Янӑравлӑ шӑнкӑрав

Ялгир Петр Алексеевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Шкул. Вĕренӳ. Ĕмĕтсем

Тăван тавралăх, тăван ен

Пирĕн уявсем

Шӳт, юптару, юмах-халап

Атте-анне халалĕ

 

Шкулти кунсем

 

Пĕрремĕш шăнкăрав

Пире класа чĕнсен

Пуçланчĕç букварьтен

Шкулти кунсем.

 

Иртрĕ çул хыççăн çул,

Ырман-çке вĕренсе.

Пухрĕç пуçа пĕлӳ

Шкулти кунсем.

 

Ăслантăмăр эпри,

Тек пытăмăр ӳссе.

Тухмĕç асран нихçан

Шкулти кунсем.

 

Пурнăç вăл – тĕп предмет,

Сĕнет пăхма инçе.

Чĕнеççĕ тек мала

Шкулти кунсем.

 

Пĕлӳ керменĕ

 

Ял варринче ларать кремен,

Илем кӳрет вăл таврана.

Унта çӳретпĕр вĕренме,

Кашнин ҫут ӗмӗт вӑранать.

 

Юратнă шкул,

Палланă класс

Асран каяс çук нихăçан.

Ма пулмĕ

Чун-чĕре хавас

Умра ыр шуçăм ялкăшсан?

 

Пĕлӳ керменĕ тет ял-йыш

Çĕр алă çул тăван шкула.

Çавал çăвăн пирки маар-ши

Хыпар тăвасшăн Атăла?

 

Мĕн чул ăста кăларнă шкул,

Панă яла е хулана!

Кашниншӗн вăл уçать мăн çул

Телей сунса сана, манна.

 

Шкул сукмакĕ

 

Ял варринче шап-шур карап пек

Шкул илемне сарса ларать тек.

Унта чупать йыш ирпеле,

Шут ҫук сукмак ун еннелле.

 

Кунта эпир пĕлӳ пухатпăр

Ӳссен ялан пуласшăн паттăр.

Кашни туптасшăн телейне

Мĕн пĕчĕкрен хатĕрленет.

 

Вăхăт çитсессĕн сывпуллашĕ

Шкулпа Хĕветĕр е Наташа.

Сукмак ыр сунĕ вĕсене

Тупмашкăн пурнăç çул-йĕрне.

 

Сыв пулăр! – тейĕ те ачалăх

Хушă вуза çитмешкĕн лайăх.

Чĕнтĕр ăш пиллĕхлĕ сукмак

Сарлака çул çине тухма.

 

Ачаран хатĕрленер

 

Ялкăшса тухать хĕвел,

Çутатать тăван çĕре.

Ешертме ăна мехел

Хальпухса пырар пĕрле.

 

Çĕклемешкĕн çĕн хула,

Ӳстерме урпа-ыпаш

Юрăсем юрла-юрла

Тухăпăр часах, юлташ.

 

Анлă уй-хире тухма

Трактор руль сĕнет чунтан.

Ылтăн пĕрчĕсем акма

Вĕресен пырар шкултан.

 

Тен, завод пире курсан

Уçĕ хăйĕн алăкне.

Хăшĕ, кăмăлсем туртсан,

Тăрăпăр станок умнее.

 

Çĕршывра ĕçсем нумай:

Сад ĕрчет е сар кĕпер.

Пур çĕрте ăста пулма

Ачаран хатĕрленер.