Тĕлĕнтемĕшсем

Эктель (Сидоров) Василий Петрович

    

 

Тупмалли

Сывлăм шывĕ

Хĕвел

Уйăх

Аслати

Асамат кĕперĕ

Çулçăсем

Çумăр

Самолёт

Малтанхи юр

Пысăккă пулас килет

Тăвăл

Хĕл Мучи

Юр

Йĕрсен тупсăмĕ

Юр пике

Пас

Лаша

Çăлтăр

Çулталăк паллисем

Пăр

Пукане

Шăрчăк

Тĕлĕк

Сăпка юрри

Чи хитри

Тиха

Ăрша

Аслă ҫĕршывăм

 

Сывлăм шывĕ

 

Улăхра пин тĕрлĕ çăлтăр

Мерчен евĕр йăлкăшать.

Чĕлтĕр-чĕлтĕр,

Йăлтăр-йăлтăр

Сывлăм шывĕ ялтăрать.

 

Сывлăм шывĕ питĕ капăр,

Йывăçсем те тап-таса.

Чечеке те,

Курăка та

Вăл ирех каять çуса.

 

Хĕвел

 

Савăнаççĕ чĕр чунсем,

Хĕпĕртеççĕ кайăксем:

Çӳл тӳпе хĕвеллĕ,

Ачасем телейлĕ.

 

Кашни кун хĕвел пуртан

Выляма ирех тухсан

Эп юрлатăп юрă –

Пурăнмашкăн ырă!

 

Асамат кĕперĕ

 

Çичĕ тĕслĕ кĕвенте –

Те çухатнă хуçине –

Чĕвен тăнă шыв çине,

Кармашать хăй пĕлĕте.

Ман унта çитесчĕ терĕм –

Чупрăм-чупрăм – çитеймерĕм.

 

Çулçăсем

Кам сăрланă-ши, анне,

Вĕрене çулçисене?

Пулнă тăнă симĕсрен

Хĕрлĕ, сарă та кĕрен.

 

Вăл – асамçă кĕркунне, –

Хуравларĕ ман анне.

 

ÇУМĂР

 

Такам шăтăк аларан

Шăпăр-шăпăр шыв тăкать.

Тырă вăйсăр пуласран

Хирсене вăл шăварать.

 

Ах, пĕлесчĕ, кам-ши вăл

Кунĕпех паян ĕçлет?

Пахчана шыв сапнăшăн

Ăна тав тăвас килет.

 

Юр

Вĕлтĕр-вĕлтĕр

Вĕлкĕшеççĕ

Лĕпĕшсем.

 

Шурă чĕнтĕр

Пĕркенеççĕ

Урамсем.

 

Ушкăн лĕпĕш

Анса ларчĕ

Ал çине,

 

Сивĕ сĕлтĕш

Пулса тарчĕ

Çĕр çине.

 

Лĕпĕш мар-мĕн,

Вĕлтĕр-вĕлтĕр

Юр çăвать.

 

Эп каларăм –

Шăллăм пĕлтĕр –

Хĕл ларать.

 

Çулталăк паллисем

 

Кăрлач

 

Тавра шап-шурă, лăпкă та уяр;

Уй-хир ĕшеннĕ хыççăн ыйхăланă.

Шур кĕрĕк уртса янă юмансар,

Васкавлă юхан шыв шăнса пăрланнă.

 

Сив каçсенче час-час эс килсе лар

Ман ăшă, хăтлă килĕме, тăванăм.

Ан тив, алхастăр-и кăра кăрлач–

Сĕтел çинче шур кăпăшка кулач.

 

Нарăс

 

Çĕр кĕскелет. ӳлет тулта тăман –

Çилсем çĕкленĕ шур çунатлă парăс.

Кайăксене шеллет хура вăрман –

Вĕсемшĕн ырах мар нар питлĕ нарăс.

 

Килсе вăратĕ шурă ыйхăран

Часах пурне те çуркунне хыпарĕ.

Çурхи кунпа ака-суха çинчен

Шур хирсене пăхса шутлать хресчен.

 

Пуш

 

Хуралнă ту-сăртсен кукша çамки,

Вăраннă çĕр телейлĕн карăнасшăн,

Ялти пӳртсен пăрлак хăлха çакки

Шăнкрав сассипелен сиксе анасшăн.

 

Шыв-шур кайсассăн çитĕ çур аки,

Хура курак, тин килнĕскер, апатшăн.

Урам тулли чупать ачи-пăчи,

Хирте куçне уçать ыраш калчи.

 

Ака

 

Çӳл тӳпере тĕрĕлтетет тăри,

Еç шавĕпе ун кăмăлĕ çĕкленнĕ.

 

Йыхравçă кайăкăн ирхи юрри

Янрать, ĕçченсене вăй-хал пилленĕн.

 

Каять çĕр тăрăх çут хĕвел ури,

Хаваслăхпа тулать çуралнă енĕм.

Пĕлет хресчен: çурхи ака-суха

Çулталăк тăрантарĕ халăха.

 

Çу

 

Хире шуратнă хыççăн ялĕпе

Карталанса акатуйне тухатпăр.

Хаваслă юрă юхтăр кунĕпе,

Юлан утпа хăюллăн ăмăртатпăр.

 

Кам харсăр, туслă яланхи ĕçпе –

Хĕрӳ вăй виçӳре вăл юлĕ паттăр.

Хĕр упраçпа яш-кĕрĕм халь каçран

Ирччен кĕре пĕлмеççĕ вăйăран.

 

Çĕртме

 

Ахах-мерчен тăкать пин-пин чечек,

Пыл хурчĕсен сĕрлевĕ те пуçланчĕ.

Каçсем кĕске, самантлăх тĕлĕк пек,

Шыври уланкă çăлтăр пек вылянчăк.

 

Çу кунĕ аслатиллĕ е тӳлек,

Хĕвелĕн хĕмĕпе пахча пылланчĕ.

Çĕртме тăватпăр. Çывăх вăрмана

Пурак йăтса каятпăр çырлана.

 

Утă

 

Юпах тиха кĕçенчĕ улăхра,

Çул хĕрринчех чупать текерлĕк, карăш.

Ял-йыш, утçи пире кĕтет умра,

Янраччăр çивĕч çавасем пĕр харăс.

 

Ялта кам канура, кам хăнара –

Эртелпелен пĕрле тăрса тухар-и!

Çу кунĕнчи ытарайми илем –

Çаран çинчи шур акăш пек хĕрсем.

 

Çурла

 

Чĕппишĕн савăнать ав путене,

Сасси кашниншĕн илĕртӳллĕ, ырă.

Ăрша юхать хиртен ялсем çине,

Пуçне таять тулли пучахлă тырă.

 

Кӳлмешкĕн вăхăт хурçă утсене –

Халь вырмара, тус тантăш, пирĕн вырăн.

Ку уйăх ячĕ авалтан – çурла,

Пӳлме тулли парне пиллет çулла.

 

Авăн

 

Вĕçет хир çийĕн эрешмен карти,

Пахча тулли хăмла, улма та кавăн.

Юмахрилле çиçет вăрман çути,

Çулçăсене сăрларĕ кĕр çункавĕ.

 

Сисмесĕрех кĕскелчĕ кун утти —

Хĕвел çулне тытса пăрасшăн авăн.

Çĕн хăмлапа чăшăлтатать пичке,

Ача-пăча та тытрĕ кĕнеке.

 

Юпа

 

Салху, хурланчăк сасăпа иртет

Кăнтăралла карти-карти хур кайăк.

Пур халăха валли кĕрхи тивлет:

Çĕр тĕрлĕ çимĕç сапăр çут çанталăк

Тĕпелсенче тирпейлĕн хатĕрлет.

 

Хăна кĕтсе яр уçă кĕçĕн алăк.

Йыхрав ярса пушаннă мăн çулпа

Хура утпа юртать чипер юпа.

 

Чӳк

 

Аннемĕр çĕр пуян ай пулнăран

Ытла та капăр, мăнтăр кĕр уртмахĕ.

Тăван ялта тăван ай йышлăран

Аллăмăрта автан та хур тукмакĕ.

 

Кĕрекесем ялан ай тулăхран

Касран-каса саланчĕ туй такмакĕ.

Çĕре сума сăватпăр чĕререн,

Пуçлатпăр çĕнĕ çăкăр килсерен.

 

Раштав

 

Вун икĕ уйăха, тăван, ал сул:

Талăксенчен пуçтарăнчĕ çулталăк.

Раштав пуставĕ хулăн. Тӳрĕ çул

Пăр айĕнчи çăлкуç пĕрех пăралĕ.

 

Малах шыв çулĕ, тăрса юлĕ чул,

Ĕмĕр иртмест тесе, туссем, кам калĕ?

Хĕл шурă тумпалан çĕре витет,

Ман çӳç валли те кĕмĕлĕ çитет.

 

Аслă çĕршывăм

Чăшăл-чăшăл,

Ту-ту-тут!

 

Ку – Аркашка, салтак паттăр,

Пăшалпа чупса çӳрет.

Владик тытнă экскаватор,

Кирпĕч татăкне çĕклет.

 

Света килчĕ,

Света çивчĕ –

Çĕнĕ çурт вăл купалать.

Парăр виççĕ,

Парăр çиччĕ! –

Тăм та кирпĕч вăл ыйтать.

 

Тĕм хыçне пытаннă Оля –

Мулкач пек вăл пăхкалать.

Хăшкăлса шырать ав Толя –

Ниепле те тупаймасть.

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă,

Эсĕ пиллĕкмĕш пулан, –

Пилĕк пӳрнипе шутлать те

Çĕнĕрен пуçлать Иван.

 

Шăкăр-шакăр

Вĕтĕ шакă

Йăтса килчĕ Кĕтерук:

Ман çума эс лар-ха акă,

Иккĕн выльăпăр, Марук.

 

Упапа вылять ав Слава,

Тракторпа чупать Гришша.

Пукане çĕкленĕ Клава,

Ӳкерет картин Мишша.

 

Валя, Галя

Пит тирпейлĕн

Ту çĕклеççĕ хăйăртан.

Космодром хайлаççĕ меллĕн

Петĕр,

Хветĕр иккĕн тан.

 

Пурте кăмăллă, хаваслă,

Пурте сывă та маттур.

Савăнса ӳсмешкĕн аслă

Ман Тăван çĕршывăм пур.