Сукмак=Тропинка

Ялгир Петр Алексеевич


    

 

ТУПМАЛЛИ

СОДЕРЖАНИЕ

Салтак пулатпăр

Мы станем бойцами

Сукмак

Тропинка

Çĕнтерӳ

Победа

Анне

Мама

Йăмра

Ветла

Амăшĕ вĕрентет

Учит мама

Туслăх

Дружба

Тăван сăмах

Родная речь

Петя мĕншĕн хĕрелнĕ?

Почему покраснел Петя?

Çуркунне

Весна

Купăсçă

Гармонист

Капăр çитсă

Подарок неба

Ешĕл туссем

Зелёные друзья

Кĕркунне

Осень

Хастар ĕçлер

По делам ценят

Çĕр улми

Картошка

Мĕн тутлă?

Что вкуснее?

Лекрĕ!

Попался!

Чуччу çинче

На качелях

Йытă

Собака

Асамлă юрă

Волшебная песенка

Кама – мĕн?

Кому – что?

Вулавçă

Книжка и Коза

Усăсăр сас

Зря не болтай

Халăх сăмахлăхĕ

Народная мудрость

Сутмалли юмахсем

Загадки

Каларăшсем

Поговорки

 

Сукмак

 

Юхан шыв пек авкаланса

Выртать сукмак.

Пулать-ши унпала кайсан

Хире тухма?

 

Тен, курăп малалла утсан

Эп улăха?

Пуç кăшăль чечекрен тусан –

Епле паха.

 

Ун тăрăх, тен, çитме пулать

Сĕм вăрмана?

Каяс килет юрла-юрла

Ман çырлана.

 

Тен, пĕрлешет таçта сукмак

Мăн çулпала?

Унта пулать пуль, тен, тупма

Ăраскала.

 

Тропинка

 

Тропинка вьётся,

Вперёд бежит,

Ржаное поле

Вдали лежит.

 

А там, за полем,

Пестрит лужок.

Цветов раздолье –

Сплету венок.

 

Потом – полянка

В густом лесу.

Домой вам ягод

Я принесу.

 

Ведет обратно

Широкий путь.

Моим он будет

Когда-нибудь.

 

Çĕнтерӳ

 

Çĕнтерӳ уявне

Тухрĕ ман асатте.

Орденне-медальне

Çакрĕ кăкăр умне.

 

Халĕ вăл пирĕнпе

Урам тăрăх утать.

Çĕнтерӳ юррипе

Таврана янратать.

 

Вăрçăри кунсене

Асилет ветеран,

Ачасен телейне

Хӳтĕленĕ вутран.

 

Асатте çынсемпе

Калаçать кăмăлтан:

«Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпе

Тăнăç пултăр ялан!»

 

Победа 

 

9 мая –

Наш праздник Победы.

Ордена и медали

На кителе у деда.

 

И я с ним шагаю

В чётком строю

И фронтовую песню

Громко пою.

 

Недавно к нам в садик

Мой дед приходил.

Как с немцами сладил,

Он нам говорил.

 

Пусть солнце сияет

На радость всем нам.

Победный наш май

На страх всем врагам!

 

Анне

 

Икĕ сыпăкран

Тăрать «ан-не» сăмах.

Пурпĕр вăл кăна

Нимрен те хаклăрах.

 

Мама

 

Из двух слогов всего

Простое слово «ма-ма».

Дороже и теплей его

На свете не бывало.