ÇӐТКӐН КАШКӐР

Кашкăр çитнĕ выçăхса,
Выртнă шăлне шаккаса.
Янтă апат тупăнман,
Ниçта чĕрчун курăнман.
«Килсех апат парас çук, –
Чуптарам-ха вăй пур чух», –
Ял еннелле васкасах
Кашкăр чупать хашкаса.
Кĕç пĕр çӳрен ăйăра
Курах каять улăхра.
Хайхи кашкăр савăнать,
Лаша патне ыткăнать:
– Хырăм питĕ выçă ман,
Халь çиеп сана, ăнман, –
Кашкăр шак! шаккать шăлне,
Ваш! карать мăн çăварне…
Çӳрен ăйăр хăрамасть,
Унран тарма шутламасть:
– Эсĕ çиессе пĕлетĕп,
Çавăнпах хӳрем вĕçне
Эс кайса вулан пуль тетĕп:
Пĕл унта мĕн çырнине,
Кайран ман тăвансене
Тĕппипе пар каласа…
Кашкăр ак хаваслансах
Хӳре патне уттарать.
Лаша, пур вăйне пухса,
Шарт! тапать хăй кашкăра.
Кашкăр вĕлт çеç ывтăнать, –
Кутăн-пуçăн çапăнать.
Унтан вăл, сиксе тăрса,
Вирхĕнет çил кăларса.
Хайхискер чупсан-чупсан,
Çырмана тухать пырса.
Çырмара, тăр шыв еçсе.
Вăкăр-мĕн тăрать сĕнксе.
Хайхи кашкăр савăнать,
Вăкăр патне ыткăнать.
Шăртланса, хаярланса,
Вăл çапла калать ăна:
– Манăн хырăм выçнă питĕ,
Эп сана çиетĕп, çитĕ,
Хӳре вĕçĕ халь тĕп пултăр,
Манăн хырăм кăна тултăр...
– Пӳрнинчен иртеймĕн тин, –
Тет вăкăр, – тăхта, эппин.
Пуç çинче ик шӳрешке
Пур ман, сенĕк майлăскер,
Пăх-ха эсĕ ун çине,
Вуласам мĕн çырнине.
Кашкăр пынă пуç вĕçне.
Вăкăр пухнă та вăйне
Сĕкнĕ çăткăн кашкăра,
Хĕм кăларнă куç-пуçран.
…Кашкăр хыççăн сăр тусан
Юлчĕ çеç мăкăрланса!
Выçă хырăм кастарать,
Шав апат шыраттарать.
Ак тухать вăл уçланка,
Унта пĕр хура така
Нимĕн шухăшсăр çӳренĕ,
Ешĕл курăкпа килленĕ.
Хайхи кашкăр савăнать,
Така патне ыткăнать:
– Манăн питĕ хырăм выçă,
Темĕн те пĕр курнă хыççăн
Эп сана çиетĕпех, –
Тăмăп анраса текех.
Хăрамасть хастар така,
Тинкерет вăл уçланка:
– Ӳтĕм-тирĕм питĕ хулăн,
Чăмласа чылай хĕн курăн, –
Тет така хăй кашкăра, –
Çăварна кар пысăкрах,
Сан ăшна вара чупсах
Кĕрсе кайăп самантрах.
Ларать кашкăр çĕр çине,
Карать тĕпсĕр çăварне:
Ак така чакать,
Пĕтĕм вăй-халне пухать,
Вирхĕнет кашкăр çине,
Лаш! çурать ун хырăмне.
Юмах ятăм, юптартăм,
Алăк хăлăп тыттартăм.
Çĕн юмах итлес тесен,
Килсе тăрăр каçсерен.