ТĂВАН ТАВРАЛĂХ
Воробьева Раиса Васильевна
Тавралăх…
Чăваш Ен – ман тавралăх.
Сар хĕвел йăл кулса
Хĕм сапать ыр сунса.
Тавралăх…
Ĕмĕтленнĕ тавралăх.
Аслă Атăл – умра,
Вăйăм-халăм – унра.
Тавралăх…
Анне панă тавралăх,
Сан сăну – чĕрере,
Чи хакли тĕнчере.
Тавралăх…
Ман юратнă тавралăх.
Сумлă эс халăхра.
Хисепре – çĕршывра.
Чăваш Ен – ман тавралăх.
Сар хĕвел йăл кулса
Хĕм сапать ыр сунса.
Тавралăх…
Ĕмĕтленнĕ тавралăх.
Аслă Атăл – умра,
Вăйăм-халăм – унра.
Тавралăх…
Анне панă тавралăх,
Сан сăну – чĕрере,
Чи хакли тĕнчере.
Тавралăх…
Ман юратнă тавралăх.
Сумлă эс халăхра.
Хисепре – çĕршывра.

