Çутă ĕмĕтсем

Малгай Иван Григорьевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Ҫутӑ ӗмӗтсем

Пире парти ӳстерет

Ленин хушнӑ пек

Эпир ҫӗр ҫинче

Эпир ялан ҫӗнтернӗ

Ҫурхи кун

Ҫуркунне

Карап

Шурӑ пӑрахут

Ăҫта пӑхан, унта хаваслӑх

Ирӗлет шурӑ юр

Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне

Салам, ем-ешӗл вӑрмана

Пирӗн таврара

Каҫ пулсан

Акӑ, мӗнле эпӗ

Чӗкеҫ чӗпписем

Кӳлӗ

Костёр

Пӗр кӑмӑллӑн

Мала, пионери!

Тантӑшсем

Ҫерем уҫма

Иван Юманов

Ылтӑн пучахсем

Кукуруза хирӗнче

Илемлӗ ир

Пирӗн Иванюк

Ирхи юрӑ

Ак кӗҫех ҫитет сентябрь

Ыран шкула

Салам малтанхи урока

Учитель

Тӑрӑшса чун-чӗререн

Туслӑх

Савӑнӑҫ

Уяв ҫитсен

Октябрь ялавӗ

Сывӑ ларччӑр йывӑҫсем

Венямин Иванов

Комсомол – пирӗн пичче

Комсомолӑм, комсомол!

Коммунизм патне ҫывхаратпӑр

 

Ҫутӑ ӗмӗтсем

 

Эпир нумайӑн, эпир йышлӑн.

Эпир телейлӗ ачасем, –

Пӗр-пӗринпе кашни юлташла,

Кашнийӗн ҫутӑ ӗмӗтсем.

 

Мӗнле ӗҫе эс хисеплетӗн?

Сан кӑмӑлна каять мӗскер?

Вӗрен эс, тӑрӑш – ҫитӗнетӗн,

Пулатӑн слесарь, инженер...

 

Эпир пӗлетпӗр: ҫӗршыв аслӑ,

Хирте, тем анлӑш тинӗсре,

Е заводра темчул хаваслӑх,

Хаваслӑх – тухӑҫлӑ ӗҫре.

 

Пире парти ӳстерет

 

Пурнӑҫ ырӑ! Ҫӗршыв аслӑ.

Кашниех эпир хаваслӑ:

Пире парти ӳстерет,

Кунтан-кун телей кӳрет.

 

Шкулта лайӑх вӗренетпӗр,

Тӑрӑшса пӗлӳ илетпӗр.

Пур ӗҫе те аванах

Хӑнӑхатпӑр ачаллах.

 

Харӑс-харӑс уҫӑ саслӑн

Юрламашкӑн тытӑнсассӑн,

Шӑранаҫҫӗ кӗвӗсем,

Савӑнаҫҫӗ чӗресем.

 

Савӑнса эпир пурнатпӑр.

Савӑнса эпир юрлатпӑр.

Пире парти ӳстерет,

Кунтан-кун телей кӳрет.

 

Ленин хушнӑ пек

 

Пире Ленин уҫса панӑ

Ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ҫулне.

Ырӑ пурнӑҫ халалланӑ

Вӑл пире, ачасене.

 

Пире Ленин ҫутса панӑ

Кремль ҫӑлтӑрӗсене.

Вӗренме ҫул уҫса панӑ

Вӑл пире, ачасене.

 

Ӳсӗр, тенӗ, пурнӑр, тенӗ,

Хӗн-инкексӗр ӗмӗрех.

Ҫӗн ӑрушӑн хӗпӗртенӗ,

Ырлӑх суннӑ вӑл пире.

 

Савӑнса эпир ӳсетпӗр,

Вӗренетпӗр тӑрӑшса.

Ленин пек пуласчӗ, тетпӗр,

Чӗререн тупа туса.

 



 

Эпир ҫӗр ҫинче

Никамран пуян халӑх,

Темле мулҫӑран та пуян.

Кашни кӗтесрех

Хисепре халь тӑванлӑх.

Ăна хуть ӑҫта та туян.

 

Тӑванлӑх, юлташлӑх –

Телей вӑл. Вӑл – савнӑҫ.

Эпир ҫавӑнпа паттӑрсем.

Вӗрет те кӗрлет.

Ҫӗршывра паттӑрла ӗҫ,

Ӳсеҫҫӗ ҫуртсем, хуласем.

 

Курса-и? Хӑҫан?

Авалтан кам-ха илтнӗ?

Ав, тӑм, сарӑ хӑйӑр ҫинче

Тырпулӑ ӳссе,

Таврана илемлетнӗ, –

Ҫиле, шӑрӑха ҫӗнтерсе.

 

Ҫӗршывӑмӑрта

Ешерет тулӑх пурнӑҫ,

Ҫанталӑк ҫынна пӑхӑнать.

Ăҫта ҫавраҫил

Авӑр пек сиксе урнӑ,

Паян ҫавӑнтах лӑпланать.

 

Мӗн чухлӗ телей те,

Мӗн чухлӗ хаваслӑх:

Ав, Атӑл ал пачӗ Дона.

Юхаҫҫӗ пӗрле,

Ҫулӗ пур савӑнмалӑх, –

Эпир туса панӑ ӑна.

 

Эпир ялан ҫӗнтернӗ

 

Ӗмӗртенхи ӗмӗтпеле

Эпир шыранӑ ҫут телей.

Ҫитес, тесе, ҫитес тӗле,

Пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешнӗ.

 

Тӗрлӗрен харампырсене,

Ҫӑхан-ҫӗлен тискер йӑхне

Тӗппипех пӗтерес тесе,

Эпир ӗмӗр кӗрешнӗ.

 

Сӑрт-тусемпе хир-вӑрмансем,

Улӑхсемпе юханшывсем

Халӑхӑн пулччӑрччӗ тесе,

Эпир ӗмӗр кӗрешнӗ.

 

Заводсемпе фабрикӑсем,

Рудниксемпе пур шахтӑсем

Халӑхӑн пулччӑрччӗ тесе,

Эпир ӗмӗр кӗрешнӗ.

 

Пуласлӑха аван курса,

Куллен кӗрешнӗ вӑй хурса, –

Ҫапла, вут ӑшӗнче пырса,

Эпир ялан ҫӗнтернӗ!

 

Ҫурхи кун

 

Апрель йӑл кулчӗ те хитрен

Шавларӗ ҫуркунне.

Шӑнкӑрчсем ӗнтӗ ирех

Юрлаҫҫӗ юррине.

 

Ӑҫта пӑхатӑн, ҫавӑнта

Ҫурхи шӑв-шав кӗрлет.

Уйра-хирте е вӑрманта

Шур юрӗ ирӗлет.

 

Пепкисене часрах сарма

Вăй-хал илсе çĕртен,

Сип-симĕс çулçă кăларма

Васкать кăтра сирень.

 

Тем анлӑш, уҫӑ уй-хирте

Суха тума часрах

Васкаҫҫӗ паттӑрсем. Иртет

Тӑрна карти татах...

 

Кӗҫех хирте юрла-юрла

Сухалӗ харсӑр трактор.

Ҫӑра, пуян тырпулпала

Тӑван уй-хир кашлатӑр!

 

Ҫуркунне

 

Ачасем,

Ачасем,

Ҫывхарать ҫуркунне.

Ак ҫитеҫҫӗ кĕҫех

Кӑнтӑртан кайӑксем.

Эпир хатӗр каллех

Вӗсене йышӑнма:

Вӗллесем хатӗрех –

Йӑвасем ҫавӑрма.

 

Инҫетрен,

Инҫетрен

Шӑнкӑрч-юрӑҫ килет.

Кӑҫал ҫӗнӗ вӗлле

Пирӗнтен вӑл илет.

Ҫунатне ҫат ҫапса

Чарӑнмасӑр юрлать.

Ши! кӑна шӑхӑрса

Сӑввине те калать.

 

Ачасем,

Ачасем,

Ӳсӗр, тет, хӑвӑртрах.

Пурӑнатпӑр эпир

Чи аван вӑхӑтра.

 

Карап

 

Хутран эпӗ турӑм

Карап,

Шыва ӗнтӗ халӗ

Ярап.

 

Шыв хӑвӑрт юхать

Кӗрлесе,

Пырать карап манӑн

Ишсе.

 

Ишет-ҫке карап

Инҫете,

Ҫитес вырӑна

Ҫитетех!

 

Шурӑ пӑрахут

 

Анатран хӑпарчӗ

Шурӑ пӑрахут,

Вӑрӑммӑн сас пачӗ:

Ту-ту-тут!

 

Эп пӑхса тӑратӑп

Тимлӗн тинкерсе,

Кӑранташ тытатӑп,

Ӳкерес тесе.

 

Ӑҫта пӑхан, унта хаваслӑх

 

Йӗри-таврах паян вӗркет хаваслӑх, –

Йӗри-таврах илемлӗ ҫуркунне.

Шӑнкӑрчсем шӑнкрав пек уҫӑ саслӑ, –

Ҫунат ҫапса юрлаҫҫӗ юррине.

 

Симӗсленме пуҫланӑ хӑмӑр улӑх,

Пӑртан тасалнӑ ҫутӑ кӳлӗсем.

Кӗҫҫеленет ыраш та кӗрхи тулӑ.

Чипер ӳсеҫҫӗ акнӑ тырӑсем.

 

Ӗнер кӑна аслатипех килсеччӗ

Пуҫламӑш ҫумӑр ӑшӑ кӑнтӑртан.

Мӗнпур ҫӗре ҫӑва-ҫӑва шӳтерчӗ,

Лапам тасалчӗ юлашки юртан.

 

Сад пахчисем тӳлек кӑна лараҫҫӗ,

Улмуҫҫисем ҫураҫҫӗ папкине.

Шур хурӑнсем те авӑ кӑлараҫҫӗ

Сап-сарӑ та чечен кӑчкисене.

 

Мӗн пек хитре тавралӑха куратпӑр, –

Кунта халь ир, кунта халь ҫуркунне.

Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ эпир тухатпӑр

Аттесемпе ҫут Майӑн уявне.

 

Паян уяв – ӗҫҫыннисен уявӗ,

Ҫиҫет хавас кашнийӗн питӗнче.

Ăҫта пӑхан, туслӑхпа мир ялавӗ

Вӗл-вӗлкӗшсе тӑрать хӗвел ҫинче.

 

Кӗрлет урам, кӗрлет тӑван тавралӑх,

Кӗрлет ҫӗршыв, – пӗтӗм ҫӗршыв кӗрлет;

Май юррине шӑрантарать пур халӑх,

Пӗр кӑмӑлпа хавасланса пӗрле.

 

Ирӗлет шурӑ юр

 

Ӑҫта пӑхнӑ унта, –

Ҫуркунне палли пур.

Ҫуна ҫулӗ каллех йывӑрланчӗ.

Кунсерен васкаса

Ирӗлет шурӑ юр,

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шывсем

Юхса анчӗҫ...

 

Юхса анчӗҫ шывсем

Шавласа, кӗрлесе, –

Ҫырмасем ейӳве

Тухса кайрӗҫ.

Кӑнтӑрти хӑнасем –

Тӑрӑлти тӑрисем

Тӳпере ярӑнмашкӑн

Пуҫларӗҫ.

 

Кашни капӑр вӗлле

Умӗнче шӑнкӑрчсем

Савӑнса, пӗр канмасӑр

Юрлаҫҫӗ.

Пире паллӑ: хавас

Кайӑксен кӗввисем,

Халь тата хитререх

Шӑранаҫҫӗ.

 

Мӗн иртен пуҫласа

Каҫ пулса ҫитиччен

Ачасем урамра

Шыв уҫаҫҫӗ.

Ăмӑртса, калаҫса

Ăш хӗвел ҫутинче

Карапсем, кимӗсем

Юхтараҫҫӗ.

 

Ӑҫта пӑхнӑ унта, –

Мирлӗ пурнӑҫ вӗрет.

Чун-чӗремӗр пурин те

Хаваслă.

Сарлака ҫуркунне

Пур ҫӗрте те ҫӳрет,

Уншӑн халь

Ҫӗрӗм-шывӑмӑр аслӑ.

 

Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне

 

Ачасем, эпир телейлӗ...

Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне.

Кун каҫах тӑкать хӗвелӗ

Хӑйӗн ӑшӑ куллине.

 

Кулса кӗчӗ вӑл йӑвашшӑн

Ерипен мӗнпур ҫӗре.

Симӗс тум тӑхӑнтарасшӑн

Васкасах халь уй-хире.

 

Чӑмӑртанчӗҫ, паркаланчӗҫ

Йывӑҫсен папкийӗсем.

Ыйхинчен каллех вӑранчӗҫ

Тӗрлӗ-тӗрлӗ лӗпӗшсем.

 

Кашни кайӑкӑн пур ӗҫӗ,

Тупӑнать хӑйне кура,

Ҫавӑнпа вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ

Вӗсем уҫӑ сывлӑшра.

 

Пуҫласа паян яр уҫрӗҫ

Ачасем ял хапхине;

Виҫӗ трактор харӑс тухрӗ

Кӗрлесе ҫуракине

 

Салам ем-ешӗл вӑрмана!

 

Шкул ачисем

Ҫӳреҫҫӗ вӑрманта:

Мӗн пек аван

Вӗсемшӗн халь кунта.

Ҫанталӑк ӑшӑ,

Ӑшӑ та хитре, –

Пӗр пӑнчӑ та

Тупаймӑн пӗлӗтре.

 

Тин ҫеҫ шӑтса

Ҫӗкленнӗ чечексем

Йӗркеренех лараҫҫӗ

Илӗртсе,

Ачасене курсассӑн,

Таҫтанах

Хисеп сунса пуҫ тайнӑн

Туйӑнать.

 

Инҫе те мар,

Кунтах ав, – ҫывӑхрах

Ҫӑка ларать

Ҫавра уҫланкӑра.

Ҫӑка ҫинче

Чӑпар куккук ларать,

Мӑйне тӑссах

Янравлӑ авӑтать.

 

Пирĕн таврара

 

Ӑҫта пӑхан, – унта ҫулла

Халь пирӗн таврара;

Мĕнпур колхоз, мĕнпур хула

Йăлтах симĕс тумра.

 

Нумай пулмасть сад пахчисем

Ларатчӗҫ шап-шурах,

Ӗнтӗ вӗсен ҫимӗҫӗсем

Ӳснӗ иккен шултра.

 

Ӑҫта пӑхан, – унта ҫулла

Халь пирӗн таврара;

Иртен те ир тул ҫутӑлать

Ҫак кунсенче вара.

 

Вӑрмансенчи кайӑкӗсем

Канмасӑр тенӗ пек

Юрлаҫҫӗ ҫепӗҫ юрӑсем

Хитре сассисемпе.

 

Питех те аслӑ хирсенче

Ӑш ҫил чупса ҫӳрет,

Пирӗн колхоз пуссинче

Тырпулӑ ешерет.

 

Ыраш та, тулӑ та кӑҫал

Ӑнӑҫлӑрах пиҫсе,

Пирӗн алла татах кал-кал

Кӗрессине пӗлсе.

 

Кашнийӗн чунӗ савӑнать –

Уй-хир ҫине пӑхса.

Кашнийӗн чунӗ мухтанать –

Хӑйӗн ӗҫне курса.

 

Илемлӗ пирӗн таврара,

Ӑҫта пӑхан, – ҫулла.

Мӗнпур ҫӑлкуҫ тапса тӑрать.

Пурте васкать мала.

 

Кӗр-кӗрлесе пурнӑҫ вӗрет

Ҫӗршывӑмра паян.

Хаваслӑ, кӑмӑллӑ пире –

Ачасене ялан!

 

Каҫ пулсан

 

Паҫӑрах хӗвелӗ анчӗ,

Ҫӳл тусен хыҫне пытанчӗ.

Шӑллӑм, эсӗ те куран:

Уйӑх кӗчӗ кантӑкран.

 

Ҫывӑрмашкӑн ӗнтӗ вӑхӑт,

Хывӑнар-ха, шӑллӑм, хӑвӑрт.

Лӑпкӑн, лӑпкӑн ҫывӑрар,

Ирхине ирех тӑрар.

 

Акӑ, мӗнле эпӗ…

 

Вӑхӑтра выртатӑп эпӗ

Ҫывӑрмашкӑн каҫсерен.

Вӑранатӑп хамах эпӗ

Ҫутӑлсассӑн, –

Ирсерен.

Хывӑнатӑп та хамах,

Тумланатӑп та хамах.

 

Вӑйӑра пулатӑп эпӗ

Уҫӑ-уҫӑ сывлӑшра.

Пуринпе те туслӑ эпӗ

Хамӑр кӳршӗ-аршӑра.

 

Аттене те пулӑшатӑп,

Аннене те пулӑшатӑп

Кирлӗ чух чылай ӗҫре:

Шыв кӳретӗп, вут ҫуратӑп,

Ӗнене апат паратӑп...

Сахал мар ӗҫлеп пӳртре.

 

Ҫавӑнпа ӗнтӗ калаҫҫӗ

Пиччесем –

Пионерсем:

Эсӗ лайӑх ача,

Вася,

Хӑть килте, хӑть вӑйӑра.

Пулмалла кашнин ҫапла.

 

Чĕкеҫ чӗпписем

 

Чӗвӗлти чӗкеҫӗн

Чӗвӗл чӗпписем

Ухӑ пек вӗҫеҫҫӗ

Йышлӑн ҫӗкленсе.

 

Лайӑх-ҫке вӗсемшӗн

Уҫă сывлӑшра,

Ярӑнса вӗҫмешкӗн

Анлӑ ҫӗршывра.

 

Кӗмӗл Атӑл ҫийӗ

Тӳп-тӳлек,

Аван.

Кӑшт кӑна ӑш ҫилӗ

Вӗркелет паян.

 

Вӗҫӗр, хавасланӑр,

Чӗвӗл чӗкеҫсем.

Ӳсӗр, ҫунатланӑр,

Савнӑ ачасем, –

Чӗкеҫ евӗр йӳрӗк пулӑр,

Тусӑмсем...

 

Кӳлӗ

 

Куҫкӗски пек ҫутӑ пирӗн

«Пысӑк вӑй» колхоз кӳлли..

Куҫкӗски пек,

Кунӗн-ҫӗрӗн

Ҫуталса выртать тулли.

 

Ваҫҫапа пулла каятпӑр

Час-часах эпир унта.

Сахал мар караҫ тытатпӑр

Кукӑрта –

Пӗр вырӑнта.

 

Виҫӗмкун тата эп тытрӑм

Темиҫе парка ҫӑрттан.

Ҫат та ҫат

Туртса кӑлартӑм

Тарӑн-тарӑн авӑртан.

 

Костёр

 

Ак, каллех таврана

Каҫ тӳлеккӗн килсе

Пур ҫӗре те ҫитсе хуҫа пулчӗ.

Ҫывӑхри вӑрмана,

Ҫавал урлӑ каҫса,

Пирӗн йыш юрласа канма юлчӗ.

 

Чӗртсе ячӗҫ костёр,

Вутӑ-шанкӑ ҫунать,

Пӗлӗте ҫитиех ҫутӑ кайрӗ.

Шӑплӑха хускатса,

Селӗм юрӑ юхать, –

Пионер юрри уҫҫӑн янрарĕ.

 

Юмахри пек тӗнче

Выртать халӗ умра.

Инҫете каять кӑмӑллӑ сасӑ.

Эх, мӗн чухлӗ хавас

Ҫак костёр умӗнче, –

Ку вӑл пирӗн ачалӑх хавасӗ.

 

Ҫуттӑнрах ҫуталса

Ҫун, илемлӗ костёр,

Ҫулӑмна ҫӳлерех вӗҫтер эсӗ.

Эпир туслӑ ҫемье, –

Пур ачашӑн пример.

Чӗресем костёрпа хӗпӗртеҫҫӗ.

 

Ҫӗршыв панӑ пире

Чаплӑ пурнӑҫ туса,

Ҫӗршыва чӗререн тав тӑватпӑр,

Ҫун, илемлӗ костёр,

Ҫуттӑнрах ҫуталса!

Пирӗн пурнӑҫ ялан ҫутӑ пултӑр!

 

Пӗр кӑмӑллӑн

 

Ялавӑмӑр – хӗвелӗмӗр, –

Ун айӗнче телейӗмӗр,

Эпир пыратпӑр харӑссӑн

Хавасланса утса.

 

Янратӑр пирӗн юррӑмӑр,

Ӑна халь хамӑр хыврӑмӑр,

Ҫӗршывӑмӑр-аннемӗр

Итлетӗр юратса.

 

Илемлӗ, ҫутӑ пурнӑҫшӑн,

Нихҫан манми ачалӑхшӑн,

Килес кунсен мухтавӗшӗн

Юрлатпӑр савӑнса.

 

Тӗреклӗ, ҫирӗп сывлӑхлӑ,

Ӗҫе ялан та юрӑхлӑ,

Нумай пӗлӳллӗ, чӑтӑмлӑ

Пулатпӑр кашниех.

 

Мала, пионери!

 

Кашнин чун-чӗрийӗ юратрӗ

Илемлӗ ҫурхи вӑхӑта.

Паян параппан пантӑртатрӗ,

Тухайрӗ отряд похода.

 

Телейлӗ ҫӗршывӑмӑр аслӑ,

Вӑл капӑр, сад пек ешерет.

Пире пурӑнмашкӑн хаваслӑ,

Ӳсетпӗр маттур пӗчӗкрен.

 

Шкулта хӗлӗпе ларнӑ хыҫҫӑн

Аван ҫӳреме вӑрманта.

Мала, пионери, хастаррӑн...

Ак тухрӗ отряд похода.

 

Ем-ешĕл вӑрман, симӗс улӑх...

Ҫил ҫсҫ шӑхӑрать сан ҫумра.

Мӗн пек илӗртӳллӗ тавралӑх,

Чечеклӗ ҫӗршывӑм умра.

 

Тантӑшсем

 

1

 

Пирӗн кӳршӗ ачи – Петӗр

Манпала пӗр ҫулхиех,

Яланах пӗрле ҫÿретпӗр

Йӗкӗреш-тӑван пекех.

Ирсерен шкула каятпӑр, –

Кӑнтӑрла иртсен киле...

Чӑн-чӑнах аван пурнатпӑр,

Пӗр килтен-мӗн, темеллех.

 

Вӑл та, эп те – вӗренетпӗр

Тӑрӑшса, вӑя хурса.

Комбайнер пуласчӗ, тетпӗр

Хӑвӑртрах ӳссе пырса.

Нихӑҫан та, – пӗр сӑлтавсӑр

Пӗр урок та хӑварман,

Эпӗ Петӗрсӗр, вӑл мансӑр

Шкул умне ҫитсе курман.

 

Манӑн – пиллӗк, унӑн – пиллӗк

Вӗренӳ паллийӗсем.

Тетрадьсем те пит йӗркеллӗ,

Ҫӗнӗ пек кӗнекесем.

Умра пирӗн хӗрлӗ галстук, –

Эп те, вӑл та пионер.

Питӗ паллӑ: мухтанмастӑп,

Эпӗ уншӑн, Петӗр маншӑн,

Пӗр-пӗриншӗн халь пример.

 



 

Ҫӗмӗртсем те, чиесем те

Ларчӗҫ шурӑ ҫеҫкене.

Хурӑнсем сараҫҫӗ ӗнтӗ

Васкасах ҫулҫисене.

 

Ҫуркунне. Ӑҫта пӑхатӑн, –

Нӳрӗ ҫӗр симӗсленет.

Улӑхра та, вӑрманта та

Халь аван кайӑксене.

Савӑнса вӗсем юрлаҫҫӗ

Тин ҫеҫ килнӗ ячӗпе.

Юрласах йӑва ҫавраҫҫӗ

Кашни хӑйӗн тусӗпе.

 

Пирӗн ялӑн колхоз сачӗ

Пуйса ҫитрӗ кайӑкран.

Пуҫласа куккук сас пачӗ

Атӑл урлӑ йӑлӑмран.

 

Ак эпир утса пыратпӑр,

Ҫывхаратпӑр шкул тӗлне.

Пӗр-пӗрне салют паратпӑр,

Кӗмелле экзамене.

 

Кӑмӑл лайӑх. Ӗмӗт пысӑк.

Петӗрпе каллех пӗрле,

Вӑл ман тус, эп унӑн тусӗ, –

Эпир туслӑ Петӗрпе.

 

2

 

Патӑмӑр экзамен,

Килтӗмӗр киле.

«Манӑн «пиллӗк». Санӑн...» –

Петӗр хирӗлет.

Санӑн, тет, «тӑваттӑ»,

Юлтӑн эс манран.

Ирхине кулаттӑн,

Халӗ макӑран.

 

Тухрӑмӑр вӑййа та, –

Аслӑ урама.

Тӗлӗнсех каятӑп;

Петӗр вылямасть.

Пӑхкалать хӑяккӑн,

Сиввӗн калаҫать:

«Мӗн вара ку яхӑн

Вӑл мӑнаҫланать?»

 

Ачасем ыйтаҫҫӗ:

«Мӗн-ха сирӗнпе?».

Хӑшӗсем кулаҫҫӗ,

Темӗн сиснӗ пек.

Кӳршӗллӗ пурнаттӑр,

Туслӑччӗ питех,

Халӗ ютшӑнатӑр

Палламан пекех.

Мӗн пирки, пӗлместӗп,

Петӗр хирӗҫет.

Мӗн тӑвас тесен те,

Уҫҫӑн килӗшмест.

 

3

 

Пыратпӑр улӑх тӑрӑх,

Утатпӑр малалла.

Умри ҫырма тӑп-тӑрӑ

Юхать вӑрманалла.

 

Ун хыҫӗнчен кӗретпӗр

Эпир те вӗтлӗхе.

Канмашкӑн ларас, тетпӗр,

Пӗр сулхӑн – хӳтлӗхе.

Ҫанталӑк питӗ ырӑ.

Юрлаҫҫӗ кайӑксем.

Эпир кунта мӗнпурӗ

Шӑп вуннӑн – ачасем.

 

Пӗр шухӑшлӑн, пӗр чунлӑн

Ҫирӗп сӑмах тытса,

Утмашкӑн умлӑн-хыҫлӑн

Тухса-ҫке похода.

Кутамккасем хӑть йывӑр,

Хӗвел те пӗҫертет,

Утса-утса пыратпӑр.

Вӑй-хал вӗрет пирте.

 

Тавралӑха сӑнатпӑр, –

Тӑван тавралӑха.

Пӗлесшӗн тӑрӑшатпӑр

Мӗнпур пуянлӑха.

Ларма сӗнет вожатӑй:

Ларатпӑр апата,

Кӑштах канма хушать вӑл

Хастарлӑ отряда.

 

Апатлантӑмӑр аван,

Вӑйӑсем вылярӑмӑр.

Ешӗл симӗс таврана

Юрӑпа янратрӑмӑр.

 

Вӑхӑт ҫитрӗ, каймалла, –

Малалла уттартӑмӑр.

Иртенпе тӑван яла

Самаях хӑвартӑмӑр.

 

Ҫитме пулнӑ вырӑна

Ҫитесехчӗ, терӗмӗр.

Ав, уҫланкӑ курӑнать...

Сылтӑма ҫул илтӗмӗр.

 

4

 

Тӗттӗм каҫ.

Ҫанталӑк ӑшӑ.

Симӗс улӑх тӗлӗрет.

Пулӑсем сиксе выляҫҫӗ

Тарӑн-тарӑн кӳлӗре.

 

Киленсе эпир ларатпӑр, –

Ялкӑшса ҫунать костёр,

Вуттине хурсах тӑратпӑр,

«Эх, костёр, хӗмне вӗҫтер!».

 

Лайӑх пиҫрӗ, тутлӑ пиҫрӗ

Витрере пулӑ шӳрпи.

Каҫ апачӗ ӗнтӗ ҫитрӗ,

Ҫирӗп пирӗн кун йӗрки.

 

Тӳсейместӗп, терӗ Петӗр,

Итлӗр, акӑ мӗн калап:

Пит аван эсир пӗлетӗр

Манӑн шухӑш-кӑмӑла,

Эпӗ айӑплӑ. Каҫарӑр,

Кӑшт ҫӳрерӗм мӑнланса.

Иванпа вӑрҫма пуҫларӑм

Ахалех шӑрчӑкланса.

 

Халь ӑнлантӑм, килӗшӳсӗр

Тыткаларӑм хама хам.

Туслӑха хисеплемесӗр

Перкелерӗм сӑмаха.

Паян куртӑм, пурте лайӑх,

Эпир – ҫывӑх тантӑшсем.

Туслӑхра ӳсет хаваслӑх,

Ӳсĕҫ шухӑш-ӗмӗтсем.

Ҫук, текех ун пек тумастӑп,.

Тархаслатӑп, чӗререн.

Пионер ятне ямастӑп.

Эпӗ ҫирӗп пионер!

 

Отряд ӑшӑ ыйхӑра,

Ҫывӑрать палаткӑра.

Петӗр ҫеҫ халь вут хурать, –

Петĕр шанчӑклӑ хурал.

 

Ҫерем уҫма

 

Ун чӗринче телейлӗх вучӗ,

Куҫӗсенче хавас ҫиҫет.

Аллийӗнче инҫе ҫул хучӗ. –

Ирӗк уй-хир ӑна кӗтет.

 

Ҫӑтам, тӗреклӗ ҫамрӑк каччӑ –

Манӑн пичче, манӑн тӑван,

Йӗркеренех ак алӑ пачӗ,

Каять вӑл пирӗн хуларан.

 

Сыв пулӑр, – тет, – эпир васкатпӑр

Мухтавлӑ парти чӗннипе,

Комсомолла сӑмах паратпӑр:

Ҫанталӑка пӑхӑнтаратпӑр

Унта ӗҫри ҫитӗнӳпе.

 

Тапранчӗ поезд, шурӗ, шурӗ...

Куҫран ҫухалчӗ инҫетре.

Пиччесене вӑл илсе кайрӗ

Ҫерем уҫмашкӑн ҫӗн ҫӗре.

 

Иван Юманов

 

Виҫӗ ҫул пӗрле вӗреннӗ,

Пӗрле чупнă, пӗрле сикнӗ

Пионер – Иван Юманов

Пурӑнать халь совхозра,

Пурӑнать пит аякра...

 

Вӑл ҫырать: «Аван пурнатпӑр.

Пирӗн ял ӳссех пырать.

Ирсерен шкула чупатпӑр,

Каҫсерен киле вара...

 

Ҫӗнӗ шкул. Эпир килсессӗн

Туса лартрӗҫӗ ӑна.

Вӗренетпӗр вӑтӑр виҫҫӗн,

Тӑрӑшса кашни кунах.

 

Вырӑссем те, тутарсем те,

Чӑвашсем, мариецсем...

Кунта пур узбек ачи те, –

Пурте кӑмӑллӑскерсем.

 

Лайӑх пирӗн дисциплина,

Паллӑсем те япӑх мар.

Пӗри ҫеҫ – Цапкова Лина

Вӗренет кӑштах начар.

 

Сӑмах майӑн, каласамӑр

Хӑвӑр Симонов ҫинчен:

Чӑтаймастчӗ шавламасӑр

Перемена пуличчен.

 

Пӗлтерсемӗрччӗ: мӗн чухлӗ

Унӑн «пиллӗк»? Мӗн ӗҫлет?

Ман шутпа: тӳрленчӗ пулӗ,

Е вӑраххӑн тӳрленет?»

 

Пирӗн тус – Иван Юманов

Кайнă питӗ инҫете.

Пионер – Иван Юманов

Пурӑнать халь ҫӗн ҫӗрте.

 

Ылтӑн пучахсем

 

Кассӑн, кассӑн ҫилӗ

Ӑшшӑн вӗркелет,

Ҫулсӑрах вӑл лӑпкӑн

Уй-хирте ҫӳрет.

Тинӗс пек илемлӗн

Тулӑ хумханать,

Ылтӑн пучахсенӗн

Пуҫӗ тайӑлать.

 

Хумханӑр, савӑнтарӑр

Пире, пучахсем.

Мӑнаҫлӑн капӑрланӑр,

Сар ылтӑн пучахсем.

 

Ой, тӑван уй-хирӗм,

Ой, тӑван уй-хир, –

Иксӗлми пуянлӑх

Эс пире паран.

Акине тума та

Тыррине пӑхма

Аттесем пӗлеҫҫӗ

Туслӑ ушкӑнпа.

 

Хумханӑр, савӑнтарӑр

Пире, пучахсем.

Мӑнаҫлӑн капӑрланӑр,

Сар ылтӑн пучахсем.

 

Хӑш енне пӑхатпӑр –

Ҫавӑнта хавас.

Савӑнса выратпӑр

Сарӑ туллине.

 

Кассӑн, кассӑн ҫилӗ

Ӑшшӑн вӗркелет.

Ӑмӑрту юррийӗ

Уҫҫӑн ҫӗкленет.

Хумханӑр, савӑнтарӑр

Пире, пучахсем.

Мӑнаҫлӑн капӑрланӑр,

Сар ылтӑн пучахсем!

 

Кукуруза хирӗнче

 

Асаттесем акман ӑна,

Асаннесем вырман ӑна,

Пирӗн енче пулман нихҫан та,

Пирӗн енче курман никам та,

Пӗлмен, илтмен авал ӑна.

Пӑхсамӑр халӗ ун ҫине:

Саркаласа ҫулҫисене

Вӑрман пекех ларать илемлӗн,

Кӗрсе кайсан тухса пӗтеймӗн

Сире-сире енчен енне.

 

Илемлӗ ир

 

Ҫӗкленет мӑнаҫлӑн

Ирсерен ҫут шуҫӑм,

Уйӑх шуралать те

Меллӗн пытанать.

 

Кӗҫ хӗвел тухать-и

Хӗрелсе вут-хӗмлӗн,

Курӑнать вӑл уҫҫӑн

Пӗтӗм таврана.

 

Вӑранать ҫӗршывӑм,

Вӑранать ялйышӑм, –

Пурте вӑранаҫҫӗ

Ыйхӑран ирех.

 

Мухтанатӑп эпӗ,

Савӑнатӑп эпӗ

Селӗм кун килнишӗн

Лӑпкаса пире.

Чыслӑ тумланатӑп,

Хам килтен тухатӑп.

Яланхи пек хӑвӑрт

Ҫул тытап шкула.

Манпала утаҫҫӗ

Темӗн чухлӗ ҫамрӑк

Хамӑр такӑрлатнӑ

Аслӑ ҫулпала.

 

Чаплӑ та тирпейлӗ

Ҫӗнӗ ҫуртсен умӗн

Ушкӑнпа иртетпӗр

Малалла эпир.

Вӗренме васкатпӑр –

Паттӑрсем пулмашкӑн.

Мӗн тери илемлӗ

Пирӗн ҫутӑ ир!

 

Пирӗн Иванюк

 

Илтнӗ-и эсир, ҫак пӗчӗк

Иванюк ҫинчен?

Ҫак ача питех те йӳрӗк,

Ҫак ача – ӗҫчен.

 

Тулӑ вырнӑ. Пӗр пучахсӑр

Пирӗн анлӑ хир.

Мӗншӗн ҫавӑн пек таса вӑл,

Сиснӗ-и эсир?

 

Ир-ирех хире тухатӑн,

Сулхӑн... никам ҫук.

Эй, юлташӑм, йӑнӑшатӑн:

Кур, веҫ Иванюк...

 

Айлӑмра кукленнӗ ларнӑ –

Пуҫтарать пучах.

Тухӑҫра хӗвел вӑраннӑ –

Чӗртнӗ-мӗн вучах...

 

Иванюк пӗччен-и? Йышлӑ

Ачасем унпа:

Хӑшӗ – пӗчӗкҫӗ хутаҫлӑ,

Хӑшӗ – кунтӑпа.

 

Иванюк ӳссен пуласшӑн

Харсӑр бригадир.

Ҫавӑнпа хире тухмашкӑн

Ӳркенмен пит ир.

 

Ирхи юрӑ

 

Уҫрӑм ирех эп паян кантӑка,

Куртӑм мӗнпур таврана.

Ҫутӑ хӗвел ярӑнать,

Ҫӗршывӑм ҫине хӗрелсе хӗм тӑкать.

 

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм –

Чипер ҫуркунне.

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм,

Эс пирӗн анне!

 

Аслӑ уй-хирӗм хитрен ешерет,

Тырӑ пулать сӗрӗшсе.

Кӑмӑллӑн, ӑшшӑн килсе,

Сар тулӑ пуҫне хумхатса, ҫил вӗрет.

 

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм –

Чипер ҫуркунне.

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм,

Эс пирӗн анне!

 

Уҫҫӑн сывлать пӗтӗм халӑх кунта

Ырлӑх, телей тупнипе.

Улӑп утса пынӑ пек

Хăюллӑн утатпӑр эпир малалла!

 

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм –

Чипер ҫуркунне.

Ҫуратнӑ ҫӗршывӑм,

Эс пирӗн анне!

 

Ак кӗҫех ҫитет сентябрь

 

Пуҫласа эп кӑҫал кантӑм

Пионер лагерӗнче,

Нихӑҫан та, нихӑҫан та

Манас ҫук эп ун ҫинчен.

 

Умӑмрах ем-ешӗл улӑх,

Юханшыв, ҫӑра вӑрман...

Походсенӗн вӑрӑм ҫулӗ

Халь те манӑн умӑмрах.

 

Ах, ӑҫтан сире манас-ха,

Тӗрлӗрен экскурсисем?

Мӗн чул савӑнӑҫ, хаваслӑх

Пире пачӗҫ вӑл кунсем.

 

Заводра та, колхозра та,

Ҫывӑхри МТС-ра

Пулнине асрах тытатӑп, –

Уй-хирсем ҫаплах асра.

 

Ҫитӗнетчӗ ун чух тырӑ

Хирсенче паркаланса.

Тӳпере юрлатчӗҫ юрӑ

Тӑрисем, ҫунат ҫапса.

 

Астӑватӑп: пултӑм чаплӑ

Кукуруза пуссинче.

Ҫум ҫумларӗ пӗтӗм лагерь

Шеф-колхозӑн хирӗнче.

 

Эп паллашрӑм питӗ ҫывӑх

Сахал мар тантӑшсемпе.

Ҫирӗпленчӗ ҫӗнӗ туслӑх

Ěнтӗ манӑн вӗсемпе.

 

Пӗр-пӗрне пӗлсе тӑратпӑр,

Ҫӳрететпӗр ҫырусем.

Ҫаламсем ярса тӑратпӑр,

Ăшӑ-ӑшӑ саламсем.

 

Ак кӗҫех ҫитет сентябрь.

Ҫӗнӗрен шкула кайсан,

Кашниех сӑмах паратпӑр

Вӗренмешкӗн вӑй хурса.

 

Савӑнса ҫӗршыв калатӑр:

«Пултаратӑр, ачасем,

Вӗренме те, ӗҫ тума та,

Тав сире, пионерсем!»

 

Ыран шкула

 

Иртсе кайрӗ ӗнтӗ ҫу,

Ыранах сентябрь.

Пӗр ача та юлас ҫук, –

Вӗренме каятпӑр.

Лайӑх кантӑмӑр кӑҫал,

Ҫирӗпленчӗ сывлӑх.

Татах хутшӑнчӗ вӑй-хал,

Хутшӑнчӗ хаваслӑх.

Ак умрах... Ҫӑлкуҫӗсем

Васкаса юхаҫҫӗ.

Йӑлкӑшаҫҫӗ ҫӑлтӑрсем,

Тӗлӗрет ҫу каҫӗ.

Асӑмрах костёр ҫунни

Явӑнса мӑнаҫлӑн.

Ырлани те ташлани –

Пурте ырӑ маншӑн.

Чӗререн сӑмах парса

Ҫӗршыва калатпӑр:

«Эпир пурте тӑрӑшса

Вӗренме пулатпӑр!»

 

Салам малтанхи урока

 

Эпир кӗтсе тӑнӑ

Сентябӗрӗ ҫитрӗ,

Ирех килсе кӗчӗ яла.

Сап-сарӑ сӑнпа

Таврана илемлетрӗ.

Шкула, ачасем, тет,

Шкула!

 

Ҫӳрет ҫуталса

Уяв кунӗ пек чаплӑн,

Пурне те пырса

Ал тытать.

Пуҫран лӑпкаса вӑл

Тӑванлӑн, хаваслӑн

Шкула халь пымашкӑн

Ыйтать.

 

Типет кӗмӗл сывлӑм

Хӗвел хӗртнӗ майӗн:

Мӗн чухлӗ ача

Урамра.

Шавлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ...

Питех те нумайӑн,

Кашнин ҫӗнӗ сумка

Ҫумра.

 

Тумланнӑ вӗсем

Паян шукӑль те капӑр,

Уяв чухнехи пек, чӑнах.

Шкул алӑкӗ уҫӑ,

Пурте васкатпӑр,

Чӗнет вӑл

Мӗнпур ачана.

 

Шӑнкрав шӑнкӑртатрӗ, –

Йыхравлӑ сас пачӗ,

Кашнин умӗнче

Ҫутӑ класс.

Учитель тӑрать,

Куҫӗсем йӑлтӑраҫҫӗ.

Маттур ачасемшӗн

Хавас.

 

Телейлӗ ачалӑх, –

Манми ҫӗнӗ тапхӑр,

Янра эс янра

Юрӑпа.

Сана тав туса

Вӗренмешкӗн васкатпӑр,

Салам малтанхи

Урока!

 

Учитель

 

Кашни кун ӑна куратпӑр,

Курсанах сывлӑх сунатпӑр.

Атте пек вӑл пире ҫывӑх,

Ачасем.

 

Пӗр сӑмах та пытармастпӑр,

Нихӑҫан та ним суймастпӑр.

Эпир унӑн чи юратнӑ

Ҫыннисем.

 

Кашни ир хӗвел хӑпарӗ.

Кунсем хӑвӑрт иртсе пырӗҫ.

Утӑпӑр эпир пӗр харӑс

Малалла.

Хулара-и, колхозра-и...

Хӑть ӑҫта эс пурӑнсан та,

Аса илӗн ҫак ҫынна

Чыспала.

 

Атте мар вӑл, пичче мар вӑл,

Анчах ҫав тери паха вӑл,

Пурнӑҫа нумай пӗлмешкӗн

Вӗрентет.

Манас ҫук ӑна нихҫан та,

Манас ҫук ӑна никам та –

Вӑл учитель! Ҫын тӑвасшӑн

Пирӗнтен!