Вăрманти уяв
УЛĂП ÇĔРШЫВĔ ЧĂВАШСТАН (Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинчен çырнă хайлавсем)
Умюрлав
Кĕвентеллĕ хĕр
Ĕмĕрсен ĕмĕчĕ
Мускав çулĕ
Кăвак çĕмрен
Çут тĕнчери саккăрмĕш тĕлĕнтермĕш
Пушкин тусĕ
Пирĕн юрлас килмест-им?..
Ылтăн кĕнеке
Слакпуç ачи
Ленинăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ
Пăр кайнă тапхăр
Революци паттăрĕсем
Çамрăк кĕрешӳçĕсем
Ĕçпе хĕç
Пĕр çемьери сакăр ывăл
Онтрейка йĕрĕпе
Çулсем-йĕрсем
Шупашкар – Шупаш хули
Шупашкар çуначĕсем
Будайка ачи
Çĕнĕ хула
Сунай паттăрăн тимĕр урхамахĕ
Чăваш уявĕ – акатуй
КАЛАВСЕМ
Чул
Ульхапа карчăк
Кустăрма
Ирхине
Йăнăш
Йытă çури
Тилĕ, чĕрĕп тата мулкач
Упапа ача
Шăшисемпе кушак
Икĕ упа
АСАМЛĂ УРХАМАХ. Пĕчĕк повесть
Маттур ача Атнер
Сунай паттăрпа усал эсрел тата ырă
Кăмăллă Пӳлĕхçĕ
Хĕрлĕ çӳçлĕ çулçӳревçĕ
Кĕр-кĕрлерĕ трактор
«Пилĕкçĕр лаша вăйлă» кафе
Тĕлĕнтермĕш кран
Атнере шырани
Атнере тупаймаççĕ-ха...
Атнер тупăнчĕ
Сап-сар урхамах
ЮРĂ ЮРЛАТЬ ЖЕНЕЧКА
Хĕвел кулать чӳречерен пăхса
Сăпка юрри
Юрă юрлать Женечка
Лартăп сĕтел хушшине
Таврăннă хĕвел юрри
Вăрманти уяв
Вăйă
Уйăп
Çерçисем
Виçĕ тус
Çуркунне килет
Тырă-пулă ăстисем
ИТЛЕМЕН ПУКАНЕ
Эп текех халь ача мар
Итлемен пукане
Чĕрĕп
Юрпике
Ĕçчен
Кайăк-кĕшĕк столовăйĕ
Ярăнатăп ӳкиччен
Ача ĕмĕчĕ
Моряк
Çуркунне
Путене
Чун-чĕререн савăнар
ТĔТĔМ КИЛĔ ÇУТ КЕРМЕН
Пĕчĕк чăваш пики
Тĕлĕнтермĕш
Тĕтĕм килĕ çут кермен
Пукане
Кăвакарчăн
Хĕл Мучи
Хĕллехи илем
Пулăшăр, тусăмсем
Вылямалли сăвăсем
Чапай палăкĕ умĕнче
Пулас космонавтсем
Телей
Похода тухатпăр ир-ирех
Вăрман тусĕ
НАÇТУК ВАЛЛИ СĂВĂСЕМ
Наçтукпа кушак
Чечек
Упа
Пакша
Пылхурчĕ
Лĕпĕшсем
Сехет
Чуччупа
Кӳлĕ хĕрринче
Çерçи
Уявра
ĂСЛАЙ
Туслăхпа ыркăмăллăх çинчен
Виçелĕхпе виçесĕрлĕх çинчен
Этем чысĕпе ырă ят çинчен
Хĕр чысĕпе сăпайлăхĕ çинчен
Авланассипе юрату çинчен
Качча каяссипе юрату çинчен
Килти туслă пурнăç çинчен
Ача-пăча ӳстересси çинчен
Пурнăçпа ăрăс çинчен
ПЕХИЛ
ТУПМАЛЛИ ЮМАХСЕМ
КУÇАРУСЕМ
Мулкач шкулта
Кутăн хĕрача
Вăйă
Ытла кăтăклă хуран
Уяв
Тумлам
Концерт
Çăкăр урамĕ
Пакша шкулĕ
Çĕрулми
Пионери çĕршывĕ
УЛĂП ÇĔРШЫВĔ ЧĂВАШСТАН
(Чăваш çĕрĕ-шывĕ çинчен çырнă хайлавсем)
УМЮРЛАВ
Сĕм вăрмансем – юманлăх, çăкалăх, ăвăслăх, хырлăх; уйсем-хирсем, вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлакан çырма-çатра, сăрт-ту, тӳремлĕх. Çакă вăл Чăвашстан, аслаттейсем-аттесем хăйсен тăхăмĕсене ĕмĕрлĕхех парса хăварнă çĕр.
Эпир, чăвашсем, хамăр çуралса ӳснĕ çĕре-шыва ытарайми юратса ĕлĕк-авал ваттан тенĕ, халĕ тата Улăп çĕршывĕ тетпĕр.
Улăп тĕлĕнмелле ырă кăмăллă, питĕ маттур та хăюллă паттăр пулнă теççĕ авалхи халапсенче. Вăл чăвашсене вут тупса панă, кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнма вĕрентнĕ, тăшмансенчен хӳтĕленĕ.
Улăп çĕршывĕ Раççей варринче, Атăл хĕрринче, тухăçалла васкакан юханшыв кăнтăралла пăрăнса кайнă çĕрте, Сĕвепеле Сăр шывĕсем хушшинче вырнаçнă.
Улăп çĕршывне таврари халăхсем юратса ĕçчен те маттур çынсен çĕрĕ теççĕ. Чăваш çĕрĕ-шывĕ граждан вăрçин легендарлă геройне В.И.Чапаева çуратса ӳстернĕ, пысăк ĕмĕтпеле пурăнма, ирĕклĕхе юратма вĕрентнĕ. Кунтах тата тепĕр паттăр – Виççĕмĕш космонавт А.Г.Николаев çуралса ӳснĕ. Чăваш ĕçршывĕнче, Шупашкарта, пĕтĕм тĕнчипе паллă балерина Надежда Павлова çуралса ӳснĕ...
Чăн малтан чăваш сăмаха вырăс летопиçĕсенче 1510 çулхине асăннă. Унччен чăвашсене е черемис, е тутар тенĕ. Тата ĕлĕкрех чăвашсене пăлхар, тата та ĕлĕкрех хун тенĕ. Пысăк вĕреннĕ çынсем çапла калаççĕ: чăвашсем тахçан-авал Варринчи Ази çеçенхирĕсенче выльăх-чĕрлĕх пăхса пурăннă тӳрк йăхĕсен пĕр тымарĕ. Вĕсем хун ятпа, лайăх курăклă уй-хир, ирĕк пурнăç шыраса анăçалла куçса пынă, пирĕн эрăри çиччĕмĕш ĕмĕрте, пăлхар ятпа пурăнма тытăнса, Аслă Пăлхарстан патшалăхĕ туса хунă. Кайран Çурçĕр Кавказ тăрăхĕнчен Атăл çине хăпарнă. Кунта вара чăвашсен аслашшĕсем Атăлçи Пăлхарстан патшалăхĕ йĕркеленĕ, тĕнчери тем чухлĕ çĕршывпа суту-илӳ туса пурăннă.
Пирĕн аслаттейсем-асланнейсем килĕшӳ мĕнне пĕлекен халăх пулнă. Уйрăмах вĕсем славян йăхĕсемпе туслă пурăннă, пĕрлех тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, тăван çĕре-шыва хӳтĕленĕ.
Чăваш Республики халĕ аслă Раççей çĕрĕнчи туслă хапăхсен танлă йышĕнче. Республикăмăрта чăвашсемпе пĕрле вырăссем, тутарсем, ирçе-мăкшăсем, украинецсем, çармăссем тата ытти хапăх çыннисем те пĕртăван пек килĕштерсе пурăнаççĕ.
КӖВЕНТЕЛЛӖ ХӖР
Тӳпери аслă çурçĕртен кăнтăралла тăсăлакан çăлтăрсен ушкăнне чăвашсем Хуркайăк çулĕ теççĕ. Вăл мĕнле пулса кайни çинчен вара çапла калаççĕ.
Вĕçнĕ, тет, хуркайăксем ăшă еннелле. Васканă, мĕншĕн тесен хĕл сивви вĕсенчен пĕрре те юлман, хыççăнах хăваласа пынă, шăнтса вĕлересшĕн пулнă. Ӳре-хуркайăк хăй картине тахçантанпах пĕлекен çулпа ертсе малалла та малалла вĕçнĕ. Вăл ку çулпа темиçе те вĕçсе иртнĕ, çавăнпа пурне те астунă, пурне те пĕлнĕ. Вăл тата çакна та асра тытнă: хĕл-усал тăшман, шур юр вара тăшманшăн – тус-тăван. Шур юр çуса, йăлтах шăнтса лартсан, тармашкăн йывăр пулĕ тăшманран.
Ӳре-хуркайăк вĕçнĕ май мĕнпур аслă тӳпене, тавралăха, ылмашнă çĕр питне куç илми сăнанă. Вăл пĕлнĕ: çĕр тени ялан вĕсемшĕн – тус та, çичĕ ют та, тăван та, тăшман та. Вăл курнă: хаваслă шыв кăнтăралла васкать, унта – çынсем, вĕсенчен инкек кĕтме пулать.
Сасартăк ӳре-хуркайăк тем усаллăн шартлатнине илтет. Ку вăл – пăшал сасси. Ӳре васкаса, хуркайăк картине çӳлелле ертсе каять. Анчах пĕр хуркайăкĕ вĕçеймест. Ăна сунарçă пульли пырса лекнĕ, вăл çĕрелле ӳкет. «Кикак!» – тет хурлă сас, анчах ăна кĕтмешкĕн юрамасть. Кĕтсе тăрсан пур кайăк та пĕтет, пĕри ӳкет, ытти çӳле вĕçет.
Хуркайăксем аманнă юлташне нимĕнпе те çăлма, хăйсемпе илсе кайма пултарайман. Çапах та вĕсем ăна вилнĕ тесшĕн пулман, кайран, сывалса çитсен, хăйсем патне вĕçсе çитме тӳпере çул тăвас тенĕ: кашнийĕ вĕçнĕ май хăй тĕкне тăкса хăварнă. Вĕсен тĕкĕ – çут çăлтăр пекех, аманнă хуркайăка ăçталла вĕçмеллине кăтартать.
Ку пирĕн халăхăн тĕнче уçлăхĕ çинчен калакан чи юратнă легенди. Вăл çăлтăрсем çуратакан туслăх вăйĕ çинчен калать.
Чăваш халăхĕн сăмахлăхĕнче çакăн пек пысăк шухăшлă юмах-халап чылай.
Тахçан-авал пулнă пурăннă Пинеслу ятлă çав тери чипер хĕр-пике. Вăл юрăçă пулнă. Ăна çынсем хитре юрă-кĕвĕшĕн, унăн юрри-кĕвви халăха çичĕ юта, усала çĕнтерме пулăшнăшăн, ырă ĕмĕт çуратнăшăн юратнă. Çавăншăнах Пинеслу-хĕре усал-тĕсел, тĕрлĕ юмăç-тухатмăш таврашĕ курайман. Вĕсем халăха хăйсене çеç итлеттерсе, пусмăрласа пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ усал вăй каварлашнă та хĕре тĕп тума шутланă, ăна, кĕвентепе шыв ăсма кайсассăн, сыхласа тăнă та, ярса тытса, уйăх çине ăсатнă.
– Антив, унта пурăнтăрах, юрлатăр хăйĕн тем-тем юррине. Унтан ăна никам та çăлас çук! – тенĕ вĕсем.
Юратнă вулаканăм, пĕр-пĕр уяр каç урама тухса тӳпенелле пăхсассăн, эсĕ чăнласах та тулли уйăх çинче хулĕ урлă икĕ витреллĕ кĕвенте çакнă хĕр тăнине курăн.
Ĕмĕрсем хушши Пинеслу уйăх çинчен çĕр çине пăхать, хăйне çăласса кĕтет.
Асан ятлă маттур чăваш паттăрĕ пулнă. Вăл хĕр-юрăçа çăлма вăйлă çунат тунă та, тусĕсемпе сывпуллашса, тӳпенелле çул тытнă.
Усалсем Асан вĕçсе кайнине пĕлеççĕ те хăраса ӳкеççĕ. «Пинеслу таврăнĕ те çынсем каллех вăл юрланине итлесе пире пăхăнса пурăнма пăрахĕç», – тенĕ вĕсем. Вара, ултавлă çутăсемпе илĕртсе, Асана çултан пăрса янă.
Маттур йĕкĕт Асан уйăх çине вĕçсе çитеймен, Пинеслу-пикене çăлайман, халĕ те вара вăл çăлтăр тĕнчинче аташса çӳрет, имĕш.
Асан – чăваш Икарĕ. Икар ашшĕне итлеменнипе вилнĕ, вăл ашшĕ хушнинчен çӳлерех вĕçсе улăхнă, вара унăн çуначĕ çинчи тĕке çыпăçтарнă ăвăсĕ хĕвел ăшшине чăтаймасăр ирĕлсе кайнă. Пирĕн Асан вара вилмен, вăл чĕрĕ, анчах çулне çухатнă, çулне тупаймасть.
Анчах ĕмĕт тени халăхра юлатех. Чăваш легенди çапла вĕçленет: «Нумай ĕмĕрсем иртнĕ. Пĕррехинче чăваш кил-йышĕнче халиччен пулман чаплă паттăр çуралĕ, вăл çăлтăрсен тĕнчине вĕçсе кайĕ те Асана шыраса тупĕ, вара Пинеслупа иккĕшне те киле илсе таврăнĕ...»
Ку вăл чăваш халăхĕ ĕмĕрсем хушшинче утса тухнă çăлтăрлă çул çинчен хывнă çăлтăрлă ĕмĕт. Эй, юратнă халăхăм, хăвăн ĕмĕтне те вилĕмсĕр ялав тума пĕлнĕ-çке эсĕ!.. Çĕршер те пиншер чаплă юрă, сăмах-юмах çуратнă эсĕ!.. Çынсен телейĕшĕн, ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсемпе вĕсен ĕмĕчĕ çинчен. Ахальтен мар пирĕн Чăвашстана çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ...
ТĔТĔМ КИЛĔ ÇУТ КЕРМЕН
ПĔЧĔК ЧĂВАШ ПИКИ
Ик витри те туп-тулли...
Кĕвентепеле
Шыв кӳрет чăваш пики
Килнелле.
ТĔЛĔНТЕРМĔШ
Шкул ачи пулсассăн та
Ман выляс килет,
Çӳллĕ йывăç тăррине
Хăпарас килет.
Кам пĕлет, çӳлте унта
Тен, урăх тĕнче?
Мĕн ларать-ши çавăнта,
Ав, турат çинче?
Кункăш-кайăк тĕкĕсем
Ӳкеç тӳперен,
НЛО этеммисем
Чĕнеç инçетрен.
ПУКАНЕ
(Халăх юрринчен)
– Ăçта каян, Пукане?
Пĕчĕкçеççĕ пукане?
– Тусăм патне каятăп,
Упа патне васкатăп.
– Сана тусу мĕн парать,
Упа тусу мӗн парать?
– Тусăм мана парĕ пыл,
Чĕрес тулли тутлă пыл.
– Унпа кама хăналан,
Пылпа кама хăналан?
– Шăши туса хăналап,
Савса, пылпа хăналап.
– Хăналансан, савăнсан,
Ăçта кайăн, каç пулсан?
– Шăши тусам патĕнчех
Ташлăп-юрлăп ирчченех.
КĂВАКАРЧĂН
Кăвакарчăн çуркунне
Хăйĕн пĕчĕк йăвине
Хучĕ виçĕ çăмарта,
Çап-çаврака çăмарта.
Вĕсене эп тивмесен,
Темиçе эрне иртсен,
Çакă пĕчĕк йăвара
Миçе чĕп пулать ара?
Эп шутлатăп, эп шутлатăп,
Шутласа кăлараймастăп.
Енчен эс пĕлтĕн пулсан,
Пит аванччĕ каласан.
ХĔЛ МУЧИ
Хыпар тухрĕ таврана:
– Хĕл Мучи килет!
Кĕтсе илĕр-ха ăна,
Кашнине чĕнет...
Туп-тулли ача-пăча
Пирĕн урамра,
Ывăнма пĕлмест пачах
Вăйă-кулăра.
Акă çитрĕ Хĕл Мучи
Пирĕн урама.
Парне парĕ Хĕл Мучи
Кашни ачана.
ХĔЛЛЕХИ ИЛЕМ
Лапсăркка та ватă юмансем
Шурă куçхаршиллĕ пек курнаççĕ.
Ăвăссем – çураçнă сар хĕрсем,
Шурă шупăр уртнă пек лараççĕ.
Симĕс йĕппине, ав, юр çине
Чăрăшсем, ĕçчен çын пек, акаççĕ.
Çил ачийĕсем пухаççĕ вĕсене,
Кĕрĕк çĕлетме килне васкаççĕ.
Хĕвел сăнĕпе хăй çырлине
Вăрманти пилеш тепре сăрласшăн.
Иртсе кайнă тулăх кĕркунне
Сив хĕле çапла тарăхтарасшăн.
Йĕлтĕр йĕрĕ Йăлăм еннелле
Тăсăлать тĕнче хĕрне çитессĕн.
Ман йĕр пӗрлешет çав йӗрпеле
Вăрманти уçланкăна кӗрсессӗн.
Юр çăвать. Хуллен юр пӗрчисем
Тем асамлă ташăсем ташлаççӗ.
Ывăна пĕлмен çил ачисем
Вĕсене савса кĕсле калаççĕ.

