ВЕЛОСИПЕД

Воробьева Раиса Васильевна

Ашшĕ пачĕ туянса
Велосипед Бориса.
Вĕренет халь çӳреме,
Такăрлатать çереме.

Руль тытмасăр ним те мар
Ярăнать Борис вăр-вар.
Ав Çеруш тăрать пăхса
Юлташне пит ăмсанса.

Ырă кăмăллă Борис
Пачĕ Çеруша ирис:
– Ярăнăпăр черетпе,
Улшăнса пĕр-пĕринпе.

Такăрлатрĕç çереме,
Ак вĕренчĕç çӳреме.
Тус-юлташлă кӳршĕсем,
Пур ĕçре пĕрле вĕсем.