Çуралнă куна уявлани

Зотова Галина Вячеславовна

Мумукăн çуралнă кунĕ çывхарса килнё. Вал тусесене уявра техĕмлĕ чейпе хăналас, тутла икерчĕ çитерес, асамлă юмахсем итлеттерес терё. Менелник сётелĕ тулăх пултăр тесе мучи пахчари чи тутлă çимĕçсене татса кĕчĕ. Уяв ыран тенĕ чух Мумук уй варринче ларакан кăмака патне васкарё, хăнасене сăйлама тÿтлă икерчё пĕçерсе пама ыйтрĕ.

- Пĕçерсе парăттăм  та,  çăнăх çук, - хуравларĕ ăна кăмака.

Мумукăн ял пуçĕнче ларакан ар-мана кайма тиврĕ вара.

-Ĕçчен арман тус, — йăлăнчĕ вăл, — икерчĕ пĕçерме çăнăх пар-ха.

-Çăнăхне парăттăм та,  тырри çук, — тет арманĕ хаш сывласа.

Мумук хресчен патне утрĕ.

-Хаклă çĕр ёçченĕ! Икерчё пĕçерме тырă параймăн-ши? — терĕ. Тыррине парăттăм та, кёлете уçма çăраççи çук, — тет хресченĕ. —  Ана шăши йăтса тарнă, — тет.

-Кушак тус, çав шăшие тытса унран çăра уççине туртса илсем, — Пĕçукран пулăшу ыйтрĕ Мумук.

Кушакĕ кĕлет айне кĕрсе шăши-рен çăра уççине туртса илчĕ. Вара хресчен çăрана уçрĕ, кĕлетрен тырă илсе армана леçрё. Арманĕ вăштăр çил пулăшнипе часах çăнăх авăртса пачĕ, кăмака тутлă икерчĕ пёçерчĕ.

Кĕçех Мумука саламлама тусĕсем пухăнчĕç. Çав уявра эпĕ те пултăм, тутлă апат-çимĕçе астиврĕм. Каш-нинех пилĕкшер икерчĕ çитерчĕç, пыллă чей ĕçтерчĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Хăнисем — пыл хурчĕ-семпе лĕпёшсем, кайăксемпе вĕсен чĕпписем. Карусельпе те ярăнтăмăр — ăна упа утаман çавăрттарчĕ. Хур кайăксем хăнасене пĕлĕтре хăйсен çуначĕсем çинче, акăшсем кÿлĕре ярăнтарчĕç. Питĕ хаваслă иртрё уяв.

Уяв шавне илтсе çитмĕл те çичĕ тинёс леш енчи йывăç çинчи тăмана та вăраннă тет те:

— Мĕн пулчё-ши ку? — тесе ха-личченех тёлĕнсе ларать тет