ҪУРКУННЕ
Волкова Мария Андреевна
Пӗтменччӗ кайса
Шур юр ӗнер ир.
Паян тасалса
Янк уçӑлчӗ хир.
Ҫӳхе тумпала
Тӑратӑп тухса.
Юхать шыв вӑйлах,
Юхать ӑнтӑлса.
Шавлать те кӗрлет
Ҫырма хирӗлсе –
Лутра кӗпере
Каясшӑн илсе.
Кӑра та хаяр
Сив хӗл парӑнса
Тарасшӑнах мар –
Урать тӑвӑлса.
Кашлаç пӑлханса
Хавас йӑмрасем.
Унта ир те каç
Савнаç кураксем.
Ҫуралнӑ çӗре
Ютран таврӑнсан
Шавлаççӗ пӗрле
Ҫапла пухӑнса.
Пулман-çке ансат
Вӗсен çулӗсем.
Сивве, тӑмана
Ҫӗнтернӗ вӗсем.
Уяв кӗввисем
Вӗсен сассинче…
Юхаç сив çилсем
Сив хӗл хыçӗнчен.
Шур юр ӗнер ир.
Паян тасалса
Янк уçӑлчӗ хир.
Ҫӳхе тумпала
Тӑратӑп тухса.
Юхать шыв вӑйлах,
Юхать ӑнтӑлса.
Шавлать те кӗрлет
Ҫырма хирӗлсе –
Лутра кӗпере
Каясшӑн илсе.
Кӑра та хаяр
Сив хӗл парӑнса
Тарасшӑнах мар –
Урать тӑвӑлса.
Кашлаç пӑлханса
Хавас йӑмрасем.
Унта ир те каç
Савнаç кураксем.
Ҫуралнӑ çӗре
Ютран таврӑнсан
Шавлаççӗ пӗрле
Ҫапла пухӑнса.
Пулман-çке ансат
Вӗсен çулӗсем.
Сивве, тӑмана
Ҫӗнтернӗ вӗсем.
Уяв кӗввисем
Вӗсен сассинче…
Юхаç сив çилсем
Сив хӗл хыçӗнчен.

