ШЫВ ХӐПАРАТЬ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
Ешӗл вӑрман варрипе,
Хамӑр ялӑн хӗррипе
Ҫырма юхать юрласа,
Йӑлтӑр-йӑлтӑр çуталса.
Ҫак илемлӗ çырмаран,
Тӳрех тимӗр пӑрӑхран,
Шыв хӑпарать васкаса,
Пирӗн тӑван колхоза.
Фермӑсене, çуртсене,
Улма-çырла пахчине
Тӑп-тӑрӑ шыв саланать,
Пире ырлӑх кӑтартать.