ÇУМĂР

Галкин Александр Алексеевич

Мăкăр-мăкăр мăкăртатрĕ

Аслати ял пуçĕнче?

Тăпăр-тăпăр тăпăртатрĕ

Ăшă çумăр пўрт çинче.

Тăпăртатрĕ,

Шăпăртатрĕ,

Анчĕ кĕç сиксе çĕре?

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатрĕ

«Сыв пул куриччен тепре!»