Тĕрĕллĕ çыру тĕлĕнтермĕшĕсем

Ижендей Николай Петрович

    

 

 

Тупмалли

ÇĔРПЕ ПĔЛĔТ ХУШШИНЧИ СИНКЕРЛĔ ĔÇ-ПУÇ
ИК ТЕКЕРЛĔК ВĂЙ ВЫЛЯТЬ, ЮПАХ ТИХА ШЫВ ĔÇЕТ

ЯТ ВАЛЕÇНИ (ЮМАХ)

Кушелкке тĕпĕнчи çутă ĕмĕт

Мĕн каласшăн ăс пуххи – ĕнчĕ-пĕнчĕ пиçиххи?

Ăçта каятăн, мăн тĕве?

Çулта-йĕрте тус аслă, кĕрешÿре чыс аслă

Аван-и, Ваксум – чап-сум çĕршывĕ

Хăюллă шухăш пурнăçа кĕрет, е каппайшах хăлха çупса ташлани

Камсем вĕсем, айвансем, кайри каюкассисем?

Иреклĕхе саклат хуни

Тыткăнçăсен алăкĕ кĕрес пулсан хапха пек, тухас пулсан – йĕп çăрти

Каллĕ-маллĕ шухăшлав

Халăхран ăслă та, аслă та пулайман

Виçĕ хăват пĕрлешсен

Çутă ĕмĕтлисен çĕршывĕ йĕркеленни

 

ÇĔРПЕ ТŸПЕ ХУШШИНЧИ СИНКЕРЛĔ ĔÇ-ПУÇ

 

Çĕрпе Тÿпе ытамĕнче, Парлак ту арки çинче пурăннă тет Йăвашук, ятсăр йăх-ăру ачи. Вăл хăр тăлăх пурăннă – хыт-хура пек хуçăлман, юр та, шыв та тăкăннă – вăл шывпа юхса кайман, тăвăлра та аптраман.

Ашшĕн вăйлă аллисем утьăкка ывăтнине Йăвашук астă-ваймасть, амăш ăшшăн юрласа сăпкара сиктернине вăл асран та кăлармасть. Амăшĕн юрри ачашшăн чун çемми пулса янратчĕ, ачана хавас кÿретчĕ:

 

А-а-а! Ачашук

Тăшман хурри пулас çук.

Аçу кайрĕ хурала –

Хуса ярĕ хураха.

Вăл çĕнтерсе киличчен

Лăпкăн çывăр, ан шиклен.

А-а-а! Ачашук!

 

Кăмăллă та çепĕç юрă ачана ыйхă тĕнчине илсе кайрĕ. Ула чăпар ыйхă кайăкĕ сиктĕрме çине шăппăн-шăппăн вĕçсе анчĕ, çемçе мамăк çуначĕсемпе ача питне-куçне çупăрларĕ... Вара сăпкари ача тутлă та ырă тĕлĕк тĕлленме пуçларё.

Вăл чечеклĕ вăрман уçланкинче пек. Эреветлĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă шурă сухаллă ватă асатте ăна çапла калать пек:

Мăнукăм! Шанчăкăм! Пĕчĕкскерĕм! Эсĕ Çĕрпе Тÿпе халăхĕн тăхăмĕ пулатăн. Манăн ватлăх çитрĕ. Кайма вăхăт. Юлашкинчен пехиллем... – Шурсухал калаçнă майăн пилĕкĕнчи чĕн пиçих-хине салтса Йăвашука çыхса ячĕ.

Чĕн пиçиххи енчĕклĕ, хăнкăравлă, чĕнтĕрлĕ. Чĕн хĕррипе шăтăкласа ĕлккен тĕрĕ тĕрленĕ, ярăм-ярăм ярăнчапа яру ярса çавăрнă, шелттĕм-шелттĕм шерепепе укаласа пÿкленĕ.

Çак пиçиххи санăн пулать. Кунпа çула çавăрса пĕр кăшăла вăл çыхать. Çул кăтарттăр Тÿпекуç,– терĕ те куçран çухалчĕ шур кĕпеллĕ Шурсухал.

Йăвашук ыйхăран вăранчĕ. Çĕкленчĕ. Ак тĕлĕнтермĕш! Тĕлĕкре курнă ĕнчĕ-пĕнчĕ пиçиххи чăн-чăнах унăн пилĕкёнче пур! Тĕлĕкре пулман-тăр ку...

Ача астăвăмĕнче тата тепĕр ÿкерчĕк – ытла та хăрушши! – упранать. Темёнле хурчка сăмсаллă этемккесем, чун илли эс-реметсем пек, кĕшĕлтетсе килчёç. Вичкĕн вĕçлĕ сăнăсем, хăртсем хăррăн хăмсарчĕç... Йăрăс пÿллĕ амăшён шăнкăртай-мак шÿлкеми чăнкăртатса саланчĕ, хурткуççиллĕ хушпăвĕ çĕре ÿксе таптанчĕ.

Йăвашук, сăпка анинчен тытса карăнтăкран пăхаканскер, юратнă амăшĕн куçĕ Ама çăлтăр пек ялкăшнине асăрхарĕ. Яла-нах çепĕç калаçакан хĕрарăм хальхинче çирĕппĕн те хаяррăн кăшкăрчĕ:

Тăшман кулли пуличчен, эрлĕк тÿссе пурниччен хурах пуçне вăрăнтăр авăк çиллĕм – айпăлта!

Йăрăс пÿллĕ амăшĕ ункă туса ухăнчĕ – шăмă авăрлă айпăлта тăшман пуçне тăрăнчĕ. Унтан çав çиллес пурттах Хура ту тÿпемĕнче кăра çиллĕн çаврăнчĕ, тусан юпи çĕкленчĕ.

Ту чакăлĕнче мĕнле хăрушă ĕç пулса иртнине Йăвашук пĕлме пултараймарĕ, амăшĕн куçа йăмăхтаракан шурă шупăрĕ хысак çийён вĕлкĕшрĕ те куçран çухалчĕ. Харсăр хĕрарăм ту хушăкне сикрĕ-ши е акăш пулса вĕçсе кайрё? Йăвашук сехре хăпасла хăраса ÿкрĕ. Вăл лапсăркка çăка айĕнчи пушăт кушеле пытанчĕ, чĕрĕп пек чамăртанса выртрĕ.

 

ИК ТЕКЕРЛĔК ВĂЙ ВЫЛЯТЬ, ЮПАХ ТИХА ШЫВ ĔÇЕТ

 

 Кун иртет те, каç пулать. Каç иртет те, ир пулать. Çăлтăр саланать. Уйăх та шупкаланать. Çул çÿревçё асăрхать: çутă кÿлĕ, ешĕл уй – кăмăллă, киленĕç вырăн. Кÿлĕ тавра чечексем тăнă ешĕл кăшăла, йĕкĕте канма чĕнеççĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем çĕнĕ кун юрри юрлаççĕ.

Йăвашук канма ларать. Ах анчах, пĕччен çÿревçĕн тунсăх пуснă кăмăлне чечексем те сиреймеççĕ, кайăксем те уçаймаççё. Каччă шухăшлăн сăнать кĕмĕл пек шыва темччен... Тĕкĕр шыв йăлтăртатса унăн кĕре сăн-питне сенкерлетсе кăтартать.

Ик текерлĕк çыранта вăй вылятчĕç савăнса. Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк тунă сасă илтĕнчĕ. Юпах тиха курăнчĕ, шыв ĕçмешкĕн пикенчĕ. Кÿлĕ хĕрринчи вăйăçсем – икĕ хÿхĕм текерлĕк – вăййа тăсрĕç малалла, юпах тихан ик енне йăлтти-ялтти çывхарчĕç, шывпа сапрĕç, алхасрĕç чăртăкпа пĕрĕхтерсе. Юпах тиха ÿпкевсĕр – шыв ĕçет, ĕçет, ĕçет... Чăтма çук ăш хыпнă-çке, шывсăр пурнăç çуккă-çке.

Ик текерлĕк сасартăк вăйă выляма чарăнчĕç. «Чее! Чее! Чее вăл», – тесе сасă пачĕç те хăмăшлăхра çухалчĕç. Ырă марра сисрĕç пуль. Ак тамаша! Чăнах-мĕн текерлĕксем систерни: шăппăн-шăппăн шăвăнса кайăк патши Арăслан шыв хĕррине çывхарчĕ, хай тиха енне çывхарчĕ.

Кайăк патши Арăслан хатĕрленчĕ туллама айванкка янавара. Çакна курчĕ Йăвашук. Йăх-ăру çырăвĕнче мĕн каланине манман вăл: «Ыр сунанпа пул йăваш, хаяр сунанпа – арçури». Çак хастарлăх вăйăмĕ ун патвар кĕлеткине чăмăр евĕр хытарать. Пилĕкри пиçиххине вăл салтать те йăлмаклать. Куçа хупса иличчен Арăслана нăхталать, ун çине сиксе ларать. Ай турух, ачу-пăчу!

Çын ĕренкинчен тухать. Те арçури, те шуйттан çавра çил пек çаврăнать. Тусан юпи хăпарать...

Çутă кÿлĕ хĕрринче – çуйхашу, тĕрткелешÿ. Те сехмет ку, те камит. Арăсланĕ пуç ухса ÿкересшĕн юланçа, чĕввен тăрса тулхăрать. Каччă ларнă çыпçăнса – ним тусан та ÿкес çук. Кайăк патшинчен шикленмĕç Пихампар таврашĕсем. Ши! те ши! çеç шăхăрать – хăлхана çурасшăн-ши? Тапхăр-тапхăр тулашсан Арăслан тăп чарăнать. Ыр-усала çĕнме çук. Парăнма тивет çынна. Тархаслать Йăвашука:

Яр мана эс, Йăвашук. Тек хур кÿмĕп юпаха.

Çул çÿревçĕ килĕшет, Арăслана вĕçертет. Çутă кÿлĕ хĕрринче каллех лăпкă та тÿлек. Ик текерлĕк çырана вăййа тухрĕç тепĕр хут.

Юпах тиха пуç тайса хăтарнишĕн инкекрен Йăвашука тав тăвать: «Ырă çыншăн пулмăп ют, пулăп эпĕ Ырă Ут».