ТĂРĂР ВĂЙĂ КАРТИНЕ
О книге:
Кěнекене «Тăрăр вăйă картине» калав тата «Ӳснě чух» повеҫ кěнě. «Тăрăр вăйă картине» калав геройě, Ксей ятлă ача, хăйсен килěнче пукане театрě уҫать. Тантăшěсене вăл театра укҫалла ҫеҫ кěртет. Укҫипе кафет иле-иле ҫиет. Пуҫěнче унăн мěн пурě те укҫа ытларах пухас шухӑш ҫеҫ. Ксей ҫапла хăтланни юлташěсене килěшмест, тарăхтарать. Вěсем ăна тӳрě ҫул ҫине кăларасшăн тăрăшаҫҫě, мěншěн тесен пурин те пěр вăйă картинче пулас килет. «Ӳснě чух» повеҫри улттăмěш класра вěренекен ача – Актай – халăхран пăрăнса ҫӳрекен пиччěшě улталанипе чутах усал ҫул ҫине тăмасть. Ӑна Тина вожатăй тата юлташěсем инкекрен ҫăлаҫҫě. Çак кěрешӳ мěнле пулса иртнине повеҫе вуласа тухсан пěлме пулě.
Содержание
ТĂРĂР ВĂЙĂ КАРТИНЕӲСНĔ ЧУХ

