СУ-ХАН
Афанасьев Егор Афанасьевич
ТУПМАЛЛИ
Вӗҫкӗнсем
Улатаккапа пакша
Су-хан
Картишӗнчи урокра
Хурпа чӗпписем
Вӗҫкӗнсем
Шăрпăк ялт! пуçне çеклет:
Этем мансăр вăл пĕтет –
Мансăр вутă чĕртеймест,
Апатне пĕçереймест.
– Мансăр кĕпе çĕлеймест,
Ниçта тухса çÿреймест.
эппин эп те вырăнта, –
Йĕп сăмах хушать кунта.
Тăчĕ çĕкленсе пăта:
– Эп те – кирлĕ вырăнта.
Мансăр пĕр пӳрт пулаймасть,
Этем тени пурнаймасть.
Стена çинчи çĕн сехет
Йĕппипе тĕртсе илет:
– Аçта çитĕр-ши вĕçсе –
Кун пекех вĕçкĕнленсе?
Этем тени пулмасан,
Этем алли тытмасан,
Шăрпăк тени чĕрлеймест,
Йĕп хăй тĕллĕн çĕлеймест,
Мăлатукĕ çапаймасть,
Пăта усă параймасть.
Улатаккапа пакша
Хăвăл пӳртре – йăвара
Пакша выртать ăшăра.
– Так-так-так! таккать такам
Пакша пӳртне хыçалтан.
Мĕнпур кайăк хӳтĕре, –
Кам çӳрет-ши сивĕре?
Чим-ха, тухса пăхам-ха,
Хăваласа ярам-ха.
Вашт! сирет те хӳрине
Пакша тухать пӳртумне.
Пăхать уçса алăка –
Юнашар – улатакка!
– Улатакка,
Ан такка!
Ан такка,
Улатакка!
Сикĕп-тухăп йăваран,
Çулăп-илĕп çунатран.
Тулăп-тăкăп туххăмра...
Улатакка чарăнмасть,
Çаплах таккать, вăрçтарать.
– Улатакка,
Ан такка!
Ан такка,
Улатакка!
Унта мĕн эс сиркелен.?
Унта манăн сар келет.
Сарă мăйăр арчара,
Типнĕ кăмпа – пурара.
Сар арчана шăтаран,
Сар мăйăра юхтаран.
Тип кăмпана салатан,
Мана выçă хăваран...
Так! таккать улатакка.
Чарăна пĕлмест, таккать...
Арча шăтать аякран,
Юхать мăйăр шăтăкран...
Сикрĕ-тухрĕ хай пакша:
– Ах, усал, хĕрлĕ кукша
Ват арланпа ăмăртса
Кĕрпе пухрăм тар тăкса.
Çимĕç ман – пӳлме тулли.
Çура тухма çимелли.
Эп сана тытмастăп-и?
Эп сана култарăп-и?
Пакша тӳсеймен енне
Ялт! сикет турат çине.
Улатакка вăшт! тарать,
Пакши хыççăн хăвалать.
Турат вӗçне çитрĕ те –
Пакшан çулĕ пĕтрĕ те.
– Сикем!Ӳ-ӳкĕпех!
Вилем паттăр вилĕмпе!
Ман пурпĕрех пĕтмелле.
Выç вилĕмпе вилмелле...
Тапрĕ-ячĕ туратран –
Вĕçет пакша сывлăшра...
– Вĕçетĕп вĕт, вĕçетĕп,
Тĕнче вĕçне çитетĕп!
Курăр мана, йывăçсем!
Курăр мана, кайăксем!
Акă, тарăхсан пĕрре
Вĕçĕп-кайăп Çĕпĕре!
Кам калать: «Çунат паман», –
Уншăн мăн хӳре пур ман!..
Çапла пакша ĕмĕрне
Пĕрре курчĕ кӳренсе.
Уншăн, хăйĕн телейне,
Юлчĕ вĕçме вĕренсе.
Су-хан
Анне кĕчĕ пахчаран.
Карçинкки – хĕрри тарак.
Çĕрулми, хăяр, кăшман,
Кишĕр, чĕкӗнтĕр, сухан,
Ешĕл купăста, салат,
Хĕрлĕ помидор, шпинат...
Тĕпелте выртсан-выртсан,
Кăшт пуçне çĕклет сухан:
– Чим, эп кам? Чим, эп – хан!
Манăн ятăм-çке – Су-хан!
Эппин пит авал, тахçан
Манăн несĕл пулнă хан.
Ячĕ пулнă ун Су-хан.
Эпир килнĕ кăнтăртан.
Килнĕ – эсĕр ухмахран.
Сире тытакан çукран.
Чимĕр, кам унта шаккать?
Чарăн, сехет, ан шакка,
Чарăн, вăхăт, талăка,
Хыт ан хупăр алăка.
Кам çаплах шавлать паян?
Чарăн, радио, шăплан!
Манăн – ханăн – канмалла,
Ханăн шухăшламалла!
Тарçăсем ман пулмалла,
Пысăк çар ман тытмалла.
Эпĕ – хан, эп – хаяр,
Халь ман тарçă эс, хăяр!
Сан çитмест ăсу пĕччен,
Тӳсейместĕн эс кĕрччен.
Сана лартăп çар пуçне,
Сыхлăн Су-хан канăçне.
Шăна-пăван çыртасран,
Хĕвел пăчăхтарасран
Вăркăштарĕ купăста:
Ку ĕçе вăл пит ăста.
– Ха-ха-ха! Ха-ха-ха! –
Ахăрса ярать Су-хан:
Канма выртрĕ ырă хан –
Эс ун канлĕхне сыхлан...
Кĕç, ак, тытрĕ те анне
Тумне хыврĕ ханăнне.
Парăнасшăн мар Су-хан,
Куççуль кăларать сухан.
– Ах, хаяр,– тет ман анне,
Шăлса илет ик куçне.
Татрĕ ханăнне пуçне,
Шав вылятрĕ çĕççине.
Часах ячĕ хурана...
Ак, пит вĕçнĕшĕн сана!
Хан пулман иккен Су-хан,
Пулнă пахчари сухан.
Ай-вай çирĕмĕр, ваçка,
Тутлă пулчĕ пит яшка.