ÇĂВАРНИ ЮРРИСЕМ

Песни, потешки, прибаутки

    И çăварни, çăварни,
    Çăвар тулли икерчи,
    Кĕсъе тулли кулачи,
    Эрне хушши катаччи! ***

    Катаччи! Катаччи!
    Катаччи! Катаччи!
    Çăварни çитет — çу çитет,
    Выртан каска йаванать,
    Хурăн тăрри хумханать,
    Хура халăх пуçтарнать.
    Апай икерч пĕçерет,
    Пире кĕтсе тăрать пуль!
    У-ух, катаччи, перекки!
    Кантар, кантăр, кантăррр!..