Çул хĕрринчи алкасем

Гордеева Светлана Денисовна

Çур çитсессĕн вăрманта

Йывăçсем – çут киллĕ.

Шĕшкĕ йывăçĕ унта

Халь хăлха çаккиллĕ.

 

Ман аннен те хăлхисем

Алкапа – илемшĕн.

Шĕшкĕ чечекне вĕсем

Асилтерчĕç темшĕн.

 

Сукмакпа çӳренĕ май

Вĕçĕм тинкеретĕп:

Шĕшкĕсен алки нумай,

Хăлхи пур-ши тетĕп.