ТИЛĔПЕ УЛАТАККА

Народное творчество

ТИЛĔПЕ УЛАТАККА


Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпартатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. Чупса пынă çĕртенех йăнкăлт анса кайрĕ тилĕ çав шăтăка. Сиккелет-сиккелет, кускалать-кускалать – ниепле те туаймасть. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йывăç тăрринче ларакан улатакка курчĕ.

Мĕн ĕçлен, тилĕ тус? – тесе ыйтать кунтан улатакка.

Пусă алтатăп, – тет тилли.

Мана та алтса памăн–ши? – тет улатакка.

Алтса парасси  парăттăм та,  анчах малтан ку пусă пурине ярса пĕтерес пулать çав. Пулăш мана пăртакçах, вара пĕрлех кайăпăр,– чееленет хăмăр тилли.

Мĕнпе пулăшам эп сана? – ăнланаймасăр ыйтать улатакка.

Сана йывăр ĕçех  хушмастăп,  эсĕ мана,   пура  яма, йывăç турачĕсем кăна пар, – тет тилли.

Тытăнчĕ улатакка тилле пулăшмашкăн. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать те – пĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те – теприне касса ярать.

Касса янă пеккине тилĕ патне пыра–пыра пăрахать. Тытăнчĕ тилли туратсене шăтăка купаламашкăн. Купаларĕ-купаларĕ те,  шăтăкĕ тулса та ларчĕ.

Ну, мĕнле, ĕç пĕтрĕ-и? – тесе ыйтать улатакка. 

Пĕтрĕ, – тет тилли.

Пĕтрĕ  пулсан,  айта  ман  пата  пусă  алтма,– чĕнет улатакка.

Пырасси  пырăп та-ха,  анчах эс мана  мăкăрич шучĕпе кăвас ĕçтер, – тет тилли.

Улатакка килĕшрĕ те, кусем кăвас сутакана шырама тухса кайрĕç.

Такмак пасарне çитеспе çаксене хирĕç пĕр усламçă килет.

Ав пуян Сахар пасара  кăвас сутма каять, пытанса вырт тĕм хушшине, – тет улатакка.

Тилли йăпăр–япăр пытанчĕ. Улатакка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларче те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан–шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Сирпĕнет кăна пыл кăвас юман пичкерен.

Улатакка хăйĕн ĕçне пĕтерсен, шак! тутарчĕ Сахара çамкинчен. Эх, çилленсе кайрĕ Сахар кайăка! Çилленсе кайрĕ те хăваламах тытăнчĕ. Улатакки юриех аялтан кăна вĕçсе пырать.

Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Сахарăн пичкери кăвасĕ йăлтах юхса тухрĕ те, тĕмсем хушшинче пытанса выртакан тилĕ, хăвăртрах чупса тухса, кăваса ĕçме тытăнчĕ. Хырăмĕ панк пуличченех ĕçсе тултарчĕ.

Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те нимĕнсĕрех килне таврăнчĕ.

Ну, епле, ĕçрĕн-и? – тесе ыйтать улатакка тилĕрен.

Ĕçрĕм, ӳсĕрĕлсех кайрăм, – тавăрать   тилли,  тайкаланса.

Апла пулсан, атя пусă алтма.

Каясса кайăпăр та-ха, анчах эс мана малтан култарса кăтарт,–тет тилли.

Юрĕ, айта ман хыççăн, – килĕшрĕ лешĕ.

Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç.

Пуян   Сахар   ывăлĕпе   пĕр тарçи йĕтем çинче ясмăк çапаççĕ. Улатаккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те чарăнчĕç. Тилли карта хушăкĕ витĕр йăпшăнсах пăхса выртать, улатакки Сахар ывăлĕн пуçĕ çине кайса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарчĕ çамкинчен.

Ай-ай, Микихвер! Çап ку кайăка пуçĕнчен! – тесе кăшкăрса ячĕ Сахар ывăлĕ, çамкине хыпашласа.

Тарçи, кайăка çапас тесе, нимĕн шухăшласа тăмасăрах, яра пачĕ кăна тăпачпала пуçĕнчен. Сахар ывăлĕ тӳпкайса ӳкрĕ те вилсе те выртрĕ.

Карта хушăкĕнчен пăхса выртакан тилĕ варне тытнă та йăвалана-йăвалана кулать. Кулсан–кулсан, улатакки кунтан çапла ыйтать:

Ну, мĕнле,  пусă  алтма каятпăр-и? – тет.

Каясси кайăпăр та-ха, юлашкинчен тепре хăратса кăтарт, – тет тилли.

Юрĕ,  тилĕ тус,  хăрасах тен  пулсан,   атя   хам   хыççăн, – улатакка.

Калаçса татăлчĕç те хайхисем шутарчĕç ял вĕçнелле.

Çитçе тухрĕç самăй ял вĕçĕнче пурăнакан Тимухха старикĕн килĕ патне. Хĕвел анса ларчĕ, Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. Улатакка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать.

Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кусем сикрĕç тухрĕç те урама тытăнчĕç тилле хăваламашкăн.   Эх, хăвалаççĕ, эх, хăвалаççĕ, тилĕ хыçĕнчен пăс кăна тухса пырать. Ахар йытăсем тилле вăрманах хуса кĕрсе кайрĕç. Тилли, ниçта кайса кĕреймен енне, йăкăлт сиксе кĕчĕ пĕр юман хăвăлне. Йыттисем юман тавра вĕре–вĕре çаврăнаççĕ.

Хăраса ӳкнĕ тилĕ юман хăвăлĕнче хăйĕн урисенчен ыйтать:

Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и, хăрамасăр-и?– тет.

Эпир мĕнпур вăйпа малалла тапаçланса килтĕмĕр, – теççĕ куна урисем.

Тилĕ хăлхисенчен ыйтать:

Эсир мĕнле килтĕр? – тет.

Эпир йăпшăнса–йăпшăнса килтĕмĕр, – теççĕ хăлхисем. Тилĕ хӳринчен ыйтать:

Эсĕ тата мĕнле килтĕн? – тет.

Эпĕ кĕç тытаççĕ-и, кĕç çиеççĕ-и тесе  килтĕм, – тет хӳри.

Ах,  мур, эс  мана çапла   шеллетĕн-и-ха,   йытăсене çитересшĕн  пулнă-и-ха? – тет  куна  хирĕç тилли,   çилленсе. – Ак парам-ха сана уншăн йытăсене ывăтса,– тет.

Çак сăмахсемпе тилĕ хăй хӳрине юман çурăкĕнчен тулалла кăларса ячĕ те, ахăр йытăсем ăна çавăптах ярса илчĕç, унтан тиллине хăйне те сĕтĕрсе кăларса туртса çурчĕç. Çапла вара, тилĕ хăйĕн кунçулне хăех тирпейлерĕ.

Юмах ятăм юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм.