Ваçанка

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

    

 

Кив Тимушкел ялĕнче
Пĕр Ваçанка пуян пур,
Кирек ăçта пырсан та
Ун умĕнче пур те пур.
Шăрттане те, çăвĕ те
Ун нихçан та татăлмасть,
Çавăнпа та Ваçанка
Пит хăвăртах ватăлмасть.
Нумайăшĕ ун патне
Эрех чиксех пыраççĕ,
Пÿртне пырса кĕрсенех
Сĕтел çине хураççĕ.
Таçти-таçти  „ыр çынсем"
Ăна пĕлсе тăраççĕ,
Пĕтĕм Чистай уеспех
Пуян ятне сараççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх çурт тулли,
Ик анкарти тырпулли,
Ăçта çÿресессĕн те,
Пулас çук вăл çын кулли.
Ун акнă та, çапнă та,—
Тавра ялта пур çынтан
Вăл пуян та, чаплă та.
Темчул укçи банкăра
Уссе выртать хăй тĕллĕн…
Епле халĕ Ваçанка
Пуйса кайнă вăл тĕрлĕн!
Хăш-хăш улпут çĕрсем те
Ун кĕсъине кĕреççĕ.
Хăшĕ ăна йăлăнса
Куççульпелех йĕреççĕ.
Хĕрĕх-аллă çухрăмран
Чул турттарса çурт тăвать,
Ăçтан кăна тухать пуль
Ун çав тĕрлĕ вăй-хăват?
Çил арманĕ çилпеле,
Шыв арманĕ шывпала.
Çĕрĕн-кунĕн кĕрлеççĕ
Уншăн мĕнпур вăйпала;
Ваçанкашăн çын çех мар,
Çилпе шыв та ĕçлеççĕ,
Çавăнпа та çав ăна
Пурте лайăх пĕлеççĕ.
Пур енчен те ырлăхсем
Шыв пек юхса килеççĕ,
Улпутсем те хаш чухне
Унтан кивçен илеççĕ.;
Питĕ хытă «пулăшать»
Аптăранă çынсене—
Сĕлĕх пекех сăхать вăл
Чухăнсенĕн юнсене.
Ĕçет хырăм кÿпиччен
Панă чухне ĕçкине,
Илет кăмăл туличчен
Усламĕпе укçине.
Вăхăтĕнче памасан,
Часах сута чĕнтерет;
Муллă çынпа ан тавлаш,
Вăл сана час çĕнтерет.
Ун сĕтелли çийĕнче
Яшка-çăкăр татăлмасть,
Кама çитерсессĕн те,
Ун нимĕн те катăлмасть.
Ĕçкĕпеле нихăçан та
Вăл хăй ăсне çухатмасть,
Ытти пуян çынсем пек
Вĕçкĕнленме юратмасть.
Çынпа вăрçса, тулашса
Паттăрланса çÿремест,
Еçлет ĕçне йăвашшăн
Пуйнăçемĕн пуясшăн.
Вăл хĕрхенет çуксене—
Темчул парать укçине;
Илме вăхаn çитсессĕн,
Тин пуçтарать вут çине.