Туслах салтаре

Воробьев Алексей Александрович


    

ĔМĔРЕХ АСРА

(Поэмăн перремеш сыпăкĕ)

 

...Эсĕ вуннăра.

Кивĕ пÿрт.

Тем анлăш тăрăх.сак.

Тĕттĕме пытаннă сар нăрра

Курсанах каятăн тарăхса.

Çурăка тултарнă вăл кĕпек,

Пĕрене кышланă путсĕрскер.

Туйăнать Управ Вашукĕ-пек.

Симĕс куçлă.

Мăнтăркка.

Кĕске.

 

Кам ачи хăрамĕ Вашукран?

Чышкăлать вăл ним сăмах çукран.

Ун алне лексессĕн япала,

Ан та ыйт, илеймĕн каялла.

Памасассăн – чеерен чее,

Юптарать, итле çăвар карса.

Самантрах сан пушанать кĕсъе, –

Ху сисмен те, илнĕ кăларса,

Хирĕç тăр-ха, пĕтрĕ пуç.

Янах

 

Ыратать виç талăк яхăнах.

Вашукран тарать мĕн пур ача.

Пĕр Хриссан çеç хăрамасть пачах.

...Кĕрешме тăраççĕ. Кур та тавçăр –

Хăшĕ вăйлă, çĕнтерет ултавсăр?

Мĕншĕн мăнтăр пулас мар Вашукăн?

Пушă тăратмасть вăл çăварне.

Татăлмасть пĕремĕк-сахăр унăн,

Сĕт кăна ĕçет шыв вырăнне.

Хăймине-çуне çимешкĕн ирĕк,

Яшкинче какайĕ – çур хуран.

Шăмми хăй пулать пĕр пысăк тирĕк,

Тепĕр хут ÿтле те  тăранан.

 

Çакăн пек тĕш апата Хриссан

Ĕмĕрне те астивсе курман.

Тăлăх пуçăн,

Хура-шур тÿссе,

Пĕчĕкрен вăл çын çинче ÿсет.

Хĕлĕн-çăвĕн улшăнми сăхман,

Хăйĕн мар вăл, Варвари аппан.

Пĕрнĕ те кĕскетнĕ чĕр çиппе,

Çурăлать вĕр-йытă сассипе.

 

Çĕн хунав пек çинçешке Хриссан.

Икĕ куçĕ – икĕ хурлăхан.

Таса çăл пек.

Çывăхран пăхуçăн

Эс унта хăвна куратăн уççăн.

Шуранка сăн. Сулахай тăнлав

Çĕвĕленнĕ. Тахçанхи суран.

Йĕр хăварнă пушăпа Управ

Кĕтÿрен ĕни тарса пырсан.

Паллă ĕнтĕ пурнăçĕ кĕтÿçĕн, –

Ват Арçик каларăш, тар пек йÿçĕ...

 

Тарăхсассăн, çак çĕвве Хриссан

Хăй сисмесĕр хыпашлать ялан.

Мĕн пулсан та, унăн вăй çук мар.

Эс ăна тапрат-ха вырăнтан?

Янă тейĕн çĕр ăшне тымар

Урипе вăл çирĕпрех тăрсан.

Вашука, кур акă, ярса илчĕ,

Хăй çумне тытать те чăмăртать.

Мăшлатать çеç лешĕ, Хăмпă пичĕ –

Мăнкунра хĕретнĕ çăмарта.

Çисрĕ вăл: çĕре кĕç çапăнать,

Аллине вĕçертрĕ çаванпа.

Пĕлет лайăх: ултавпа Хриссан

Систермесĕр ÿкермест нихçан.

 

Çитĕ, – тет Вашук, – кăштах тăхта...

Кăмăл çук ман кĕрешме паян.

Хăваратпăр тепĕр вăхăта,

Хăшĕ вăйлă – курăнĕ кайран;

Эп унччен хушатăп вăй,

Сан, ачам, çинçелĕ мăй.

 

Тÿрленсе тăрать Хриссан хăюллăн

Сиснĕ пек Вашукăн шухăшне:

Курăн акă, аяла эс пулăн, –

Çĕнĕ вăй çĕнтерĕ малашне.

 

Вăл мĕнле вăй?

Астусан аванччĕ,

Мĕн каларĕ Спиридон Иванчă? –

«Ĕнтĕ тулĕ пуянсен шалчи».

Ну, вара мĕн! Кам кулак ачи? –

Темĕн шухăш кĕчĕ Вашука –

Шăлĕ витĕр сурчĕ, самантран

Систермесĕр тĕртрĕ те хыçран,

Хриссана ÿкерчĕ... шăтăка.