Çунатлă улăп

Галкин Александр Алексеевич

Темиçе пин çул каялла çĕр чăмăрĕ çинче ниçта та хĕл пулман, тет. Пирĕн тăрăхра та çанталăк ялан илемлĕ те ăшă тăнă. Ем-ешĕл йывăç курăк хушшинче киленсе çеç пурăннă кайăк кĕшĕк, ним пирки те шухăшламан.

Анчах пĕр каçхине çанталăк сасартăк улшăннă. Йывăç-курăк çине темĕнле сивĕ сывлăш ўкнĕ те, çулçăсем самантрах сарăхса ларнă. Унтан, типĕ хаяр çил килсе, вĕсене йăлт тата-тата вĕçтерсе кайнă – мĕнпур йывăç-курăк шăпăр пек çаралса юлнă. Унччен те пулман, сывлăшра халиччен курман шурă лĕпĕшсем вĕлтĕртетме тытăннă. Вĕсем йышланнăçемĕн йышланса пынă, хăйсем темшĕн пурте çĕрелле ыткăннă. Кĕçех пĕтĕм тавралăх ним курăнми пулса ларнă: хайхи шурă лĕпĕшсем çĕтĕк ала витĕр çăнăх юхиă пекех тăкăнма тытăннă. Ешĕл тĕнче самантрах шап-шур тумпа витĕннĕ.

Пуçланнă вара сивĕсем... Тĕнче пĕтнĕ пек, пĕтĕм тавралăх шăп пулса тăнă – пĕр кайăк юрри те илтĕнмен.

Хăйсен ĕмĕрĕнче кун пеккине курман кайăк-кĕшĕк сасартăк шикленсе, аптăраса ўкнĕ, кашни харпăр хăй пирки шухăшлама тытăннă. Хăшĕ-пĕрисем, хўтлĕхсем шыраса, ялалла ыткăннă, хăшĕсем вăрманалла чăмнă, çемçереххисем юр çинчех хутланса ларнă.

– Акă ĕнтĕ, тинех пĕтетпĕр... – хурлăхлăн пăшăлтатса каланă Чĕкеç хăй çумĕнче чĕтресе ларакан Шăнкăрча. – Сивĕ витĕрех илет...

– Мĕн тăвас тен, шăпи çапла пулчĕ пуль... – килĕшнĕ унпа Шăнкăрч.

– Кампа та пулин канашласа пăхмалла мар-ши? –сĕннĕ вĕсенчен аякрах та мар ĕнтĕркесе ларакан Хура Курак.

– Кампа канашлăн ĕнтĕ кунта, шап-шур тавралăхсăр пуçне урăх нимĕн те курăнмасть пулсан? – хирĕçленĕ ăна Пăрчăкан, тата ытларах хутланса. – Кунтах пĕтме тивет ĕнтĕ... Çăлăнăç пулас çук... Манăн, ав, чĕлхе те хускалми пулчĕ...

Çак вăхăтра тўпере темĕнле вăйлă çил килнĕ чухнехи пек кашлани илтĕнсе кайнă.

Акă, пĕтрĕ те хай тĕнче... – хаш! сывласа янă Тăри, унтан, куçăм-пуçăм ан куртăр тенĕ пек, пуç урлă çуначĕпе витĕннĕ. Ăна кура ыттисем те пуçĕсене çунатсем айнелле чикнĕ.

Унччен те пулман, пĕлĕте çити кармашса ларакан ватă юман чун кĕнĕ пек сулланкаласа илнĕ, çын чĕлхипе калаçма тытăннă.

– Тăвансем! – тенĕ вăл вăраххăн. – Эп сире ырă хыпар пĕлтерме килтĕм. Тăрăр, итлĕр мана!..

Кайăксем тĕлĕнсех кайнă. Юман хăй çапла калаçать-ши тесе, пуçĕсене çĕклесе пăхнă та, ун тăрринче пĕр Улăп-Кайăк ларнине асăрханă. Ăмăрткайăк пулнă иккен ку!

– Каярах юлтăн пуль çав хăвăн хыпарупа, Улăп тусăмăр. Эпир ĕнтĕ хытах шăнса кўтрĕмĕр, çунатăмăрсем пирĕн пăрпа витĕнчĕç, урамăрсем хытса ларчĕç, тăраймастпăр, хускалаймастпăр... – пĕлтернĕ ăна Куккук хурлăхлăн.

– Эсир пĕрне-пĕри харпăр хăй сывлăшĕпе вĕрсе ăшăтăр, вара пăрĕ те ирĕлĕ, вăй та кĕрĕ. Инкек чух выртмалла мар, кĕрешмелле! – ăс панă Амарткайăк.

Кайăксем, чăнах та, ăна итленĕ. Малтан Куккук Шăнкăрча ăшăтма пикеннĕ, лешĕ уралана пуçланине курсан вара Шăнкăрч Чĕкеçе, Чĕкеç Курака, Курак Карăша, Карăш Путенене, Путене Шăпчăка, Шăпчăк Пăрчăкана, Пăрчăкан Кăрăпчака, Кăрăпчак Тăрнана, Тăрна Чарлана, Чарлан Вĕршĕне, Вĕршĕн Куккукне хăйне ăшăтма тытăннă. Çапла вĕсем майĕпенех ура çине тăнă.

– Халь ĕнтĕ вĕçсе хăпарăр ман пата, юман тăрне! – хушнă Амăрткайăк лăпкăн.

Кайăксем пĕрерĕн-пĕрерĕн çўлелле вĕçме тытăннă. Анчах юман тăрне улăхма пит çăмăлах пулман-мĕн. Унта çитиччен вĕсен çичшер хут ларса канма тивнĕ.

Пурте хăпарса çитсен, Амăрткайăк хăйĕн вичкĕн куçĕсемпе кăнтăр еннелле тинкернĕ те çапла сăмах пуçланă:

– Çитмĕл çичĕ тинĕс леш енче, – тенĕ вăл нимĕн пытармасăр, – хĕл ларман ăшă çĕр пур. Унта халь шăнкăр-шăнкăр шывсем юхаççĕ, тăп-тăрă кўлĕсем тĕкĕр пек ялтăртатса выртаççĕ, ешĕл тумлă йывăçсем, хитре чечеклĕ улăх-çарансем кăмăла çĕклеççĕ, хĕвел шевли хăйĕн тĕрлĕ тĕслĕ çипписемпе хитре тĕрĕсем тĕрлет, асамлă эрешсем ўкерет. Çавăнта çитсе ўксен кăна çăлăнăç тупма пултаратăр эсир. Анчах унта çитме питех те йывăр. Пĕр шухăшлă, туслă пулмасан, вăл çул çинчи йывăрлăхсене çĕнтерме май çук.

– Кам ертсе кайĕ-ха пире унта? – чăтăмсăррăн ыйтнă Шăнкăрч Амăрткайăкран.

– Камăн кайма кăмăл пур – пуçтарăнтăр, хам ертсе кайăп, манăн çул пурпĕрех унталла выртать... – тавăрнă ăна Амăрткайăк.

– Каятпăр, каятпăр! – кăшкăрса янă кайăксем хаваслăн. – Кунта эпир пурпĕр шăнса вилетпĕр. Ертсе кай пире, Амăрткайăкăмăр, çăлса хăвар пире, Çунатлă Улăпăмăр! Ĕмĕр-ĕмĕр тав тăвăпăр сана уншăн, нихăçан та манмăпăр!

– Апла-тăк итлĕр мана, тусăмсем! Йĕркеленĕр, карталанăр, умлăн-хыçлăн вĕçмелле пултăр. Ушкăн пуçне малтан хам тăрăп, унтан ылмашăнса вĕçĕпĕр, мĕншĕн тесен çул уçса пыма яланах йывăр.

Йĕркеленсе-майлашăнса çитсен, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăрах, кайăксем инçе çула тухнă. Малта пысăккисем вĕçнĕ, хыçалта – пĕчĕккисем. Пĕр хушă пĕлĕт те курăнман вĕсем витĕр, пĕтĕм тўпене хупласа хунă. Унтан майĕпенех куçран çухалнă...

Çак кунран пуçласа вара вĕсем пĕр вырăнта пурăнма пăрахнă: хăйсене çăлса хăварнă Çунатлă Улăп çулĕпе халĕ те кашни кĕрех ăшă çĕрелле ăсанаççĕ, çурхи кунсем çитсен, каялла таврăнаççĕ.

Кил-çурт таврашĕнче, йывăç хăвăлĕсенче хўтлĕх тупма ĕлкĕрнĕ хăшпĕр кайăксем кăна тăрса юлнă ун чух кунта, юлташĕсем кăнтăра кайнине сиссе юлайман. Халь вара сивве хăнăхса çитнĕ пулас та, чиперех хĕл каçаççĕ, ăшă çĕре каймасăрах пурăнаççĕ.

Калăр-ха, мĕнле кайăксем вĕсем?