ШУРӐ ЮР

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Ҫӗр хураччӗ…Халь шап-шур,
Ҫӗрӗпеле çурӗ юр.
Ҫавра кӳлӗ варринче,
Мамӑк сарнӑ пӑр çинче,
Ача-пӑча çаврӑнать.
Хӗл кунӗпе савӑнать.

1960