Вутăра

Алексеев Осип Алексеевич

Пўрт-çурт пĕренине сивĕ шартлаттарса çурнă хĕл кунĕнче вутă-шанкă пĕтсе çитни такамшăн та терт. Çулла, çанталăк ăшă тăнă вăхăтра, вутă кирли асра та çук, вăрман касма çўрес килмест. Кĕркунне − акă меллĕ вăхăт.

Кўршĕпе пăчкă илтĕмĕр те вăрмана уттартăмăр.

Йывăçсем çурта пек тўрĕ, пĕринчен тепри çўллĕ, кассан часах ўкмелле. Шаларахрисем тата пысăкрах пуласса шанса вăрман варринех çитрĕмĕр.

Çуйласа илтĕмĕр ал арманĕ пек икĕ хурăна. Кăчăрт! çеç тутартăмăр пĕрне. Çурри кассан: «Пăх-ха, пăх! − терĕ кўршĕ ĕçлеме чарăнсах. − Виçĕ ураллă, хăрах хăлхаллă мулкач чупать». Манăн та çак тĕлĕнтермĕш куяна çав тери курас килчĕ. Çăвара карсах пăхса юлтăм.

Çав вăхăтра касма пуçланă хурăн çилпе шатăр-рт! хуçăлчĕ те мана пуçран пан-н! тутарчĕ. Эпĕ çĕре чĕркуççи таран путса лартăм. Хамăр çўллĕ хурăн шыраса шурлăхлă вырăна çитнине те асăрхаман.

Кўршĕ тапаланчĕ-тăрмашрĕ − мана туртса кăлараймарĕ. Юрать, юнашар çулпа икĕ сунарçă иртсе пынă. Ӳркенмен çынсем пулчĕç, пулăшрĕç. Хăрах калуша тупаймарăмăр, вăл çавăнтах ларса юлчĕ.