Тусăмсене – ачасене

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

Туптарусем

 

I

 

1. Илĕртет кăвак инçет,

Çут çăмха унта вĕçет.

 

2. Ача мар – йĕрет,

Йытă мар – вĕрет.

 

3. Хĕм тĕспеле тĕлкĕшет,

Уявсенче вĕлкĕшет.

 

4. Виçепе те виçме çук,

Пасарта та илме çук.

 

5. Унпа туслă пурнакан –

Тĕнче ăсне пухакан.

 

6. Кĕтесре, улах çĕрте,

Сакăр ура пир тĕртет.

 

7. Лаши хурçă,

Хÿри пурçăн.

 

8. Писевĕ çук – хĕретет,

Пит-куçа вăл чĕпĕтет.

 

9. Çĕнĕ чухне çурла пек,

Кивĕ чухне ывăс пек.

 

10. Кун çутипе курма çук,

Хĕвел ансан, шучĕ çук.

 

11. Çунатти пур – тĕкĕ çук,

Хăлаçланать – вĕçни çук.

 

12. Ури çук ун, чунĕ çук,

Утса-чупса çитме çук.

 

13. Хĕрĕх лаша вăйĕ ун,

Хирте ĕçлет яра кун.

 

14. Çулпа чупать хурçă ут,

Ун хыçĕнче хĕрĕх çурт.

 

II

 

1. Тинĕсĕнче – шывĕ çук,

Улăхĕнче – утти çук,

Вăрманĕнче – вутти çук,

Хулисенче – çынни çук.

 

2. Тĕплĕ тăвать хăй ĕçне,

Шкулта лайăх вĕренет,

Сума сăвать юлташне,

Хисеп тăвать ваттине.

 

3. Çĕре ÿксен – ванас çук,

Шыва ÿксен – путас çук,

Çапсанах – вĕçсе тарать,

Уксенех – ташша ярать.

 

4. Шур милĕкпе шур çăнăх

Кашни çынна пит çывăх,

Вĕсемпеле тус пулсан,

Шăлу таса пулĕ сан.

 

5. Сĕм вăрманта ÿснĕскер,

Пĕрчĕн-пĕрчĕн хуçнăскер,

Пĕр ушкăна çыхнăскер,

Çÿп тасатма хушнăскер.

 

6. Çĕнĕ çулччен çитĕнет

Хура вăрман варринче,

Çĕнĕ çула ирттерет

Ача-пăча хушшинче.

 

7. Куçне-пуçне чармаклать,

Элĕм-селĕм юмахлать,

Çĕрте сикет пăрçа пек,

Шывра ишет пулă пек.

 

8. Сухалĕ пур – мучи мар,

Мăйраки пур – пăлан мар,

Хÿри кĕске – куян мар,

Çилли пур та – ĕне мар.

 

9. Шăрăхран та хăрамасть,

Шыв çукран та аптрамасть,

Çеçен хирте пурăнать,

Хăйăр ашса çул хывать.

 

10. Куçпа курма çук ăна,

Алла тытма çук ăна,

Иртсе каять ваш! кăна,

Тытса чарма çук ăна.

 

11. Хÿреллĕ те – кайăк мар,

Ури нумай – нăрă мар,

Хаччи пур та – çĕвĕç мар,

Шăрчĕ пур та – атăç мар.

 

12.Чипер пике пурăнать,

Хĕрлĕ сăнлă курăнать,

Пуçне пĕкет, пытанать,

Шыракана тупăнать.

 

13.Куçпа пăхма юр пекех,

Катма тăрсан чул пекех,

Çиме тăрсан пыл пекех,

Çиес килет тем пекех.

 

14.Мăйĕ вăрăм тăрна пек,

Сăмси пысăк алтăр пек,

Çĕр çын е пин çын ĕçне

Пурнăçлать вăл пĕчченех.

 

15. Сана пурте саваççĕ,

Чипер тесе ырлаççĕ.

Эс вĕçетĕн çиçĕм пек,

Юплĕ хÿрÿ сенĕк пек.

 

16.Çирĕп тытнă пăшалне,

Таврана сăнать шавах.

Халăх шанать ун ĕçне,

Вăл хураллать çĕршыва.

 

17.Кушак лаççа кĕчĕ те

Унта курчĕ улт шăши,

Пĕр шăшине тытрĕ те,

Миçе шăши юлчĕ-ши?

 

ТУПСĂМĔСЕМ

I

  1. Спутник

  2. Çил

  3. Ялав

  4. Пĕлÿ

  5. Кĕнеке

  6. Эрешмен

  7. Йĕппе çип

  8. Сивĕ

  9. Уйăх

  10. Çăлтăрсем

  11. Çил арманĕ

  12. Автомобиль

  13. Трактор

  14. Поезд

 

II

  1. Карттă

  2. Пионер

  3. Мечĕк

  4. Шăл щеткипе порошок

  5. Шăпăр

  6. Чăрăш

  7. Шапа

  8. Качака

  9. Тĕве

  10. Вăхăт

  11. Рак

  12. Çырла

  13. Сахăр

  14. Экскаватор

  15. Чĕкеç

  16. Чикĕ хуралçи

  17. Пĕр шăши юлать, ыттисем тараççĕ