ШУРШӐЛ КАЧЧИ
Давыдов-Анатри Василий Иванович
(Сӑвӑ ярӑмӗ)
МАЛТАНХИ СӐМАХ
Ыйхӑ тутлӑ;
Ялйыш çывӑрать,
Пӗр сас-чӳ илтӗнмест урамра.
Каштаран сас парать пӗр автан,
Пиччӗшне вӑратать Андриян.
– Тӑр, пичче,
Тумланар та каяр,
Иртерех аттене пулӑшар.
Конюх ӗçӗ, пӗлен, çӑмӑл мар,
Витене, тасатар,
Шыв йӑтар…
Курать амӑш ачи ӗçченне,
Чӑн та çӑкӑр çынни иккенне,
Савӑнать, хӗпӗртет чӗререн
Хӑй пӑхать чӗппине куçӗнчен.
…Шурӑмпуçӗ килет, хӑпарать,
Юр çуни палӑрать урамра.
Витене Иванпа Андриян
Шыв йӑтаççӗ таса шур çӑлтан.
Çӑмӑл пек-çке вӗсен ашшӗне,
Конюхри Кӗркури пиччене:
Пулӑшаççӗ ӑна ачисем,
Пур пекех туйӑнать çунатсем.
АХ ВӖÇЕСЧӖ
Тӳпе тӑрӑ. Аван сывлама.
Çынсем тухнӑ йӑлтах урама.
Янӑраççӗ хавас юрӑсем:
Май уявӗ кӗрлет Шуршӑлта.
Андриян ялав йӑтнӑ – малта,
Ӑна амӑш пӑхса савӑнать,
Чунтанах ырлӑх-сывлӑх сунать:
– Ачам, эсӗ ман мӑшӑр çунат,
Пурнӑçри ӑмӑрткайӑк, хӑват,
Ут çапла ӗмӗрех малалла,
Юмахри паттӑр çын-улӑпла…
Андриян тинкерет тӳпене,
Сӑнать хурçӑ хӑлат вӗçнине.
Хӑй вара çавӑнтах шухӑшлать:
«Эх, вӗçесчӗ пӗрре кайӑкла!»
Кӑнтӑр çилӗ лӑпкать ачана,
Ӗмӗтпе çунатланнӑ чуна.
Май уявӗ кӗрлет Шуршӑлта,
Андриян ялав йӑтнӑ – малта.
ÇУРХИ КАÇ
Уйӑх тулнӑ, шӑвать тӳпере,
Яла карнӑ çӑра шур тӗтре.
Темшӗн çук Андриян килӗнче,
Пӗтӗм шухӑш йӑлтах ун çинче.
Иван пиччӗш, ӑна шыраса,
Анчӗ шухӑ Çавал хӗррине.
Тупаймарӗ.
Чунтан хурланса,
Каялла чупса кайрӗ килне.
– Эх анне, тӗл пулмарӑм ӑна,
Мӗн калас,
Питӗ йывӑр чуна.
Ӑнланмастӑп – мӗскер тумалла? –
Шанма çук-çке çурхи Çавала…
Амӑш ним те тума пӗлеймест,
Хыпса ӳкнӗ, çӑмах чӗнеймест,
Шухӑшлать, хуйхӑрать чӗререн:
«Ах, чӗкеçӗм, ӑçта эс çӳрен?»
Йывӑç алӑк яри уçӑлать,
Куç умне акт тухать Андриян.
Ӑна амӑш тытать, ыталать:
«Чунӑм, эс, туршӑн та, çухалман!
Каласамччӗ, ачам, эс ӑçтан?
Кунӗпех килте çук-çке паян.
Хӑрамастӑн çурхи шыв-шуртан,
Мӗн курас пур шӑнса пӑсӑлсан?»
Андриян ӑнланать амӑшне,
Ачашлать ун ӗçчен аллине:
– Анне, маншӑн питех ан кулян,
Пуçӑмра сывлӑх пур-ха паян.
Мӗн тӑвас, каçа юлтӑм, каçар,
Кил кунта, лар çума, калаçар.
Телей пур-ха, пӗтмен, тавтапуç.
Тытрӑм пулӑ: пӑртас, хӗрлӗ куç…
Тепӗр хут эп ыйтатӑп: каçар,
Вут чӗртер, çак пулла ӑшалар.
Вылять уйӑх Çавал тӗпӗнче,
Çиçет çӑлтӑр тӳпе маччинче.
АЧА ÇУЛӖ
Андриян юратать Пушкина,
Юратать Артура, Павкӑна…
Вӑл час-час калаçать Çеçпӗлпе,
Кӑвар чунлӑ чӑваш ачипе.
Çамрӑксем тӗлӗнеççӗ унран:
Хӑй сӑпай, вӗренет пит аван.
Вӑл чухлать, çамрӑклах ӑнланать:
Ӗçпе çеç чӑн телей тупӑнать.
Юмах янӑ куллен ват çынсем
Авалхи улӑп-паттӑр çинчен.
Каçса кайнӑ ялти ачасем,
Шӑп çеç ларнӑ сӗтел хушшинче.
«Тӗнчере вӑйли çук этемрен,
Вӑй илет вӑл çӗрпе хӗвелрен!» –
Андриян тахçанах ун çинчен
Илтнӗ-мӗн ватӑрах çынсенчен.
Вӑхӑт йывӑр.
Мӗскер калама
Пӗлмелле çирӗп чунлӑ пулма?
Вутлӑ вӑрçӑ пырать çӗршывра,
Арçынсем çапӑçаççӗ фронтра.
Вӗçӗ çук. Ӗç нумай колхозра.
Пысӑк шанчӑк ача-пӑчара.
Сахал мар тумалли кил-çуртра,
Ӗне те пӑхмалла фермӑра.
Амӑшне пулӑшать Андриян:
Вутӑ кирлӗ – йӑтать вӑрмантан.
Ӳркенмст, вӑл çӳрет кӗтӳре,
Çуркунне – уй хирте, сӳрере.
Ашкӑнать мур илесшӗ тӑшман.
«Эх, мен-ма маларах çуралман?
Тӗп тӑвасчӗ хура çӑхана,
Аркатасчӗ çӗлен-калтана!» –
Чунтанах тарӑхать Андриян
Ӗшенсе килнӗ чух акаран.
Вӑл туять, вӑл шырать, ӗненет:
Вӑрçӑра Хӗрлӗ Çар çӗнтерет.
Андриян асӗнче – улӑпсем –
Ыр ят илнӗ çӗршыв çыннисем:
Чкаловпа Кожедуб, Орловсем…
Вӗсем уншӑн сӳнми çӑлтӑрсем.
АШШӖ ПИЛЛӖХӖ
Шухӑшлать, тертленет Андриян.
Ыйхӑ çук. Виçӗ каç çывӑрман.
Калаçать хӑйпе хӑй пӗр-пӗччен:
Каймасть ашшӗ ача асӗнчен.
Ӑна ашшӗ çӗре кӗриччен
Пехеллинӗ чунтан-чӗререн:
«Санӑн пур телейӳ. Ан ӳркен,
Ан хӑра нихӑсан та ӗçрен.
Ан пис эсӗ, ачам, çӗршывран,
Ан шутла пӑрӑнма халӑхран!»
Тӑван ашшӗ çапла калани,
Ӑс парса, пиллесе хӑварни
Аса килчӗ йӑлтах капланса,
Çамрӑк çын чӗрине хал парса.
ВӐРМАН ВИТӖР ÇУЛПА…
Пурнӑç, пурнӑç васкать малалла,
Унпа тан ӗлкӗрсе пымалла.
Лартать çирӗп тӗллев Андриян:
Ку чухне вӗренсен çын пулан.
Вӑл утать вӑрман витӗр çулпа,
Канашлать пиччӗшпе, Иванпа:
«Техникум. Çӑмӑл мар вӗренме,
Тӑрӑшасчӗ ӑна пӗтерме…»
Вӑй вылять Атӑл шывӗн тӗрри,
Курӑнать акӑ Сӗнтӗрвӑрри.
Çакӑнта пӗр çемье тус-йышра
Палӑрать вӑй пурри ачара.
Мӗнле манӗ тӑван тӑвана?
Пулӑшать Иван пиччӗш ӑна.
Асилет Андриян амӑшне,
Вӑл вӗсемшӗн куллен çуннине.
Вӑй хушни, вӗренни, тӑрӑшни,
Çынсене тӑванла юратни,
Пачӗç шанчӑк ача чӗрине,
Пачӗç шанчӑк Шуршӑл каччине.
АН СӲНСЕМ, ЮРАТУ
Хум вылять аслӑ Атӑл çинче,
Ыткӑнать çӳл çыран еннелле.
Лапсӑркка пӗр йӑмра айӗнче
Андриян калаçать хӗрпеле:
– Эх, хули! Тухас çук асӑмран,
Çулӑм ман пуçлать çакӑнтан.
Эп каятӑп Карели çӗрне,
Манас марччӗ, туссем, пӗр-пӗрне…
Хӗр тӑнлать Андриян сӑмахне,
Тем каласшӑн пӑхать ун çине:
– Ан сӳнсем, юрату, ӗмӗрне,
Ан çухат чӑн тӳпе çӑлтӑрне.
Икӗ чун пӗр-пӗрне юратса
Алӑ пачӗç ун чух каçхине.
Кӗмӗл уйӑх тухать çуталса,
Хӗм сапать аслӑ Атӑл çине.
КАРЕЛИ ВӐРМАНӖ
Эй, мӑнаçлӑ Карели вӑрманӗ,
Кунӗн-çӗрӗн шавлать, сас парать.
Пин-пин кайӑк юррийӗ. Кам манӗ
Çурçӗр çилӗ чуна ачашлать.
Андриян малтанах кӑмӑлларӗ
Çак пуян Калевала çӗрне.
Кӗпе витӗр тухать пурнӑç тарӗ,
Саврӗ Атӑл каччи хӑй ӗçне.
Тӗрлӗ халӑх кунта.
Вӑрман ӗçӗ
Ӑнса пычӗ.
Аван пурӑнма
Шутлӑ кунӑн пурах-тӑр çав вӗçӗ:
Çитрӗ вӑхӑт салтак та пулма.
…Андриян летчика вӗренет,
Хӑйӗнчен хӑй йӑлтах тӗлӗнет:
Çутӑ ӗмӗт кӗрет пурнӑçа –
Ӑçта хурӑн чунри савнӑçа!
Вӑл ларать, шухӑшлать: «Çулсем уçӑ.
Тӑрӑш çеç, вӗçӗн эс кайӑкла.
Чӑн тӳпе çӑлтӑрне куçа-куçӑн
Манӑн хамӑн çитсе курмалла!..»
ÇӖНӖ ХЫПАР
Командир чӗнтерет хӑй патне
Вӗçеври паттӑр летчиксене,
Тӑванла калаçать вӗсемпе.
Хӑй пӗлесшӗн, тӗпчет йӗркипе.
– Андриян Николаев, итле:
Пирӗн çул – космоса çитмелле.
Летчик эс, юрататӑн вӗçме,
Кӑмӑл çук-и татах вӗренме? –
Командир çапла ыйтрӗ унран.
Ним сӑмах тупаймасть Андриян.
Сисӗнет: хӗпӗртерӗ чунтан,
Кӗтнӗ вӑл çак куна ачаран.
–Тавтапуç. Маншӑн ку – çӗн хыпар,
Уншӑн эс ӗмӗр кур пархатар, –
Сар хӗвел ача пек йӑл кулать,
Николаев сӑнне çутать.
Космонавт пуласси çӑмӑл мар,
Сывлӑх кирлӗ юман пек патвар.
Тӳпере çиçӗмле вӗçмелле,
Йывӑра çӗнтерме пӗлмелле.
Космоцентр.
Кунта Андриян
Вӑй хурать, вӗренет хӑй ӗçне.
Çӗр çинче хӑнӑху пулмасан,
Мӗнле кайӑн тӗнче уçлӑхне?
Вӑл пулать шартлама сивӗре,
Вӑл пулать тӳсме çук шӑрӑхра,
Çаврӑнать кутӑн-пуçӑн пӗрре,
Тепре вӑл пӗр-пӗччен шӑплӑхра.
Николаев пӗлет пит аван:
Вӑл начар çын пулма çуралман.
ÇУЛ УМӖН
Аслӑ, йывӑр çула тухиччен,
Çут тӗнче уçлӑхне кайиччен
Андриян шухӑшларě курма,
Шухӑшларӗ чунтан тав тума
Ачаран хӑйне çывӑх çынна –
Владимир Ильич Ленина.
Мавзолей...
Кам хумханмӗ кунта.
Сас-чӳ çук.
Салтаксем хуралта...
Николаев çулпуç умӗнчен
Утса иртрӗ хуллен, майӗпен.
– Ильич, эсӗ чӑваш ачине
Шанса патӑн телей уççине.
Сан ӑсу, хӑвату чунӑма
Çунат хушрӗ хӑюллӑ пулма.
Пирӗн çул – космоса тухмалла.
Черет çитрӗ – халь ман каймалла.
Ильич, эсӗ атте вырӑнне
Сывлӑх сун, пехилле çул çине...
ИКӖ ÇӐЛТӐР
Пирӗн халӑх хӑюллӑ, хастар.
Тӗнчипех сарӑлать çӗн хыпар.
Тӑван халӑх, çӗршыв чӗннипе,
Шухӑш-кӑмӑл, чӗре хушнипе
Андриян пӗр тӳлек ирхине
Вӗçсе кайрӗ тӗнче уçлӑхне.
Унпа пӗтӗм çӗршыв мухтанать,
Тӑван амӑш чунтан савӑнать,
Ывӑлне ырлӑх-сывлӑх сунать.
Хӑй вара чӗререн хумханать:
– Эх, юратнӑ ачам Андриян,
Çаврӑнса эс килсемччӗ аван...
Çӑлтӑр витӗр выртан сулпалан,
Çӗршыв панӑ çунат-вӑйпалан
Улӑп-паттӑр вӗçет космоса,
Çаврӑнать Çӗр-планета тавра.
Вӑл Гагарин, Титов пек вӗçет,
Унран пӗтӗм тӗнче тӗлӗнет.
Ӑна, харсӑр чӑваш ачине,
Пултаруллӑ совет сыннине,
Саламлать çӗрӗм-шывӑм-анне.
Халиччен çын пулман вырӑнтан,
Ҫут тенче тӳпинчен, космосран,
Тӗлӗнетӗн, мӗн пур каласси,
Илтенет Николаев сасси.
– Эс, юратнӑ çӗршывӑм-анне,
Эп пӑхатӑп савса сан çине.
Яланах эс çӗклетӗн чуна,
Çухатмастӑн куçран ывӑлна!
Николаев çырать хут çине
Хӑй мӗскер тунине, илтнине.
Пурте кирлӗ вӗсем малашне
Çунат аслӑ совет çыннине.
...Ак Попович тухать уçлӑха,
Николаев тусне сас парса.
Икӗ улӑп пӗрле, тӑванла
Çул хываççӗ малтан малалла.
Шухӑшлать, тӗлӗнет Андриян:
Пит аван космосра тус пулсан...
Икӗ çӑлтӑр çӳлте, тӳпере,
Юратса ыталаççӗ çӗре.
ХАЛӐХ ЧЫСӖ
Вичкӗн çилӗ вӗрет анӑçран,
Савӑнать пӗтӗм халӑх чунран.
Улӑп-паттӑрсене çӗршывра
Хамӑрах та тӑван Мускавра
Кашни çын кӑмӑлтан чыс тӑвать,
Ырлӑх-сывлӑх сунать, саламлать.
Тӳпере, ав, хӗвел тӗр тӗрлет,
Иртенпех Хӗрлӗ плащадь кӗрлет.
Хӳхӗ юрӑ юхать ян та ян,
Ак тухать куç умне Андриян.
Саламлаҫҫӗ чӑваш ачине,
Совет ҫӗрӗн ӑмӑрткайӑкне
Пӗрле ӳснӗ юлташ-тантӑшсем,
Тус-тӑван космонавт-паттӑрсем...
Андриян халӑха, çӗршыва
Ваттисен йӑлипе пуҫ таять,
Пӗтӗм чун-чӗререн тав тӑвать.
1962
МАЛТАНХИ СӐМАХ
Ыйхӑ тутлӑ;
Ялйыш çывӑрать,
Пӗр сас-чӳ илтӗнмест урамра.
Каштаран сас парать пӗр автан,
Пиччӗшне вӑратать Андриян.
– Тӑр, пичче,
Тумланар та каяр,
Иртерех аттене пулӑшар.
Конюх ӗçӗ, пӗлен, çӑмӑл мар,
Витене, тасатар,
Шыв йӑтар…
Курать амӑш ачи ӗçченне,
Чӑн та çӑкӑр çынни иккенне,
Савӑнать, хӗпӗртет чӗререн
Хӑй пӑхать чӗппине куçӗнчен.
…Шурӑмпуçӗ килет, хӑпарать,
Юр çуни палӑрать урамра.
Витене Иванпа Андриян
Шыв йӑтаççӗ таса шур çӑлтан.
Çӑмӑл пек-çке вӗсен ашшӗне,
Конюхри Кӗркури пиччене:
Пулӑшаççӗ ӑна ачисем,
Пур пекех туйӑнать çунатсем.
АХ ВӖÇЕСЧӖ
Тӳпе тӑрӑ. Аван сывлама.
Çынсем тухнӑ йӑлтах урама.
Янӑраççӗ хавас юрӑсем:
Май уявӗ кӗрлет Шуршӑлта.
Андриян ялав йӑтнӑ – малта,
Ӑна амӑш пӑхса савӑнать,
Чунтанах ырлӑх-сывлӑх сунать:
– Ачам, эсӗ ман мӑшӑр çунат,
Пурнӑçри ӑмӑрткайӑк, хӑват,
Ут çапла ӗмӗрех малалла,
Юмахри паттӑр çын-улӑпла…
Андриян тинкерет тӳпене,
Сӑнать хурçӑ хӑлат вӗçнине.
Хӑй вара çавӑнтах шухӑшлать:
«Эх, вӗçесчӗ пӗрре кайӑкла!»
Кӑнтӑр çилӗ лӑпкать ачана,
Ӗмӗтпе çунатланнӑ чуна.
Май уявӗ кӗрлет Шуршӑлта,
Андриян ялав йӑтнӑ – малта.
ÇУРХИ КАÇ
Уйӑх тулнӑ, шӑвать тӳпере,
Яла карнӑ çӑра шур тӗтре.
Темшӗн çук Андриян килӗнче,
Пӗтӗм шухӑш йӑлтах ун çинче.
Иван пиччӗш, ӑна шыраса,
Анчӗ шухӑ Çавал хӗррине.
Тупаймарӗ.
Чунтан хурланса,
Каялла чупса кайрӗ килне.
– Эх анне, тӗл пулмарӑм ӑна,
Мӗн калас,
Питӗ йывӑр чуна.
Ӑнланмастӑп – мӗскер тумалла? –
Шанма çук-çке çурхи Çавала…
Амӑш ним те тума пӗлеймест,
Хыпса ӳкнӗ, çӑмах чӗнеймест,
Шухӑшлать, хуйхӑрать чӗререн:
«Ах, чӗкеçӗм, ӑçта эс çӳрен?»
Йывӑç алӑк яри уçӑлать,
Куç умне акт тухать Андриян.
Ӑна амӑш тытать, ыталать:
«Чунӑм, эс, туршӑн та, çухалман!
Каласамччӗ, ачам, эс ӑçтан?
Кунӗпех килте çук-çке паян.
Хӑрамастӑн çурхи шыв-шуртан,
Мӗн курас пур шӑнса пӑсӑлсан?»
Андриян ӑнланать амӑшне,
Ачашлать ун ӗçчен аллине:
– Анне, маншӑн питех ан кулян,
Пуçӑмра сывлӑх пур-ха паян.
Мӗн тӑвас, каçа юлтӑм, каçар,
Кил кунта, лар çума, калаçар.
Телей пур-ха, пӗтмен, тавтапуç.
Тытрӑм пулӑ: пӑртас, хӗрлӗ куç…
Тепӗр хут эп ыйтатӑп: каçар,
Вут чӗртер, çак пулла ӑшалар.
Вылять уйӑх Çавал тӗпӗнче,
Çиçет çӑлтӑр тӳпе маччинче.
АЧА ÇУЛӖ
Андриян юратать Пушкина,
Юратать Артура, Павкӑна…
Вӑл час-час калаçать Çеçпӗлпе,
Кӑвар чунлӑ чӑваш ачипе.
Çамрӑксем тӗлӗнеççӗ унран:
Хӑй сӑпай, вӗренет пит аван.
Вӑл чухлать, çамрӑклах ӑнланать:
Ӗçпе çеç чӑн телей тупӑнать.
Юмах янӑ куллен ват çынсем
Авалхи улӑп-паттӑр çинчен.
Каçса кайнӑ ялти ачасем,
Шӑп çеç ларнӑ сӗтел хушшинче.
«Тӗнчере вӑйли çук этемрен,
Вӑй илет вӑл çӗрпе хӗвелрен!» –
Андриян тахçанах ун çинчен
Илтнӗ-мӗн ватӑрах çынсенчен.
Вӑхӑт йывӑр.
Мӗскер калама
Пӗлмелле çирӗп чунлӑ пулма?
Вутлӑ вӑрçӑ пырать çӗршывра,
Арçынсем çапӑçаççӗ фронтра.
Вӗçӗ çук. Ӗç нумай колхозра.
Пысӑк шанчӑк ача-пӑчара.
Сахал мар тумалли кил-çуртра,
Ӗне те пӑхмалла фермӑра.
Амӑшне пулӑшать Андриян:
Вутӑ кирлӗ – йӑтать вӑрмантан.
Ӳркенмст, вӑл çӳрет кӗтӳре,
Çуркунне – уй хирте, сӳрере.
Ашкӑнать мур илесшӗ тӑшман.
«Эх, мен-ма маларах çуралман?
Тӗп тӑвасчӗ хура çӑхана,
Аркатасчӗ çӗлен-калтана!» –
Чунтанах тарӑхать Андриян
Ӗшенсе килнӗ чух акаран.
Вӑл туять, вӑл шырать, ӗненет:
Вӑрçӑра Хӗрлӗ Çар çӗнтерет.
Андриян асӗнче – улӑпсем –
Ыр ят илнӗ çӗршыв çыннисем:
Чкаловпа Кожедуб, Орловсем…
Вӗсем уншӑн сӳнми çӑлтӑрсем.
АШШӖ ПИЛЛӖХӖ
Шухӑшлать, тертленет Андриян.
Ыйхӑ çук. Виçӗ каç çывӑрман.
Калаçать хӑйпе хӑй пӗр-пӗччен:
Каймасть ашшӗ ача асӗнчен.
Ӑна ашшӗ çӗре кӗриччен
Пехеллинӗ чунтан-чӗререн:
«Санӑн пур телейӳ. Ан ӳркен,
Ан хӑра нихӑсан та ӗçрен.
Ан пис эсӗ, ачам, çӗршывран,
Ан шутла пӑрӑнма халӑхран!»
Тӑван ашшӗ çапла калани,
Ӑс парса, пиллесе хӑварни
Аса килчӗ йӑлтах капланса,
Çамрӑк çын чӗрине хал парса.
ВӐРМАН ВИТӖР ÇУЛПА…
Пурнӑç, пурнӑç васкать малалла,
Унпа тан ӗлкӗрсе пымалла.
Лартать çирӗп тӗллев Андриян:
Ку чухне вӗренсен çын пулан.
Вӑл утать вӑрман витӗр çулпа,
Канашлать пиччӗшпе, Иванпа:
«Техникум. Çӑмӑл мар вӗренме,
Тӑрӑшасчӗ ӑна пӗтерме…»
Вӑй вылять Атӑл шывӗн тӗрри,
Курӑнать акӑ Сӗнтӗрвӑрри.
Çакӑнта пӗр çемье тус-йышра
Палӑрать вӑй пурри ачара.
Мӗнле манӗ тӑван тӑвана?
Пулӑшать Иван пиччӗш ӑна.
Асилет Андриян амӑшне,
Вӑл вӗсемшӗн куллен çуннине.
Вӑй хушни, вӗренни, тӑрӑшни,
Çынсене тӑванла юратни,
Пачӗç шанчӑк ача чӗрине,
Пачӗç шанчӑк Шуршӑл каччине.
АН СӲНСЕМ, ЮРАТУ
Хум вылять аслӑ Атӑл çинче,
Ыткӑнать çӳл çыран еннелле.
Лапсӑркка пӗр йӑмра айӗнче
Андриян калаçать хӗрпеле:
– Эх, хули! Тухас çук асӑмран,
Çулӑм ман пуçлать çакӑнтан.
Эп каятӑп Карели çӗрне,
Манас марччӗ, туссем, пӗр-пӗрне…
Хӗр тӑнлать Андриян сӑмахне,
Тем каласшӑн пӑхать ун çине:
– Ан сӳнсем, юрату, ӗмӗрне,
Ан çухат чӑн тӳпе çӑлтӑрне.
Икӗ чун пӗр-пӗрне юратса
Алӑ пачӗç ун чух каçхине.
Кӗмӗл уйӑх тухать çуталса,
Хӗм сапать аслӑ Атӑл çине.
КАРЕЛИ ВӐРМАНӖ
Эй, мӑнаçлӑ Карели вӑрманӗ,
Кунӗн-çӗрӗн шавлать, сас парать.
Пин-пин кайӑк юррийӗ. Кам манӗ
Çурçӗр çилӗ чуна ачашлать.
Андриян малтанах кӑмӑлларӗ
Çак пуян Калевала çӗрне.
Кӗпе витӗр тухать пурнӑç тарӗ,
Саврӗ Атӑл каччи хӑй ӗçне.
Тӗрлӗ халӑх кунта.
Вӑрман ӗçӗ
Ӑнса пычӗ.
Аван пурӑнма
Шутлӑ кунӑн пурах-тӑр çав вӗçӗ:
Çитрӗ вӑхӑт салтак та пулма.
…Андриян летчика вӗренет,
Хӑйӗнчен хӑй йӑлтах тӗлӗнет:
Çутӑ ӗмӗт кӗрет пурнӑçа –
Ӑçта хурӑн чунри савнӑçа!
Вӑл ларать, шухӑшлать: «Çулсем уçӑ.
Тӑрӑш çеç, вӗçӗн эс кайӑкла.
Чӑн тӳпе çӑлтӑрне куçа-куçӑн
Манӑн хамӑн çитсе курмалла!..»
ÇӖНӖ ХЫПАР
Командир чӗнтерет хӑй патне
Вӗçеври паттӑр летчиксене,
Тӑванла калаçать вӗсемпе.
Хӑй пӗлесшӗн, тӗпчет йӗркипе.
– Андриян Николаев, итле:
Пирӗн çул – космоса çитмелле.
Летчик эс, юрататӑн вӗçме,
Кӑмӑл çук-и татах вӗренме? –
Командир çапла ыйтрӗ унран.
Ним сӑмах тупаймасть Андриян.
Сисӗнет: хӗпӗртерӗ чунтан,
Кӗтнӗ вӑл çак куна ачаран.
–Тавтапуç. Маншӑн ку – çӗн хыпар,
Уншӑн эс ӗмӗр кур пархатар, –
Сар хӗвел ача пек йӑл кулать,
Николаев сӑнне çутать.
Космонавт пуласси çӑмӑл мар,
Сывлӑх кирлӗ юман пек патвар.
Тӳпере çиçӗмле вӗçмелле,
Йывӑра çӗнтерме пӗлмелле.
Космоцентр.
Кунта Андриян
Вӑй хурать, вӗренет хӑй ӗçне.
Çӗр çинче хӑнӑху пулмасан,
Мӗнле кайӑн тӗнче уçлӑхне?
Вӑл пулать шартлама сивӗре,
Вӑл пулать тӳсме çук шӑрӑхра,
Çаврӑнать кутӑн-пуçӑн пӗрре,
Тепре вӑл пӗр-пӗччен шӑплӑхра.
Николаев пӗлет пит аван:
Вӑл начар çын пулма çуралман.
ÇУЛ УМӖН
Аслӑ, йывӑр çула тухиччен,
Çут тӗнче уçлӑхне кайиччен
Андриян шухӑшларě курма,
Шухӑшларӗ чунтан тав тума
Ачаран хӑйне çывӑх çынна –
Владимир Ильич Ленина.
Мавзолей...
Кам хумханмӗ кунта.
Сас-чӳ çук.
Салтаксем хуралта...
Николаев çулпуç умӗнчен
Утса иртрӗ хуллен, майӗпен.
– Ильич, эсӗ чӑваш ачине
Шанса патӑн телей уççине.
Сан ӑсу, хӑвату чунӑма
Çунат хушрӗ хӑюллӑ пулма.
Пирӗн çул – космоса тухмалла.
Черет çитрӗ – халь ман каймалла.
Ильич, эсӗ атте вырӑнне
Сывлӑх сун, пехилле çул çине...
ИКӖ ÇӐЛТӐР
Пирӗн халӑх хӑюллӑ, хастар.
Тӗнчипех сарӑлать çӗн хыпар.
Тӑван халӑх, çӗршыв чӗннипе,
Шухӑш-кӑмӑл, чӗре хушнипе
Андриян пӗр тӳлек ирхине
Вӗçсе кайрӗ тӗнче уçлӑхне.
Унпа пӗтӗм çӗршыв мухтанать,
Тӑван амӑш чунтан савӑнать,
Ывӑлне ырлӑх-сывлӑх сунать.
Хӑй вара чӗререн хумханать:
– Эх, юратнӑ ачам Андриян,
Çаврӑнса эс килсемччӗ аван...
Çӑлтӑр витӗр выртан сулпалан,
Çӗршыв панӑ çунат-вӑйпалан
Улӑп-паттӑр вӗçет космоса,
Çаврӑнать Çӗр-планета тавра.
Вӑл Гагарин, Титов пек вӗçет,
Унран пӗтӗм тӗнче тӗлӗнет.
Ӑна, харсӑр чӑваш ачине,
Пултаруллӑ совет сыннине,
Саламлать çӗрӗм-шывӑм-анне.
Халиччен çын пулман вырӑнтан,
Ҫут тенче тӳпинчен, космосран,
Тӗлӗнетӗн, мӗн пур каласси,
Илтенет Николаев сасси.
– Эс, юратнӑ çӗршывӑм-анне,
Эп пӑхатӑп савса сан çине.
Яланах эс çӗклетӗн чуна,
Çухатмастӑн куçран ывӑлна!
Николаев çырать хут çине
Хӑй мӗскер тунине, илтнине.
Пурте кирлӗ вӗсем малашне
Çунат аслӑ совет çыннине.
...Ак Попович тухать уçлӑха,
Николаев тусне сас парса.
Икӗ улӑп пӗрле, тӑванла
Çул хываççӗ малтан малалла.
Шухӑшлать, тӗлӗнет Андриян:
Пит аван космосра тус пулсан...
Икӗ çӑлтӑр çӳлте, тӳпере,
Юратса ыталаççӗ çӗре.
ХАЛӐХ ЧЫСӖ
Вичкӗн çилӗ вӗрет анӑçран,
Савӑнать пӗтӗм халӑх чунран.
Улӑп-паттӑрсене çӗршывра
Хамӑрах та тӑван Мускавра
Кашни çын кӑмӑлтан чыс тӑвать,
Ырлӑх-сывлӑх сунать, саламлать.
Тӳпере, ав, хӗвел тӗр тӗрлет,
Иртенпех Хӗрлӗ плащадь кӗрлет.
Хӳхӗ юрӑ юхать ян та ян,
Ак тухать куç умне Андриян.
Саламлаҫҫӗ чӑваш ачине,
Совет ҫӗрӗн ӑмӑрткайӑкне
Пӗрле ӳснӗ юлташ-тантӑшсем,
Тус-тӑван космонавт-паттӑрсем...
Андриян халӑха, çӗршыва
Ваттисен йӑлипе пуҫ таять,
Пӗтӗм чун-чӗререн тав тӑвать.
1962

