ТАВÇǍРУЛЛǍ КǍТРАК

Азамат Светлана Васильевна

Халап

Пурăннă тет çĕр çинче Кăтрак ятлă Улăп. Ун тăванĕ-хурăнташĕ йышлă пулнă, ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Улăпсем пурăнмалли çурчĕсене пĕлĕте çити, тÿпене шăтарасла çÿллĕ купаланă.

Тÿпе хуçи - Аслати - виçĕ урхамах туртакан тăрантас çине ларса час-часах пĕлĕтсем хушшипе ярăнса çÿренĕ, таврара мĕн пулса иртнине курса-сăнаса тăнă, Çилпе ăмăртса вĕçтерекен урхамахсем Улăпăн çÿллĕ çурт тăррине тăтăшах ватса хăварнă. Кăтракăн ăна час-часах сапласа тăма тивнĕ.

Пĕррехинче ларать тет Кăтрак пÿрт тăрринче пурттипе те мăлатукĕпе тÿнклеттерсе. Ян! ян! аякка сарăлнă пуртăпа ĕçленĕ сасă. Аслати хăлхине те кĕнĕ. Вăл чăтайман, Кăтрак патне пырса тăнă.

- Мĕн шавлатăн, Кăтрак? - ыйтнă Аслати.

- Салам, Аслати. Эпĕ мар, ĕç шавĕ янрать.

- Миçе хут каларăм сана пÿртна кун пек çÿллĕ ан ту тесе - итлеместĕн. Ма тÿпене шăтаратăн? Çĕр çинче вырăн сахал-им?

- Мана вырăн çитет-ха. Сан урхамахусем темшĕн манăн пÿрт тăррипе чупса иртме юратаççĕ. Пăрăнарах çÿреме май çук-ши? Тÿпе вĕçĕ-хĕррисĕр вĕт... - хуравлать Кăтрак.

- Хам патшалăхра хам хуçа. Эсĕ мана ан вĕрент.

- Паллах, хуçа. Çиле хирĕç вĕçтерсе тухатăн та шурă пĕлĕте тапта-тапта ыраттаратăн, кăвакартса амантатăн - шеллеместĕн. Паян та эсĕ хура лашусене кÿлнĕ, тимĕр тăрантаса ларнă. Шурă лашусене кÿлнĕ ылтăн тăрантаспа çула тухма эсĕ кĕмĕл çи-пуç тумланатăн. Ун пек чухне эсĕ лăпкă, Çав кун тÿпе те янкăр таса, çанталăк та тÿлек. Паян санран асăрханмалла, паян эсě кăра.

- Тěрěс, куçу витěр курать. Сан кăна-и, пěлěтсен те мана юрама пěлес пулать.

- Аслати, каçар ěнтě, эпě пÿрт тăррине сăмах çапма хăпарман çав, хăвах куратăн. Пуçланă ěçе хăвăртрах, каç пуличчен, вěçлес килет. Ав канăçсăр лашусем тулхăрма пуçларěç, пěр вырăнта тапăртатса тăрса ывăнчěç пулě.

Çапла каланă та Кăтрак, тарлă çамкине шăлса илнě, Аслати çине йăвашшăн пăхнă. Унтан пуç çěклемесěр пурттипе ěçлеме пуçланă.

Мăнаçлă Аслати вăрăм сухалне сăтăркаласа илнě, çиллес куçěнчи вут-хěмě Кăтрак çине сирпěннě: «Пăх-ха эсě ăна, епле хăюллă! Шавлать те шавлать. Мана итлесшěн те калаçасшăн та мар, хăйěннех тăвать!..» - тарăхса шутланă хăй ăшěнче.

- Кăтрак, эп сана пěчěклететěп. Эсě Улăп пек пысăк мар, кăткă пек пěчěк пулатăн. Ун чухне манпа тавлашма пăрахатăн.

- Тавлашмастăп-çке! Манăн хирěçме те шухăш çук. Ыйтрăн та, хуравларăм. Пуçăннă ěçе вěçлес пулать. Эсě мана ан кÿрен.

- Ытла та харсăр Улăп эсě. Асли хушнине итлемелле, эсě ман сăмаха хăлхана хывмастăн, тÿпене янратса кирлě мар шăв-шав кăларатăн. Ку манна пачах та килěшмест.

Кăтрак хирěç нимěн те чěнмерě, шан! та шан! çапрě пăтана. «Эй, шеремет пăти, тем кутăнланать, пăх-халě, кукăрăлчě те ларчě, - калаçрě вăл хăйпе хăй. - Те хăми нÿрě, те хам тÿрě лектерейместěп».

- Кăтрак! - тарăхсах кайнă Аслати. - Кăтрак! Мěн илтмěше перетěн? Эпě асăрхаттарни сана пур пěрех-им?

- Эсě çÿлтен лайăх куратăн, пирěн, аялтисен, лайăх пурнăç тăвас тесен пуç çěклемесěр ěçлес пулать.

Аслати ура çине тăнă, тимěр туйине тăрантас тěпне шăтарасла çапнă. Пěтěм тавра чěтренсе илнě.

Кăтрак чунě çÿçеннě, анчах та вăл çакна палăртман, пÿрт тăрринче тăрмашма чарăнман.

Ак тамаша! Мěн амакě Пěрре çапать те мăлатукěпе - виçě аршăн тăршшě пěчěкленет, виçě пăт чухлě начарланать. Тепре çапать - тата пěчěкленсе ларать.

Тин кăна вăйпиттискер самантрах хавшакланнипе мăлатукне те, пурттине те тытаймасть. Вěсем çěре ÿкеççě, пěр нăрă шÿлěкне лапчăтса хураççě.

Тарăхнă Нăрă нăрла-нăрла ятлаçма пикенет:

- Кăтрак, мěн туса хутăн, мур илесшě? Чутах пěтеттěм вěт!..

Нăрă ятлаçать пулин те хăй çав-çавах Кăтрака шырать. Пурттипе мăлатукě, пăчки, пăти сапаланса выртаççě, хуçи курăнмасть.

- Хăй ăçта-ши вара? Пурттисемпе перкелешет, хăратасшăн-ши мана? Е тěп тăвас тет-ши? - тарăхнă Нăрă, Кăтрак ěç хатěрěсене тапа-тапа илнě.

Ǎнсăртран пěчěкленсе ларнă Кăтрак çурт тăрринчен аран-аран анать. Пăхать те - хăй купаланă кил-çурт ăна пы-ысăк керменěн курăнса каять. Мěн пулса иртнине ăнкарса илме пěр кана çенěк картлашки çинче шухăша кайса ларать.

«Чăнах та пěчěк пулса тăтăм-и вара? Аслати çилленни çитрě пулě, каланă сăмахне пурнăçларě пулě».

Унтан Кăтрак сасартăк чалт! сиксе тăрать те тÿпенелле пăхса Аслитие çапла калать:

- Э-эй, Аслати-и, эсě мана куратăн-и, илтетěн-и? Çÿрес çулу такăр пултăр. Керменěм халě пушанчě ěнтě, ăна тěппипех аркатма пултаратăн. Текех сана кансěрлеместěп.

Хирěç хурав пулман.

Кăтрак сапаланса выртакан пурттине, мăлатукне, пăчкине, пăтисене пуç тайса: «Шел пулин те, халě сирěнпе никам та уса кураймě ěнтě... Каçарăр, сирěн тутăхса-çěрсе выртма тивет», - тенě. Хурлăхлă куçěнчен чун сывлăмěн шăрçи - куççуль - татăлса аннă. Кěмěл шăрçа çěре ÿкнě те ÿкнě.

Кăтрак çěнě пурнăç тума çěнě ăěрелле утнă...

Тěлěннě Нăрă куçне чарса пăрахнă, йěкěлтешсе илнě. «Çав кирлě-ха, çав кирлě. «Ай-уй-й! Кăтрак-и эс, Кăтрак мар-и?» - текелесе вěткеленсе вěçсе çÿренě.

Кăтракăн Нăрăпа сăмахлама кăмăлě те, вăхăчě те çук. Унăн хыпалана-хыпалана çěнě пěчěк çурт лартма пуçăнмалла...

Аслати пěтěмпех курать, илтет. Нăрă Кăтракран тăрăхлани ăна култарать. Нăрра пěчěкрен пысăк тусан мěн пулě-ши? Аслати хăйěн шухăшне чăна хывать - Нăрра пысăклатать. Лешě самантрах Упа пулса тăрать, хăйěнчен хăй хăраса каять.

- Ай-уй! Эпех пултăм-ши ку? Мěскерле ăптăр-каптăр кÿптеке вара ку? Акă, хам куçпа хам куратăп: ури хамăн, сăмcи те хамăн.

Те тěлěннипе, те савăннипе малти урисемпе кăкарне çапа-çапа питě хытă мěкěрсе ярать. «Ай-уй, сассăм та улшăннă иккен!..»

Хăнăхнă йăлипе вěçсе хăпарма хăтланать - вěçеймест. Çурăмне хыпалать, çаврăнса пăхать - çуначěсем курăнмаççě.

«Çунатсăр... çунатсăр тăратса хăварчěç. Сывлăшра ярăнаттăм, чечек çине ларса чуччу тăваттăм... Тепěр тесен халě эпě Кăтракран та пысăкка! Тек никамран та хăрамастăп!»

Пуçě çаврăнса кайнипе Упа палтăрт! тÿнсе каять. Ун айне пулнă хунавсем шатăрт! хуçăлаççě.

Мěн тери пысăкчě вěсем, хунавсемпе тěмěсем, халě çÿллех те мар иккен. Упа каçăрăлса тăрать, курăк хушшинче кěшěлтетекен пěчěк Кăтрака урипе тěртсе амантать. Кăтрак ыратнине тÿсет, ахлатса йынăшмасть, никама та чăрмантарас темест. Хутланса выртнă Кăтрака йываçě те, курăкě те хěрхенет, имлě сěткенěпе сиплет.

Сывалнă Кăтрак татах чупать, чикеленсе каясла ěçлет. Хуçăлса ÿкнě вěтě туратсене пуçтара-пуçтара çурт купаласа лартать.

Вăйне ниçта хума пěлмесěр каçăхса кайна Упа Кăтрак çуртне ишсе антарать - хăй шÿлěкěшěн тавăрма шутланă кěтěк ěмěтне пурнăçлать. Кăтрак аптраса тăмасть, çурта çěнěрен купалама пулăшу ыйтса ниме юрри янратса ярать:

Нимене, нимене,

Тăванамсем, нимене.

Çěнě кермен çěклеме

Пурте килěр нимене.

Пěр-пěрне пулăшма хавас тăванě-хурăнташě Кăтрак çуртне малтанхичен те чаплăрах çěклесе лартать. Нимере тăрăшуллă пулнăшăн тав туса çěнě пÿрт ěçкине пухăннă тус-тăванне тараватлă хуçа тутлă кучченеçпе хăналать. Малалла та килěштерсе пурăнма ырлăх-сывлăх сунать. Тăванпа тăван çапла пулмалла та.

Аслати йăлтах курать. Хушăран вăл тăвăл çěклет, çиçěм çиçтерет, Кăтрак вăйне-чăтăмне тěрěслес тенěн, тулли шыв каткисене ÿпěнтере-ÿпěнтере çумăр тăкать, Çапла майпа Кăтрака хăратма шутлать.

Кăтрак питě сисěмлě: тăвăл тухасса, çумăр çăвасса малтанах туять, хăвăртрах çуртне кěрсе пытанать. Алăкне, кантăкне хупать. «Çумăрě çутăр-ха, ăна ÿсен-тăрансем те, чěр чунсем те кěтеççě. Çумăр хыççăн сывлăш та тасалать», - тесе шухăшла-шухăшла пÿртре кăштăртатать.

Çумăр шапăртатма чарăнсан алăкне уçиччен малтан кантăкран пăхать. Упа пырса сăтăр тăвасран шикленет.

Пěр кунхине Упа йăраланса çитнě те, Кăтрак çулне пÿлсе хунă, вěçкěнленме, курнăçланма тапратнă.

- Кăтрак, эсě тек Улăп мар, пěлетěн-и? Эсě - кăткă.

- Кăткă тăк, кăткă, мěнле чěнес килет, çавăн пек чěн.

- Асту, манпа ан тавлаш. Унсăрăн халь тесен халь çěнě çуртна тапса сирпěтетěп.

- Эпě санпа нихăçан вăй виçмен. Татах таптас килет-и? Çавăн пек пуĕтахланма намăс пулмалла та сана... Пĕрмаях ман тавра усал шухăшпа явăнса çÿретĕн.

- Эсĕ манран хăратăн иккен. Чăнах, хăратăн. Хăра манран, Кăтрак.

- Хăратăп-и, хăрамастăп-и, эсĕ мана кÿрентерни, пĕлетĕн-и, сана ман умра пĕчĕклетет.

- Мĕ-ĕн? Сан умра пĕчĕкленетĕп-и? Шутласа калаç. Эпĕ санран мĕн чухлĕ пысăк. Хаш! сывласа яратăп та пĕр çухрăма вĕçсе çапăнатăн вĕт, айван. Эсĕ - вĕтĕ, эсĕ - вăйсăр. Эсĕ мана нимĕн те тăваймастăн.

- Манăн хама пурăнма вăй çитет. Эсĕ манран пысăк, сан вăй пур, ку тĕрĕсех. Анчах та, каçар та, ăсупа эс пĕчĕк. Мĕншĕн тесен хăвăнтан пĕчĕкреххисене кÿрентернипе мухтанатăн. Тĕрĕс мар тăватăн, Упа. Эпĕ сана кансĕрлеместĕп, айăпсăрах ан тив мана. Пуçсăр ан пул, Упа, тăна илсем. Атя уттар хăв çулупа.

- Ман пуç хăй вырăнĕнчех ларать-çке. Акă куратан-и? - тĕреклĕ малти урисемпе лăп-лăп çапса илет пуçне Упа. - Пуçсăр мар.

- Ырă тăвакана тăнлă-пуçлă, усал тăвакана тăнсăр-пуçсăр теççĕ. Пуçпа шутласа йĕркеллĕ пурăнас пулать, Упа.

Упа Кăтрака пĕр сăмах та калаймăн. Шанк! хытса кайнă, шухăшпа йывăрланнă пуçне енчен енне сулкаласа майĕпен хăйĕн килне уттарнă.

Пĕррехинче тискер тăвăл тухнă. Çил урса-уласа вĕрнĕ. Хÿтĕленме пултарайман йывăçсем ахлата-ахлата хуçăлса ÿкнĕ.

Шăтăкра чĕтресе выртакан Упа пуçне шухăш пырса кĕрет: «Кăтрак ăçта-ши, асар-писер çил-тăвăла епле чăтать-ши?»

Сиксе тăрать те Кăтрак çурчĕ еннелле ĕрĕхтерет. Тавах, çурчĕ вырăнтах. Упа тăп! чарăнать, лăш! сывласа ярать.

Çав самантра Кăтрак çурчĕпе юнашар ÿсекен йывăç шатăртатса илет. Кĕç-вĕç Кăтрак çурчĕ çине ÿкекен хуçăлнă йывăç вуллине Упа çийĕнчех айккинелле тĕртсе янă. Кăшт сывлăш çавăрса илнĕ хыççăн ăшĕнче темĕнле ырă туйăм пĕчĕккĕн вăй илсе пынине туйса илнĕ.

«Ǎнлантăм, тинех ăнлантăм сана, Кăтрак. Ырă ĕç тусан чун савăнать», - хăпăртланса Кăтрак çурчĕ тавра тапăртатса çаврăннă Упа. Тулли кăмăлпа йăвине таврăннă та лăпланса мăшлата-мăшлата çывăрах кайнă.

Хĕл ларнă, тавралăх ыйха путнă. Шурă юр Упа йăвине хулăн сийпе витнĕ.

Сисĕнмесĕрех сивĕ кунсем иртнĕ, илемлĕ çуркунне çитнĕ. Тутлă ыйхинчен вăраннă Упа йăраланса ăшă шăтăкĕнчен тухнă.

Вăрман кашлать, хĕвел йăлтăртатать. Упа карăна-карăна мĕкĕрсе илет, унăн кампа та пулин калаçас килет. Курах каять: çÿлте, тÿпере, пĕр хитре кайăк вашлаттарать. Ун çинче Кăтрак ларса пырать. Кăтрак та Упана асăрхать, кайăкне йывăç çине ларма ыйтать.

- Салам, Упа. Чиперех хĕл каçрăн-и?

- Салам, Кăтрак. Чиперех пулмасăр!.. Ай-уй кайăк кÿлсе катаччи чупма камран вĕрентĕн?

- Эпĕ васканине курса чĕвĕлти тусăм: «Хăпарса лар, çитмелли çĕре часах илсе çитеретĕп», - терĕ. Эпир унпа кÿршĕ вăрманти тăван-хурăнташа çуркунне çитнĕ ятпа саламлама пуçтарăнса тухнă. Вĕçтерер-ха, сывă пул.

Кайăк чĕвлетсе илнĕ, Кăтрак Упана ал сулса тÿпенелле çĕкленнĕ. Лешĕ вара - курăка, йывăçа, кайăка, хурт-кăпшанкăна сывлăх суннă. Шăнкăртатса юхакан шыв тĕкĕрĕ çинче хăйĕн сăнне курнă та, ăшшăн кулса илнĕ. Тяпписене чăмпăлтаттарса уçăлтарнă, пит-куçне çуса тасатнă Упа питĕ кăмăллă курăннă.

Вăрманти мĕнпур чĕр чунсем çуркунне çитнипе савăнса хăйсен йăвине, хăвăлне, шăтăкне шăлса тасатнă, юсанă, çĕнетнĕ.

Кăтрак та юрла-юрла ĕçленĕ, юратнă çуртне тултан та, шалтан та тирпейленĕ.

Анчах та пĕр кунхине шалкăм çумăр хытă çунç хыççăн Кăтрак çурчĕ шÿсе, пусăрăнса аннă. Черченкĕ чĕрипе çемçе чунне пăшăрхануллă шухăш çавăрса илнĕ:

«Ытла та пĕчĕк çав эпĕ, ытла та пĕчĕк. Çăмăл мар мана пуç çине йăтăнса анакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пурăнма. Аслати хушнине итленĕ пулсан, ахăртнех, çакăн чухлĕ асап курман пулăттăм», - тенĕ те нÿрленнĕ куçне кĕпе çаннипе шăлса илнĕ, шăппăн-шăппăн юрласа янă:

Хурланас мар тесессĕн те

Хурланмалли тупăнать.

Ырă курма кансĕрлекен

Хуйхă-суйхă çулăхать.

Юман атте айĕпелен

Пуçа пĕксе иртетĕп.

Çăка анне çумне пырса

Çупăрласа илетĕп.

Улăхаттăм-улăхаттăм

Чăнкă-чăнкă ту тăрне,

Май килтерсе çавăрăттăм

Аслаттейĕн кăмăлне.

Чăнкă тăвĕ питĕ çÿллĕ,

Ай, чăн тÿпе çÿллĕрех.

Кăтрак чĕри ыратнийĕ

Аслатие пурпĕрех.

Вăрман та итленĕ çак юрра, самантлăха шăпланнă. Хĕвел те итленĕ çак юрра, пĕлĕт хыçне пытаннă.

Аслати те итленĕ çак юрра. Чĕри çемçелнипе ăшĕнче хĕрхенÿ туйăмĕ çуралнă:

«Кăтрака пысăкран пĕчĕк туни ăна самаях асаплантарчĕ пулсан та, усăллă пулчĕ. Виçерен тухса пуçтахланма юраманнине ăнланса илчĕ пулас. Тараватлăскер тем те тÿссе ирттерчĕ - никампа та ятлаçмарĕ. Никама усал тумасть, усал сунмасть, хăйне сăпайлă тытать, сăмахне те çыпăçуллă çавăрттарса калама пултарать. Ўстерес ăна, вăй-хăват парас. Ырă курса савăнса пурăнтăр».

Çапла шухăшлать кăна - Кăтрак яштака та тĕреклĕ çан-çурăмлă, илĕртÿллĕ сăн-питлĕ çын пулса тăрать. Çав тери савăнса кайнипе такмакласа ташша ярать:

Ури хамăн мар-и ман,

Алли хамăн мар-и ман?

Ырă курса пурăнма

Тус-тăванăм çук-и ман?

Йывăçĕ-курăкĕ шăпăр-шăпăр алă çупать, хĕвелĕ ытарма çук шевлине сапать, тавралăх йăлтăртатса, çиçсе тăрать.

...Çул хыççăн çул иртет. Кăтрак хăйĕн кайăк пек вĕçес, урхамах пек вирхĕнес ĕмĕтне пурнăçлать. Кăткăс машинăсем шутласа кăларать, вĕсемпе усă курса хăйĕн ĕç-пуçне çăмаллатать.

Çут çанталăкпа туслă пурăнать, унăн пуянлăхне чыслăн-хисеплĕн упраса тăрать. Йывăç-курăк лартса ÿстерет. Кайăксем валли ăшă вĕллесем туса çакать, апат хурса парать.

Кăтрак май килнĕ таран пурне те пулăшать. Аслатипе тек пĕрре те куçа-куçăн калаçма тивмен пулсан та ăна яланах асра тытать. Пысак е пĕчĕк ĕçе пуçăнас умĕн тÿпене тинкерет те Аслатирен килĕшÿпе сĕнÿ, пулăшу ыйтать.

Йывар кунсем килсен хупăрласа илнĕ инкекрен хăтăлма çăлăнăç тархаслать. Лартса ÿстернĕ пахча çимĕçпе, çăкăр-тăварпа сăйласа хапăл тума хатĕррине пĕлтерет, хăтлă тĕпелне чĕнет. Аслати пулăшнипе пурнăç ăнса пырасса ĕненет.

Аслати Кăтрак ÿсĕмĕсене курса савăнать, пархатар парсах тăрать. Пĕлĕтсем хушшипе ярапланпа вĕçекен Кăтрака шухă урхамахĕсене чарса тăратсах çул парать.

Тавçăруллă Кăтрак ачисене, манукĕсене хăй Улăп пулнă чухнехи асамлă вырансене, капмар та тĕлĕнмелле капăр керменсене илсе кайса кăтартать. Çамрăксене çуммăн тăратса ĕçе вĕрентет. Çĕре юратса ака-суха тăвать, çăл куçсене юшкăнран тасатать.

Вăл пурăнакан ял-хула урамĕсем сарлака та таса, капашне пĕлсе çĕкленĕ çурчĕсем хитре.

Кăтрак шурă тум тăхăнма юратать, савнă мăшăрĕ - хăй аллипе тĕрленĕ, кĕмĕл тенкĕпе эрешленĕ çи-пуç кăмăллать.

Пултаруллă Кăтрак çамрăксене маттур, патвар, ырă кăмăллă, ĕçчен, тавçăруллă пулма вĕрентет, сипет курччăр тет. Ун чухне Аслати пулăшма пăрахмасть.

Апла пулсан Кăтрак таврашĕ-хурăнташĕ нихăçан та пĕтмĕ, ÿссех пырĕ, яланах лайăх пурăнĕ. Сапăррăн курăнса тăракан малашлăха талпăннă. Умри тумхахсене пăхмасăр малалла утать Кăтрак йăхĕ-ăрачĕ, çав çул вĕçĕ-хĕррисĕр вăрăм, çутă та уçă.