Çулçуревçě аслати

Зотова Галина Вячеславовна

Пурăннă, тет, сěм вăрманта аслати. Хирсемпе вăрмансем, ялсемпе хуласем тăрăх çÿреме юратнă. Урипе тимěр е чул çине пусмассерен çутă тухнă - çиçěм çиçнě. Йывăр утти кěмсěртетнě - аслати авăтнă. Çапăннипе е такăннипе алли-ури ыратнăран макăрнă - çумăр çунă.

Çул çÿресе ывăннă аслати канма ларсан е выртсан çеç çумăр çума та, кěмсěртетме те чарăннă, çиçěм те çиçмен.

Пěчěк тусăмсем, килěшрě-и сире юмах? Сире эпě «Асамлă пукане» юмах çырма сěнесшěн. Камăн интерес-лěрех, пукани асамлăрах пулě?