Ҫурхи вӑйӑсем

Уйп Михаил Данилович

    

ÇУРХИ ВĂЙĂСЕМ

 

Тулта шавлать хěвеллě çур.

Ăсатрăмăр хĕле!

Тавралăхри шап-шурă юр

Васкавлăн ирěлет.

 

Шывсем лупашкасем тулли

Кěрлеççĕ урамра

Ача-пăча вăййи-кулли

Пěр чарăнми янрать.

 

Мĕн чухлĕ савăнăç килет

Çуркуннепе пěрле!

Тултан кěрес килмест киле,

Вăййи те тем тěрлех.

 

Ав, кăлтăр-кăлтăр авăрать

Тахшин арманě, кур.

Унтах карап ишсе пырать,

Шур çилкеçи те пур.

 

Курсамăр пěчěк Лявуçа,

Епле вăл тěрмешет:

Вăл шыв çулне сарать, уçать,

КуАтăл пултăр, тет.

 

Шăнкăртатса кăшт леререх

Юхан шывне илсен,

Вăл Атăлтан пěчěккěрех,

ВăлДон пулать иккен.

 

Халь кам пěлмест: Атăлпала

Дон шывě хушшинче,

Паллах, канал та пулмалла,

Ку ěç Санькка çинче.

 

Санькка канал алтса хурать,

Шывпа шыв сыпăнать.

Пăрахутсем яма юрать

Халь Атăлтан Дона.

 

Кěç шыв таппи тапса тулать,

Пěвеççě Атăла.

Ку – Сталинград пěви пулать,

Тет харсăр Михала.

 

Эп илтнě Сталинград çинчен,

Атте ман çавăнта

Вăрçса, тет, эп çураличчен,

Çěнтернě фашиста...

 

Ак, Куйбышев пěви, ăна

Хайлаççĕ теприсем.

Унта та шывě капланать,

Тулать-çке тулнăçем.

 

Марук калать: Куйбышевра

Пичче ěçлет, манна

Кашни çырăвěнчех вара

Чěнет вăл хăнана...

 

Ха, хěрача Нарспи тата

Юлмасть ыттисенчен;

Чупсах юрне йăта-йăта

Пěве тăвать, ĕçчен.

 

Хăй хавасланнă çав тери,

Йăл-йăл çиçсе кулать.

Пěлетěр-и, пěлетěр-и,

Ку мěн пěви пулать?

 

Ку пулě Шупашкар пĕви!

Тет вăл хěрÿлленсе.

Çурхи кунсен юрри-кĕвви

Янрать ун сассинче.

 

Кур, Шупашкар пěви! Чупар

Ӑна пěвелеме!

Пуçтарăнчĕç пурте вăр-вар,

Пуçларěç ěçлеме.

 

Пур халăхпа Нарспин ěçĕ

Вěçленчě хăвăртах.

Ак, Шупашкарăн тинĕсě

Выртать-çке çап-çутах...

 

Шыв пĕвесем урлах сикет,

Шар-шарлатса юхать.

Ачи-пăчийě хěвěшет,

Пěр вěçсĕр çуйăхать.

 

Яраççě Атăл тинĕсне

Хитре пăрахутсем;

Лартаççě шыв сикки çине

Арман ураписем,

 

Çук, армансем те мар иккен, –

Электростанцисем.

Куçсем çиçеççě ачасен,

Çунаççě пичěсем.

 

Çиçсе вылять хěвел ăшши,

Ирěлтерет юра;

Шăп каçченех урам хушши

Янăраса тăрать...