Тавăрпи

Мучи Иван (Илларионов Иван Иванович)


Пин-пин çул авал, ни кай енче мар, ни мал енче мар – çак таврашрах хастар халăх пурăннă. Йышлă халăхăн тăшманĕсем те чылай пулнă: куçса çӳрекен тĕрлĕрен йăхсем хум хыççăн хум пек пыра-пыра тапăнса канăç паман вĕсене, анчах нихăш тăшмана та хастарсем парăнман. Пĕрре çав хастарсем çине хура тăшман вăрçăпа пынă. Ăна хирĕç кĕрешме пĕтĕм халăх кар çĕкленнĕ. Мĕн чухлĕ юн юхнă, мĕн чухлĕ çын вилнĕ, анчах тăшман вăйĕ чакни палăрман. Вăрçă тăсăлнăçемĕн халăх курайманлăхĕ ӳссех пынă. Çав ниçта та шăнăçайми курайманлăх сывлăшĕнче пĕр çемьере сăмахпа каласа пама çук, хут çине ӳкерсе çырма çук хитре хĕр ача çуралнă.

Тăшмана тавăрас шухăшпа пурăнакан ашшĕ-амăшĕ ăна Тавăрпи тесе ят панă. Хĕр ача кунран-кун ӳссе пырса çулталăкранах чечек пек яштака пӳллĕ, çĕмĕрт пек хура куçлă, эреветлĕ-теветлĕ сăн-питлĕ хĕр пулса тăнă. Анчах Тавăрпи каччă çинчен шухăшламан, вăрçăри арçынсене тăрантарма апат-çимĕç ытларах туса парасшăн ырми-канми ĕçлесе пурăннă.

Пĕррехинче, вăрçăра аманнисен суранĕсене çыхма кайсан, тăшман янă ухă сăнни Тавăрпин сылтăм хулне амантнă, çапах вăл хăй ĕçне пăрахман.

Кайран, тепĕр сăнă кăкăрĕнчен лексен, халран ӳксе аран-аран вăрçă хирĕнчен тухнă.

Шур-шур кулюкки шулап тăрăх кускалать, ик çунаттинчен юн юхать. Юн юхин те – вĕçес тет, çитес çĕре çитес тет. Тавăрпи те çавнашкал: суранĕ йывăррине пăхмасăрах малалла туртăннă, урса кайнă хура тăшмана тавăрасшăн çуннă. «Камран пулăшу курам, кама йăлăнса пăхам?»

Тĕнчене пурăнăç ăшши паракан Хĕвел кăвак тӳпере ярăнса çӳренине асăрхасан кĕмĕл сасăпа йăлăнма тытăннă:

– «Çутă Хĕвел, ăш Хĕвел, пулăшсамччĕ эс мана хаяр тăшмана тавăрма!».

Сарă Хĕвел ылтăн пайăркисем витĕр хăйĕн ăшшине пĕтĕм тĕнче çине ытларах ярса çапла каланă:

– «Тавăрпи хĕрĕм, эп Хĕвел-çке! Хĕвелĕн хăй ăшшине пурин çине те пĕр пекех ямалла».

– Эсĕ урăх вăйсемпе калаçса пăх. Тен, сана вĕсем пулăшма пултарĕç». Тавăрпи вара хăйĕн умĕнче тĕкĕр пек çуталса выртан Шывпа инçех мар шатăртатса çунан Вута тархасласа пăхнă:

– «Кĕмĕл Шывăм! Ылтăн Вутăм! Пулăшсамăрччĕ мана хаяр та сăхă тăшмана çапса аркатма!»

– «Чипер хĕрĕм Тавăрпи, сана пулăшма эпир хатĕр каç та ир. Мĕскер тума хушан?» – тенĕ Вутпа Шыв иккĕшĕ те пĕр харăс.

– Каласамăрччĕ малтанах, хăшĕ сиртен вăйлăрах?» – ыйтнă Тавăрпи.

– «Шывах вăйлă, Шыв вăйлă, анчах унтан вăйли эпĕ пур!» – тенĕ шатăртатса Вучĕ.

– «Вутах вăйлă, Вут вăйлă, унтан вăйли эпĕ пур!» – тенĕ карласа Шывĕ.

Тавлашсан-тавлашсан Вут тата ытларах шатăртатса çунма тытăннă, патне пыма май пулман. Шыв кĕрлесе юхса килнĕ те – асар-писер вăйлă кĕрешӳ пуçланса кайнă. Кĕрлеттерсе-кĕрлесе, çатăртатса-çатлатса, шатăртатса-шартлатса çунать Вут. Шывĕ чашлатса та чăшлатса, кĕрлесе те карласа, шарлаттарса-шăтăртатса çупать Вута. Кĕрешӳ вăйланнăçемĕн вăйланса пынă.

Вут ывăна пуçланă, тар тапса тухнă унăн. Шывĕ пĕçертекен Вута хирĕç кĕрешнĕçемĕн вĕриленсех пырса вĕремех кĕнĕ те вĕренĕçемĕн хухсах тăнă. Юлашкинчен Шывĕ Вута çĕнтернĕ. Вут аран кăна чул хушшине пытанса юлнă. Вара çавăнтах вут чулĕ пулнă. Шыв хухнă вырăна юлнă Вут тарĕ сивĕнсе пĕркеленсех ларнă. – «Вут тарĕ... Ăна чĕртсе пăхсан мĕнле-ши? Вут пекех çунĕ-ши?» – тесе Тавăрпи пĕр чĕптĕмне илсе чул çине хунă та Шывран пытанса ларнă Вута чул хушшинчен тухма хушнă. Вучĕ тухман. Тух тесе те тухманшăн Тавăрпи чула хытă япалапа çапнă та – вут чулĕнчен хĕм тухса чĕптĕм тар çине ӳкнĕ. Тарĕ хыпса илнĕ, çӳлелле паш! сикнĕ. «Акă ăçта вăл Тăван çĕршыва тапăнакансене çунтармалли вут-çулăм!» – Тавăрпи пичĕ çинче савăнăç палăрнă.

Вутпа çапăçнă чухне вĕреме кĕнĕ Шыври чĕр чунсем пиçсе кайнă. Шыв çине вĕсен ирĕлнĕ çăвĕ тухнă. Хайхи туртса ыратакан сурана çав шывпа сĕрсе пăхсан Тавăрпи суранĕ лăшах пулнă, юсаннă.

«Ара, ку сиплĕ Шыв-çке!.. Чĕрĕлĕх Шывĕ. Кунпа вăрçăра аманнисене сыватма пулать», – тата та ытларах хĕпĕртесе каять кăвар чĕреллĕ хĕр, çавăнтах хăй халăхне кун пирки пĕлтерме хăвăртрах чупать. Вара хастарсем Вутпа кĕрешнĕ Шыв хĕррине аманнисене илсе пыраççĕ те сыватса яраççĕ.

Вут тарĕпе тăшмансене ăшалантарма пикенеççĕ – чылайăшне вĕлерсе пĕтереççĕ.

Çапах та çиччĕшĕ тарса хăтăлаççĕ. Çакна пĕлсен Тавăрпи тарăхса кайнă.

– «Тăшман, ан савăн! Пурĕпĕр тупатăп: тĕнче хĕррине тарса ӳксен те, çĕр тĕпне ансан та, юман хăвăлĕнче пытансан та, шыва кĕрсен те тупатăпах сана, тĕп тăватăпах!» – тенĕ те ваттисенчен пил илсе вăрăм çула тухса кайнă. Хăйпе пĕрле пĕр çĕклем тар илнĕ. Эрне утнă, уйăх... Çич эрнерен пĕр тĕттĕм каç тăшман аллине лекнĕ. Çичĕ çынна хирĕç Тавăрпи вилес пек кĕрешнĕ. Анчах ăçтан çĕнтерĕн вĕсене, çиччĕшĕ те арçынсем-çке, вăйлă этемсем. Тарпа усă курнă пулсан тен... Анчах унпа усă курма ĕлкĕреймен-çке Тавăрпи. Хулăн пĕлĕт айĕнчен шăвăнса тухнă тулли Уйăх çичĕ çынна хирĕç юнлă шăпăр-шăпăр тар тапса тухичченех кĕрешекен Тавăрпи çине ăшшăн пăхса тăнă. Хĕр вара ал вĕççĕн кĕрешнипе çичĕ çынна çĕнтерес çуккине кура йăлăнса каланă:

– «Тăван çĕршыв тăшманĕнчен мăшкăл куриччен мана Уйăх хăй патне илинччĕ!» – тенĕ.

Çапла каласа пĕтернĕ-пĕтермен чипер хĕр Тавăрпи çĕклемĕ-мĕнĕпех çĕртен уйрăлса çӳлелле хăпарма тытăннă, çичĕ хутлă пĕлĕт витĕр: кăвак пĕлĕт, çил пĕлĕчĕ, шур пĕлĕт, çумăр пĕлĕчĕ, тăм пĕлĕчĕ, юр пĕлĕчĕ, пăр пĕлĕчĕ витĕр тухса Уйăх çине пырса тăнă. Çапла вара çутă Уйăх ăна хăй патне илнĕ... Тулли уйăх çине пăхсан чипер хĕр тăнине куратăр. Çав хĕр – Тăван çĕршыва тапăнакан тăшмана тавăрма хушакан Тавăрпи пулать.