, полью,

Песню ласково спою:

Стань, подсолнух, златоглавым,

В огороде самым главным.

 

Вырасти для Сенечки

Много-много семечек.

 

ÇИЛ АЧИ

 

Ах, епле вăл харсăрскер,

Тулăксăр, ашкăнчăкскер:

Мана хыçран хăвалать,

Карттуса пуçран хывать.

 

Кĕчĕ те кĕпе ăшне -

Туйрăм эп кăралăхне:

Çурăм хыçĕнчи кĕпе

Чăн-чăн кăвак купол пек.

 

Çавăрчĕ вăр-вар мана,

Вĕçрĕ тарчĕ çырмана...

 

ВЕТЕР

 

Ах! Какой он озорной!

Что же делает со мной?!

В спину он меня толкает,

Шапку с головы срывает.

 

Не даёт ничуть промашку -

Вмиг залез он под рубашку.

И рубашка за спиной,

Словно купол голубой.

 

Быстро, быстро закружил -

Да за речку, что есть сил.

 

ЧИ КИРЛИ, ЧИ ПАХИ

Юмах

 

Мухтанать хăмла çырли:

- Пуринчен эп илемли,

Чăн-чăнах патша майри.

Эх! Телей-çке эп пурри!

Эп пылак та çеп-çемçе -

Киленет çисе çемье.

 

Хурлăхан:

- Ай-яй мухтанчăк!

Сан шутпа, эп сăнсăр-и?

Эп çынсемшĕн - пысăк шанчăк,

Пулсассăн та чи хури.

Хисепре эп яланах.

Вĕçтеретĕн пуш сăмах.

Эп - витаминсен патши.

Манран пахи мĕн пур-ши?

Ак шăпланчĕç те -

пăхаççĕ.

Йĕплĕ хурлăхан тимлет:

- Чылай чух мана саваççĕ,

Эп те пурнăçра кирлех.

 

Ак чие кулать чеен:

- Тавлашатăр хăçанччен?

Тен, компот тăвар пĕрле,

Савăнччăр çынсем хĕлле.

 

Пур калаçупа çураçнăн

Слива пуç таять мăнаçлăн.

Улмуççи те питĕ мирлĕ.

Вăл пĕлет - пурне те кирлĕ.

 

НУЖНЕЕ И ВАЖНЕЕ

Сказка

 

- А не я ль красна девица?

А не я ль в саду царица?

Я - малина красная,

Прямо первоклассная.

Всех красивей, всех нежней,

Потому и всех нужней.

 

Возмущается смородина:

- Ты считаешь, я - уродина?

Ах, девчонка вздорная!

Ну и что? Я чёрная!

Я всегда, всегда в почёте,

О здоровье всех в заботе.

Во мне - кладезь витаминов.

Не чета ты мне, малина!

Замолчали. Смотрят. Рядом

Их сверлит крыжовник взглядом:

- С вами вместе я всегда,

Значит, нужная еда.

 

Вишня:

- Эй же, прекратите!

Вы в компот со мной спешите!

 

На спесивых и хвастливых

Горделиво смотрит слива.

Спор и яблоне не нравится,

Ведь она не меньше славится.