Вăрман тухтăрӗ

Алексеев Осип Алексеевич

Паян кунĕпех вăрманта ĕçлерĕм, пысăк çемйисенчен уйрăлса тухнă кăткăсене çурт-йĕр çавăрма пулăшрăм. Хăйсем суйласа илнĕ ват юман тункати таврашне кăткăсемпе пĕрле вĕтĕ турат, ытти ăпăр-тапăр çĕклерĕм, кăткăсен çурчĕ тăрри хулăнрах пултăр терĕм: кĕрхи çумăрлă кунсенче шыв ан антăр. Хĕл Мучи те хурт-кăпшанкăна шеллесе тăмасть, сивĕ аллипе шатăр-р! çеç тутарать.

Турат-çапă сĕтĕрсе самаях ĕшентĕм. Кивĕ çулçă çине упа сарри сарса хутăм та канма выртрăм. Мамăк тўшек пек туйăнчĕ вырăн. Ыйхă пуссан хытă тенкел те тўшекрен кая мар.

Нумай-и, сахал-и çывăрнă, калама пултараймастăп, хĕвел анса ларасси йăмра çўллĕш çеç юлнă. Такам тук-тук-тук! тутарать те чул пек сăмсипе йывăçа хăпăтса илет, айккинелле сирпĕнтерет. Улатакка пулчĕ ку. Ула куракран та пысăкрах. Мĕнле ывăнмасть, вăрăм сăмси епле чăтать.

Улатаккана пулăшас терĕм. Мĕнпур вăя пухса йывăçа тымарĕпе тăпăлтарса кăлартăм, çĕр çине пăрахрăм. Улатакка юнашар ўсекенни çине вĕçсе кайрĕ. Выртакан йывăç çинчен шĕкĕ пуçтарасси уншăн çын чĕркуçленсе-упаленсе ĕçленипе пĕрех пулчĕ пулмалла.