Ваççил

Азамат Светлана Васильевна

«Пăх-ха эс, сана-и-ха,

Итлессӳ килмест-и-ха?

Акă – пиçиххи салтап,

Çаптарап, ыраттарап.

Телевизора сӳнтер,

Пěрмаях ан кĕрлеттер», –

Мăкăр-мăкăр мăкăртатрě

Темшěн тарăхнă кукаç.

 

«Ан тавлаш, чипер калаç», –

Çенĕке илсе тухать те,

Куками те ăс парать:

«Лайăх çын тăвас тесе

Вĕрентетпĕр вĕт сире.

Пусăран шыв ăсса кил,

Эс итле пире, Ваççил».

«Вăт мату-ур, вăт ку – ача-а!» –

Тет кукаç шывне сыпса.