Тӗнче манран пуҫланать

Год2007
ЖанрКалавсем
ИздательствоЧӑваш кӗнеке издательстви
Объем41 с.
ЯзыкЧувашский
О книге:

Кĕнекине ача-пăча валли çырнă калавсем кĕнĕ. Çак калавсене вуласан, вĕрентекенсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне тупĕç.


    

СОДЕРЖАНИЕ:

 

Тĕнче манран пуçланать

Сашăна панă хуравлани

Катя тусăм

Кукаçи кĕрепли

Юлашкинчен калани

Ачалăхăн асамлă тĕнчи

 

Катя тусăм

 

Серёжа ятлă ача пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ − çар çыннисем. Тăван çĕршыв чиккине сыхласа, вĕсен таçта та çитсе тухма тивнĕ. Серёжа та тĕрлĕ шкулсенче вĕреннĕ. Çак арçын ачан нихăçан та чăн-чăн туссем пулман. Пите туслашас килнĕ унăн кампа та пулин, анчах шкул ачисем унран темшĕн пăрăнма тăрăшнă. Класра вал яланах çĕнни пулнăран-ши? Серёжа ачасемпе туслашма шикленнĕ, хăйне вĕсем кӳрентерессĕн туйăннă. Серёжа ялан пĕччен тунсăхланă. Тĕрĕссипе, Серёжа çав тери хăюллă пулнă. Вăрманта пĕччен çӳреме хăраман. Компаспа çул тупнă, чĕрчунсен ура йĕррисене пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Ǎна çакна пограничниксем вĕрентнĕ.

Пĕррехинче кушака çăлас тесе вăл сивĕ шыва кĕрсе ӳкрĕ. Сережăн тумтирĕ пăрлансах ларчĕ, хăй, шывра шăннăскер, сиксе чĕтрерĕ. Çакăн хыççăн Серёжа чире кайрĕ, час сывалаймарĕ. Çавна пулах ашшĕне кăнтăрти пĕр хулана куçарчĕç. Ачана тухтăрсем чылай хушă тăрăшса сиплерĕç, çапах та часах сывалаймарĕ вăл. Çулталăкĕпех выртрĕ больницăра. Çак хушăра Сережа шкула çӳреймерĕ, иккĕмĕш çула юлчĕ. Тăваттăмĕш класрах. Кĕркунне чирлĕ ача шкула, çĕнĕ класа кайре. Ку шкулта та вăл çĕнĕ ача. Çакна туйнипе Серёжа шутсăр пăшăрханчĕ.

Вырсарни кун çитрĕ. Канмалли кун. Шкула каймалла мар. Арçын ача юр çунине чӳречерен пăхса ларчĕ. Хура çĕре майĕпен шап-шурă мамăк хуплать те хуплать. Юр пĕрчисем йывăçсене, тĕмсене çĕнĕ тум тăхăнтарчĕç. Иртсе çӳрекенсем те шап-шурах. Акă пр хĕрача − юр пике тейĕн − çăмаллăн утса килет. Ун пуçĕнчи çĕлĕкĕ те, кĕрĕкĕ те шап-шурах. Юр пике вĕсен подъездчĕ патнелле çывхарчĕ.

Анне, анне! − хаваслансах кăшкăрса ячĕ Серёжа. Пирĕн пата Катя килет!

Катьăна алăк уçса кĕртрĕ Серёжа. Паян пуçласа вырăн çинчен ура çине тăчĕ-çке.

Эсĕ килместĕн пулĕ тесе шутланăччĕ эп, − терĕ вăл хăйпе пĕр класра вĕренекен хĕрачана. − Паян вырсарни кун.

Эпĕ паян та сан патна килсе каяс терĕм, анчах эпир уроксем тумастпăр.

Ахалех килтĕн-и? − тĕлĕнчĕ арçын ача. − Эсĕ манпа туслашасшăн-и?

Çапла. Тĕрĕсех, − кулса каларĕ Катя Кряжинова.

Эпĕ чирлĕ-çке?! − пăшăрханчĕ Серёжа.

Эсĕ часах сывалатăн, ура çине тăратăн! – шантарчĕ хĕрача.

Мĕнле майпа? Мĕн чухлĕ эмел ĕçетĕп, çапах сывалаймастăп, ура çине тăраймастăп.

Ĕçĕ кунта эмелте мар. Пирĕн атте çапла калать.

Чи кирли – мĕн вара? Сăлтавĕ мĕнре? – ыррине ĕненсе ыйтрĕ Серёжа.

Катя кулса ячĕ, пуçне унталла-кунталла сулласа илчĕ, пилеш тĕслĕ çӳçĕсем хулпуççи çинче сапаланчĕç.

Чи кирли, чире çĕнтерме тăрăшни. Çĕнтермеллех чире, – çитĕннĕ çын пекех каларĕ Катя. – Питĕ, питĕ сывалас килни кирлĕ. Сывалмаллах.

Эпĕ питĕ сываласшăн. Чирлес килмест ман. Сывалас килет, – хавхаланса, çĕкленӳллĕ туйăмпа каларĕ Серёжа.

Сываласшăн эсĕ. Питех кирлĕ-и ку сана? Сывалса çитсен, сана хĕрхенме пăрахаççĕ вĕт, – учительница пекех ыйтрĕ хĕрача.

Мĕншĕн? Мĕншĕн сывалмалла? – аптарасах ӳкрĕ Серёжа. – Пурăнас тесе. – Шухăшласа тăчĕ, тăчĕ те – каласа хучĕ: – Çавăнма. Ытти çынсем пекех пулма. Санпа туслă пулма.

Ĕненет вăл: Катя шанчăклă тус. Пулĕме Серёжа амăшĕ кĕчĕ, ачасем паян мĕн тума шутлаççĕ тесе ыйтрĕ.

Паян эпир юрлатпăр, – терĕ Катя.

Çапла, юрлатпăр! – çирĕплетсе каларĕ Серёжа. Серёжа амăшĕ апат хатĕрлерĕ, ачасем юрланине итлерĕ. «Крылатые качели» («Çунатлă ярăнчăк»), «Голубой вагон», «Антошка», Гена Крокодил çинчен те юрă янăрарĕ. Ку юрăсăр мĕнле пултăр-ха! Серёжа салтаксен юррисене шăрантарчĕ, Катя кăмăл-туйăм юррисене юрларĕ.

Катя кайнă хыççăн Серёжа амăшĕ патне пычĕ те:

Мĕнле лайăх хĕрача Катя! Ыран эпĕ шкула каятăп.

Вăл хăй сан патна килмест-им? Эсĕ халь хăвна япăхрах туятăн вĕт, – ăнлантарма тăрăшрĕ амăшĕ.

Тĕрĕс мар калатăн, эпĕ вăйлă, эпĕ çирĕп! Ман шкула каяс килет, тархасшăн, ăнлан мана, анне, – тархасларĕ Сережа, амăшĕнчен ыйтрĕ.

Тухтăр мĕн калĕ? Эпĕ ăна тепĕр хут сана йышăнма, сывлăхна тĕрĕслеме ыйтăп, – хумханса та ывăлне хĕрхенсе каларĕ амăшĕ. – Шкула çӳреме ирĕк парĕ-ши тухтăр?

Тепĕр кунне врач ачан сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Пăхса пĕтернĕ хыççăн хăй сăмахне каларĕ:

Тĕлĕнмелле! Сирĕн ывăлăр чирлĕ мар! Мĕнпе сыватнă эсир ăна, амăшĕ?

Ман ывăла туслăх сыватрĕ, – хуравларĕ Сергей Новиков амăшĕ.

 

Кукаçи кĕрепле

 

Çуркунне çитрĕ. Çырмасенче шыв шавласа та кĕрлесе юхма тытăнчĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнипе çĕр ăшăнчĕ. Çеçпĕл шăтса тухрĕ. Çак илемлĕ те хитре чечек хыççăн ешĕл курăк вăй илчĕ. Кайăксем йăва çавăраççĕ.

Çурхи каникул вăхăтĕнче Андрея яла кукашшĕ патне ячĕç. Кукашшĕ ватăлнă, анчах çирĕп-ха вăл. Сывлăхлă. Андрюша кукашшĕпе тĕл пулнă чухне питĕ хумханать. Кашни тĕлпулурах çапла. Кукашшĕ Андрюша çине шăтарас пек, тимлĕ пăхса илет. Мăнукĕ вара хăйне кукашшĕ умĕнче экзаменри пек туять. Çапах та кукашшĕ ăна нихăçан та ятламан, асăрхаттарса калани те пулман. Андрюша яла автобуспа ларса çитрĕ. Çуран икĕ çухрăм кăна утмалла – яла çитсе те тăтăн. Андрюша пынă çĕре кукашшĕ пӳрт умĕнчи сак çинче ларатчĕ. Унпа юнашар – хӳме çумне таянтарса хунă кĕреплесем.

Йĕркеллех-и килте? – ыйтрĕ кукашшĕ, мăнукне хăйпе юнашар вырăн сĕнсе.

Пурăнаççĕ-ха, – хуравларĕ мăнукĕ.

Мĕнле шутлатăн, мăнукăм, «йĕркеллех» тени мĕне пĕлтерет? Йĕркеллех, йĕркеллех. Пушă çĕрте мĕн ӳсет?

Пĕлместĕп. Нимĕн те ӳсмест пулĕ.

Йĕркеллех-и килте? – ман пĕлес килет.

Йĕркеллех, ан пăшăрхан. Салам каласа ячĕç сана.

Йĕркеллех. Кам тунă вăл йĕркелĕхе?

Андрей ним калама та пĕлмерĕ. Пӳртелле васкарĕ. Кукашшĕ хайĕн кĕреплисене илсе çенĕке кĕчĕ. Шăлтăр-шалтăр сас туса вĕсене стена çумне хучĕ, тем мăкăртатрĕ, унтан алăк урати урлă çăмăллăнах каçса пӳрте кĕчĕ.

Çи, Андрюша, çул çинчен хырăму выçрĕ пулĕ, çĕрулми пĕçернĕччĕ, куршĕри Анюк аппа сĕт илсе килнĕччĕ. Эсĕ килесси çинчен каланăччĕ те...

Кукаçи, эпĕ сан патна килесси çинчен никама та каламанччĕ эсĕ мĕнле ăнкарса илнĕ вара? – тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

Эпĕ ватă çын, пурне те куратăп.

Эсĕ курма пултараймастăн, хулана çитме кунтан алла çухрăм.

Э, Андрюха, çул аякри мĕне пĕлтерет... Вăхăт вара!.. Вăхăт иртет, иртет те иртет, – ассăн сывларĕ кукашшĕ.

«Эсĕ ватă мар» тесе лăплантарасшăнччĕ мăнукĕ кукашшĕне, анчах каласа ĕлкĕреймерĕ. Кукашшĕ васкасах пӳртрен тухса кайрĕ.

Хăш вăхăтра шăппăн тухса кайма ĕлкĕрчĕ кукашшĕ? Чăн-чăн мыскара! Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

Тăраниччен тутлă апат çинĕ хыççăн Андрей кравать çине выртрĕ те çывăрса кайрĕ. Анчах... кураксене хăратма хӳме çине çакнă кĕленче савăтсен сассипе вăранчĕ. Кайăкĕсем вара тăрăшсах пахчана кĕресшĕн, йăран çинчи вăрăсене сăхма тăрăшаççĕ. Хӳме çумне çакнă кантăк савăтсем шăнкăрав сасси пек илтĕнеççĕ. Лашасен пĕкки çине çакнă шăнкăравсем пек.

Кукаçи, кукаçи, – алкум вĕçне тухрĕ мăнукĕ. – Ǎçта эсĕ, кукаçи?

Ǎçта кайса çухалчĕ-ха вăл? – шухăшларĕ Андрей. – Каç пулчĕ вĕт, юлташăм патне кайса килсен аванччĕ. Кукаçине каламасăр кайма аван мар.

Эсĕ уçăлса çӳре е манпа юнашар килсе лар, – Андрей сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ. Чӳрече патĕнчи пĕрене çинче, кукашшĕ ларнă вырăна... çамрăк çын вырнаçнă, кĕреплесене çавăра-çавăра пăхать.

Ан тыт кукаçи кĕреплисене! – Андрей çак каччă патне чупса пычĕ те кукашшĕн кĕреплине ярса тытрĕ.

Эпĕ урăх кĕреплесем тăвăп, – терĕ палламан çын. – Кĕрепле авăрĕ тата темиçе йывăç кĕрепле шăлĕсем...

Нумай пĕлетĕн эс! Кукаçи вĕсене питĕ юратать, нихăçан та хăйĕнчен хăвармасть.

Суятăн! Çыварма выртнă чухне вăл кĕреплесене вырăн çине хăйпе юнашар хумасть, – парăнмарĕ палламан çын.

Çенĕке хурса хăварать. Кĕреçесем сарайĕнче, кĕреплесем – çенĕкре, – терĕ Андрей. – Эсĕ мĕншĕн пирĕн картишне кĕнĕ? Кам эсĕ?

Палламан çын кулса ячĕ. Андрейшăн çак кулă питĕ палланă пек туйăнчĕ.

Мана Фимка тесе чĕнеççĕ. Эпĕ çак ялсем.

Эпĕ сана халиччен курман-çке. Эпĕ вунулттăра, пĕчĕк ача мар, ку ялсене пурне те паллатăп.

Пурне те, пурне те мар çав, – кулса илчĕ палламан çын.

Эсĕ ку яла ют çĕртен килнĕ пулĕ? – ыйтрĕ Андрей.

Кунтисем эпĕ, кунтисемех, – васкаса калаçрĕ Фимка, сарай патнелле утса.

Мĕн кирлĕ сана сарайĕнче? – ун çулне пулчĕ Андрей.

Çĕнĕ кĕреплесем таватăп, кусем кивелчĕç.

Эсĕ кунта мĕн-ма хуçаланатăн? Тух та ут! Андрей кăшкăрса ячĕ те кукашшĕн кĕреплипе палламан çын çинелле сулчĕ. Фимка кĕреплине вăхăтра тытса ĕлкĕрчĕ-ха, анчах кĕрепле çĕре персе анчĕ те икĕ шăлĕ хуçăлчĕ.

«Халь лекет мана кукаçирен», – вĕçсе иртрĕ Андрей пуçĕнче çак шухăш.

Лекмест, çĕнĕ шăлсем лартăпăр, – хуравларĕ Фима.

Хăвăртрах ларт кĕрепле шăлĕсене, – хушрĕ Андрей.

Ан васка. Малтан йĕри-тавралла çавăрăнса пăх. «Кукаçи пекех калаçать», – шухăшларĕ Андрей.

Ялти çынсем пурте ăслă – çамрăксем те, ватăсем те.

Пуç тавра çавăрттарса шухăшлама никамшăн та сиенлĕ мар, – терĕ Фимка.

Эпĕ мĕн шухăшланине эсĕ ăçтан пĕлетĕн? – ыйтрĕ Андрей.

Эпĕ сана витĕрех куратăп.

«Курать вăл, курать» – мăкăртатса илчĕ Андрей.

Кукаçи те веçех курать вĕт. Уншăн аякри инçе те нимĕн те мар. Эпĕ пултарайман пулăттăм.

Пултаратăн эсĕ те, аякрине курас тесен, – терĕ Фимка.

Ак япала! Кукаçи асамăç пулĕ. Мен тĕрлĕ ыйту памасть пулĕ вăл мана. Эпĕ ун умĕнче экзамен тытнă чухнехи пек тăратăп.

«Эсĕ ан хăра, Андрей», – хавхалантарчĕ ăна Фимка.

Ман ята ăçтан пĕлетĕн эсĕ? – тĕлĕнсе ыйтрĕ Андрей.

Эпĕ куратăп, куратăп, – терă Фимка, кĕрепле шăлĕсене саваланă май. – Эсĕ тин сунă сĕте кĕрсе ĕç-ха, куршĕри Анюк аппа чӳрече янаххи çине лартса хăварнăччĕ. Мана валли пĕр татăк çăкăр илсе тух.

Фимка кĕрепле шăлĕсене лартрĕ, пăта çапса çирĕплетрĕ.

Андрюша пӳрте кĕчĕ, пĕр стакан сĕт ĕçрĕ, пĕр чĕл çăкăр касса илчĕ. Фимкăн хырăмĕ хытă выçнă пулĕ тесе, тата тепĕр чĕлĕ касса илчĕ те картишне тухрĕ.

...Чӳрече умĕнчи пĕрене çинче кукашшĕ лара парать.

Фимка ăçта? – тĕлĕнсе ыйтрĕ Андрей.

Мĕнле Фимка?

Çакăнта пĕр каччă пурччĕ. Эпир унпа паллашрăмăр, – ăнлантарма тытăнчĕ мăнукĕ.

Кукашшĕ ăна малалла калама памарĕ.

Эсĕ кĕреплепе ăна çапма тăнăччĕ-и?

Эсĕ курнă-им? Вара нимĕн те каламарăн-и? – ыйтрĕ хĕрелсе кайнă Андрей кукашшĕнчен.

Курасса курнă-ха эпĕ. Ман питĕ васкавлă ĕç пурччĕ, – каларĕ кукашшĕ кĕрепле шăлĕсем çине пăхса.

Кĕреплен икĕ шăлĕ ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ.

Ǎсталăх кирлĕ.

Эпĕ ăна çăкăр парасшăнччĕ. Хăй ыйтрĕ.

Пар эппин мана, çием. Кăштах хырăм выçнăччĕ-ха ман, мăнукĕ çине чеен пăхса çиме тытăнчĕ кукашшĕ.

Кукаçи, кукаçи, кала-ха, Фимка ăçта пурăнать? Эпĕ унпа туслашасшăн.

Çав туслăх сана мĕн парать? – ыйтрĕ кукашшĕ тĕлĕнсе.

Вăл ыттисем пек мар. Ман шухăша та вулать, сан пекех. Пĕтĕмпех курать. Кукаçи кала-ха, ăна ăçта тупмалла?

Çук ун пек Фимка ятлă каччă...

Мĕнле çук пултăр? Тин анчах эпĕ унпа санпа калаçнă пекех калаçрăм.

Çамрăкки те, ватти те – Фимка ятлă çын çук.

Кукашшĕ мĕн калассине кĕтсе тăчĕ Андрей. Кукашшĕ яланхи пекех йăл-йăл кулкаласа пăхрĕ. Андрюша палламан çын çинчен каярахпа пĕлессе шанчĕ.

Кукаçи, сана кĕреплесем мĕн тума кирлĕ?

Мĕн тума? – тĕлĕнчĕ кукашшĕ.

Эпĕ ыйтса пĕлесшĕн: мĕншĕн эсĕ кĕреплесене ялан хăвăнпа пĕрле илсе çӳретĕн.

Эпĕ пахчана тасататăп. Авă, пĕлтĕр тăкăннă çулçăсене кĕреплепе тураса пĕр çĕре пухрăм. Тин шăтса тухнă курăксене ӳсме чăрмантараççĕ, – ăнлантарчĕ кукашшĕ. – Кур-ха, епле таса халĕ. Кĕреплесене сарайне кĕртсе хур. Эй, мăнукăм, тасатни пĕрре вăл. Эсĕ малалла тинкер...

Мĕнле – малалла? Кĕрепле мĕне пĕлтерет?

Тавралăха тасататăп. Çĕннине вырăн паратăп.

Шăтса тухрĕ ешĕл курăк. Мĕнех вара? Хăйне вали хăй çул туптăр.

Çаплине çапла та-ха, çаплах та мар çав... – терĕ кукашшĕ. Кĕрепле вăл мана аса илтерсех тăрать.

Андрей кукашшĕн кĕреплине тытрĕ те тинкерсе пăхрĕ.

«Ним те çырман кĕреплесем çине... – шухăшлăн пăхрĕ Андрей. Кукаçи ватă, хăйĕн ĕçĕ пирки манса кайма пултарать – тирпей-илем кӳресси ун чĕринче вĕт».

Хăрамастăп эпĕ хам ĕçе манса каясран, – хуравларĕ кукашшĕ. – Кĕрепле ялан ман алра, – пуçри шухăшсене тасатма та пулăшать вăл.

Пуçра çĕнĕ шухăшсем çуралччăр, – ăнкарса илчĕ Андрей.

Тĕрĕс, мăнукăм! Киввине тасатмасăр, лайăххине суйла-суйла илмесĕр çĕннине йышăнма май çук.

Мĕн тума кирлĕ ку сана, кукаçи? Малта пыракансен шутĕнче пуласшăн-и? – тĕлĕнчĕ мăнукĕ.

Хам çулпа малаллах утасшăн эпĕ, çĕннине пĕлме, – хушса хучĕ кукашшĕ.

Акă мĕншĕн эсĕ пирĕн ăслă! – хавхаланчĕ Андрей.

Эпĕ ăслă мар, манăн çĕннине курас килет. Тăрăшатăп та курма...

Пăхас та курас? Ку вĕт пĕр япалах, – тӳрлетсе каларĕ мăнукĕ.

Пĕр япалах, пĕр япалах та мар... Акă эсĕ паян Фимкăна куçран çухатрăн, мăнукăм... – калаçрĕ кукашшĕ.

Сывă-и, куршĕсем! – илтĕнчĕ сасă хӳме хыçĕнчен. Анюк аппа карçинкка тăсса пачĕ. – Ефим, тыт, мăнуку валли кукăльсем пĕçернĕччĕ. Çийĕр, сывлăха пултăр.

«Ефим? Кукаçине Ефим тесе чĕнеççĕ! Епле манса кайна-ха эпĕ ун çинчен? Фима ăçтан тупăнчĕ тата?» – шухăша кайрĕ Андрей.

Яланхи пекех, кукашшĕ мăнукне ăнлантарса пачĕ.

Ача чухне мана Фимка тесе чĕнетчĕç. Каç пулчĕ, кĕрер пӳрте.

«Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле», – шухăшларĕ Андрюша. Кукашшĕ хыççăн пӳртелле утрĕ, кукашшĕ пĕрремĕш хут манса хăварнă кĕреплене йăтса.