ÇУМӐР ХЫÇÇӐН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Асамат кӗперӗ
Тӑван ял çинче.
Аслати кӗрлерӗ
Сӑрт-ту хыçӗнче.

Ҫумӑр хыççӑн ырӑ,
Тӳпе тап-таса.
Эпир акнӑ тырӑ
Ӳсет кашласа.