Вĕçев

Растворцев Андрей Васильевич

Çывăрать атте-анне,

Куçне хупрĕ пукане,

Ав кушак та тĕлĕрет,

Эп пăхап чӳречерен.

Тӳпере темскер йĕрри

Çул хывать пĕчченçĕ.

«Вăл-и? Вăл – метеорит», –

Тет мана пиччеçĕм.

 

Шкул ачи калать пулсан

Хирĕçлес килмест-ха ман,

Чул вĕçсе çӳренипе

Пурпĕр йывăр килĕшме.

Кам вулать, çырать – маттур,

Анчах ман та шухăш пур:

Тӳпере вĕçекенни –

Ыйхă валеçекенни.