ÇУТǍ ĔМĔТ

Гордеева Светлана Денисовна
Чунӑм ман хавхалануллӑ:
Чӗр чунсен салонӗнче
Пурӑнать-ха ылтӑн пулӑ
Хӑйӗн шыв хваттерӗнче.

Виҫӗ ӗмӗт ӗмӗтлентӗм –
Пурнӑҫа кӗртес килет,
Аннене ҫавна систертӗм,
Ылтӑн пулӑ та пӗлет.

Ман пӗрремӗш ӗмӗт: пултӑр
Яланах анне хавас.
Теттесемпеле пӳрт тултӑр –
Савӑнса выляс-кулас.

Эп ракетӑпа вӗҫесшӗн –
Виҫҫӗмӗш тӗллев ҫапла.
Ҫутӑ тӳпене ҫитесшӗн –
Ҫӗнӗ ҫӑлтӑр уҫмалла.

Хуравне вара пӗлетӗп:
– Ҫапла пултӑрччӗ, юрать,
Аҫуна та, аннӳне те
Лайӑхрах итлес пулать.