Сумар тумламе

Емельянов Прохор Кононович


    

Содержание:

 

Çумăр тумламĕ

Мĕнле пулă?

Ватă юман

 

ÇУМĂР ТУМЛАМĔ

 

К а л а в

 

Паян каллех пĕр пĕлĕт татăкĕ те курăнмасть. Тÿпе кăвак та тăрă. Хĕвел чăтма çук пĕçертет. Пăчă...

Эпир Сашăпа иксĕмĕр пахчари лăпсăркка çăка сулхăнĕнче кĕнеке вуласа выртатпăр.

Мĕн чухлĕ выртнă-ши, пĕлместпĕр. Сасартăк аслати кĕмсĕртетни илтĕнсе кайрĕ. Пăхатпăр – çумăр килет иккен. Хура хăмăр пĕлĕтсем хĕвел патнех кармашса çитнĕ. Кĕçех вĕсем ăна йĕри-тавра сырса илчĕç. Хĕвел курăнми пулчĕ. Çанталăк сулхăнлатрĕ.

Çил ачисем таçтан хăяматран сиксе тухрĕç те, йывăçсем çийĕн хуп-хупăлчăк туса, çырма-çатрасемпе уй-хирсем тăрăх ĕрĕхтерчĕç.

Аслати татах та хыттăнрах кĕмсĕртетрĕ. Таканлă урхамахсем çине утланнă темиçе пин паттăр сарлака тимĕр кĕпер урлă çĕмĕрттерсе каçнăн туйăнчĕ.

Таçта инçетре, Атăл леш енче, йăлт-ялт туса çиçрĕ, вăрманта кĕрслеттерсе аслати çапрĕ.

Хурт-кăпшанкăсем хăранипе хăйсен шăтăкĕсене кĕрсе пытанчĕç. Шăна-пăвансем йывăç çулçисемпе чечексем айне лăпчăнчĕç.

Акă, йывăрланса çитнĕ хура пĕлĕтсенчен уйрăла-уйрăла, çумăр тумламĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕр çинелле вĕçрĕç. Кĕçех вĕсем, шултăраскерсем, пăт та пат туса ÿке пуçларĕç.

Таврари мĕн пур ÿсен-тăран хĕпĕртесе укрĕ.

«Типсе вилесрен хăтартăр эсир пире, хаклă тумламсем! – терĕç вĕсем çумăр тумламĕсене.— Сире кĕтсе эпир чутах шурăхса, хăрса лараттăмăр. Халĕ тинех кăкăр туллин сывласа ятăмăр».

Акă, тăрна куçĕ пек тăп-тăрă пĕр тумлам çĕр çи-нелле ыткăнса анчĕ.

Эпĕ килтĕм! Эпĕ! Тытăр! – кăшкăрчĕ вăл сывлăшра ярăннă май, унтан тÿрех илемлĕ мăкăнь чечекĕ ăшне кĕрсе ÿкрĕ. Мăкăнь савăннипе хăйĕн шупка кĕрен çеçкисене сарса ячĕ, тумлама ăшшăн чуп туса илчĕ. Çумăр тумламĕ, хăйне кунашкал кĕтсе илнишĕн хĕпĕртесе, кĕмĕл шăрçа пек йăлтăртатма пуçларĕ...

Ун юлташĕсем ытти пахчасене, садсене, улăхсене, уй-хирсемпе вăрмансене саланчĕç. Пĕтĕм ÿсен-тăрана килентерчĕç. Тавралăх çĕнĕрен çуралнă пек пулса тăчĕ.

Çумăр иртсе кайсан, пăрчăкан чĕппи пахчана шыв ĕçме тухрĕ. Вăл мăкăнь чечекĕ çинчи йăлтăркка çумăр тумламне курах кайрĕ. Çивĕч кайăк тумлам патне вĕçсе пычĕ те мăкăнь çеçкине асăрхамасăр хÿри вĕçĕпе кăштах перĕнчĕ. Мăкăнь шикленнипе сасартăк хумханса илчĕ. Тумлам вара тытăнса тăраймарĕ, çĕр çине пат! ÿкрĕ те таçта кайса кĕчĕ.

Ах, сана, ашкăнчăка! Пĕтертĕн манăн тумлама! – юнарĕ пăрчăкан чĕппине илемлĕ мăкăнь. Анчах вăл ăна ним тума та пултараймарĕ, ярăнсавĕçсе кайнине çеç пăхса юлчĕ.

Тумлам, мăкăнь чечекĕ варринчен ÿксен, тÿрех çĕр ăшнелле сăрхăнса кĕчĕ.

«Ах, тĕттĕм-çке кунта! Хăрушă... Çут тĕнчерех лайăхчĕ. Епле каялла тухам-ши?» – кулянма тытăнчĕ тумлам. Унччен те пулмарĕ – ун патнелле ăман шăвăнни курăнчĕ. «Пĕтрĕ пуç! Ĕнтĕ кун-çулăм вĕçленчĕ!» – терĕ вăл чĕтре-чĕтре. Çапла чĕтренĕ май хăй çĕр тĕпнелле аннăçемĕн анса пычĕ.

...Самай йывăр пулчĕ ăна тĕрлĕрен тăпра витĕр сăрхăнма. Çитменнине тата сĕм-тĕттĕм, йĕп чиксен те курăнмасть. Юлташсем те таçта... Анчах мĕн тăвăн ĕнтĕ? Май пур чухне малаллах çул тытас...

Аялалла ансан-ансан, хайхи тумлам курах кайрĕ: çĕр тĕпĕнче шăнкăртатса шыв юхса выртать иккен! Калама çук тăрă хăй, витĕрех курăнать. «Çăлăнтăм! Çăлăнтăм! Халĕ хăрамастăп ĕнтĕ, тек эп пĕччен мар! Мĕн чухлĕн кунта ман юлташсем!» – Савăнккпе пирĕн тумлам юрласах ячĕ. Юхан шыв хĕррине чупса пычĕ те чăмпăлт! çеç шыва сикрĕ. Юлташĕсем ăна çавăнтах ыталаса илчĕç, шăккăр-шăнкăр калаçса, хăйсемпе пĕрле илсе кайрĕç...

***

Ирхине эпир Сашăпа çырмари çăл куçне шыв ăсма кайрăмăр.

Çĕр айĕнчен тимĕр кĕпçе тăрăх шăнкăртатса тăрă та сивĕ шыв юхса тухать. Ешĕл курăк çинче кĕмĕл: шăрçа пек сывлăм тумламĕсем йăлтăртатаççĕ.

Шыв пăсланать...

Ăçта-ши халь мăкăнь çинчен тарнă пирĕн тумлам?..

 

МĔНЛЕ ПУЛĂ?

 

К а л а в

 

Ванюк! Эпир Ваçукпа иксĕмĕр Вăрăм Вар кÿллине пулă тытма каятпăр, пыратăн-и? – чĕнчĕ мана кантăкран кăтра Кĕркури.

Халех! – терĕм те эпĕ йăпăр-япăр вырăн çинчен сиксе тăтăм. Куçсене сăтăркаласа, çенĕке чупса тухрăм. Кунта манăн каçхине хатĕрлесе хунă пĕр банкă ăман ларать, кĕтесре, стена çумĕнче, вăлта хулли сĕвенсе тăрать. Эпĕ вăр-вар вĕсене ярса тытрăм та, пĕр татăк çăкăр чиксе, урамалла тухса вĕçрĕм...

Кăтра Кĕркурипе Ваçук, мана кĕтсе, пура хыçĕнчи пĕренесем çинче лараççĕ. Хăйсен умĕнче ăман тултарнă консервă банкисем лараççĕ, вăлта хуллисем выртаççĕ. Çурăм хыçне пĕрер котелок çакнă.

Нумай çывăратăн, Ванюк. Пăх-ха, хĕвел ăçта çитнĕ! – терĕ кăтра Кĕркури кăмăлсăррăн.

Хĕвел, чăнах та, самай çÿле улăхнă – йăмрасем урлă пăхать. Тÿпе тап-таса, çил те пачах çук.

Лăпкă çанталăкра ыраш пăтрисем лайăх кĕреççĕ. Иртерех каймаллаччĕ. Халиччен пĕрер котелок пулă тытаттăмăр, – ĕнсине хыçса илчĕ Ваçук.

Ыраш пăтрисене вĕсене кунĕпех тытма пулать. Ыраш пăтри мĕн вăл! Эпир вăт виçĕм кун Энтри мучипе тăр кăнтăрлах пĕр хуран çупах пулă тытрăмăр, – мухтанчĕ Кĕркури.

Вăлтапах-и?

Вăлтапа ун чухлĕ тытсан, ытла тутлă пулĕччĕ, – кулса ячĕ Кĕркури, кăтра çÿç пайăркисене çамки çинчен сирсе ярса. – Сĕрекепе тытрăмăр. Колхоз столовăйĕ валли.

Э, сĕрекепе! Сĕрекепе çупах пулă мар, çăрттан пулă та кĕрет! – тесе сăмсине нăш! туртрĕ Ваçук...

Çапла калаçкаласа, эпир кÿлĕ еннелле васка-рăмăр.

 

* * *

Ирхине улăх тăрăх утма ытла та лайăх. Сывлăш таса та уçă. Çулса типĕтнĕ утă куписенчен ырă шăршă кĕрет. Кăкăр туллин сывлас килет.

Сывлăм типмен-ха. Симĕс курăк çинче пирĕн ура йĕрĕсем юлаççĕ. Эпир виçсĕмĕр те çарран, çара пуçăн. Çапах васканипе курăк тунисем урана чикнине те туймастпăр...

Çап-çутă тĕкĕр пек йăлтăртатса выртать Вăрăм Вар кÿлли. Кÿлĕ хĕрринче икĕ ватă йăмра пуçĕсене тайса лараççĕ. Вĕсен айĕнче пĕр пĕчĕк пÿрт лăпчăнса ларать. Сулхăнра тăлласа янă ула лаша çÿрет...

Акă пÿртрен вăлта хулли йăтнă, шурă сухаллă лутра старик тухрĕ. Ку вăл – Энтри мучи, колхоз хуралçи. Шурă сухалне аллипе шăлса, вăл пире:

Пулăсем сире кĕтсе ывăнчĕç ĕнтĕ, – терĕ. – Халĕ, канма тесе, хăмăшсем айне пытанчĕç-ха. Сире хĕрхенсе тухсан анчах... Пĕлместĕп, ачамсем, мĕн шухăш тытĕç, – куçĕсене чеен хĕссе илчĕ Энтри мучи.

Эпир вĕсене хăмăш айĕнчен те хăваласа кăларатпăр, Энтри мучи, – терĕ кăтра Кĕркури.

Иртерех килмеллеччĕ те çав... – кÿренчĕ Ваçук.

Ан кÿрен, – лăплантартăм эпĕ Ваçука, – пĕр килнĕскер кушак валли те пулин тытатпăрах... Ĕçе тытăничченех ма кулянас ара...

Хам шухăша эп каласа та пĕтереймерĕм, Энтри мучи сăмах ваклама пуçларĕ.

Эсир пĕлетĕр-и, ачасем, – терĕ вăл, – пирĕн кÿлĕре тĕлĕнмелле пулă пурăнать. Никам та ăна тытаймасть. Сĕрекене те кĕмест вăл, чарлан çăварне те лекмест. Шалт тĕлĕнмелле! – Эпир виçсĕмĕр те Энтри мучи патнерех шуса лартăмăр.

Мĕнле пулă вара вăл, Энтри мучи? Курасчĕ пирĕн ăна? – пĕр харăс тенĕ пекех ыйтрăмăр эпир.

Ха, мĕн калаçаççĕ вĕсем! Чарлан та кураймасть пулсан, эпир ăçтан курăпăр ăна. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ: вĕтĕ пулăсен тăшманĕсем питĕ нумай. Кашни чĕрчун тенĕ пекех хăратать вĕсене. Кĕç-вĕç йăтса каяççĕ-и, кĕç-вĕç тытаççĕ-и – чĕтресе кăна çÿре. Çак пулă çапла пурăнса йăлăхсах çитет. «Тавай-ха пĕр-пĕр ырă кăмăллă çынпа калаçса пăхам, тен, пулăшĕ. Пур этем те унсăр пулас çук, – шухăшлать пĕррехинче хайхискер. – Анчах мĕнле майпа тĕл пулас?» Çапла шухăшланă вăхăтра пулă сиссе те ĕлкĕреймест, ăскăча лекет. Чăтма çук сехĕрленсе ÿкет: «Пĕтрĕ пуç, – тет вăл, – ăçта кайса кĕрес!» Унталла-кунталла сикет, çапкаланать – çук, тухаймасть. Унччен те пулмасть, ăскăчпа пĕрле вăл сывлăшра ярăнса илет те чăмпăлт! çеç шыва кĕрсе ÿкет. Пăхать – йĕри-таврах стена. Пичкере иккеи вăл! Пулă лăштăрах каять: ишмелĕх те хал юлмасть унăн. Ним тума аптăранипе вара пĕр кĕтессе лăпчăнса выртать. – Эй, тĕнче! Пулă пур тем кунта? Эсĕ, мĕн, мучи, ылтăн пулă çаклатса килтĕн-им? – тĕлĕнеççĕ пичкере пулă чăмпăлтатнине асăрханă малярсем. Ватă старик тĕлĕннипе ним калама аптăраса тăрать. Вăл шыв тултарнă чух пичкене пулă лекнине хăй те асăрхайман-мĕн.

Шел ку пулла, – тет пĕр малярĕ, – ахалех пĕтет ĕнтĕ.

Кайса ярас кÿлле! – ăс парать тепри.

Мĕнле лекнĕ-ха вăл кунта, мĕн шырать? – тет виççĕмĕшĕ, пулла пичкерен куркапа ăсса илсе.

Ырă çын шыратăп, – тет пулă хăйĕн çинçесассипе. Пулă сассине илтсен, маляр тĕлĕнсе хытсахкаять.

Тăшмансем нумайланса кайрĕç: ниçта тухма çук, хуралласах тăраççĕ, – ÿпкелешет пулă.

Апла пулеан, хам пулăшăп, пулă тусăм, – тет ăна маляр.

Пулăш, пулăш, тархасшăн, ырă çыннăм! – хĕпĕртенипе хÿрипе çат та çат тутарса илет пулă ăскăч хĕррине. Пуçне каçăртса тăпăлт-тапăлт сиккелет...

Пуçлать хайхи маляр пирĕн пулла сăрлама! Кутăн-пуçăн çавăрать кăна! Сехри хăпнипе пулă çăварне карсах пăрахать, чĕтреме тытăнать...

Акă, пулчĕ те, – тет ăна маляр кĕçех. – Халь ĕнтĕ ним хăрамасăр çÿреме пултаратăн. Никам та асăрхаяс çук. Сан çииче халь тем тĕрлĕ тĕс те пур, усă курма çеç пĕл. Çапла калать те маляр пула каллех кÿлле кайса ярать.

...Ишет хай пулă шывра, çитмен кĕтес хăвармасть. Пĕрре кÿлĕ тĕпне чăмать, тепре çÿле çĕкленет, айккăн-майккăн çаврăнать. Никам та ăна тапăнмасть. Мĕншĕн тесен асăрхаймаççĕ. Çапла паян кун та ирĕклĕн ишсе çÿрет имĕш вăл çак кÿлĕре.

Мучи хăйĕн юмахне вĕçлерĕ. Эпир шухăша путрăмăр...

Чăнах та, мĕнле пулă-ши вăл?