ҪУРКУННЕ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Сар хӗвел çӗре
Тасатать юртан.
Лӑпкӑ çил вӗрет
Ӑшӑ кӑнтӑртан.

Тутлӑ ыйхӑран
Вӑранать вӑрман.
Тарӑн çырмара
Шыв шаркать пӗрмай.

Карти-картипе,
Кайӑк хур килет.
Уй-хир çийӗпе
Тӗтре çӗкленет.

Таврара илем,
Канлӗ сывлама.
Хатӗр ӗçченсем
Акана тухма.

Йӑмрасем çине
Ҫамрӑк ачасем
Ҫакрӗç ирхине
Шӑнкӑрч вӗллисем.

1965