Çын

Загадки, пословицы, поговорки


Ача

Кăтит кăтатмăш,
Чун йăпатмăш.
Çивĕт
Икĕрчĕк-кукăрчăк,
Утмăл икĕ кукăрчăк.

Шăл
Кашта тулли шур чăхă.
Куç
Ĕнчĕ-пĕнчĕ,
Кĕленче çинче
Пĕр пĕрчĕ.
Çамка
Çутă кÿлĕ çинче çÿллĕ ту.
Сухал
Сик сикĕлтĕр, сикĕлтĕр,
Пакăс кĕлтĕр, кĕс кĕлтĕр.
Чĕрне
Пĕр май пăхăнкурайăн,
Тепĕр май пăхăн—кураймăн.
Чĕре
Сакайĕнче сар такмак...