Сулпикепе валĕем хун

Хузангай Петр Петрович


    

СУЛПИКЕПЕ ВАЛĔМ ХУН

 

Юмах

 

Халь те мар, ĕлĕк те мар,

Чăн та мар, тĕлĕк те мар;

Пуçпала кăшт пушкарсан −

Суя мар, элек те мар.

 

Асатте ача чухне

Аттепе пĕр çулхине

Кайăка эп кайнăччĕ

Шурă Атăл улăхне.

 

Сунар пулчĕ пит пуян:

Вĕçмен хур, уксах куян,

Суккăр пăчăр тытрăмăр...

Унта мар-ха ĕç паян.

 

Çав тери инçе çĕре

Аташса çӳре-çӳре,

Касăлман Турта ялне

Лекме тивнĕччĕ пире.

 

Шыра Туп кил-çуртĕнче

Эпир çĕр çĕрленĕччĕ,

Сарăнман сентре çинче

Ак çакна итленĕччĕ.

 

1

 

Пĕр чăваш шăши ӳстернĕ:

Тем çитернĕ, тем ĕçтернĕ −

Шăши пулнă пăши пек,

Хăть суха ту шăшипе!

Çитĕнтернĕ те вăл пуснă,

Пасара сутмашкăн тухнă

Ун шăналăк пек тирне.

Хăй каланă çынсене:

«Кам çак мĕн тирне ăнкарĕ −

Çав халех илме пултарĕ

Манăн çитĕннĕ хĕре».

Çук, пĕлмерĕç-ха тире.

Каяллах çакса вăл кайрĕ.

Анчах вĕçрĕ тир хыпарĕ,

Çитрĕ питĕ инçете, −

Йĕкĕлтет пур йĕкĕте.

 

Чăн та, çыннăн пур пĕртен-пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр:

Пичĕ − пиçнĕ пĕрлĕхен,

Куçĕ çĕмĕрт пек иккен,

Куç шăрçи вут пек çунатĕ,

Куç харши − чĕкеç çуначĕ:

Савăнсассăн сарăлать,

Кăтăрсассăн карăнать,

Кӳренсессĕн пĕрĕнет,

Тӳлек чух вăл тӳрленет.

Тăпăл-тăпăл тутисем

Йĕкĕр мăйăр пек, тесен,

Тĕшшисем вĕсен мĕнле-ши?

Кам катса тĕшлемелле-ши?

Тикĕс, тачă та чечен

Ĕнчĕ шăл çăварĕнче.

Тухйи айĕн, туй çĕленĕн

Шăвăнса тухса, илемлĕн

Сархӳри вĕçне çити

Явăнать кăтра çивти.

Çинçерен-и, хитререн-и −

«Сĕрме купăс мăйĕ», тенĕ

Пилĕкне хăш-пĕрисем,

Сăхланса та хĕрĕнсе.

Утти акăш ишши евĕр,

Кулли шуçăм шевлипе пĕр,

Чĕлхи çепĕç, çу пекех,

Ячĕ унăн − Сулпике.

 

Ак таçтан-таçтан вĕçтерчĕ

Хĕр килне тем тĕрлĕ евчĕ...

Пурте çав тери хĕре,

Пĕр пус хулăмсăрскере,

Кин туса кил-йыш хушасшăн,

Çынсенчен малтан юрасшăн.

Каччисем те хăшĕсен

Кисĕп пек кăна иккен, −

Çул çитмен хĕр çураçмалăх,

Çук лаша кӳлсе лармалăх!

Çав-çавах ярать çынна

Ашшĕ-амăш хăтана.

Анчах пурте аптăраççĕ:

«Эк, пулать кам мыскараçă!

Тупнă та-мĕн тир!» тесе

Тĕлĕнеççĕ этемсем.

Тĕрлĕ ăрăмçă-асамçă

Çав тери çавăркалаççĕ,

Ĕмĕр выльăх-чĕрлĕхпе

Тăрмашни те чĕмсĕр пек,

Ĕмĕрне пуçтах сунарçă

Пулнисем те пуç сулаççĕ:

Пĕлеймеççĕ мĕн тирне,

Илеймеççĕ пикене.

 

Сулпике çӳрет хурланчăк.

Инкĕшпе шыва вăл анчĕ:

«Çав шăши тирне, инке,

Халь те пĕлеймеççĕ-çке», −

Тет, шывне ăсса йăтсассăн,

Сывласа илет хăй ассăн.

Шăп та лăп çав самантра

Выртнă-мĕн çĕлен шывра,

Чеескер, çав шыв çĕленĕ

Хĕр калаçнине итленĕ,

Сиснĕ унăн хуйхине,

Кĕç пырать вăл хĕр килне:

«Сирĕн темле тир пур, теççĕ,

Палласассăн − кучченеçĕ

Пысăк имĕш... Çав тире

Курма пулмĕ-ши пире?»

Кăтартать тирне хĕр ашшĕ.

«Ку мĕн тирĕ, çĕр çăтасшĕ?!» −

Тет малтан чеепелен,

Палламиш пулса, çĕлен:

«Ку мĕн кайăк пулчĕ-ши?

Пулсан пулĕ ку шăши!»

Тĕлĕнсех каять хĕр ашшĕ.

Ăçтиçукăн хурăнташĕ

Пул-ха эс пĕртен-пĕрех

Хĕрӳпе çак тĕнчере!

Ха, эсрел тарçи! Ха, явăл!..

Турткаланчĕ те пăртак вăл,

Ним тума та çук: хĕрне

Пама пулчĕ çĕлене.

 

Сулпике, çакна пĕлсессĕн,

Сехĕрленчĕ тем лекессĕн.

Картишне туха-туха

Вăл кăвак урхамаха

Ыталать те чун хаваллĕн

Хуйхине ăна калать-мĕн.

Ак хăйне пĕрре çынлах

Урхамах хушать сăмах:

«Ан хурлан, пикеçĕм, илĕн

Хупала эс виçĕ милĕк,

Виçĕ катăк чул тата

Виçĕ пĕрчĕ тулă та

Виçĕ пуç тури; ан ман −

Шăмă турасем! Унтан

Виçĕ пĕрчĕ шăрт тупатăн,

Ху мана тытса утланăн»,—

Тет ăна кăвак лаша.

Сар хĕр килчĕ канаша,

Лăпланать тинех пăртак вăл,

Мĕн-мĕн кирлине алхапăл

Тытăнать ак пуçтарма,

Шарламасть хăй никама.

 

Ак хайхи-майхи çĕленĕ

Ар туйне пыма чĕнтернĕ

Пĕтĕм несĕлĕпеле

Шăвăнать хĕр килнелле.

Савăнса явкаланаççĕ,

Хӳрипе çапкаланаççĕ,

Чашкăрса та шăхăрса,

Ункăн-ункăн çаврăнса,

Пур ватти-вĕтти, вăтамĕ,

Кĕçĕнни − татах, татах-мĕн

Çывхараççĕ хĕр патне,

Сырса илчĕç кил-çуртне.

Хĕр шалта йĕрет те, хăйĕн −

Чунĕ çук пĕркенчĕк айĕн.

Алăкран та кантăкран,

Пĕтĕм шăтăк-çурăкран

Çĕленсем кĕрсе тулаççĕ,

Туй тăваççĕ, çуй тăваççĕ.

Вăхăт çитрĕ. Каймалла.

Сулпике кил-йышпала

Сывпуллашрĕ, пил тутарчĕ,

Урхамах утне утланчĕ.

Тухса кайрĕç çĕленсем,

Хĕр илсе, кĕпĕрленсе.

 

Çул çинче çĕлен туй пуçĕ

Çул тытма хушасшăн пулчĕ

Хĕрпеле урхамаха.

Хĕр каларĕ: «Епле-ха

Çӳремен çула эп тытăп?

Эпĕ сирĕн хыççăн пырăп».

Хирĕçмерĕç çĕленсем,

Кĕшĕлтетрĕç ĕненсе.

Йăвисем патне çитсессĕн,

Хăйсенчен малтан кĕртесшĕн

Пулчĕç çав юланута,

Хĕр каллех калать кунта:

«Халиччен пĕлмен çĕре эп

Епле-ха малтан кĕрейĕп?

Кĕрĕр хăвăр, хыçăртан

Эп те кĕрĕп утпалан».

Çĕленсем кĕрсе пĕтеççĕ,

Хĕр тăрса юлать пĕчченçĕ,

Çавăрать те лашана −

Каялла вăл ыткăнать!

Çĕлен-каччă кĕтрĕ-кĕтрĕ,

Çук, кĕмест çураçнă хĕрĕ.

Тухрĕ пăхрĕ йăвинчен −

Пĕр никам та çук иккен.

Тарăхса урсах вăл кайрĕ,

Куçĕ çиçĕм пек вылярĕ,

Чĕлхи тухрĕ тăсăлса

Вут-хĕлхем сапаласа;

Авкаланчĕ, тармакланчĕ,

Хӳрипе тăрса хăтланчĕ,

Вара пур вăйĕпелен

Виççĕ шăхăрчĕ çĕлен.

Çавăнтах мĕн пур тăваткăл

Çутçанталăкран алхапăл

Чашкăрса та çиленсе

Пухăнаççĕ çĕленсем.

«Этем хĕрĕ улталарĕ!

Хăвалар-и те тытар-и,

Шыçтарар-и пит-куçне,

Пĕтерер-и ун пуçне!» −

Тет урса этем кĕрӳшĕ,

Хăй çине пăхма хăрушă.

«Пĕтерес!!!» − тет çĕр çинчи

Пур çĕлен-калта шаччи.

 

Ак тапранчĕç, хăвалаççĕ,

Юланут йĕрне тытаççĕ:

Авăнса та явăнса,

Айлăн-çийлĕн арпашса,

Урăм-сурăмăн куçаççĕ,

Кустăрма пулса куçаççĕ.

Хĕр пăхайрĕ çаврăнса −

Хытрĕ кайрĕ хăраса:

Хуп-хура, чăпар та хĕрлĕ,

Сарă, симĕс, тĕрлĕ-тĕрлĕ

Çĕленсем − çĕр палăрми,

Куç анне шăнăçайми...

«Урхамахăм, урхамахăм!

Мĕн тăвар эпир, кала-ха?

Çĕленсем йĕрлеççĕ-çке», −

Тет мăнтарăн Сулпике.

«Виçĕ милĕкне пăрах эс», −

Терĕ ăслă урхамахĕ.

Хĕр пăрахрĕ. Çавăнтах

Вĕтлĕх-чăтлăх, çăтăрмах

Йывăçлăх ӳссе те ларчĕ,

Тăшмана вăл чăрмантарчĕ.

 

Анчах тухрĕç пăртакран

Çĕленсем çав чăтлăхран,

Çĕнĕрен хĕрсе йĕрлеççĕ,

Пĕлĕт пек тусан çĕклеççĕ.

«Урхамахăм, урхамах!

Хăвалаççĕ-çке татах,

Çитеслех пыраççĕ, çывăх!..»

«Виçĕ чул пур санăн − ывăт!»

Тет кăвак лаша хĕре.

Хĕр чулсем тытса перет.

Çавăнтах ак чăнкă, çӳллĕ

Тупала картланчĕ çулĕ.

Çĕленсем ку тапхăрне

Тăрса юлчĕç ту хыçне.

Асапланчĕç-асапланчĕç,

Хашкаса пулин те − каçрĕç,

Тĕтĕм-сĕрĕм кăларса

Хăвалаççĕ чашкăрса.

«Урхамахăм, ырă утăм!

Мĕн тăвар-ши халĕ, тусăм?»

«Сапса яр хай туллуна!» −

Терĕ ăслă ут ăна.

Сулпике каллех итлерĕ,

Виçĕ пĕрчине силлерĕ.

Çавăнтах иккен хыçра

Пĕр йăрансăр, çăп-çăра

Сарă тулă ӳссе ларчĕ,

Тăшмана вăл чăрмантарчĕ.

Çыхланса та пĕтрĕç те,

Тухрĕçех, çĕте-çĕте,

Çĕленсем çав тулă витĕр.

Халь тата хăрушă, чиксĕр.

Вут-кăвар пĕрĕхтерсе,

Хăвалаççĕ сĕмсĕрсем.

«Урхамахăм!..» − тет пикемĕр.

Аслă ут хăех сисет-тĕр:

«Ывăт виçĕ туруна!» −

Терĕ вăл унтах ăна.

Ывăтайрĕ хĕр – сасартăк

Виçĕ шăмă тураран ак

Хĕрлĕ, шурă та ула

Вăкăр кĕтĕвĕ пулать.

Ахăраççĕ, мĕкĕреççĕ,

Çĕленсем çине кĕреççĕ

Вăкăрсем хаяр вăрçа,

Чĕрнисемпеле çăрса,

Таптаса йӳнчеттереççĕ,

Хура юн кӳлентереççĕ;

Мăйракисемпе  çурса,

Пыршă кумнă пек кумса,

Таткалаççĕ, чӳпĕклеççĕ,

Çинчĕк улăм пек силлеççĕ...

 

Йышлăн пĕтрĕç çĕленсем,

Çав-çавах, вĕçерĕнсен,

Юлашки-тĕлешкисем-мĕн

Юланут патне çитесшĕн:

Чашкăрса, хĕлхемленсе,

Курăка-çулçа ĕнтсе,

Çывхараççĕ мур-амакăн...

«Урхамахăм, урхамахăм!..» −

Тет каллех хĕр лашана.

«Пăрахсам хайхи шăртна!» –

Тет кăвак лаша ăна.

Çавăнтах кĕтӳ сысна

Пулчĕ тăчĕ, пăрахсассăн;

Сыснисем шултра та каскăн,

Асавне хăйра-хăйра

Çĕленсем çине вара

Сиксе ӳкрĕç те пĕр харăс −

Сывламашкăн та памарĕç:

Çирĕç ячĕç, пĕтĕмпех,

Йăланки юлмичченех.

 

 

 

2

 

Хĕвел аннă. Каç та пулнă.

Сулпике пырать салхуллă.

Пит инçе хăй çĕрĕнчен

Тартнă-мĕн ăна çĕлен.

Урхамахĕ те ĕшеннĕ,

Хăй те хытă сĕлтĕркенĕ.

«Хырăм та хыр тăрринче,

Кăшт кансан та пырĕччĕ...»

Тенĕ шухăшпа пĕр тапхăр

Уттарса кăна пырать хĕр.

Пăхкалать: таçта, малта,

Хăй çути йăлтăртатать.

Хĕр утне пăртак васкатрĕ,

Çитрĕ, анчĕ те шаккарĕ:

«Хăнăр мар,  тăванăр мар,

Ют хăять чăрмантарма;

Инкекпе çӳретĕп-çке те,

Çĕр каçма пулмасть-ши? тетĕп...»

«Кирек кам пулсассăн та,

Йăтса каймăн-ха çурта.

Кĕрсе вырт, канах, çӳревçĕ,

Пирĕн алăк уçă...» − теççĕ.

 

Сулпике утне кĕртет.

Хун пурнать-мĕн ку çĕрте.

«Каçа хирĕç кам килет-ши?» −

Тесе ыйтрĕ хун пĕлесшĕн,

Вăл чĕнтерчĕ пикене

Хăйĕн чаплă пӳлĕмне.

Сулпике, пăртак именнĕн,

Именсен пушшех илемлĕн

Хун умне кĕрсе тăрать,

Çăкăнать, салам парать.

Хун пике çине пăхайрĕ −

Курсанах ытараймарĕ:

«Ирт, чипер хĕр, малалла,

Лар пăртакçă манпала...» −

Терĕ вăл ăна йăвашшăн,

Кăмăлне кăшт çавăрасшăн.

«...Çак тери çи-пуçпала

Эс ăçта каян капла?

Шет туя ларма тумланнă?» −

Тес килет сана халь манăн.

 

Сулпике йăлтах пĕлтерчĕ.

Çăмăл мар-мĕн хĕрĕн терчĕ.

Йĕркипе кала-кала

Вăрăма кайрĕ халап.

Хун пит кăмăллăн тăнларĕ,

Хĕр ăсне-пуçне сăнарĕ,

Çаврăнуллă сăмахне

Килĕштерчĕ унăнне.

Каласа пĕтерчĕ те хĕр,

Хун, пуçне пĕксе, чĕнмесĕр

Ларчĕ кăшт; унтан хĕре

Хăйĕнне вăл пĕлтерет:

«Тĕнчере нумай-мĕн хурлăх,

Анчах унсăр пурнăç юрлă,

Унсăр савăнăç мĕнне

Пĕлме йывăр çынсене.

Инкекӳ сан пысăк пулнă,

Хăтăлни пит хаклă, чунăм!

Тупăн эс ăрăскална.

Халь итлемĕн-ши мана?

Эп пуян, ман ирĕк аслă,

Çын каларĕш − эпĕ ăслă;

Халиччен нимле тăшман

Ман ура çине пусман.

Тĕнчипех мана пĕлеççĕ,

Валĕм хун тесе чĕнеççĕ.

Ман çурта, ман хуралта

Çĕр аран-аран йăтать.

Анчах çак кил-çурт илемĕ −

Çыншăн çеç; мана, пикемĕм,

Çĕр мунча пек вăл ку чух,

Ма тесессĕн − ывăл çук!

 

Ик çунат пек ман ик арăм,

Хурлама пĕрне те халăм

Çитеймест, çапах та ман

Харсăр кăмăлăм тулман.

Аслă та хăватлă халăх,

Чап тытан паха патшалăх,

Ар ача çукне пула,

Хам вилсен юта юлать.

Вăй питти этем-ха эпĕ,

Кĕскелмен кун-çул хисепĕ;

Анчах ăмăрт кайăк та

Чĕппине, йăта-йăта

Е сăртран тĕртсе, куç умĕн

Вĕçтерет малтан хăй çумĕн.

Арăслан та çурине,

Вылятса хăй хӳрине,

Чĕрнепе  асав  шăлсенĕн

Йăлине пĕчĕкренех-мĕн

Вĕрентмешкĕн тăрăшать.

Çын та çав-çке, апăрша:

Хăй çулланнăçемĕн, ахăр,

Яшланать вăл тепĕр тапхăр,

Ывăлне кура-тăра,

Ăс парать ăна вара…

Эс мана ятна каларăн,

Сулпике − пит пархатарлă,

Пит илемлĕ ят. Çаплах

Хам эп чĕнĕттĕм. Анчах

Манăн хунлăх, ман патшалăх

Паянтан сана яланлăх

Хун-пике ятпа чĕнсе

Аслăлатăрччĕ, тесе

Сăмаха эп тапратсаттăм:

Пул ман виççĕмĕш çунатăм!

Пӳрни пӳрт умне килет,

Тенĕ пек, тен, кам пĕлет? −

Эс ман ывăл амăш пулăн,

Тен, çуратăн. паттăр улăп...»

 

«Хунăм! − терĕ Сулпике, −

Чысу пысăк ху пекех.

Кĕренке ăса çитет, тет,

Пĕр мăскал телей тивсен те.

Эп виçеймĕп хам ăса,

Анчах урăх хапсăнса

Шырам мар-тăр, кăмăл тултăр:

Мĕн каларăн − çавă пултăр!»

 

Çав каçах авланчĕ хун,

Виçĕ арăм пулчĕ ун.

Çĕр çĕрлеççĕ, кун кунлаççĕ,

Те пайтах пурăнкалаççĕ,

Те сахал − çав хун пĕрре

Инçетри таçти çĕре

Çул каймашкăн шухăш тытрĕ,

Каяс кун çапла вăл ыйтрĕ:

Аслă арăм! Килелле

Эпĕ таврăннă тĕле

Мĕн хатĕрлесе эс хурăн?

Мĕнпеле мана эс юрăн?»

«Ырă хунăм! Халиччен

Пĕр этем те астивмен,

Тĕнчере çук сиплĕ, тутлă

Ĕçмепе çиме туп-тулăх

Хатĕр пулĕ сан валли», −

Тет, пуçне тайса, асли.

 

Хун çырлахрĕ. «Эс, вăталăх

Арăм, мĕн мана халалăн?»

Ку калать: «Хам арласа,

Хам тĕртсе, хам шуратса,

Çакă ылтăн çĕрĕ витĕр

Тухмалла çӳхе, пĕри те

Тăхăнса курман кĕпе

Çĕлесе парнелĕп эп».

 

Хун çырлахрĕ. «Кĕçĕн арăм!

Эс мĕнпе хаваслантарăн?»

Сулпике хăйса çитет:

«Эп çуратăп ывăл, − тет, −

Ун пĕр пичĕ уйăх пулĕ,

Тепринче хĕвел йăл кулĕ.

Ылтăн çӳçлĕ пулĕ вăл,

Кĕмĕлрен шăранĕ шăл».

 

Хун çырлахрĕ, сывпуллашрĕ,

Аякри çула вăл кайрĕ.

Вăхăт иртрĕ чылаях,

Сулпике хайхи, чăнах,

Уйăх питлĕ, хĕвел сăнлă,

Ылтăн çӳçлĕ, кĕмĕл шăллă

Сарă ывăл çуратать,

Çав тери хăй юратать;

Анчах леш арăмĕсем-мĕн

Кĕвĕçеççĕ çав телейшĕн;

Кураймаççĕ ачана,

Пĕтерме хавас ăна.

Ак пĕрре, ун амăш авăн

Çаптарма тухса кайсассăн,

Илчĕç те хайхискерне

Кайрĕç хупрĕç витене,

Сăпкине вырттарчĕç анчăк.

Амăш çитрĕ хыпкаланчăк,

Пычĕ пăхрĕ − сăпкара

Йыт çури вырта парать.

«Ай! тепе, тепе, ăнманă!

Ывăл сăпкине вырнаçнă!»

Кăкăрне тытать, чĕнет,

Йыхăрать вăл ачине.

Шыраман çĕр хăвармарĕ, −

Картишне тухма васкарĕ:

Ухрĕ аслăк тăррине,

Кĕчĕ сурăх картине,

Ĕнесем патне ухтарчĕ,

Ут витинелле уттарчĕ:

Ачине-мĕн витере

Ĕмĕртсе тăрать кĕсре...

Тепĕр кун каллех вăл кайрĕ,

Анкарти ĕçнех васкарĕ.

Икĕ арăм − пĕр кавар:

Вăл кайсан нумай та мар

Ачапа вĕсем айкашрĕç, −

Ĕнесем патне ярайрĕç.

Сăпкана ун вырăнне

Хучĕç леш йыт çуринех.

Сулпике килне килсессĕн

Çавăнтах чупать кĕç-вĕççĕн

Хăй ачи патне, анчах −

Анчăк çеç унта каллех.

Вăл тӳрех халь чупса тухрĕ

Картишне; шырарĕ, тупрĕ:

Хĕрхенсе, ун ывăлне

Ĕмĕртет иккен ĕне.

Тепĕр кун та авăн-сарăм

Ĕçĕпех каять çĕн арăм.

Икĕ аслă хун-пике

Хыпса ӳкрĕç тем пекех,

Шухăшларĕç, меслетлерĕç,

Ачана çĕклерĕç те кĕç

Кайрĕç ячĕç  пуçилле

Аякри пĕр сĕт кӳлле.

Сулпикен ăшĕ çунать-çке,

Куç харши − чĕкеç çуначă −

Кӳренсе ун пĕрĕнет,

Ырра мар чĕри сикет.

Килне утрĕ хыпаланчăк:

Сăпкара выртать хай анчăк.

Ухтарать, шырать, анчах

Çук-çуках паян ача.

Кăлăхах вăл тулăн-шалăн

Чупкалать, йĕрет мăнтарăн.

Инкеке тата çав кун

Печĕ çитрĕ Валĕм хун.

Кĕрсенех: «Ну, аслă арăм,

Ман парне нумай та, − парăм

Пысăк санăн, − кĕрекӳн

Чысĕ шеп-и?» − терĕ хун.

Аслă арăм аптрамарĕ,

Темĕн те пĕрпе сăйларĕ,

Çавăрчех хун кăмăлне,

Хун парать ăна парне:

Хантăс çĕрĕн хаклă чулĕ,

Ĕнчĕпе ахах тем чухлĕ,

Тарăн тинĕс тĕпĕнчен

Тин кăларнă чăн мерчен...

 

«Эс мана темле ăсталăх

Кăтартасшăнччĕ, вăталăх,

Астăватăн-тăр мĕнне?»

Терĕ хун иккĕмĕшне.

Ак вăталăх арăм хыврĕ

Пӳрнинчен пĕр ылтăн çĕрĕ,

Çĕрĕ витĕр чип-чипер

Кăларать кантра пекскер,

Лăст силлет те − йăлтăр-ялтăр,

Çӳп-çӳхе кĕпе куратăр.

Тĕлĕнет хун, тăхăнать −

Çĕн кĕпе чухах ăна,

Çавăнтах ку арăмне те

Парнесем парать вăл. Ĕнтĕ

Юлашки арăмĕнчен

Ыйтрĕ: «Эс мĕнпе кĕтен?»

 

Каламашкăн пикенейрĕ

Сулпике − леш икĕ йĕрĕх

Ана пӳлчĕ харăсах,

Хун тавра йăркаланса:

«Тĕнчене йĕрĕнтерен ĕç!

Йыт çури çуратрĕ! − терĕç, −

Ав выртать вăл сăпкара».

Пычĕ, пăхрĕ хун, вара

Хăй тарçисене каларĕ:

«Ман çурта вăл мăшкăлларĕ,

Çĕртрĕ ман ăру ятне...

Сĕм вăрманăн варрине

Виç кĕтеслĕ пура пурăр,

Алăк-кантăкĕ ан пултăр,

Хупăр çав пура ăшне

Арăмпа ун анчăкне».

Хун хушайнă − тарçă тунă:

Илнĕ кайнă, хупнă хунă.

 

3

 

Пурăнать ман Сулпике

Пурара йыт çурипе.

Пурăнать сахал, нумай-и,

Йыт çурийĕ пура айĕн

Вăрмана тухма часах

Шăтăк турĕ хай чавса:

Сунара çӳре пуçларĕ,

Йĕрсене, шăрша чухларĕ,

Кулленех тытса вилет

Тĕрлĕ кайăк вăл киле.

«Эс, пикем, пит ан кулянччĕ, −

Выçă вилмĕпĕр», − тет анчăк.

Ак пĕрре вăл вăрманта

Вунă тилĕ тытнă та,

Тирне сӳнĕ, килне тултнă,

Шăтăк умĕн сарса хунă.

Тилĕ хӳрисемпелен

Выляса выртать иккен.

Çав самант иртсе пыраççĕ

Шкутавсем, курах каяççĕ

Тирсемпе çак анчăка:

«Йытă тир вăрланă, ха!»

Сулпике илтет: «Ан тивĕр

Ман йытта, − тет çурăк витĕр, −

Вăрламасть вăл, хăй тытать...»

«Çын та пур иккен кунта, −

Теççĕ шкутавсем, − пикемĕр,

Выртма ямăн-ши пĕрер çĕр?»

«Ярасса эп ярăп та,

Кĕме çук-çке ман пата,

Чӳрече касса парсамăр,

Алăкне туса лартсамăр, −

Çĕр каçарăп, ирхине

Парăп вунă тир − çине».

 

Шкутавсем туса параççĕ,

Çĕр каçсан кайма тăраççĕ.

Йыт çури калать: «Пике!

Эп каям-и çынсемпе?

Уçăлса пăртак килем-и,

Çут тĕнче халне пĕлем-и?»

«Ан кайсамччĕ, анчăкăм,

Эс кăна ман шанчăкăм», −

Терĕ Сулпике, хăрарĕ.

Йыт çури çапах та кайрĕ.

Шкутавсен тивет çул май

Хун кил-çуртĕнче пулма.

Анчăк та унта çакланчĕ,

Сак айне кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ итлесе

Çав çынсем мĕн пуплессе.

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр;

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Инçетри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Мĕнешкел тĕнче мехелĕ?» −

Ыйтрĕ Валĕм хун йĕркеллĕ.

«Мĕн курни-илтни ара...

Виç кĕтеслĕ пурара,

Çĕм вăрманăн варринче пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр

Пурăнать йыт çурипе.

Йыт çури йăлтах çын пек −

Теветкелĕ те чухлавлă.

Çав чунсем валли пĕр алăк

Тата виçĕ чӳрече

Касрăмăр-çке пĕринче».

 

«И! Халап-и вăл! Вăл пĕтнĕ,

Тахçанах ĕнтĕ вăл çĕрнĕ! −

Тет хун арăмĕ, − ак эп

Пĕр халап пĕлтерес теп:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ,

Çитейсен çитес çĕре −

Пур çăрха ула кĕсре,

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш − утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен,

Ак ăçта халап сире!»

 

Йыт çури пурне те илтрĕ,

Вăрттăн тухрĕ те вăл − сикрĕ,

Вĕçрĕ сĕм вăрманалла

Вĕр-çĕнĕ хыпарпала:

«Хун кил-çуртĕнче, пикеçĕм,

Ак çапла-çапла пуплеççĕ...

Çитейсен çитес çĕре −

Пур, тет, имĕш, пĕр кĕсре...

Эп çавна кайса илем-и,

Çавăтса кунта килем-и?»

«Аюях! − тет Сулпике, −

Эс ытла та кĕçĕн-çке,

Эп сана ярас теменччĕ,

Çавăтсах килсен − тем пекчĕ ».

«Курăн!» − терĕ йыт çури,

Палт çеç пăрăнчĕ хӳри,

Сикрĕ, ыткăнчĕ те анчăк

Сĕм вăрман ăшне пытанчĕ.

Ак ертсе килет хайхи

Кĕсрене, хыçран тихи −

Çĕр те, пин те мар − çук шучĕ:

Утнăçем хăмлать-çке учĕ!

Кĕтӳпе кĕшĕлтетсе,

Выляса та кĕçенсе

Пырса çитрĕç, чарăнаççĕ...

 

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ, −

Анчăк кайрĕ сунара,

Çирĕм сăрă кашкăра

Йĕрлесе çав кун вăл тытрĕ,

Сӳсе килчĕ кашкăр тирĕ.

Сарса хучĕ вĕсене

Пӳрт умне,  çул хĕррине.

Çулпала каллех пыраççĕ

Шкутавсем, курах каяççĕ:

«Кашкăр тирĕ мар-и çак?

Ăçтан тупнă йытă? Ак!

Камăнне вăрланă анчăк?»

 

Сулпике яр уçрă кантăк:

«Ан тивсемĕр ман йытта,

Вăрламасть вăл, хăй тытать».

Шкутавсем йăлт тĕлĕнеççĕ:

«Çĕр вырттармăн-ши эс?» − теççĕ

«Вырттарма вырттарăп та,

Лашамсем валли карта,

Кĕмелли хапха тумашкăн

Сире эпĕ тархасласшăн;

Хаксăр пулмĕ: çирĕм тир

Харăс парăп ыран ир».

 

Шкутавсем туса параççĕ,

Çĕр каçсан кайма тăраççĕ.

Анчăк çулăхрĕ каллех:

«Яр, пикем, çынсемпеле...»

Сулпике пит шикленмерĕ:

«Кай эппин те – таврăн», − терĕ.

Шкутавсен тивет çул май

Хун кил-çуртĕнче пулма.

Анчăк та унта çакланчĕ,

Сак айне кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ тăнласа

Этемсем мĕн каласса.

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Аякри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Мĕн хакпа мĕскер туянтăр?

Мĕнле мул вылять ку тапхăр?» −

Ыйтрĕ хун шкутавсенчен

Алтăр-тирĕк хушшинчен.

 

«Туянни тем мар та, хунçăм,

Сĕм вăрманпала тухуçăн

Виç кĕтеслĕ шур пӳртре

Выртма тивнĕччĕ пире.

Пӳртĕнче пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук  чипер хĕр;

Пур ун ăслă йыт çури;

Пур тата ула кĕсри −

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш − утмăл çав ыр утăм,

Утнăçем тăвать тиха, −

Шутне маннă хуçи халь;

Тем сарлакăш вăл тыттарчĕ

Ут карти, хапха тутарчĕ

Çакă пирĕн эртеле

Çирĕм кашкăр тирĕлле».

 

«Çав халап − халап пулать-и!

Пĕтнĕ, çĕрнĕ вăл халап! −тет

Хунăн арăмĕ, − ак хам

Эл сире халап калам:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ −

Кăлтăрттин арман ларать,

Кунĕн-çĕрĕн авăрать;

Пĕр енчен − сирсе сиреймĕн −

Сим юхать ун, тепринчен-мĕн

Хăла пылĕ патлатать,

Виççĕмĕш енчен тата

Тĕрлĕ-тĕрлĕ тутлă çимĕç

Тăкăнать хисепсĕр, имĕш.

Ак ăçта, сире калап,

Тĕнчери чăн-чăн халап!»

Йыт çури пурне те илтрĕ,

Вăрттăн тухрĕ те вăл − сикрĕ!

Вĕçрĕ хăйĕн кил-çуртне,

Хыпар турĕ хуçине:

«Хун керменĕнче, пикеçĕм,

Ак çапла-çапла пуплеççĕ...

Аякра, таçти çĕрте,

Кăлтăрттин арман пур, тет...

Эп çавна кайса пĕлем-и?

Кустарса илсе килем-и?»

 

«Аюях! − тет Сулпике, −

Эс ытла та кĕçĕн-çке,

Эп сана ярас теменччĕ,

Кустарсах килсен − тем пекчĕ...»

«Курăн!» − терĕ йыт çури,

Палт çеç пăрăнчĕ хӳри;

Сикрĕ, ыткăнчĕ те анчăк

Сĕм вăрман ăшне пытанчĕ.

 

Кун иртет те çĕр иртет,

Сулпике кĕтет, кĕтет...

Ак тепре те хĕвел анчĕ,

Тин килет-мĕн харсăр анчăк.

Кăлтăрттин кусса пырать,

Пылпа сим юхса пырать,

Тăкăнать-çке темĕн-темĕн

Тутлă çимĕç куснăçемĕн.

Çитрĕ, ларчĕ ак арман,

Чарăнмасть хăй авăрма.

Çавăнтах юсман, икерчĕ,

Çуллă пăтă вăл пĕçерчĕ;

Тĕрлĕ кукăль, пӳремеç

Йыхăраççĕ çиме çеç.

Ăшаланчĕ тухрĕ карăш,

Кăвакал, шăрттан, тултармăш;

Чăкăтсем хăй йĕркипе −

Кăшăлĕ-кăшăлĕпе,

Тĕрлĕрен юр-вар, сĕт-турăх

Тата темĕн те пĕр урăх...

Пухăнать ĕçме-çиме,

Çук ăна ниçта чикме.

Сулпике шап-шурă хурăн

Хуппинчен тем чухлĕ турĕ

Эрешленĕ тăрăссем;

Хурама хупне сӳсе

Пураксем те ăсталарĕ,

Çăкине те таткаларĕ

Ырçапа çӳпçе валли;

Çук, çитмест ун хумалли.

 

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ...

Йыт çури − хастар сунарçă −

Кайрĕ акă сунара:

Хĕрĕх те пĕр сăсара :

Йĕрлесе тытса хур турĕ,

Пуринне те тирне сӳрĕ;

Йăтса килчĕ, пӳрт умнее

Сарчĕ вăл хĕвел çине;

Выляса, канса  выртатчĕ −

Шкутавсем иртсе пыраççĕ:

«Сăсар тирĕ пулмари?

Ăçтан тупнă йыт çури?

Камăнне вăрланă анчăк?»

 

Сулпике яр уçрĕ кантăк:

«Ан тивсемĕр ман йытта,

Вăрламасть вăл, хăй тытать».

Шкутавсем йăлт тĕлĕнеççĕ:

«Çĕр вырттармăн-ши эс?» − теççĕ,

«Вырттарма вырттарăп та,

Лаçпала нӳхреп тата

Пĕр кĕлет туса памашкăн

Сире эпĕ йăлăнасшăн.

Хĕрĕх те пĕр сăсара

Парăп тетĕп-çке вара...»

 

Шкутавсем туса параççĕ,

Çĕр выртсан кайма тăраççĕ.

Анчăк явăçрĕ каллех

Çав шкутавсемпе пĕрлех.

Вăрман урлă, хир-хир урлă,

Шыв-шыв урлă çĕрĕ пулнă;

Тиветех вĕсен çул май

Хун кил-çуртĕнче пулма.

Анчăк та унта çакланчĕ,

Сак айне кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ итлесе

Этемсем мĕн пуплессе.

 

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Аякри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Хăш çĕрте мĕнле çанталăк?

Еплелле ăс-хал, ăсталăх?» −

Ыйтрĕ хун шкутавсенчен

Алтăр-тирĕк хушшиичен.

 

«Тĕнчере тĕрли, хун, − терĕç

Шкутавсем, − чăнах ку, тĕрĕс.

Сĕм вăрман варринче пур

Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт,

Çав пӳртре пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр.

Пур ун ăслă йыт çури,

Пур тата ула кĕсри −

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш − утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен.

Пур тата тĕлĕнтерен

Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,

Авăрать вăл кунĕн-çĕрĕн,

Пĕр енчен ун сим юхать,

Тепринчен ун пыл тухатъ;

Виççĕмĕш енчен таттисĕр

Тĕрлĕрен апат астивĕр.

Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,

Елкĕрет куç хупиччен!

Пурлăхне пике упрасшăн:

Хĕрĕх те хăрах сăсаршăн

Кĕлетпе нӳхреп те лаç

Туса патăмăр çав каç...»

 

 

«И! Халап-и вăл! Вăл пĕтнĕ,

Тахçанах ĕнтĕ вăл çĕрнĕ, −

Тет хун арăмĕ, − ак хам

Эп сире халап калам:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ, −

Пур этемшĕн чун уççи

Лапсăркка пĕр улмуççи.

Улмисем сиксе ташлаççĕ,

Çулçисем çупса лараççĕ,

Пĕр улма тататăн та −

Çавăнтах çав  вырăнта

Виç улма ун çитĕнет-мĕн,

Ак вăл, чăн халап тесессĕн!»

Анчăк илтрĕ пĕтĕмпех,

Вăрттăн тухрĕ те кĕçех −

Хăй пӳртне те вăл каймарĕ −

Пан улми патне васкарĕ,

Илсе килчĕ йывăçа.

Тĕлĕнет пике-хуçа:

«Ак тĕнчемĕн пархатарĕ!

Ăçтан тупрăн? Кам каларĕ?»

Анчăк тĕплĕн пикене

Пĕлтерет еплеллине...

Пурăнсан çапла пăртакçă,

Шкутавсем каллех выртаççĕ

Сулпике патне кĕрсе,

Йыт çури каять ерсе;

Хун патне каллех çакланчĕ,

Сак айнех кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ тăнласа

Этемсем мĕн каласса.

 

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Аякри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Хăш çĕрсем мĕнпе мухтавлă?

Самана кĕвви мĕн майлă?» −

Ыйтрĕ хун шкутавсенчен.

Сăмаххи лешсен − хăйсен:

 

«Самана кĕвви вăл саккăр,

Тенисем, ыр хун, чăнах-тăр.

Сĕм вăрман варринче пур

Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт,

Çав пӳртре пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр;

Пур ун ăслă йыт çури,

Пур тата ула кĕсри −

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш − утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен.

Пур тата тĕлĕнтерен

Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,

Авăрать вăл кунĕн-çĕрĕн.

Пĕр енчен ун сим юхать,

Тепринчен ун пыл тухать,

Виççĕмĕш енчен таттисĕр −

Тĕрлĕрен апат астивĕр,

Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,

Ĕлкĕрет куç хупиччен:

Аш-какайĕ, юрĕ-варĕ...

Иксĕлми-мĕн пархатарĕ!

Пур тата ун чун уççи —

Лапсăркка пĕр улмуççи.

Улмисем сиксе ташлаççĕ,

Çулçисем çупса лараççĕ.

Пĕр улма татса çисен −

Виç улма ӳсет иккен».

 

«Ку халап − халап пулать-и!

Пĕтнĕ, çĕрнĕ ку халап! − тет

Хунăн арăмĕ, − ак хам

Эп сире халап калам:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ −

Пур сĕт кӳлĕ çĕр çинче,

Пур ача ун варринче,

Ун пĕр пичĕ уйăх евĕр,

Тепĕр пичĕ − хĕвелпе пĕр,

Ылтăн çӳç те кĕмĕл шăл, −

Акă чăн халапĕ вăл!»

 

Йыт çури пурне те илтрĕ,

Вăрттăн тухрĕ, тапрĕ сикрĕ

Вăрмана вăл, хăй килне,

Хыпар турĕ пикене:

Хун керменĕнче, пикеçĕм,

Ак çапла-çапла пуплеççĕ...

Пур сĕт кӳлĕ пĕр çĕрте,

Кӳлĕре ача пур, тет...

Ун пĕр пичĕ уйăх евĕр,

Тепĕр пичĕ − хĕвелпе пĕр,

Ылтăн çӳç те кĕмĕл шăл, −

Ак епле илемлĕ вăл!

Эп çавна кайса илем-и,

Сан патна йăтса килем-и?»

 

«Шеремет! − тет Сулпике, −

Манăн ывăл пулĕ-çке...»

Макăрса-йĕрсе вăл ячĕ.

«Ан кулян, − тет ăслă анчăк, −

Кăкăру сĕтне суса

Пар мана, юсман юрса».

 

Сулпике юсман пĕçерчĕ;

Йыт çури тухса вĕçтерчĕ, −

Çитрĕ кӳлĕ хĕррине,

Сарса хучĕ юсманне;

Хай ача ишсе тухайрĕ,

Çирĕ те вăл − ыйхăларĕ.

Анчăк йăтрĕ ачана,

Илсе килчĕ вăрмана,

Сĕм вăрман çуталчĕ кайрĕ.

Сулпике ăна палларĕ:

«Ашшĕне ĕнтĕ, хуна,

Чĕнĕп, − терĕ, − хăнана...»

 

Шкутавсем каллех пыраççĕ,

Çула май кĕрсе выртаççĕ.

Йыт çури пĕрле ирех

Тухрĕ вăрăм çул-йĕре.

Хун патне пырса çакланчĕç,

Пытанмарĕ урăх анчăк,

Йыхрава вăл пынă халь.

Хунăн çав пĕр сăмахах:

«Ну, хăна-вĕрле, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Инçетри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Мĕнешкел тĕнче мехелĕ?

Пур çĕрте те пĕр хĕвел-и?

Уйăх-çăлтăр та пĕрех-и?

Тĕрлине те куртăр-и?»

«Аслă хунăмăр! − пĕлтерчĕç

Шкутавсем, − хĕвел пĕрреччĕ

Халиччен çут тĕнчере;

Уйăх-çăлтăр та пĕрех,

Çавсемех, тесе, яланлăх

Шухăшпа тăратчĕ халăх.

Халĕ − çĕнĕ уйăхпа

Çĕн хĕвел пур, çавăнпа

Аслăран ăслă çынсенĕн,

Ĕмĕрхи çăлтăрçăсенĕн

Кĕнеки те паянтан −

Йăлт пăрахăç, хун, ан шан!

Вăрман урлă, хир-хир урлă,

Шыв-шыв урлă эпир пулнă.

Сĕм вăрман варринче пур

Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт.

Çав пӳртре пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр;

Пур ун ăслă йыт çури,

Пур тата ула кĕсри, −

Тăршшĕ тăхăр вунă  утăм,

Урлăш − утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен.

Пур тата тĕлĕнтерен

Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,

Авăртать вăл кунĕн-çĕрĕн.

Пĕр енчен шав сим юхать,

Тепринчен шав пыл тухать,

Виççĕмĕш енчен таттисĕр

Тĕрлĕрен апат астивĕр,

Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,

Ĕлкĕрет куç хупиччен:

Икерчи, пăтти, юр-варĕ...

Иксĕлми-мĕн пархатарĕ!

Пур тата ун чун уççи

Лапсаркка пĕр улмуççи.

Улмисем сиксе ташлаççĕ,

Çулçисем çупса лараççĕ.

Пĕр улма татса çисен −

Виç улма ӳсет иккен.

Пуринчен чапли, хуçамăр,

Пур ача − хĕр шăллĕ, ахăр:

Ун пĕр пичĕ − уйăх, пĕл,

Тепер пичĕ ун − хĕвел,

Çӳçĕ ылтăн, шăлĕ кĕмĕл,

Çавăнтан пит тĕлĕнтĕмĕр.

Çав пике чĕнет сана,

Аслă хун, халь хăнана,

Йыхрава вăл йытă ячĕ,

Çын ăслах вара çак анчăк...»

 

Хун кӳренчĕ кăшт, çапах:

«Юрĕ, пырăп, − тет, − анчах

Пĕр татмасăр, пĕр сыпмасăр

Кĕленче кĕпер хывтарăр

Хăвăр хапхăр патĕнчен

Ман хапха таран ирччен».

Анчăк илтрĕ, хыпаланчĕ,

Кайнă чух каларĕ анчăк:

«Вырт та çывăр, хун! Ирех

Курăн эс çав кĕпере».

 

Хун ирпе пуçне çĕклейрĕ, −

Чăн та хатĕр-мĕн кĕперĕ.

«Ну, − тет арăмĕсене, −

Чыс тăвар çав пикене.

Кĕленче кĕпер пит капăр,

Каймаллах пулать-тĕр, ахăр...»

 

Кайрĕç, çитрĕç хăнана

Инçетри çав вăрмана.

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш − утмăл ула утăн,

Тихисем аякранах

Янратаççĕ таврана.

Виç кĕтеслĕ пӳрчĕ умĕн −

Хун курать − чăнах та пур-мĕн,

Кăлтăрттин арман ларать,

Сим те, пыл та кăларать.

Çавăнтах − куçна илеймĕн! −

Сарăлса ларать илемлĕн

Этемсемшĕн чун уççи

Лапсăркка пĕр улмуççи.

Çулçисем çат-çат çупаççĕ,

Улмисем сиксе ташлаççĕ.

Хун пĕрне татса пăхать −

Виç улма ӳссе ларать.

Çавăнтах пустав сăртарнă

Пусмисем çинче − мăнтарăн

Амăшпе хун ывăлĕ.

Ун пĕр пичĕ − хĕвелех,

Тепĕр пичĕ − уйăх унăн,

Шăлĕ кĕмĕл, çуçĕ ылтăн.

Хăй вăл кĕмĕл савăта

Хӳхĕм ылтăн çăмарта

Кустарса ярать хаваслăн.

Тем сарлакăш, сĕм-сĕм аслă

Вăрмана йĕри-тавра

Çутатса ялтраттарать:

Витĕрех курнать пур çулçă,

Пур чечек. Ак каç та пулчĕ.

Çав-çавах пур чăтлăхра

Кăнтăрла çути тăрать.

 

Хун Сулпикене палларĕ,

Пĕр сăмахсăр ыталарĕ.

Хун ачи хăй ашшĕне

Пур нуши-тамашине

Йĕркипе каласа пачĕ,

Ашшĕ халь йăлтах ăнланчĕ.

«Хĕрлĕ çыр хĕрри хитре

Е йĕтем тăпри сире?» −

Терĕ Валĕм хун ик аслă

Арăмне вара ытарлă.

«Сенĕк пулччăр урасем,

Кĕрепле − аллăмăрсем,

Çӳç-пуç шăпăр пултăр...» − терĕç,

Икĕ арăм кĕвĕлерĕç.

 

Хун, кăна илтсен, çапла

Пат тӳрех вара калать:

«Чĕрĕллех алтса чиксен те

Çылăх пулмĕччĕ те ĕнтĕ,

Анчах эпĕ − Валĕм хун −

Кăларман ун пек саккун.

Кăмăла çĕклен çак кун

Хаяра ан ертĕр чун.

Авалхи асаттесенĕн

Йăлине эп асилесшĕн:

Салтăр-ха сурпанăра,

Çыртса çурăр çурмаран, −

Çуррине хама хăварăп,

Çуррипе эп çыхса ярăп

Кĕвĕçен куçăрсене;

Сĕм вăрманăн леш енне

Ертсе кайĕ сире анчăк,

Ан ӳпкелĕр, ик ăмсанчăк!

Çутçанталăк сарлака,

Манăр манăн алăка...

Виç-тăват арăмпала

Пурăнас усал йăла

Паянтан пăрахăç пултăр, −

Пĕррепех çын ырă куртăр!

 

Епле хушнă − çапла тунă:

Кайса ячĕ анчăк хунăн

Икĕ аслă арăмне,

Аташтарчĕ вĕсене.

Тин пуçларĕç лăпкă, канлĕ

Пурăнмашкăн  виççĕн халĕ,

Тин кураççĕ ырă кун −

Сулпикемĕр, Валĕм хун,

Савнă ывăл, ăслă анчăк.

Тахçанах çапла аванччĕ!