Ташлакан купăс

Ижендей Николай Петрович

    

Содержание

ТАШЛАКАН КУПĂС

 

Ташлакан купăс

 

Повесть сыпăкĕсем

 

Ĕмĕтлĕ çын нихăçан та çукшăн пуçа усас çук.

 

Эпĕ халь каласа паракан ĕç-пуç унччен те мар, тахçан та мар, çичĕ тинĕс леш енче те мар, пирĕн сумлă ĕмĕртех, тăван ен таврашĕнчех пулнă. Майрукка çинчен юптарнине юмах тесе ан шутлăр – чăн пурнăçран килет вăл.

Кам вăл Майрукка? Пĕлместĕр-и, ачасем? Илтмен-и-ха ун çинчен? Эппин, сире питĕ тĕплĕн каласа пама тивет. Ырми-канми хĕр ача вăл, пукане пек Майрукка. Тенкел çÿллĕш ÿснĕскер пирĕн ялтах пу-рăнать. Çулĕпе те кĕçĕн-ха: алăра миçе пÿрне, çавăн чухлĕ çул пурăнать Майрукка çут тĕнчере.

Сĕтел айĕн пĕшкĕнмесĕр çÿрет пулсан та Майрукка майра хĕр пек тумланса чиперленме шухăшлать. Анчах хальлĕхе унăн кивĕ кĕпе кăна пур. Вăл та пулсан тĕрĕсĕр, тутăрĕ те чечексĕр. Майра кĕпи ту-янмашкăн укçа çук-çке ашшĕпе амăшĕн. Енчĕк тĕпĕ якалнă.

Майрукка аван пĕлет: пуйса-пуйса пынă чух укçа енчĕкĕ – ан çулăх! – мăрт мăкăртать тутине. Мăнна хурать пуль хăйне – çынна паллами пулать. Пушансан йăвашланать, типпе юлнă пулă пек çăварне те кап карать. Вăйĕ-сăйĕ иксĕлнĕрен вăл хăяккăн сулăнать, мĕскĕне пеме пуçлать.

Ав килте сĕтел çинче выртать укçа енчĕкĕ. Пăшăрханнă вăл паян – хускалмасть те вырăнтан. Пĕрмечеллĕ, тĕрĕллĕ, çутлашкаллă çав енчĕкне вуçех хупмасть. Çукка юлнă – мĕн тăвăн? Чăнкăртатса сас памасть, пăшăл-пăшăл та тумасть. Такам ăна пушатнă. Майрукка ăçтан пĕлет? Укçа ăçта çухалнине ашшĕпе амăшĕ темшĕн каласа памаççĕ.

Çапах пирĕн хĕр пĕрчи пĕрлĕхен пек тутине мăрт мăкăртса ларас çук. Çукки çуках пултăрин. Унăн пурпĕрех тĕнчере пурăнма кирли пурте пур. Пукане пек çÿреме тăпăрт-тăпăрт тяппи пур, ырми-канми амăш пур, тем те тума пĕлекен маттур, вăйлă ашшĕ пур, куллен ăса вĕрентме ват асламăшĕ те пур. Тата пĕчĕк хĕр ачан пысăк-пысăк ĕмĕт пур. Вăл пуласшăн чăн чипер, ятлă-сумлă, чыслă хĕр аслă çутă тĕнчери Чиперук уявĕнче. Çавăнпа та Майрукка савăк ĕмĕтпе пурăнать. Çĕр çинчи мĕнпур хĕртен чи хитри, чи маттурри пулма унăн тивĕç пур. Утти çăмăл – тăпăрттин, кулли ăшă – йăлтăрттин. Пăрчăкан пек чĕрĕскер амăшне те пулăшать, ашшĕпе те вăйă вылять, асламăшпе ăшшăн-ăшшăн чуна уçса калаçма та ĕлкĕрет вăл кунĕпе.

 

Майрукка майра пулни.

 

Ÿлĕм те мар, кайран та мар, пукане пек Майрукка пысăк-пысăк ĕмĕтне çитересшĕн паянах: «Хитре майра пулмаллах – хĕрупраç чиперлхне, чысĕпе тирпейлĕхне ял-йыша кăтартмаллах».

Çак тĕллевпе Майрукка ир-ирех пуçăнчĕ ёçе. Хăйĕн кивĕ кĕпине çурĕ, типĕтрĕ, якатрĕ. Çÿллĕ тĕкĕр умĕнче каллĕ-маллĕ çаврăнса тăхăнчĕ. Асламăшĕ кăтартнă пек, хĕрле çыхрĕ тутрине, шеп хĕретрĕ тутине. Унăн хăрах сантали çĕтĕлнĕччĕ...  Пултăрин. Вăр-вар тăхăнчĕ ăна, тухса чупрĕ урама. Калинккерен тухсанах капмар йывăç курăнать. Çÿллĕскер, туратлăскер, мявук-мявук текенскер. Мĕнле йывăç ку? Ятне пĕлеймест хĕр ача, анчах тавçăруллăскер ăнкарса илет хăех: «Ку вăл мявук йывăççи». Унăн туратти çинче кушак ларать: «Мявук!» –тет. «Пĕçук, Пĕçук», – тесен те çĕре анма шикленет. Мĕн-ма тесен аялтатăра парать хуралта питĕ çиллес хур аçи. Чĕпписене хураллать, сехре хăппи кăтартать. Сăмси лаптак, хĕп-хёрлё – сăхса илĕ пит вирлĕ.

Хастарланнă Майрукка хуртан пĕртте хăрамасть, урам тăрăх майралла ярăнса утса иртет. «Ахă, ăхă, Чиперук», текелесе усал хур çиллине шăнăçтарать,тĕлĕнсе пăхса юлать.

Ну маттур та Майрукка, тухатех вăл майрана. Хаяр хур та унăнне пÿлеймест каяс çулне.

 

Чуччу кашти хуçăлни.

 

Пĕррехинче Майрукка, лара-тăра пĕлменскер, урам тăрăх ярăнса, утса-чупса пырать те, чуччу тĕлне çитсенех ярăнмашкăн шухăш-лать. Чуччу çÿллёш – çур хăлаç. Ух! епле-ха улăхас çÿллĕ ларкăчё çине? Тапаланать хĕр ача: кармашать аллисемпе, явкалать урисемпе, туртăнать кĕлеткипе... Тăрăшни сая каймасть. Майрукка та улăхса ларкăч çине ларать те каллĕ-маллĕ ыткăнать. «Чу! Чу!» – тет çеç савăнса. «Эй-хе-хей! Мĕнрен кая эп – ман та пĕрле ярăнас», – тенĕн сулланать Пĕçук йывăç туратти çинче. Йышне кура ярăнчăк: Майрукка чуччу çинче пит сатуррăн ярăнчĕ. Чăл-чăл куçлă кушак та чак-чак чĕрнеллĕ тяпписемпе туратран тытса пĕртте çынран юлмарĕ: «Мявук, мявук – ярăнук», – тесе шуххăн ярăнчё. Çав вăхăтра тăкăрлăкран тухрĕ тăрпалтай Такам. Çурăмĕ хыçĕнче темле йăтмак пур. Йывăрскер пуль тупата – аран-аран йăткалать. Çак мĕлке темрен шикленнĕн енчен енне пăхкалать, хÿме çумне йăп-шăнать.

Майрукка хытах шикленчё, ярăнчăкĕ тăпланса ярăнмашкăн чарăнчĕ. «Тем тесен те ырра мар ку», – шухăшларĕ хĕр ача. Унăн вичкĕн куçĕ курчĕ: йăтăрланă çав Такам михĕ пысăкăш кушел – укçа енчĕкĕ пулас. Чыхса-туртса çыхнăран кушел ани мăкăрчăк – пĕр сас-чÿ кăларас çук. Тăрпалтай та сас памасть, çынна-мĕне курасран питĕ хăрать пулмалла – йăскăн куçне вылятать. Ыр çын капла хăтланмĕ. Тем тесен те ку вăл – вăрă...

«Енчĕкĕ ытла та пысăк. Мĕнпур укçа-пухчана унта чыхса хунă пуль, – тавçăрса илет ача. – Атте-анне укçине те чикнĕ пулĕ çакăнта».

Майрукка хăюланса чарас терĕ Такама:

Эй, мĕскер йăтан, йăтмарçă? Тăр самантлăх – калаçасчĕ.

Ах анчах, хура мĕлке тăп чарăнас вырăнне пуçран сĕрĕм тухнă пек тара пачĕ таçталла. Сехри хăпрĕ пулмалла. Ипсĕрленсе тарнă чух хайхи-майхи сăтăрçă сулăмлă кушелĕпе шарт тивретрĕ чуччуна, карт çаклатрĕ тыткăча. Чуччу кашти шăтăртик туса икке пайланчĕ, Майрукка та мăкăлтик туса çĕре йăванчĕ.