ÇУНАТЛĂ ÇАМРĂКЛĂХ

Афанасьев Алексей Андриянович



    ТУПМАЛЛИ

Ачалăх
Ялкăшать кăвайт
Елюк сăрлать
Юратнă сăн
Ирхине
Ан ман, пионер!
Пионер Курбан
Кăвакарчăн
Çыру
Вăрманти столовăй
Шăнкăрч
Хĕллехи вăрман
Илĕртет çут инçет
Улатакка
Тарук
Пĕрре вăрманта
Мĕн вăл аппетит?
Курăк пуçтарни
Пулăçсем
Кӳршĕсем
Тинĕс леш енчи хăна

АЧАЛĂХ

Ăçта ман ачалăх? Калам-и?
Вăл сывă, вăл канăçсăр, шух –
Ем-ешĕл Тăмпарлă урамĕ
Ача-пăчапа тулнă чух...

Мĕнле ман ачалăх? Çăп-çăмăл
Чупать вăл каçчен çуркунне.
Шывра вăл çӳрет чăмпăл-чăмпăл
Шип-шип тухиччен урине.

Выртма лашине, ав, кăкарчĕ...
Çиет вăл серте те çăмах...
Шырать курпун уйăх – ват карчăк –
Ăна юптармашкăн юмах.

Ачалăх!.. Ним мар ăна çумăр,
Ним мар çул тусанĕ çулла.
Пит-куçĕ улма пек чăп-чăмăр,
Вăй-халĕ туртать тулалла.

Ачалăх – телейĕм, саркайăк,
Чĕркĕмĕл пек йăрă та шух!
Ачалăх пур чух ватăлаймăп,
Тăмпарлă урамĕ пур чух!

Ăçта ман ачалăх? Калас-и?
Вăл сывă кашни утăмра.
Ачан ачисен те малашĕ
Кулать те вылять умăмра!

ЯЛКĂШАТЬ КĂВАЙТ

Вăрмана çитсе, шала кĕр,
Янракан хурăнлăха.
Çавăнта пуçтарчĕ лагерь
Вĕтĕр-шакăр халăха.

Чĕрере тапать хаваслăх,
Юрă ян каять инçе.
Хĕмленет, вут евĕр, галстук
Пирĕн кăкăрсем çинче.

Пуçтаратпăр вутă-шанкă –
Ялкăштăр кăвайт çĕрле.
Хамăр пĕчĕкçĕ пулсан та,
Ĕмĕтсем – тĕлĕнмелле!

Паттăрла ӳссе çитесшĕн,
Çын пуласшăн хăвăртрах,
Хамăр ырлăхшăн, телейшĕн
Тăрăшатпăр çамрăклах.

Хĕмленсе кăвайт çуталтăр,
Çутă ӳктĕр инçете,
Асăнмалăх йĕр хăвартăр
Пирĕн çамрăк ĕмĕрте!

ЕЛЮК СĂРЛАТЬ

Выляса уçланкăра
Ывăнчĕ ула пӳске.
Ачасем халь сулхăнра
Укереççĕ кĕлетке.

Сантăрпа Елюк, Мусса,
Вĕсемпе пĕрлех Якур.
Хӳрине пăркаласа
Тĕлĕнсе пăхать Кампур.

Ӳкерет Елюк вăрман
Симĕспе те сарăпа
Юмахри пек, сĕм вартан
Сулланса тухать упа...

Сар хĕвелĕ мĕнешкел
Йăл кулса пăхать хитре!
Ма кулать-ши сар хĕвел
Тĕрлĕ сăрлă тӳпере?..

Ыйтăр-халĕ Елюкран –
Вăл пĕлет ма кулнине:
Ма тесен, хĕвел ялан
Ачашлать ачасене.

Вăл илтет вăрман туллии
Кайăксем юрланине –
Пур çĕре хĕвел кули
Сапалать хăй ăшшине.

Курăк ешерсе ӳсет,
Çуталса юхать çырма...
Çавăнпа, – Елюк пĕлет, –
Тивĕçлех хĕвел кулма!

АН МАН, ПИОНЕР!

Çӳлте-çӳлте,
Пĕр-ик тĕлте,
Куратăп шурă пĕлĕте:
Пĕри – тĕве, тепри – путек –
Тăраççĕ хытнă кăпăк пек.

Анкартинче шавла-шавла
Эпир вылятпăр вăрçăлла.
Ваçук – Чапай,
Ванюк – салтак,
Урапаран тăватпăр танк.

Лаша утланнисем – хĕçпе
Çӳреççĕ шавлă, сиккипе.
Пуç тăрринче вĕсен хупах,
Будённăй çĕлĕкĕ майлах.

Çав вăхăтра йĕтем енчен
Атте пире чĕнет иккен.
Кĕç çуйхашу лăпланчĕ те,
Мăн сассипе калать атте:

– Эсир вылятăр вăрçăлла.
Вăййи вăл лайăх япала...
Анчах пĕлет-и-ха Ваçук –
Кунта кĕрленĕ çапăçу. –

Тăпраллă шĕвĕр япала
Атте кăларчĕ пахчаран:
– Хăйăрпала тасатмалла.
Ан лартăр ун çине тусан.
Чăн-чăн винтовка штыкĕ çак.
Унпа çӳренĕ-çке салтак!

Тасатрăмăр эпир штыка.
Вăл пулчĕ çивĕч, йăлтăркка!
Илсе çитертĕмĕр шкула,
Вара шутларăмăр çапла:

Ваттисенчен ыйта-ыйта
Çав çапăçу çинчен пĕлер
Вут-хĕмлĕ иртнĕ вăхăта
Ан мантăр çамрăк пионер!

ÇЫРУ

Аякран-аякран,
Кăнтăрти Вьетнамран,
Çыру илчĕ паян
Пирĕн пĕчĕк Иван.

Тăваткал шур конверт
Çул çинче курнă терт.
Ун çинчи юн-пичет
Тем аса илтерет...

Мĕн çинчен-ши калать
Хут çинчи юн палли?..
Мĕн калать, мĕн çырать
Вьетнамри тус алли?..

Конверта уçсанах
Сисрĕ пĕчĕк Иван:
Çырнă-мĕн тахçанах
Çыруне Ю-Хуан.

Аякри вăрçăран
Килнĕ йывăр хыпар.
Унта – хĕрнĕ тăхлан,
Унта – вилĕм, кăвар...

Кисрентернĕ тăшман
Çĕрлехи шăплăха.
Килсĕр юлнă Хуан –
Кам пăхас тăлăха?..

Пăрахман ачана
Ыр пичче – партизан.
Халь атте тет ăна
Пĕчĕк тус, Ю-Хуан.

Паттăрсем Вьетнамра
Унпала пĕртăван.
Аякра-аякра
Тусĕ пур ун – Иван.

ВĂРМАНТИ СТОЛОВĂЙ

Сивĕ. Сивĕ. Сивĕ.
Йывăç – шур упа.
Макăрать-çке çилĕ
Хурлă сасăпа.

Вĕçеймест çерçи те,
Шăннă кăсăя...
Вăл курасшăн питĕ
Тĕлĕкри сăя...

Пĕр тĕпренчĕк çăкăр
Лектĕрччĕ ăна!
Вичкĕн çил, ан шăхăр,
Ан кĕр вăрмана!

Çил уланăçемĕн
Шупкалать хĕвел
Пĕчĕк кайăксемшĕн
Турăмăр сĕтел.

Тĕрлĕрен тĕпренчĕк
Шур сĕтел тулли:
Тип çăкăр, икерчĕ,
Çĕрулми кукли...

Вăрманти пур кайăк
Килтĕр хăнана!
Апатлантăр лайăх
Тав туса çынна!
Мĕн вăл аппетит?

МĔН ВĂЛ АППЕТИТ?

Ун кукамăш тĕпелте,
Ват кукашшĕ те килте.
Йăлкăшса кула-кула
Ăнлантарчĕç ывăла:

– Аппетит çынпах çӳрет,
Кашнинех вăл пулмалла.
Ĕçчене вăй-хал кӳрет,
Юратмасть вăл кахала!

– Ăçтарах вăл аппетит? –
Тет йӳтетмĕш пĕчĕк Тит.

– Тупăпăр халех ăна! –
Тет кукашшĕ ачана.
Иккĕш илчĕç кĕреçе,
Тытăнчĕç хĕрӳ ĕçе!

Чаврĕç-чаврĕç ик ĕçчен –
Çĕр чавас ĕç çăмăл мар.
Тăрăшса ĕçленĕрен
Çурăма йĕпетрĕ тар.

– Час тухать-и аппетит?..
Курăнать-и, кукаçи?..
Çĕр чавмашкăн йывăр пит,
Чавиччен пĕр вăкăр çи!..
– Çитĕ, – терĕç, – халлĕхе!
Çăвăнса канас пăртак, –
Çаврăнать аран чĕлхе,
Ывăннă мĕнпур шăмшак.

Ĕлĕк пĕчĕк чашăка
Пушататчĕ Тит аран.
Тутлă-çке паян яшка,
Тутлă пулчĕ йӳç уйран!

Ват кукашшĕ йăл кулать
Йăл кулать те, хăй калать:
– Астуса юл, ачам Тит: –
Çак пулать вăл аппетит!