Тӑван хирте

Ялгир Петр Алексеевич


    

СОДЕРЖАНИЕ

 

Тăван хирте

Çумăр çăвать

Ирхи зарядка

Улăхра

Сад

Пĕрремĕш ĕç кунĕ

Пулăра

Звеньевойпа наян

Асатте

Эпӗ, Павăл, Микула

Кĕтӳçсем

 

Тăван хирте

Тăван уй-хир,

Сана эпир

Саватпăр чĕререн.

Пит çывăх-çке

Уйри илем

Пире мĕн пĕчĕкрен.

 

Сар тул ӳсет

Кулач сĕнсе,

Хутаçланать пăрçа.

Кукурузне,

Уй пикине,

Кам савăнмĕ курса!

 

Ыраш çилпе

Хуллен-хуллен

Пăшăлтатать темскер,

Калать пек вăл:

«Епле хавас –

Тавралăх пит чипер!»

 

Çумăр çăвать

Тахăш пĕлĕт витрине

Тăкса ячĕ ирхине.

Шăпăр-шăпăр

ăшă çумăр

Шăварать уй-хирсене.

 

Нӳрĕк кĕтнĕ тырăсем,

Çумăрпа шав киленсе,

Çил вĕрӳçĕн

Хӳхĕм-хӳхĕм

Хум  чуптарчĕç  чӳхенсе.

 

Çичĕ тĕслĕ асамат

Пусă урлă карăнать.

Вăл ир-кӳлĕм

Хĕпертуллĕн

Хир ешернине сăнать.

 

Ирхи зарядкă

 

Илемлĕ площадкă

Пĕве хĕрринче.

Кĕтет физзарядкă

Пире ир çинче.

 

Епле сывлăш уçă,

Хĕвел йăл кулать.

Строя пирĕн ушкăн

Васкавлăн тăрать.

 

Командă парсассăн,

Хавас ачасен

Чĕкеç çунатланнăн

Выляç аллисем.

 

Зарядкă тăватпăр

Эпир ирсерен

Вăй-халлă та паттăр

Пулма пĕчĕкрен.

 

Улăхра

 

Ĕç вĕрет хĕрӳллĕн

Анлă улăхра:

Тухрĕ ял ир-кӳлĕм,–

Утă пуçтарать..

 

Сар хĕвел пĕр шелсĕр

Тӳперен хĕртет,

Курăка вут евĕр

Хăвăрт типĕтет.

 

Пачĕç ак мана та

Пĕчĕк кĕрепле,

Утă пуçтаратăп

Аннепе пĕрле.

 

Фермăна çĕн утă

Çитĕ ак часах.

Выльăх-чĕрлĕх тутă

Пулĕ хĕл каçах.

 

Сад

 

Сивĕ иртсенех,

Лăпкă çурхи ир

Улмуççисене

Пăхрăмăр эпир.

 

Ырă çуркунне

Ешĕл тум парать

Пирĕн туссене,

Капăрлантарать.

 

Вĕлтĕр-вĕлтĕр çех

Симĕс тумтире

Кăпăк пек чечек

Шеп илем кӳрет.

 

Кашни йывăçах

Ылтăн шăрçасем

Çакĕ ак часах,

Хĕвелтен илсе.

 

Сад татах хитрен

Ӳстĕрччĕ тесе,

Пирĕн йыш куллен

Тăрăшать хĕрсех.

 

Пĕрремĕш ĕç кунĕ

 

Паян пĕчĕк Сашă,

Вăранчĕ ирех.

Ĕçе илчĕ ашшĕ

Ăна уй-хире.

 

Кун каçрĕçĕ иккĕш

Кăшман пуссинчех,

Çум курăка иртрĕç

Ретсем хушшинчен.

 

Каçпа пырса курчĕ

Унта бригадир:

–  Аван, – терĕ, – пурте

Ĕçленĕ эсир.

 

Ун савăнчĕ чунĕ,

Вара Сашăна

Пĕрремĕш ĕç кунĕ

Вăл çырчĕ чăнах!..

 

Пулăра

 

Тухăç капăрланчĕ

Çут ире кĕтсе.

Аякка саланчĕç

Сăрт пек пĕлĕтсем.

 

Шăпчăкăн саламĕ

Уççăн илтĕнет.

Кам-ха хапăлламĕ

Тул çутăлнине!

 

Уншăн пит хаваслă

Пĕчĕк пулăçсем.

Пулăшăн çĕр каçнă

Çырмарах вĕсем.

 

Лайăх хыпать пулă

Тул çутăлнă чух,

Пурте шăпăрт пулăр! –

Тет  хуллен Ваçук.

 

Вăлтине вăл ячĕ

Тарăн авăра,

Кĕç туртса кăларчĕ

Ылтăн пек карас.

 

Тытрăм! Эп те тытрăм!–

Тет, ав, Урине.

Вăшт çеç кĕрсе выртрĕ

Кăртăш витрене.

 

Пулă хыççăн пулă

Вăлтана лекет.

Питсенче йăл кулă

Тутлăн ирĕлет...

 

Звеньевойпа наян

Хире тух-ха Ульяна,

Çум хупланă кăшмана.

Звеньевой, эп сывă мар,

Ыратать-çке манăн вар.

 

Хĕрхенем эппин сана,

Хуралçа кай пахчана.

Ыратаççĕ урасем,

Унăн-кунăн çӳресен.

 

Хулана машинпала

Кай имçам кӳме апла.

Грузовик çине ларсан,

Пуçăм  çаврăнать-çке  ман.

 

Юл шкула пĕр кунлăха

Сăнама çанталăка.

Куç пуçларĕ аптратма, –

Пултараймăп сăнама.

 

Кай столовăя ара,

Пулăшмашкăн повара.

Эп унта кайма хавас,

Ĕçрен мĕншĕн пăрăнас!

 

Асатте

 

Манăн пур кăвак сухаллă,

Шурă çӳçлĕ асатте.

Пулмăн  нихăçан салхуллă

Унпала пĕрле чухне.

 

Темĕн тĕрлĕ кулăш пур ун,

Ыйт кăна: юмах ярать,

Юрласа парать вăл юрă,

Ташлама та пултарать.

 

Ватлăхне пăхмасть пĕртте вăл,

Колхозра ĕçлет чунтан.

Ӳркенмест, тăвать тем те пĕр,

Ал усса лармасть нихçан.

 

Ак ĕнер капан вăл турĕ

Кунĕпех йĕтем çинче.

Шăратса кăлартăн пулĕ? –

Теççĕ пурте тĕлĕнсе.

 

Ырăпа çеç ăшшăн-ăшшăн

Асăнаççĕ ун ятне.

Эпĕ те ун пек пуласшăн

Тăрăшатăп кулленех.

 

Эпĕ Павăл, Микула

 

Пирĕн пурнăç ырă, ирĕк.

Çитĕнетпĕр паттăрла

Пĕр касра, пĕр çемьери пек,

Эпĕ, Павăл, Микула.

 

Ирсерен тухса чупатпăр

Эпир савнăçлăн шкула.

Пĕлĕве пуянлататпăр –

Эпĕ, Павăл, Микула.

 

Кĕтӳçсем

 

Шурăмпуçĕ пит пахан

Килчĕ çуталса.

Кĕтĕве ак улăха

Тухрăмăр хуса.

 

Пăлан евĕр ĕнесем, –

Кур ав, тем чухлех!

Мăшлатса çиеç вĕсем:

Курăка хĕрсех.

 

Сывлăш уçă та таса, –

Чун хăпартланать.

Çил, ачашшăн вылянса,

Хир тăрăх чупать.

 

Çӳремешкĕн кĕтӳçре

Пит аван пире.

Çуллахи кунсем ĕçрех

Иртĕç-ха хитрен.

 

Тăван хирĕмĕр пуян, –

Çӳрĕр, тусăмсем.

Сĕт татах нумай паян

Суччăр аппасем!

 

Пĕр-пĕрне кирек хăçан та

Пулăшатпăр юлташла.

«Иккĕсем»  илмен нихçан та –

Эпĕ, Павăл, Микула.

 

Яланах пĕрле вылятпăр

Шахматла е чушкăлла,

Е тата хĕрсех юрлатпăр –

Эпĕ, Павăл, Микула.

 

Тинĕс евĕр анлă пусă

Пире пулчĕ хапăлах.

Ӳстеретпĕр кукурузă –

Эпĕ, Павăл, Микула.

 

Ӳссен хăшĕ яла юлĕ,

Хăшне йышăнĕ хула, –

Пурпĕр пулăпăр пит туслă

Эпĕ, Павăл, Микула.